Вторник, 23 апреля

«Хавхалану» хавхалантарать

«Хавхалану» хавхалантарать

Çулсеренех октябрь уйăхĕнче Елчĕк районĕнче çуралса      ӳснĕ  Г.Н.Волков  академика  халалласа  Чăваш  Республикин  вĕренӳ  институчĕпе  Шупашкарти 62-мĕш вăтам шкул регион шайĕнче «Хавхалану» фестиваль-конкурс ирттереççĕ.

Çак пултарулăх тупăшăвĕ шкул ачисене тата педагогсене паллă ăсчахăмăрăн ĕçĕ-хĕлне тĕплĕн пĕлме хавхалантарас,  ачасене чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен пĕлес туртăмне,  шырав меслечĕпе ăсталăхне тата та ӳстерме пулăшать.

Кăçалхи «Хавхалану» фесстивале хутшăнакансем  «Геннадий  Волков хайлавĕпе  лартнă чи лайăх инсценировка»,  «Г.Н. Волков хайлавне чи лайăх вулакан»,  «Г.Н. Волков пурнăçĕпе пултарулăхне лайăх уçса паракан интернет публикаци» номинацисенче тупăшрĕç.  Жюри членĕсем палăртнă тăрăх   фестиваль-конкурса 254 ĕç тăратнă.  

Асăннă мероприятие Нĕркеç вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем Н.И.Плеткина учитель ертсе пынипе кашни çулах хастар хутшăнаççĕ.  Иртнĕ çул «Г.Н.Волков хайлавĕсен чи лайăх иллюстрацийĕ» номинацийĕн дипломне илме пултарнăччĕ.   Кăçал вара ачасем конкурса Г.Волковăн «Тĕлĕнмелле курăк» хайлавĕ тăрăх инсценировка хатĕрлесе 3-мĕш вырăна тухма пултарчĕç. Асăннă конкурса «Литература студийĕ» кружока çӳрекенсем — Ангелина Воронова,  Елизавета Быкова,  Александр Петров тата Егор Федоров — тулли кăмăлпа хутшăнчĕç.  Н.И.Плеткина та «Г.Н. Волков хайлавне чи лайăх вулакан» номинацире тупăшрĕ.

Пултаруллă та маттур ачасене октябрĕн  27-мĕшĕнче Шупашкар хулинче чысларĕç.

 Ачасем  малашне те çакăн пек конкурссене хутшăнса пултарулăхпа татах та палăрасса шанатпăр.

Н.Плеткина,

Нĕркеç вăтам шкулĕн учителĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *