Суббота, 27 апреля

Лайӑх кӑмӑл-туйӑм ырӑ ӗҫсем тума чӗнет

Лайӑх кӑмӑл-туйӑм ырӑ ӗҫсем тума чӗнет

Аслисене хисеплеме, йывӑрлӑха лекнӗ ҫынсене пулӑшу пама мӗн ачаранах вӗрентсе ӳстерни ӳсерехпе хӑй ҫимӗҫне паратех. Ырӑ ӗҫ туни пархатарлӑ, теҫҫӗ. Ҫак чӑнлӑха, ашшӗ-амӑшӗ вӗрентсе каланисене шута илсе ӳснӗ Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулне кӑҫал вӗренсе пӗтерекен Софья Терентьева. Ҫавӑнпах та пулӗ вӑл округри хастар волонтерсенчен пӗри шутланать.

Шкулта лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пынипе пӗрлех вӑл обществӑлла ӗҫсене те хастар хутшӑнать. Тӑван ҫӗршыв историйӗпе интересленнӗ май, хӗрача паянхи пурнӑҫшӑн тӑшманпа ҫапӑҫса пуҫ хунисен ячӗсене яланлӑха сыхласа хӑвармаллине, вӗсене ӗмӗр-ӗмӗр асра тытмаллине лайӑх ӑнланать. Ҫавӑнпах та пулӗ ку енӗпе округра ирттерекен мероприятисене хастар хутшӑнать. Юлашки ҫулсенче ҫеҫ Софья «Обелиск», «Чистый памятник», «Поздравление ветерана», «Память поколений», «Мы помним, мы гордимся» тата ытти акцисенче пуҫаруллӑ пулнӑ. «Пирӗн асатте-кукаҫисем  пурнӑҫне шеллемесӗр эпир телейлӗ пулассишӗн юн тӑкнӑ, асанне-кукамайсем тылра ырми-канми вӑй хунӑ. Вӗсен пархатарлӑ ӗҫӗсене пирӗн нихӑҫан та манмалла мар. Пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса лартнӑ палӑксене пӑхса тирпейлесех тӑмалла», — тет пултаруллӑ хӗр. Волонтер  пулса вӑл ҫынсене хамӑр пурӑнакан вырӑншӑн онлайн-сасӑлавсем ирттернӗ чухне те пулӑшать. Округра йӗркелекен спорт тата культура мероприятийӗсенче те хастар. «Эпир тав сӑмахӗшӗн ӗҫлеместпӗр. Анчах та ырӑ ӗҫсене курса хаклани, мухтани пире савӑнтарать», — палӑртать волонтер. Тӑван тӑрӑх хӑйӗн илемӗпе савӑнтартӑр, унта тирпейлӗхпе тасалӑх хуҫалантӑр тесе те ҫине тӑрать. Ҫамрӑксемпе пӗрле субботниксене тата ҫак енӗпе ирттерекен ытти ӗҫсене яланах хутшӑнать, тантӑшӗсене хавхалантарса пырать. 

Спорт сывлӑх ҫӑлкуҫӗ пулнине лайӑх ӑнланаканскер, пике мӗн пӗчӗкренех ӳт-пӗвне ҫирӗплетсе пыма тӑрӑшать. Шкулта, районта иртекен ӑмӑртусене хастар  хутшӑнать. С.Терентьева уйрӑмах волейбол вӑййине кӑмӑллать. Спортӑн ҫак енӗпе шкул команди округри  вӗренекенсем хушшинче иртнӗ тупӑшусенче яланах малтисен йышӗнче. Ҫакӑнта паллах Софьян тӳпи те пур. Волейбол команда вӑййи пулнӑ май, кунта «пӗри — пуриншӗн, пурте — пӗриншӗн» текен каларӑш тӗп вырӑнта тӑрать. Ҫавӑнпа кашни тупӑшурах яваплӑха туйса выляма тивет. Спортӑн ытти енӗсем те хӗрачашӑн ют мар. С.Терентьева ГТО физкультурӑпа спорт комплексӗн нормативӗсене пурнӑҫласа 2021 ҫулта 4-мӗш ступень, пӗлтӗр 5-мӗш ступень паллисене тивӗҫнӗ. Ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗсенче те маттур спортсмен пӗрре мар малтисен ретӗнче пулнӑ.

Ҫӳлерех каларӑмӑр ӗнтӗ, Софья шкул программине кӗртнӗ пур предметпа та лайӑх вӗренсе пырать. Учебниксенче мӗн ҫырнипе ҫеҫ лӑпланса лармасть вӑл, темӑна тарӑнрах ӑнланас тесе хушма литературӑпа та паллашать. Ҫакӑ ӑна шкулти, округри  конкурссенче кӑна мар, республика, Раҫҫей, тӗнче шайӗнчи фестивальсене, викторинӑсене, олимпиадӑсене тата ытти мероприятисене те хутшӑнма май парать. Чӑваш, вырӑс, ют чӗлхесемпе, естествӑлла, физикӑпа математика туртӑмӗллӗ наукӑсемпе вӑл ҫӗнсе илнӗ наградӑсене асӑнса та пӗтереймӗн.  Хӗрачан интересӗсем тӗрлӗ енлӗ пулни палӑрать. Пурне те пӗлесшӗн, ӑнланасшӑн ҫунать вӑл.

Вӗренӳре, конкурссемпе  фестивальсенче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн, шкулти, округри обществӑлла ӗҫсене хастар хутшӑннӑшӑн хӗрача 2023 ҫулта республика Пуҫлӑхӗн стипендине илме тивӗҫ пулнӑ.

Кӑҫал Софья Терентьева вӑтам шкул пӗтерет. Умра — яваплӑ тапхӑр. Тарӑн пӗлӳ илессишӗн тӑрӑшнӑ пулин те, Пӗрлехи патшалӑх экзаменӗсем хумхантараҫҫӗ ӑна. Пӗтӗм ӗҫе пахалӑхлӑ тума хӑнӑхнӑ хӗрача вӗсене яланхи яваплӑх туйӑмӗпе тӗплӗн хатӗрленет. Анлӑ тавракурӑмлӑ, тавҫӑруллӑ вӗренекен тӗрӗслевсем витӗр ӑнӑҫлӑ тухасса шансах тӑратпӑр.

Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн ун умӗнче анлӑ ҫул уҫӑлӗ. Кирек ӑҫта вӗренме кайсан та, мӗнле професси суйласа илсен те, ӑҫта ӗҫлесен те шкул ҫулӗсенчех туптаннӑ ӑсталӑх ӑна пурнӑҫра пулӑшса пырӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *