Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекен Иван Гончаров умӗнче, кӑҫал вӑтам шкулпӗтерекен нумай ачанни пекех, кӗҫех яваплӑ тапхӑр пуҫланать. Унӑн пысӑк тӗрӗслев витӗр тухмалла, пӗрлехи патшалӑх экзаменӗсене тытмалла. Ваня шкулта пур предметпа та тӑрӑшса вӗреннӗ-ха, тавракурӑмне те анлӑлатса пынӑ. Ҫапах хӑй умӗнчи пысӑк яваплӑха аван туять вӑл. 11 ҫул хушшинче илнӗ пӗлӗве туллин кӑтартса парса экзаменсене ӑнӑҫлӑ  тытма ӗмӗтленет.

И.Гончаров — шкулти пур енӗпе те палӑрса тӑракан вӗренекенсенчен пӗри. Пӗтӗм предмета юратать вӑл, ытларах вара гуманитари наукисене кӑмӑллать. Учебниксенчи программӑна кӗртнӗ темӑсемпе  ҫеҫ лӑпланса лармасть, хушма пӗлӳ илмелли майсем те шырать.  Нумай пӗлме тӑрӑшни, тавракурӑмне тӑтӑш анлӑлатса пыни ӑна шкулта, муниципалитет шайӗнчи, республикӑри конкурссемпе викторинӑсенче, олимпиадӑсенче ҫӗнтерӳсем тума май панӑ. Ҫакӑн пек мероприятисене вӑл 5-мӗш класранпах хутшӑнать те, конкурс-фестивальсенче ҫӗнсе илнӗ грамотӑсемпе дипломсене, сертификатсене пурне асӑнса  та пӗтереймӗн. Раҫҫей шайӗнчи тупӑшусенче те пӗрре мар палӑрнӑ, наградӑсене тивӗҫнӗ. Арҫын ача уйрӑмах вырӑс чӗлхипе, математикӑпа, физикӑпа, информатикӑпа, компьютер технологийӗпе иртнӗ олимпиадӑсемпе конкурссене хастар хутшӑннӑ.

Иван Гончаров спортпа та туслӑ. Ҫичӗ ҫул тултарсанах шывра ишес енӗпе тренировкӑсене ҫӳреме пуҫланӑ, 13 ҫула ҫитсен ку спорт енӗпе аслисен 2-мӗш разряд нормативне пурнӑҫланӑ. 2019 ҫулта вара Тутарстанра акватлон енӗпе иртнӗ уҫӑ ӑмӑртура 1-мӗш разряда тивӗҫтерекен кӑтарту тунӑ. Ҫак ҫитӗнӗве вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пулнӑ тупӑшура та ҫирӗплетнӗ. Ваня шывра ишес енӗпе республикӑра йӗркелекен ӑмӑртусенчен пӗрре мар ҫӗнтерӳпе таврӑнса район чысне ҫӳле ҫӗкленӗ.

Уҫӑ кӑмӑллӑ, юлташӗсемпе яланах пӗр чӗлхе тупма пултаракан каччӑ класра, шкулта ирттерекен мероприятисене хастар хутшӑнать. Хӑйне шаннӑ ӗҫсене тӳрӗ кӑмӑлпа тата вӑхӑтра пурнӑҫланипе палӑрса тӑрать. Ял пурнӑҫӗпе, ун аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсенче маттур пулнӑшӑн вӑл Комсомольски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне те тивӗҫнӗ.

И.Гончаров округри волонтер юхӑмне те  хутшӑнать. Вӑл — «Молодая Гвардия Единой России» обществӑлла организацин вырӑнти уйрӑмӗн пултаруллӑ хастарӗ. Ҫамрӑк гвардеецсемпе пӗрле шкулти, ялти, округ шайӗнчи мероприятисене йӗркелеме пулӑшать, вӗсене хӑй те пысӑк пуҫарулӑхпа хутшӑнать. Пӗлтӗр вӑл пултаруллӑ яш-кӗрӗмпе «У Тимоши» ҫӑлкуҫа юсанӑ, ун таврашне тирпей-илем кӗртнӗ ҫӗрте тӑрӑшса ӗҫленӗ. Плотина ҫывӑхӗнчи лаптӑксене ҫӳп-ҫапран тасатас ӗҫре те палӑрса тӑнӑ. «Чистое село», «Чистый двор», «Я помню! Я горжусь!», «Своих не бросаем», «Свеча памяти», «За наших! За мир!», «Все на зарядку», «Убедись, что тебя пропускает водитель», «Здравые выходные», «Зеленая Россия» тата ытти акцисене йӗркелесе ирттерес тӗлӗшпе те пуҫарулӑх кӑтартнӑ. Ячӗсенченех курӑнать ӗнтӗ, асӑннӑ мероприятисем пӗр тематикӑпа мар. Апла пулсан ҫамрӑк ҫынна округри пур енлӗ ыйту та ҫывӑх. Вӗсене татса парас енӗпе ырӑ ӗҫсем тӑвас тӗллевлӗ. «Ӗҫленипе алӑ татӑлса ӳкмест», — тет вӑл. Ҫавӑнпа та пулӑшу кӗтекенсене алӑ тӑсса пама яланах хатӗр.

Кӑҫал вӑл Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн пултаруллӑ ҫамрӑксене паракан стипендине илме тивӗҫ пулнӑ. Ҫакӑ ӑна хавхалану кӳмесӗр хӑварман паллах. Енчен те ҫыннӑн хӑйӗн чун-хавалӗнче тапса тӑракан вӑй-хал, ыркӑмӑллӑх пулмасан ӑна нимӗнле хавхалану та пулӑшаймӗ. Ваньӑра вара ӑнтӑлу хӗлхемӗ йӑлкӑшать, ӑна хӑват парса тӑрать.

Кӑҫал Иван Гончаров тӑван шкулпа сыпуллашӗ. Ун умӗнче вара малашлӑхӑн анлӑ ҫулӗ выртать. Шкул ҫулӗсенчех пӗлӳ, ырӑ ӗҫсем патне ӑнтӑлнӑскер, ӑс-хакӑлне малалла ӳстерме пӗр-пӗр аслӑ вӗренӳ заведенине кайӗ. Вӗреннӗ чухне те, ӗҫлеме пуҫласан та хӑйне чӑн-чӑн ҫын пек тытасси, яланхи пекех, обществӑлла ӗҫсене хастар хутшӑнасси пирки иккӗленӳ ҫук. Ваттисем калашле, мӗнле лаша пуласси тихаранах паллӑ. Иван Олегович та малашлӑхра округшӑн, ҫӗршывшӑн пархатарлӑ ӗҫсем туса палӑрасса шанас  килет.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *