Суббота, 27 апреля

Çемьери килĕшӳ — ĕçри ăнăçу

Анатолий Александрович Албутов Йăлмахва ялĕнче 1954 çулта çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ колхозра ĕçленĕ май, вăл та мĕн пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçнă. 1969 çулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Анатолий пĕрре те иккĕленсе тăман, пурнăçне тăван колхозпа çыхăнтарнă. 1972—1974 çулсенче çар тивĕçне пурнăçланă, Мурманск облаçĕнчи Североморск хулинче тинĕс флотĕнче службăра пулнă. Çартан таврăнсан каллех колхозра ĕçлеме пуçланă, ăна лашасем пăхма шанса панă. Анатолий хăйне шаннă ĕçе яланах тӳрĕ кăмăлпа, тивĕçлĕ шайра туса пынă. Вăл вăхăтра колхозра лашасем те йышлă пулнă. Вĕсене вăхăтра апатлантарма, тĕрĕс-тĕкел хăмлаттарма пĕрре те çăмăл пулман. Миçе лашана кӳлме вĕрентмен-ши тата! Ĕçĕ йывăр пулсан та пуçне усман Анатолий. Çакă уйрăмах район шайĕнче ирттерекен мероприятисене хутшăннă чухне палăрнă. Çăварни уявĕнче пирĕн ял лашисем яланах малти вырăнсене йышăннă, Хисеп хучĕсемпе парнесем илсе таврăннă. Сăмахран, 1971 çулта Закат ятлă лашапа Анатолий Албутов пĕрремĕш вырăна тухни паянхи кун та куç умĕнче. Каярахпа выльăх-чĕрлĕх фермине ертсе пынă, «Дубрава» ЯХПК пуçлăхĕ те пулнă, унтан 16 çул тыр-пул складĕнче заведующи пулса ĕçленĕ.

Кил ăшшин управçи Елена Николаевна çак ялтах 1960 çулта çуралнă. 1978 çулта вунă класс пĕтернĕ хыççăн колхозри ĕне фермине çул тытнă, дояркăра ĕçлеме пуçланă. Вăл ĕçленĕ вăхăтра ĕнесене алăпа сунă. 17 çул тăрăшнă çак çăмăл мар ĕçре Елена. Ĕçри çитĕнӳсемшĕн ăна «Пилĕк çуллăхăн çамрăк гвардеецĕ» паллăпа тата Хисеп грамотисемпе чысланă. Каярахпа бригадăра ĕçлеме пуçланă, тĕрлĕ ĕçре вăй хунă.

Албутовсем килти хуçалăхра та нумай выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Кашни çулах виçĕ ĕне хĕл каçараççĕ, пăрусемпе сыснасем те ăмăртмалла ӳсеççĕ, чăххи-чĕпписем картиш тулли чупаççĕ.

— Тивĕçлĕ канăва кайнă пулсан та, сывлăхпа вăй-хал çителĕклĕ чухне выльăх-чĕрлĕх усрасчĕ-ха, килте ĕçсĕр ларас килмест, — шухăшне пĕлтерчĕ Елена Николаевна.

Анатолий Албутовăн хăйĕн чун киленĕвĕ пур — вăл пулла çӳреме юратать. Ир-ирех, çынсем тутлă ыйхăпа çывăрнă вăхăтра вăл вăлтисене хатĕрлет те пулла васкать. Хамăр ялти пĕве-кӳлĕсене кăна мар, тавра ялсенчи юханшыв хĕррисене те çитет. Яланах çемйине тин çеç тытса килнĕ пулă çитерет. Пулăçăсен уявĕсенче ирттерекен конкурссенче вăл темиçе çул хушши пулă тытса малти вырăнсене   йышăннă

Толя тетен тепĕр кăмăл туртăмĕ — купăс каласси. Уявсенче, туй е çăнăхта чухне вăл çынсене купăс каласа юрлаттарать, ташлаттарать. /ркенсе тăмасть пултаруллă купăсçă, чĕннĕ çĕре хаваспах кайса купăспа выляса савăнтарать. Килĕнче ирттерекен çемье уявĕсене те купăс сасси хаваслăх кӳрет. Сăмах май, Албутовсем виçĕ ача пăхса ӳстернĕ, халĕ вĕсен сакăр мăнук. Мăшăрĕ Елена, юрă шăрантарма кăмăллаканскер, ялта ирттерекен культура мероприятийĕсене хаваспах хутшăнать. Çапла килĕштерсе пурăнакан çемьере ĕç те ăнса пырать.

                                                                                        П.ЗАЙЦЕВ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *