Пирĕншĕн – ырă тĕслĕх

Пирĕншĕн – ырă тĕслĕх

Кашни çыншăн хаклăран та хаклă çын вăл — анне. Вăл пире çуратнă, пирĕн телейшĕн пурăнать, яланах пирĕншĕн тăрăшать. Анне сывлăхне упрама тăрăшмалла, кулянтармалла мар ăна.
Манăн анне, Наталья Владимировна Воронова, Елчĕк районĕнчи Çуткÿль ялĕнче çуралса уснĕ. Аттепе пĕрлешнĕренпе Янкасси ялĕнче пурăнать.
Кăмăллă çын манăн анне. Ăна çынсем хисеплеççĕ, унпа калаçма юратаççĕ, канаш ыйтаççĕ. Çавăн пекех вăл питĕ вăйлă та пултаруллă хĕрарăм. Спортпа та туслă. Тĕрлĕ мероприятисене хастар хутшăнать. Кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвĕнче тата хĕрарăмсем хушшинчи армспортра яланах малти вырăнсене йышăнать. Ĕçре те маттур та тăрăшуллă манăн анне. Ирех тăрать те ĕнесене сăвать, пăрусене пăхать тата ытти ĕçе пурнăçлать. Юрла-юрла апат пĕçерет. Пире йăмăксемпе вĕри апатпа сăйлать. Уроксем тума пулăшать. Ывăннине нихăçан та кăтартмасть. Вăл пушă вăхăт тупăнсанах илемлĕ литература вулать. Тăтăшах ялти библиотекăна çÿрет. Çĕнĕ кĕнекесемпе паллашсах тăрать. Ытларах чăвашла вулать. Пире те кĕнеке вулама явăçтарать. «Пушă вăхăтпа тĕрĕс усă курма пĕлни — сирĕн çитĕнĕвĕрсенчен пĕри. Кĕнеке, хаçат-журнал вулама, физкультурăпа тата спортпа туслашма тăрăшмалла. Çын туса парасса кĕтсен, нимĕн те пулмасть», — тесе вĕрентет пире анне. Эпир унăн сăмахĕсене яланах асра тытма тăрăшатпăр.
Виçĕ ача çуратнă анне. Эпĕ чи асли. Çавăнпа ăна вăй çитнĕ таран пулăшатăп. Эпир йăмăксемпе аннене яланах савăнтарма тăрăшатпăр. Шкулта «5» паллăпа кăна вĕренетпĕр. Эпĕ аннене тĕслĕхе хурса хастар пулма, ăс-тăна тăтăшах аталантарма тăрăшатăп. Шкул, район, республика шайĕнче иртекен тĕрлĕ конкурссене хутшăнатăп. Чăваш Республикинчи «Туркай вулавĕсем» поэзин 3-мĕш фестивалĕнче сăвă калакансен конкурсĕнче малтисен ретĕнче пултăм. «Менделеевские чтения-2021» творчествăлла кон- курсра биологипе хими учителĕ М.В. Тишова ертсе пынипе çĕнтерÿçĕ ятне илме пултартăм. Район шайĕнче иртекен «Живая классика-2021» сăвă калакансен конкурсĕнче, вырăс чĕлхипе литература учителĕ М.Н. Воронова кăтартса пынипе, призер ятне илме пултартăм. Юпа уйăхĕнче Г.Н. Волков паллă ăсчаха халалланă регионсем хушшинче иртекен «Хавхалану» конкурс-фестивальте «Лучшая творческая работа к произведениям Г.Н. Волкова» номинацире малти вырăна тухма пултартăм. Чăваш чĕлхипе литература учителĕ Н.И. Плеткина ертсе пынипе ÿкерчĕке çыравçăн «Алăри ĕç» хайлавĕ тăрăх хатĕрлерĕмĕр. Пушă вăхăтра тус-тантăшсемпе хоккейла та вылятпăр. Тĕрлĕрен ÿкерчĕксем тума тата юрлама-ташлама та юрататăп. Анне манăн çитĕнÿсемшĕн савăнни, хĕпĕртесе ăшшăн пăхни мана тата та хастар пулма хавхалантарать.
Анне! Эпир санпа çеç телейлĕ. Эсĕ пирĕнпе пулсан сар хĕвел те ăшăрах, тĕнче те илемлĕрех. Пирĕн сана нихăçан та кулянтарас марччĕ. Яланах савăнтарса çеç тăрасчĕ.
Аннеçĕм, эпĕ сана тата ытти мĕн пур аннесене çывхарса килекен Аннесен кунĕ ячĕпе саламлатăп, çĕнĕ çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсем сунатăп.
Софья Воронова,
7-мĕш класс.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *