Йышпа шÿтлеме вĕрентрĕç

Сентябрĕн 11—15-мĕшĕсенче Çĕнĕ Мăрат шкулĕн ачисем КВН шкулне кайса килчĕç.
КВН шкулĕ Муркаш районĕнче «Солнышко» лагерьте пулса иртрĕ. Ку шкулта ачасене мĕн çинчен шÿтлемеллине, ăçтан шÿт валли сюжет шырамалли çинчен каласа пачĕç. Шкул йеркелÿçисем чылай çул тĕрлĕ сцена çинчен кулăшла сценкăсемпе савăнтараççĕ. Лагерьти сменăна вĕсем грант выляса илнĕ укçа-тенкĕпе ирттереççĕ. Темиçе кун хушши Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн ачисем мĕнле шÿтлемеллине, сцена çинче хăйсене мĕнле тытмаллине, шÿт валли кĕвве епле хатĕрлемеллине вĕренчĕç. Ушкăн командирĕ Нарспи Борисова пулчĕ, кĕвĕ-сас хатĕрлесе яраканĕ — Антон Поляков. Юлашки кунĕнче вара командасем хăйсен номерĕсене лагерь сцени çинче жюрисене пăхса хаклама сĕнчĕç. Пирĕн шкул ушкăнĕ «Витаминка» ятлă пулчĕ. «Витаминка» чăнах та зала култарса вăй кĕртме пултарчĕ. Жюрисем ушкăна пĕр саслăн мухтарĕç. Çавна май пирĕн ушкăн иккĕмĕш тура хутшăнма тивĕçрĕ. Октябрь уйăхĕнче эпир хамăрăн пултарулăхпа Шупашкар хулинче паллаштарăпăр. Ун пирки те сире çырса пĕлтерĕпĕр-ха.

Нарспи БОРИСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *