Фестиваль хаваслӑх кӳчӗ

Фестиваль хаваслӑх кӳчӗ

Ҫак кунсенче ялти культура ҫуртӗнче Тӑманлӑ Выҫли шкулӗнче вӗренекенсен черетлӗ фестивалӗ иртрӗ.

Ӑна эпир Раҫҫейри Педагогпа наставник, Чӑваш Енри Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалларӑмӑр. Ҫак уява Тӑманлӑ Выҫли шкулӗнче нумай ҫул вӑй хурса тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ педагогсене чӗнтӗмӗр. З.В.Фадеева, Н.И.Николаева, Г.М.Попова, Н.А.Потапов, Л.П.Кириллова, Н.Н.Кузьмина хаваспах килсе ҫитрӗҫ.  Хӑйсене манманшӑн, тӗрлӗ уявсемпе саламласа тӑнӑшӑн, хисеп тунӑшӑн тав турӗҫ.

Программӑна шкул ачисен хорӗпе пуҫларӑмӑр. «Детство — это я и ты», «Вместе весело шагать» тата «Наши учителя» юрӑсене юрларӑмӑр. Вӗрентекенсене саламласа чечек ҫыххисем патӑмӑр, асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗнтӗмӗр.

Юрӑ-ташӑ, кулӑшла сценкӑсем, илемлӗ сӑвӑсем пӗр-пӗринпе черетленсе пычӗҫ. Кашни класрах пултаруллӑ ачасем вӗренеҫҫӗ. Вӗсем юрлама та, ташлама та ӑста. Шкул ҫулне ҫитменнисем фестивале хӑйсен илемлӗ юррипе, «Выйду на улицу» ташшипе хутшӑнчӗҫ, илем кӗртрӗҫ.

Пӗрремӗш классем питӗ тӑрӑшса хатӗрленнӗ, вӗсен чӑваш ташши те, вальсӗ те илемлӗ пулса тухрӗҫ. Юррисем те чуна тыткӑнларӗҫ. Иккӗмӗшсен «Бескозырка белая», «Дружба», «Мама, милая мама», «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» (В.Егорова) номерӗсем куракансен асӗнче юлчӗҫ. Тӑваттӑмӗшсен «День непослушания» ташши куракансене килӗшрӗ.

Аслӑрах классенче вӗренекенсем гитара каласа юрлама, ташлама ӑста. «Изгиб гитары желтой», «В военкомате случай был», «Если в сердце живет любовь» юрӑсем, «Каҫ кӳлӗм виҫҫӗн», «Врач патӗнче» сценкӑсем, «Наша песня — то что нужно», «Чӑваш ташши» пулчӗҫ сцена ҫинче. «Тискерлӗх» (К.Ильина), «Мама, отведи меня в детство» (С.Рамская)  сӑвӑсене вӗренекенсем илемлӗ каларӗҫ.

Пур ача та ҫак фестивале нумай хатӗрленни тата питӗ тӑрӑшни курӑнчӗ. Куракансем ҫамрӑк «артистсен» пултарулӑхне тивӗҫлипе хакласа тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗҫ. Фестиваль куракансен чӗринче савӑнӑҫ туйӑмӗ ҫуратрӗ, вӑл пуриншӗн те асра юлмалла иртрӗ.

       Карина Ильина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *