Тепӗр кадет класӗ хутшӑнчӗ

Тепӗр кадет класӗ хутшӑнчӗ

«Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн залӗнче октябрӗн 31-мӗшӗнче ҫар тумӗллӗ ҫынсем йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Кунта ҫак кун Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсен пӗр ушкӑнне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура кадетсен ретне илнӗ.

Кӑҫалхипе ку шкулта ҫавӑн пек мероприяти 7-мӗш хут иртнӗ. Маларах ҫак ята тивӗҫнисем вӗренӳре те, спортра та, обществӑлла ӗҫсенче те хӑйсене лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартнӑ. Пиллӗкмӗш класра вӗренекенсем те аслисенчен тӗслӗх илсе Тӑван ҫӗршыва юратма,  шкулта та, ҫынсем хушшинче те тӗслӗх вырӑнӗнче пулма шантарса тупа тунӑ. Вӗренекенсем погонсем илнӗ, класа кадетсен ялавне панӑ.

Ҫар тумӗллӗ вӗренекенсене ӑнӑҫу сунса шкул директорӗ Евгений Савельев, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ Сергей Данилов, Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче тӑнӑ совет ҫарӗсен ушкӑнӗсенче службӑра пулнӑ ветерансен Чӑваш Республикинчи ассоциацийӗн ертӳҫин ҫумӗ Юрий Филиппов тата ыттисем те сӑмах каланӑ. Вӗсем вӗренекенсене чӑн-чӑн кадет  ятне тивӗҫес тесен пур енӗпе те тӑрӑшуллӑ пулмаллине палӑртнӑ.

Ҫапла вара округра кадетсен тепӗр  класӗ хутшӑннӑ.

(Хамӑр инф).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *