Конкурс çĕнтерÿçисем паллă

Конкурс çĕнтерÿçисем паллă

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ тĕлне районти çырав уйрăмĕ тата «Каçал ен» хаçат редакцийĕ «Çырав тĕлне — конкурс» йĕркелерĕмĕр. Хаçат номерĕсенче вулакансене ыйтусем çине хуравлама ыйтрăмăр. Халăх çыравĕ пирки эпир мĕн пĕлетпĕр-ха? Вăл хăçан иртет?
Хаçатпа туслă вĕренекенсем ыйтусем çине тулли тата тĕрĕс хуравсем пани вара уйрăмах савăнтарчĕ. Чи малтан хуравсене çитернĕ шкул ачисене сентябрĕн 17-мĕшĕнче «Каçал ен» хаçат редакцийĕнче чысларăмăр. Çĕнтерÿçĕсем Тав хучĕсене тата парнесене тивĕçрĕç. Халăх çыравĕпе районта ĕçлекен Надежда Александрова ачасене малашне те конкурссенче хастар, вĕренÿре маттур пулма сунса парнесемпе чысларĕ. Камсем-ха çĕнтерÿçĕсем? Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Анастасия Галзанова, Варвара Тихонова тата Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан Ева Ефремова конкурса тĕрĕс хуравсем çитерчĕç.
Кăçал Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ иртнĕ май районта пурăнакансене тата тепĕр конкурса хутшăнма чĕнетпĕр. Халăх çыравĕн темипе çырнă такмаксене пирĕн пата çитерĕр. Эпир вĕсене хаçат страницисенче пичетлĕпĕр, чи пултаруллисене — парнесемпе чыслăпăр.
А.МАРИЯН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *