Олимпиадăсене хутшăнатпăр

Олимпиадăсене хутшăнатпăр

Эпĕ 7-мĕш класа куçрăм. Вĕренÿ кунĕсем пуçланнă май пире кăçал олимпиадăсем пуласса пĕлтерчĕç. Тĕрлĕрен предметсемпе пулса иртрĕç вĕсем: чăваш чĕлхи, тăван ен культури, вырăс чĕлхипе литератури, экономика, физика тата ытти те. Нумайăшне инçет мелпе йĕркелерĕç.
Олимпиадăсем пуçланасси çинчен илтсен пирĕн класс ачисем савăнсах кайрĕç, пурте хутшăнасшăн пулчĕç. Кам тăван чĕлхепе, кам математикăпа пĕлĕвне тĕрĕслесшĕн — пурте ĕçлеççĕ, хатĕрленеççĕ. Эпĕ те олимпиадăсене пикенсех хатĕрлентĕм. Эпир, 7-мĕш класс ачисем, пуçласа кун пек ĕçе хутшăнатпăр. Çакă пире пăртак хăратрĕ те. Йывăр пулать-ши е çăмăл? Кам-кам рейтинга кĕреет?
Юпа уйăхĕ çитсен олимпиадăсен шкул тапхăрĕ пуçланчĕ. Тĕрлĕ предметсемпе пĕрин хыççăн тепри иртрĕç вĕсем. Пурте питĕ тăрăшрĕç, вăхăт мĕнле иртсе кайнине те сисмерĕмĕр. Иккĕмĕш чĕрĕк пуçлансан пĕрремĕш вĕренÿ кунĕнчех тăван ен культурипе район шайĕнчи олимпиада иртесси çинчен илтрĕмĕр. Унта хутшăнма эпĕ те тивĕç пултăм. Вăл вунă сехетре пуçланчĕ. «Ан хăрăр, ан васкăр», — терĕ те пире учитель заданисене валеçсе пачĕ. Пурĕ 17 ыйту пулчĕ унта. Вĕсем пĕрре те йывăр мар пек туйăнчĕç. Ыйтусене хурав панă хыççăн эссе çырмалла пулчĕ. Олимпиада валли икĕ сехет уйăрнă, анчах та кун чухлĕ вăхăт кирлĕ те пулмарĕ.
Тепĕр икĕ кунтан чăваш чĕлхипе çырмалла пулчĕ. Пирĕн класран унта хутшăнма иккĕн тивĕçлĕ пултăмăр. 10 ыйтăва хуравланă хыççăн «Çăкăртан асли çук» темăпа сочинени-шухăшлав çырмалла пулчĕ. Тăван литература урокĕнче сăвăсем вĕренни кунта питĕ пулăшрĕ.
Паянхи кун тĕлне олимпиадăсем вĕçленмен-ха, пуçланнă çеç теме те юрать. Пурте пĕтĕмлетÿсене кĕтеççĕ. Кам мала тухайĕ, чи лайăх баллсемпе палăрĕ; Çакна пĕлме питĕ интереслĕ.
Юлия Афанасьева,
7-мĕш класс.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *