Суббота, 27 апреля

Пултаруллӑ пике

Пултаруллӑ пике

Чӑннипех те маттур та пултаруллӑ яш-кӗрӗм ӳсет паянхи кун пирӗн хушӑмӑрта. Вӗсенчен пӗри вӑл — Комсомольски 1-мӗш  вӑтам шкулӗнче вӗренекен Дарья Абдюшева. Пӗрре те алӑ усса лармасть вӑл, яланах вӗренӳре, ӗҫре.

Хӗр ачан пысӑк пултарулӑхӗ  Комсомольски ача-пӑча искусствин шкулне  хушма пӗлӳ уйрӑмне кӗме май панӑ. Акӑ ӗнтӗ кӑҫал вӑл унта юлашки ҫул вӗренет.

 Дарйӑн пултарулӑхӗ ачаранах палӑрнӑ. Вӑл мӗн пӗчӗкренех хореографи ушкӑнне ҫӳренӗ. Виҫӗ ҫултанпах ташӑсемпе тата сӑнарлӑ искусствӑпа кӑсӑкланма пуҫланӑ иккен. Професси пӗлӗвӗ паракан хушма программӑпа вӗреннӗ. Ҫамрӑк художникӑн пултарулӑхӗ декоративлӑ-прикладной енӗпе чи туллин палӑрнӑ. Ытларах искусство анинче ӗҫлеме кӑмӑллать. Чӗри хушнипех пуль.

Маттур ҫын пур енчен те пултаруллӑ пулать. Вӗренӳ шухӑш-туйӑмне аталантарать, дисциплинӑна ҫирӗп пӑхӑнать, кӗвӗ-ҫемӗпе те яланах ҫывӑх.  Интеллектуаллӑ вӑйӑсенче, обществӑлла тата шкулти ӗҫсене хастар хутшӑнасси пирки иккӗленӳ ҫук, шкул чысне хӳтӗлессине хӗр малти вырӑна хурать. Мӗнле ӗҫе пуҫӑнсан та вӗҫне-хӗрне ҫитеретех.

Пӗр выставка та Дарья хутшӑнмасӑр иртмен. Вӑл хӑйӗн яваплӑхӗпе уйрӑмах палӑрса тӑрать, пур ҫӗрте те маттур.

 Аслӑ классенче вӑл Раҫҫейри, пӗтӗм тӗнче шайӗнчи, районти, регионти куравсемпе фестивальсене, конкурссене тӑтӑшах хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ. Республикӑра йӗркелекен ӑмӑртусенчен пӗрре мар ҫӗнтерӳпе таврӑнса округ чысне ҫӳле ҫӗкленӗ. Искусство, хореографи енӗпе ирттернӗ тӗрлӗ шайри фестивальсенче, конкурссенче лауреат дипломӗсене тивӗҫнӗ. Вӗсенчен «Мир заповедной природы», «Манӑн Чӑваш  Ен», «Чӑваш  Енӗн пултаруллӑ ачисем», «Халӑхсен туслӑх вӑййи» тата ытти те.

Тантӑшӗсемпе те пӗр чӗлхе тупса туслӑн пурӑнать. Хӑй малалла талпӑннипе анчах лӑпланса лармасть, пӗрле вӗренекен юлташӗсене те хӑйӗн хыҫҫӑн ертсе пыма тӑрӑшать. Тусӗсем те ӑна хисеплеҫҫӗ, тӗрлӗ тупӑшусенче хавхалананупа кӑсӑклантарсах тӑраҫҫӗ.

Ҫитӗнӳсем ҫӑмӑл килменнине ӑнланатпӑр-ха ӗнтӗ. Пушӑ вӑхӑтра та тавракурӑмне аталантарас енӗпе тӑрӑшать. Мӗнле пур ҫӗрте те ӗлкӗрет-ши тесе тӗлӗнмелли ҫеҫ юлать. Хӗр пуҫаруллӑ пулнинче ашшӗ-амӑшӗн тӳпи те пысӑк, хӑйсен ачин ӗмӗтне, пур тӗллевне пурнӑҫлама яланах пулӑшаҫҫӗ. Пӗлӳ панӑшӑн педагогсене тав тӑваҫҫӗ. Класс ертӳҫи те маттур пикепе мӑнаҫланать. Унӑн класӗнче ҫакӑн пек хастар хӗр вӗреннӗшӗн кӑмӑлтан савӑнать. Хӗрӗн тавҫӑрулӑхӗпе ӑнтӑлӑвӗ малашнехи пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче те кирлӗ пулаҫҫӗ. Дарйӑн вӑтам шкулта тата икӗ ҫул вӗренмелли юлать, ҫак вӑхӑт хушшинче ҫитӗнӗвӗсемпе каллех савӑнтарасса шанатпӑр.

Ангелина ИНОХОДЦЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *