Кану каҫӗ савӑк кӑмӑл парнелерӗ
Йӑлмахва культура ҫуртӗнче вырӑнти культура ӗҫченӗсемпе пӗрле Ваттисен кунне халалланӑ уяв каҫӗ йӗркелерӗмӗр.
Пуҫтарӑннисене Кайнлӑк территори уйрӑмӗн начальникӗ Лина Афанасьева тата ветерансен канашӗн председателӗ Нина Смирнова ӑшшӑн саламларӗҫ, ҫирӗп сывлӑх, тапса тӑракан вӑй-хал, вӑрӑм ӗмӗр сунчӗҫ. Кайнлӑк территори уйрӑмӗнчи культура ӗҫченӗсем уява пынӑ хӑнасене чуна пырса тивекен юрӑсемпе саламларӗҫ. Вӗсем хатӗрленӗ кулӑшла сценкӑсем куракансене савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ.
«Женские имена в истории Комсомольского муниципального округа» сӑн ӳкерчӗксен куравӗпе пурте интересленсех паллашрӗҫ. Унти кашни сӑн ӳкерчӗк - пулас ӑрусем валли типтерлӗн упраса хӑварнӑ пӗчӗк истори. Ҫак хӗрарӑмсен шӑписем тӑван енпе тачӑ ҫыхӑннӑ, вӗсен ӗҫӗпе ырӑ кӑмӑлӗ округӑн пурнӑҫӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ. Хӑна





























































































































