Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсем чӗретлӗ смотр-конкурсран ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Кадетсем республикӑри «Салют Победы» смотр-конкурса ҫулсеренех хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем кашни ҫулах ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче.
11 «к» тата 9 «к» класра вӗренекен кадетсем ҫӗнтерӳ ҫӑмӑл килменнине палӑртаҫҫӗ. Мӗншӗн тесессӗн ҫакӑн йышши конкурса хутшӑнас тесессӗн темӗн чухлех хатӗрленмелле, вӗренмелле. Кунта пӗччен тӑрӑшни ҫителӗксӗр, ушкӑнпа хатӗрленмелле, пӗр-пӗрне итлеме пӗлмелле. Екатеринӑпа Алексей Тихонов педагосем ертсе пынипе кадетсем йывӑрлӑхсене ҫӑмӑллӑнах парӑнтараҫҫӗ. Вӗсем — яланах малтисен ретӗнче пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Кашни кун «тар тӑкса» вӗренни сая кайман, кадетсем чи лайӑххисен йышӗнче. Вӗсем «Салют Победы» смотр-конкурсра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, Диплома тата Кубока тивӗҫнӗ.
Саламлатпӑр.
Людмила Абрамова.

