Четверг, 25 апреля

Ăмăртура маттур пулнă

Ăмăртура маттур пулнă

Апрелĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти «Кванториум» ача-пăча технопаркĕнче судомоделизм спорчĕн республикăри ăмăртăвĕсем иртнĕ.
Унта Чăваш Енри хуласенчи тата районсенчи вĕренÿ учрежденийĕсен 7—15 çулсенчи 20 ытла вĕренекенĕ хутшăннă. Тăватă команда хушшинче пирĕн районти ачасене хушма пĕлÿ паракан центрăн Вячеслав Максимович Салаев ертсе пыракан команди те пулнă.
Судомоделизм спорт ăмăртăвĕсене вĕренекенсене техника спорчĕсемпе интересленессине ÿстерес, техника пултарулăхĕн занятийĕсене явăçтарас, карап моделĕсем тăвас пĕлĕве, ăсталăха тарăнлатас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Унсăр пуçне çакăн пек тĕлпулусем ача-пăчан пушă вăхăтне пуянлатма тата чи вăйлă спортсменсене тупса палăртма май параççĕ. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсем — Егор Козловпа /ЕК-400 модель/ Даниил Маргиданов /ЕК-600 тата EL-600 модельсем/ 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ, Егор Козлов /ЕК-600 модель/ 3-мĕш вырăн йышăннă.
Хĕрÿ тупăшура район команди 3-мĕш вырăна тухнă. Спортсменсене саламлатпăр! Малашне те ăнăçупа çĕнтерÿ сунатпăр!
В.САЛАЕВ,
ачасене хушма пĕлÿ паракан центр командин ертÿçи.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *