Шкулта – харӑсах виҫӗ пысӑк пулӑм

2024 ҫул Раҫҫейре Ҫемье ҫулталӑкӗ пулнине хаҫат вулакансем пӗлеҫҫех. Кун пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин ятарласа Указ кӑларнӑ. Указа ҫемьесен йӑлана кӗнӗ хаклӑхӗсене сыхласа хӑварас енӗпе патшалӑх политикине анлӑ сарас тӗллевпе йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне 2024 ҫул Чӑваш Енре — Экологи культурипе ҫутҫанталӑк управӗн ҫулталӑкӗ.

Хырхӗрри тӗп шкулӗнче ҫак паллӑ пулӑмсене халалласа пысӑк мероприяти иртрӗ. Палӑртнӑ вӑхӑтра пурте пӗрле пухӑнчӗҫ, Раҫҫей тата Чӑваш Ен гимнӗсене юрласа ҫулталӑка уҫрӗҫ. Ун хыҫҫӑн ачасем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсем тӑван кӗтес, ҫемье, туслӑх ҫинчен юрӑсем шӑрантарчӗҫ. Ҫавӑн пекех кил-йышри кулӑшла самантсем пирки сценкӑсем лартрӗҫ. 5—6 классенчи ачасем хӑйсен юрринче ҫутҫанталӑка упрама ыйтрӗҫ, юмах евӗрлӗ сценкинче те ҫыннӑн яваплӑхне аса илтерчӗҫ. Уява Е.Чернова, А.Морозова, А.Хлебникова ерт-се пычӗҫ. Куракансем кашни номерех кӑмӑлласа йышӑнчӗҫ, алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ. Мероприяти пысӑк шайра ирттӗр тесе шкул директорӗн советникӗ  Л.Г.Белкова тата музыка вӗрентекенӗ М.В.Бархонов тӑрӑшни куҫкӗрет.

Уяв малалла тӑсӑлнӑ май муниципаллӑ округри Малтисен юхӑмӗн («Движение первых») специалисчӗ В.А.Филиппова сӑмах илчӗ. Пирӗн шкулта ҫак юхӑм чылайранпа сарӑлнинче Л.Г.Белкован тӳпи пысӑккине палӑртрӗ. Чӑн та, Людмила Геннадьевна ертсе пынипе шкулта кашни кунах тӗрлӗ енлӗ ӗҫ пулса иртет. «Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр» акцие те вӑлах йӗркелесе пырать. Ҫак ӗҫсемпе пуринпе те шкулӑн «ВКонтакте» социаллӑ тетелӗнчи ятарлӑ ушкӑнра паллашма пулать.

Шкулта хастар ачасем вӗренни те курӑнать. Ҫавна май Валентина Анатольевна Хырхӗрри тӗп шкулӗ регионти Малтисен юхӑмне кӗнине ӗнентерекен сертификат парса чысларӗ. «Ҫӗрте малта пыр, пинре кая ан юл», тенӗ авалах чӑвашсем. Пур ҫӗрте те тӑрӑшуллӑ пулсан, кирек мӗнле ӗҫе те юратса тусан малта пуласси паллӑ. Ӑнӑҫу сунатӑп сире!» — тесе вӗҫлерӗ хӑйӗн сӑмахне специалист. Уяв «Раҫҫей, малалла!» юрра пӗтӗм йышпа юрланипе вӗҫленчӗ.

Малалла Валентина Анатольевна 7—8 классемпе мастер-класс йӗркелерӗ. Вӑл ертсе пынипе шкул ачисем хӑйсен аллисемпе Малтисен юхӑмӗн паллисене ӑсталарӗҫ, ӗҫ кал-кал пычӗ. Часах ачасен кӑкӑрӗсем ҫинче «Малтисен» паллисем ҫиҫме тытӑнчӗҫ.

Ҫӗршывӑн пуласлӑхӗ ҫакӑн пек харсӑр, тӗрӗслӗхе юратакан, тӑрӑшуллӑ та ырӑ ачасен аллинче пуласса шанса тӑрас килет. Ҫапла пултӑр!

Галина БЕЛКОВА,

Хырхӗрри тӗп шкулӗн вӗрентекенӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *