Шкул проекта хутшӑнать

Шкул проекта хутшӑнать

Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче вӗренекен арҫын ачасем ҫеҫ мар, хӗр ачасем те футбол вӑййине чунтан кӑмӑллаҫҫӗ. Вӗсем Раҫҫейри футбол союзӗ ирттерекен «Футбол в школе» проекта хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Нумаях пулмасть ку шкулта 10—11 ҫулхи вӗренекен хӗрсен футбол команди Шупашкарти «Олимпийский» стадионта иртнӗ «Лига Радио Рекорд — 2023» ӑмӑртуран таврӑннӑ. Анна Прокопьева, Екатерина Платонова, Марина Ефимова, Ангелинӑпа Анастасия Порядковасем, Ксения Ефимова, Александра Воронова, Карина Федорова республикӑри чи вӑйлӑ командӑсемпе тупӑшнӑ, вӑйӑсене ҫӗнтерӳпе вӗҫлеме тӑрӑшнӑ, тӑваттӑмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Судьясемпе тренерсем Ксения Ефимовӑна  чи лайӑх  вылякан тесе палӑртнӑ.

Ача-пӑча футбол центрӗн статусӗпе тӑракан республикӑри футбол шкулӗ ку турнира «Футбол в школе» проектпа йӗркеленӗ. Унӑн тӗллевӗ шкул ачисене ҫак вӑйӑпа таччӑнрах туслаштарасси пулса тӑрать. Вӑл пилӗк енпе ӗҫлет: футбол вӑййиллӗ физкультура урокӗсем; шкулсенчи секцисем; учительсене вӗрентсе хатӗрлесси; Пӗтӗм Раҫҫейри «Футбол в школе» фестиваль; шкулти футбол лиги. Ҫак проекта хутшӑнса программӑн пур енӗпе те ӗҫлекенсем Раҫҫей футбол союзӗнчен занятисем ирттерме спорт инвентарӗн комплектне тӳлевсӗр тивӗҫеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне методика пулӑшӑвӗ илеҫҫӗ, ачасене РФС ирттерекен мероприятисене хутшӑнма май параҫҫӗ.

Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче ҫак проектпа килӗшӳллӗн ҫулталӑк пуҫланнӑранпах футболпа ҫыхӑннӑ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ.  Акӑ, хӗр ачасем хушшинчи футбол ӑмӑртӑвӗ интереслӗ иртрӗ. «Футбол — моя любимая игра» творчество конкурсӗнчен те никам та айккинче юлмарӗ. 6 тата 7-мӗш классем хушшинче пулнӑ футбол викторинипе класс сехечӗсене те ачасем хапӑлласах хутшӑнчӗҫ. Вӗренекенсемпе ашшӗсем хушшинчи футбол вӑййисем те кӑсӑклӑ пулчӗҫ. «Футбол в школе» фестиваль вӗренӳ ҫулӗ вӗҫӗчченех тӑсӑлӗ.

Оксана КОШКИНА,

учитель.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *