Вӗрентекен, яту янрать мӑнаҫлӑн, яваплӑха туйса ӗҫлен ыр кӑмӑлпа
Учитель кунне халалланӑ уяв кӑҫал пӑртак маларах, октябрь уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Комсомольски культура ҫуртӗнче иртрӗ. Мероприятире учительсене ҫеҫ мар, ача сачӗсенче ӗҫлекенсене те професси уявӗ ячӗпе саламларӗҫ.
Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин пуҫтарӑннисене ӑшшӑн саламласа учитель профессийӗн пысӑк пӗлтерӗшӗ\ҫинчен каларӗ, малалла та ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунчӗ. Округ администрацийӗн вӗренӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Евгения Соколова педагогсене уяв ячӗпе саламланипе пӗрлех, кӗскен ҫитӗнӳсем ҫинче те чарӑнса тӑчӗ. Округра маттур та пултаруллӑ вӗрентекенсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсем хӑйсем те, ачасем те тӗрлӗ конкурссенче, олимпиадӑсенче, фестивальсенче маттур. Ҫитӗнӗвӗсем те сахал мар, мухтанмаллӑх пур. Шӑпах малтан-мала утса пыракан вӗрентекенсене, воспитательсене













































































































