Суббота, 20 апреля

Икĕ халăх хĕрĕ туслă, пур çĕрте те пултаруллă

Хирти Явăш пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракаан тĕп шкулне çӳренĕ ачасем ытти çĕрте малалла пĕлӳ илсен те пултаруллăхпа палăрса тăраççĕ.  Икĕ çул каялла Валерия Иванова Комсомольски 1-мĕш, Дильназ Тазетдинова 2-мĕш вăтам шкулĕсенче вĕренме пуçланăччĕ. Вĕсем асăннă вĕренӳ заведенийĕсенче те хăйсене лайăх енчен çеç кăтартни савăнтарать. Акă, Валерия апрель уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш патшалăх педагогика университечĕ ирттернĕ «Культура речи» олимпиадăра малти вырăн йышăннă. Дильназ Чăваш патшалăх университечĕн шкул ачисем хушшинчи олимпиадинче математика предмечĕпе 3-мĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ.

Хĕр ачасем Хирти Явăш шкулĕнче пилĕк çул пĕр класра вĕренчĕç. Пур енĕпе те маттур пулнă. Тăрăшса вĕреннисĕр пуçне вĕсем спортра та, юрă-ташăра та малтисен ретĕнче пынă, ӳкерме те юратнă. Шкулта иртекен кашни мероприятисенче хастарлăхпа палăрса тăнă. Вĕсенче çеç мар, районти, республикăри конкурссенче, ăмăртусенче те Хисеп грамотисемпе хучĕсене, Дипломсене тивĕçнĕ. Çиччĕмĕш класран пуçласа хастар хĕр ачасем районти олимпиадăсенче пĕрре мар малти вырăнсем йышăннă. Наукăпа практика конференцийĕсенче интереслĕ темăсене уçса парса палăрнă. 2020 çулта пултаруллăскерсем Чăваш республикин Пуçлăхĕн стипендине илме те тивĕç пулнă.

Валерия математика предмечĕпе районти олимпиадăра та пĕрремĕш вырăн йышăннă. Чăваш чĕлхипе республикăри фестивале хутшăнса Диплом çĕнсе илнĕ. Истори, чăваш чĕлхипе литератури, вырăс чĕлхипе литератури унăн юратнă предмечĕсем. Вăл —  спорт тусĕ. Çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕрпе чупса, винтовкăран тĕл персе район шайĕнчи ăмăртусенче час-часах мала тухатчĕ. «Зарница» çарпа спорт вăййисенче отряд командирĕ  пулнă.

Иккĕшĕ те юрра-ташша ăста терĕмĕр те, Дильназа тĕрлĕ мероприятисенче час-часах тутар халăх тумĕпе курма пулать. 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне вăл «Мисс школы» районти конкурса хутшăннă, «Приз зрительских симпатий» номинацире палăрнă. Валерия ăна çак мероприятие хатĕрленме пулăшнă. Дильназ кăçал та Республика Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ. Хастар хĕр ача истори, географи, математика, тутар чĕлхипе литератури олимпиадисенче час-часах çĕнтерӳçĕсен йышĕнче пулнă. Темиçе хутчен те вăл Хусанти конкурссемпе фестивальсенчен дипломсемпе таврăннă. Дильназ Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн ĕçне те хутшăннă, Патшалăх статистика службин Тав çырăвне тивĕçнĕ.

Пĕри — чăваш, тепри — тутар хĕрĕ пулни вĕсене туслă пулма чăрмантармасть. Икĕ халăх чĕлхине, йăли-йĕркине хисеплени, пĕр-пĕрне ăнланни хĕрсене çывăхлатать. Район центрĕнчи тĕрлĕ шкулсенче вĕреннĕ пулсан та вĕсем час-часах пĕр-пĕринпе тĕл пулма вăхăт тупнă, сĕнӳ-канашсемпе пулăшса пынă. Хăйсене интереслентерекен ыйтусене сӳтсе явнă, малашнехи тĕллевĕсем çинчен калаçнă…

Кăçал вĕсем вăтам шкул     пĕтерчĕç. Пĕрлехи Патшалăх экзаменĕсене лайăх паллăсемпе çеç тытрĕç. Халĕ Валерияпа Дильназăн тĕп тĕллевĕ — аслă шкулсене вĕренме кĕресси. Вĕсене ĕмĕчĕсене пурнăçлама ăнăçу сунар.

Г.Кузнецова,

Е.Димитриева.  

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *