Пятница, 26 апреля

Манăн асанне

Манăн асанне

Эпĕ сире хамăн юратнă асанне, Валентина Васильевна Андреева, çинчен каласа парасшăн. Манăн асанне вăтам ÿсĕмри çын. Халĕ вăл 63 çулта. Асанне вăтам пÿллĕ, туллирех кĕлеткеллĕ, çутă сенкер куçлă, çутă сарă çÿçлĕ.
Вăл Тăманлă Выçли ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тăманлă Выçли шкулĕнче 10 класс пĕтерсен асанне малалла вĕренме кайман. Вăл тÿрех çак ялти кирпĕч заводĕнче ĕçлеме пуçланă. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен, 53 çула çитичченех çак ĕçре тăрăшнă вăл. Хăйĕн ĕçне лайăх тата тĕплĕ туса пынăшăн «Почетный строитель» медаль илме тивĕçлĕ пулнă.
Асанне питĕ ăшă чунлă, тарават. Вăл çыннăн нуши-тертне лайăх ăнланать. Кирлĕ чухне канаш парса пулăшать. Асаннен сасси питĕ уçă. Вăл юрлама та питĕ ăста. Çамрăкрах чухне вăл ялти клуба юрлама çÿренĕ, концертсене хутшăннă.
Асанне çак ялта çуралса ÿснĕ Владимир Андреевпа çемье çавăрса виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Вĕсем халĕ кĕçĕн ывăлĕн çемйипе ки- лĕштерсе пурăнаççĕ. Мăнукĕсене юратса пăхаççĕ.
Асанне ырă кăмăллă пулнипе килĕшет мана. Йывăр вăхăтра яланах пулăшма хатĕр пулнăшăн эпĕ хамăн асаннене питĕ юрататăп.
Вика Малова,
6-мĕш класс.
Тăманлă Выçли тĕп шкулĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *