Суббота, 20 апреля

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче

Вӗренӳре «пиллӗк» тата «тӑваттӑ» паллӑсемпе ӗлкӗрсе пыракан, Пӗтӗм тӗнчери, Раҫҫейри тата регионти конкурссене, олимпиадӑсене, ӑмӑртусемпе фестивальсене хастар хутшӑнакан, хӑйсене общество ӗҫ-хӗлӗнче аван енчен кӑтартакан шкул ачисем ҫулсеренех Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн стипендине илсе тӑма тивӗҫеҫҫӗ.  Акӑ, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем хушшинче те ҫавнашкал маттурсем пур.  

Паян вулакансене паллаштарас тенӗ стипендиат Дарья Вунберова асӑннӑ шкулти 9-мӗш «к» класра пӗлӳ пухать.  Мӗн ачаран пике ӑс-тӑн ҫивӗчлӗхӗпе, тӑрӑшулӑхӗпе, анлӑ тавракурӑмӗпе тата ӗҫченлӗхӗпе палӑрса тӑрать.  Кашни сӑмаха виҫсе калама пӗлет.  Лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлама ӑнтӑлни ӑна ӗмӗчӗсем патне ҫитме куллен пулӑшса пырать.  Ун кӑмӑлӗнче ҫак енсем малта тӑман пулсан  хӗрача вӗренӳре те, спортра та ҫитӗнӳсем тӑваймастчех.  

«Дарья — питӗ пултаруллӑскер, харсӑрскер, — тет ун ҫинчен класс ертӳҫи Л. В. Хораськина.  — Хӗрача питӗ лайӑх вӗренет, математика, вырӑс чӗлхи, географи, биологи предмечӗсемпе уйрӑмах кӑсӑкланать.  Вӗренӳ отличници, дисциплинӑна ҫирӗп пӑхӑнать.  Хӑй умне тӗллев лартать пулсан шухӑшласа хунине пурнӑҫлас тесе пӗтӗм вӑйне хурать.  Вӑл — кадет, шкулӑн общество пурнӑҫӗнче питӗ хастар.  Интеллектуаллӑ вӑйӑсене, олимпиадӑсене, викторинӑсене тӑтӑшах хутшӑнать, ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗсенче шкул чысне хӳтӗлет.  Тӗрӗссипе, стипендиат пулса тӑрасси пӗртте ҫӑмӑл мар — документсем паракан йышлӑ, вӗсенчен вара пинӗшне ҫеҫ, чи-чи пултаруллисене, хастаррисене, суйласа илеҫҫӗ».

Пултаруллӑ пике пур ҫӗре те ҫитме ӗлкӗрет, кичемленсе ларма унӑн пач та вӑхӑт ҫук.  Даша — математикӑпа, акӑлчан чӗлхипе, историпе, экологипе, географипе, химипе муниципалитет шайӗнче иртнӗ олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫи, призерӗ.  Чӑваш чӗлхипе тата литературипе, тӑван ен культурипе республикӑра 2019 ҫулта йӗркеленӗ интернет-олимпиадӑра Каҫал хӗрӗ 1-мӗш вырӑна ҫӗнсе илнӗ.  Географи предмечӗпе тӗрлӗ темӑпа пулакан Пӗтӗм тӗнчери, Пӗтӗм Раҫҫейри онлайн-олимпиадӑсен ыйтӑвӗсене те мӑйӑр пек шӗкӗлчет, ҫавӑнпа вӑл пӗрмаях ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче. «Пегас», «Кенгуру», «Астра»,   «Русский медвежонок — языкознание для всех», «British Bulldog» вӑйӑсемпе конкурссенчен те айккинче юлмасть.  

Маттур пике творчество конкурсӗсене тӑтӑшах хутшӑнать, вӗсенче пултарулӑхӗпе палӑрать.  Кунсӑр пуҫне Даша ташлама питӗ юратать, Комсомольски искусство шкулӗнчи «Островок» хореографи ушкӑнне ачаранпах ҫӳрет.  Ҫак коллективпа епле кӑна фестивальсемпе конкурссене ҫитсе курман-ши хӗрача! «Островок» коллектив йышӗнче те, пӗччен ташласа та ялан тенӗ пекех дипломант е лауреат  пулнӑ.  

Кадет класӗнче вӗренни яваплӑха тата та ӳстернине, дисциплинӑна ҫирӗп пӑхӑнма хӑнӑхтарнине палӑртать Даша.  Бал ташшисен коллективӗпе пӗрле хӗрачан тӗрлӗ ӑмӑртусене хутшӑнма тӳр килет.  Акӑ, вӗсен класӗ Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 75 ҫулхи юбилейне халалланӑ «Виват, кадет!» балра палӑрнӑ, Тав сӑмахне тивӗҫнӗ.   Пӗтӗмлетсе каласан, пирӗн тӑрӑхра мӗнле культура мероприятийӗ иртет, Дарья Вунберовӑна пуринче те тенӗ пекех курма пулать.   

Хӑйсен вӗренекенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн стипендине илме тивӗҫ пулнине унӑн шкул тата общество пурнӑҫӗнчи ҫитӗнӗвӗсене тивӗҫлипе хаклани тесе шутлаҫҫӗ Дашӑн педагогӗсем.  Сӑпайлӑ хӗр хӑй вара именчӗклӗн йӑл кулать.  «Паллах, стипендиатсен шутне кӗнине пӗлсен пӑлхантӑм та, хӗпӗртерӗм те.  Ҫитӗнӗвӗмсене республика правительстви хак пани маншӑн пысӑк чыс», — тет.  Ҫитӗнӳсем ҫӑмӑл килменнине палӑртать стипендиат, вӗрентекенсене хӑйне тарӑн пӗлӳ панӑшӑн, ашшӗ-амӑшне куллен  хавхалантарса пынӑшӑн тав  тӑвать.

Паллах, ҫакӑн пек маттур, шкул чысне ҫӳле ҫӗклекен вӗренекенсене пур ҫӗрте те хаклаҫҫӗ.  Дарья Вунберова та шкул пурнӑҫӗнчи хастарлӑхшӑн Тав хучӗсене, Хисеп грамотисене пӗрре мар тивӗҫнӗ.  Паян илекен пӗлӳ, хӑнӑхусем малашнехи пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче кирлӗ пулаҫҫех сана, хастар хӗр.  Ваттисем «Ҫамрӑкла вӗренни чул ҫинче» тесе ахальтен каламан-ҫке.  Алла аттестат иличчен икӗ ҫула яхӑн ҫеҫ юлнӑ пулин те, маттур хӗрача юратнӑ учителӗсене, ашшӗ-амӑшне, ҫывӑх ҫыннисене хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсемпе татах та  савӑнтарӗ-ха.       

 Любовь ШУРЯШКИНА.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *