Кадетсем палăрнă

Кадетсем палăрнă

Нумаях пулмасть Çĕмĕрле хулинче кадетсен тата çарпа патриотизм пĕрлешĕвĕсен Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 76 çул çитнине халалланă «Çĕнтерÿ салючĕ» смотр-конкурса пĕтĕмлетнĕ. Мероприятие Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш Енрен тухнă офицерсен «Сыны Отечества» юлташлăх, çарпа патриотизм воспитанийĕн «Авангард» вĕренÿпе методика центрĕ йĕркеленĕ.
Асăннă конкурс кăçал дистанци формачĕпе иртнĕ. Сентябрь уйăхĕнче кĕçĕн ÿсĕмри кадет класĕсем хушшинче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн «Çамрăк патриотсем» ушкăнĕ /5 «к» класс/ 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Вăтам ÿсĕмри кадет класĕсем хушшинче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн «Патриотсем» ушкăнĕ /8 «к» класс/ 1-мĕш вырăна тухса палăрнă.
Çĕнтерÿçĕсене Дипломсем, медальсем тата асăнмалăх парнесем парса чысланă. Маттур кадетсене малашне те пултаруллă та хастар пулма, çитĕнÿсем тума сунатпăр.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *