Ҫамрӑксене суйлав ҫинчен

Ҫамрӑксене суйлав ҫинчен

Ҫамрӑксем хушшинче хӑйсен пурнӑҫӗнче кӑҫалхи суйлава пӗрремӗш хут хутшӑнакансем те пур. Вӗсене ҫак пӗлтерӗшлӗ пулӑм пирки тӗплӗнрех ӑнлантарса парас тӗлӗшпе округра тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ.

Ҫак кунсенче Комсомольскинчи тӗп библиотекӑра ҫамрӑксене хӑйсен гражданла яваплӑх туйӑмне ӳстерме пулӑшас тӗллевпе «Эпир — пулас суйлавҫӑсем» ӗҫлӗ вӑйӑ ирттертӗмӗр. Унта Тукай Мишер вӑтам шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ.

Малтанах Комсомольски территори суйлав комиссийӗн председателӗ О.И.Митюкова Раҫҫей Федерацийӗнчи суйлав йӗркисемпе принципӗсем, суйлавҫӑсен прависем пирки каласа пачӗ. Ачасен ыйтӑвӗсем ҫине те хапӑлласах хуравларӗ. Тӗлпулӑва вӑйӑ евӗр ирттерни вӗренекенсене суйлав ҫинчен тӗплӗнрех пӗлме май парать.

Валентина Боровкова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *