Воскресенье, 28 апреля

Роботсемпе ĕçлеме хăнăхаççĕ

Роботсемпе ĕçлеме хăнăхаççĕ

Юлашки çулсенче çĕршывра общество пурнăçĕнче те, производство сферинче те информатизацие аталантарасси пысăк вырăн йышăнать. 2021 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче искусствăлла интеллект енĕпе иртнĕ конференцире РФ Президенчĕ В.Путин шкулсенче математикăпа информатика предмечĕсене вĕрентессине лайăхлатмаллине палăртнăччĕ. Вĕренсе тухакансен малашнехи пурнăçĕнче информации технологийĕпе усă курма май паракан пĕлӳпе ăсталăха парта хушшинче ларнă чухнех  туптамалла. Мĕншĕн тесен паянхи кун IТ специалистсем  ĕç рынокĕнче чи кирлисем тата ыйтаканнисем шутланаççĕ, вĕсен ĕç укçийĕ те пысăк.

IТ специалисчĕн профессийĕпе паллашмалли чи лайăх вăхăт вăл 7—9-мĕш классем тесе шутлаççĕ, маларах пуçласан та лайăхрах. Программăлама ансатрах меслетсенчен пуçламалла. Вĕсенчен пĕри вăл — Scratch. Кунта программăсем çырмалла мар, хатĕр блоксене, Лего конструкторти  пек пайăн-пайăн пуçтармалла. Кирек хăш вăхăтра та программăна улшăнусем кĕртме пулать. Ку енĕпе ĕçлеме 8 çулхи ачасене те явăçтарма пулать. Эпир хамăр шкулта Скретчпа «Программирование Scratch» кружок занятийĕсенче тата информатика урокĕнче «Алгоритмы и исполнители» темăна вĕреннĕ чухне усă куратпăр. Унта  çӳрекенсем ку платформăпа хапăлласах паллашаççĕ, тĕрлĕ программăсем хатĕрлеççĕ.

Программăлама вĕреннĕ чухне робототехникăпа усă курни те паха. «Робототехника VexIQ» кружока çӳрекен ачасем тĕрлĕ роботсем пухма тата вĕсене программăлама хăнăхаççĕ. Унта вĕсем виртуаллă роботсемпе те ĕçлеççĕ. Вĕсене программăлама RobotC чĕлхепе усă кураççĕ.

Пирĕн шкулăн вĕренекенĕсем робототехникăпа çыхăннă тĕрлĕ конкурссене хастар хутшăнаççĕ. Иртнĕ çул вĕсем «Открытый чемпионат Политеха по робототехнике и беспилотным летательным аппаратам» ăмăртура пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Ачасем республикăри çакăн йышши ăмăртăва пуçласа хутшăнчĕç пулин те, çитĕнӳ туни савăнтарать, хавхалантарать. Политех ирттерекен тупăшăва кăçал та хутшăнчĕç, Шупашкарти Кванториум командине  выляса ярса иккĕмĕш вырăна тухрĕç.

Тукай Мишер вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем «Робофинист_2022 Чебоксары» регионти робототехника фестивалĕнче те пулчĕç. Унта республикăри 15 вĕренӳ организацийĕнчен тата Чулхула облаçĕнчен килнĕ шкул ачисем хутшăнчĕç. Ăмăртусем тĕрлĕ енсемпе иртрĕç. Пирĕн ачасем «Следование по узкой линии экстремал» категорире тупăшрĕç.

Пирĕн шкулти вĕренекенсем районта ирттерекен тĕрлĕ мероприятисене те хастар хутшăнаççĕ. Вĕсенче робототехника ăсталăхне кăтартаççĕ.

Шкул ачисене Программăлама паянхи çĕнĕ меслетсемпе вĕрентни вĕсенче алгоритм шухăшлавне аталантарма, çĕнĕ технологисемпе интереслентерме май парать. Çакăншăн тăрăшатпăр та эпир, çавăн пек тĕллев тытса ĕçлеççĕ те  районти шкулсенчи информатика предметне вĕрентекенсем.

Э.Айсына,

информатика вĕрентекенĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *