Вӗрнӗве хавхаланупа пуҫларӗҫ

Вӗрнӗве хавхаланупа пуҫларӗҫ

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ  пуҫланнине пӗлтерсе пӗрремӗш шӑнкӑрав янранӑранпа пӗр эрне хыҫа юлчӗ. Ачасем партӑсем хушшине вырнаҫсанах Чӗчкенти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулти вӗрентекенсем программӑна кӗртнӗ предметсене вӗрентнипе пӗрлех хушма мероприятисем те йӗркелерӗҫ. ”Разговор о важном” класс сехечӗсенче пӗлтерӗшлӗ темӑсемпе калаҫусем пулчӗҫ. “Основы безопасности жизнедеятельности” темӑна хускатнӑ май вӗренекенсене кӑткӑс лару-тӑрура хӑйсене мӗнле тытмаллипе паллаштарчӗҫ. Терроризма хирӗҫ кӗрешес ыйтусемпе те мероприятисем иртрӗҫ. 8-мӗш класра йӗркеленӗ “Паттӑрлӑх урокне” Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленнӗ куна халалларӗҫ.

Сентябрӗн 1-мӗшӗнче иртнӗ линейкӑра Чӗчкен мечечӗн имамӗ Саитзаде хазрат Гимаев, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Рамиль Идиатуллин, округӑн финанс пайӗн тӗп специалисчӗ Зульфия Айнетдинова, Чӗчкен территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Гелнара Хамидуллова, ашшӗ-амӑшӗ ырӑ сунса каланӑ сӑмахсем ачасен асӑнчен кайман-ха. Вӗсем вӗренекенсене шкулта тӑрӑшса пӗлӳ илме, обществӑлла ӗҫсенче хастар пулма, спортра палӑрса тӑма вӑй-хал сунчӗҫ.

Ҫак кун линейкӑра ку шкула 2016 ҫулта  пӗтернӗ Зиля Зайдуллина та пулчӗ. Вӑл хӑй вӗреннӗ ҫулсене аса илсе каласа пачӗ. Партӑсем хушшинче ларнӑ вӑхӑтрах  тӗрлӗ енлӗ аталанма тӑрӑшни, пӗлӳшӗн ҫунни ӑна пурнӑҫра хӑй вырӑнне тупма пулӑшни ҫинчен пӗлтерчӗ. Маттур хӗрача ялти шкул хыҫҫӑн 10—11 классенче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ пухнӑ. Ун хыҫҫӑн Хусанти федераллӑ университета, филологипе культура институтне вӗренсе пӗтернӗ. Халӗ Тутарстан Республикинче Роберт Минуллин ячӗллӗ ача-пӑча библиотекинче краеведенипе наци литературин пайӗн заведующийӗнче тӑрӑшать. Вӑл хӑйне шкул ҫулӗсенче тарӑн пӗлӳ парас тесе тӑрӑшнӑ вӗрентекенсене тав турӗ. Ачасене вара вӗренӳ тӗнчинче тӑрӑшуллӑ пулма сунчӗ.

Чӗчкен тӗп шкулӗнче вӗренекенсем иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче округра, республикӑра тата унӑн тулашӗнче иртекен чылай мероприятие хастар хутшӑннӑ, пӗрре мар ҫӗнтерӳҫӗ ятне ҫӗнсе илнӗ. Спорт тата культура пурнӑҫӗ те шкулта интереслӗ пулнӑ. Кӑҫал та ачасем хастар пуласса, вӗренӳре те, шкул тулашӗнчи мероприятисенче те пултарулӑх кӑтартасса шанса тӑратпӑр.

Танзиля Мухаметшина,  

вӗрентекен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *