Ĕç паттăрлăхне асра тытса

2021 çула Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк тесе палăртрĕ.
Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕнче çак пулăма паллă тăвассипе çыхăннă мероприятисен ярăмĕ /уçă уроксем, паттăрлăх сехечĕсем/ малалла пырать. Чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче «Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕ» ятпа 8-мĕш класра информаци сехечĕ иртрĕ. Унăн тĕллевĕ — Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрла ĕçне яланах асра тытасси, вĕсем пирки çитĕнекен ăрăва пĕлтересси, тăван халăхăмăрăн ятне çÿлтен çÿле çĕклесси. Класс ертÿçи В.С. Ефимова вĕренекенсене ентешĕмĕрсен вăрçă вăхă- тĕнчи тылри паттăрлăхне кăтартса паракан презентаципе, кăсăклă фактсемпе паллаштарчĕ.
Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене çирĕплетес ĕçе хутшăннисен тÿпине çак цифрăсемпе хаклама пулать: тăшман танкĕсене хирĕçле хатĕрленĕ чăрмав 380 километра çитнĕ — 1500 çĕр пÿрт, 80 километра тăсăлакан окоп, 1600 хÿтĕленсе çапăçмалли çирĕплетнĕ вырăн… Ку ĕçе 171 450 яхăн çын хутшăннă. «Хÿтĕлев чиккисене тунă чухне асатте-асаннесем, кукаçи-кукамайсем паттăрлăх кăтартнă, йывăрлăхсене парăнмасăр çĕнтерÿшĕн вăй-халне шеллемен. Халăх пурнăçĕн çак тапхăрне нихăçан та манмалла мар, ăна пирĕн те, килес ăрăвăн та асра тытмалла. Хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă кашни çыннăн ятне астуса тăмалла», — çак сăмахсемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Сăр чиккин строительстви пирки астăвăма упрама чĕнсе калать.
Пĕтĕмлетсе класс ертÿçи Валентина Сергеевна Сăр тăрăхĕпе иртекен хÿтĕлев чиккин историне, тăван халăхăмăрăн паттăрлăхне упраса хăварасси пирĕн тивĕç иккенне каласа хăварчĕ.
Пирĕн, çамрăк ăрăвăн, тылра ырми-канми ĕçленĕ çынсене, вĕсен паттăрлăхне манас марччĕ, вĕсене яланах асра тытасчĕ, сума сăвасчĕ.

Екатерина ПЕТРОВА,
8-мĕш класс.
Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *