Манӑн юратнӑ вӗрентекенӗм

Манӑн юратнӑ вӗрентекенӗм

Ҫӗр ҫинче ҫын алли тӗкӗнмен ӗҫ ҫук та пулӗ. Кашни ӑна юратса, чунтан парӑнса пурнӑҫласан пирӗн ҫӗршыв аталанса ҫеҫ пымалла. Ахальтен мар чӑвашсем «Ӗҫ — пурнӑҫ илемӗ», теҫҫӗ. Вӑл чӑннипех те лайӑх пултӑр тесессӗн пур ҫыннӑн та хӑйне килӗшекен пӗр-пӗр ӗҫе суйласа илмелле. Суйласа илни анчах ҫителӗксӗр — чуна парса тӑрӑшмалла, ҫитӗнӳсем тумалла, хӑвӑн телейне тупмалла.

«Ӗҫ пурнӑҫ тытать, ӗҫ телей кӳрет», — тенӗ ваттисем.  Паллах, кашни ҫыннӑн  хӑйӗн савӑнӑҫ, хӑйӗн телей.  Хӑшӗ-пӗри ашшӗ-амӑшӗн ҫулнех суйласа илет,  теприсем тӑванӗсем сӗннипе пӗр-пӗр професси  суйлаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем ҫут ҫанталӑк  панине, таланта тӗпе хураҫҫӗ. Хӑв юратнӑ ӗҫе пӗр кун хушшинче суйласа илме те май ҫук, ӑна кӑмӑлласси пӗчӗкренех палӑрать.

Ҫӗр ҫинчи мӗнпур япалана ҫыннӑн ӑста аллипе ҫивӗч ӑс-хакӑлӗ тӑвать. Пӗтӗм профессине шутласа кӑларма та ҫук: агроном, летчик, ҫӑкӑр пӗҫерекен, ӗне сӑвакан, юрӑ ҫыракан, ҫӗр сухалакан…

Паллах, пур професси те лайӑх, пӗтӗм професси кирлӗ. Анчах та Турӑ ҫынсене пӗр пек пултарулӑх памасть ҫав. Пурне те артист пулма пӳрмен, кашниех ӳнерҫӗ-художник та пулаймӗ. Йывӑҫран каскаласа тӗрлӗ илемлӗ эрешсем тума та, хитре кӗпесем ҫӗлеме те пурте пултараймаҫҫӗ.  Ҫавӑнпа та ҫыннӑн чун-чӗринче хӑш туртӑм-сисӗм ытларах вӑй илет, кӑмӑлӗ хӑш ӗҫ патне ытларах сулӑнать — ҫавна суйласа илет те.

Учитель ӗҫӗ вара пархатарлӑ та сӑ ваплӑ. Ача ҫуралсанах унӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗ амӑшӗ пулса тӑрать. Хӑй пепкине вӑл утма, калаҫма вӗрентет,   ӳсерехпе ӗҫе хӑнӑхтарать, ҫут ҫанталӑк пулӑмӗсемпе паллаштарать. Амӑшӗ пурнӑҫ тӑршшӗпех ывӑл-хӗрне ӗмӗре чыслӑ пурӑнса ирттерме ӑс парать. Шкулти вӗрентекене вара  иккӗмӗш анне теҫҫӗ.  Кашни ачан ӑс-тӑн ӳсӗмӗнче, тавра курӑм аталанӑвӗнче, пултарулӑхпа ӑсталӑх туптавӗнче учитель тӳпи питӗ пысӑк. Вулама-ҫырма пӗлменскертен пулас инженер е врач, пуҫлӑх е ӑсчах ҫитӗнтересси ҫӑмӑл мар. Ачасем пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухмалли ӑс-тӑнпа ӑсталӑха шкулта кӑна илме пултараҫҫӗ.

Учитель ӗҫӗ питӗ яваплӑ. Пурне те пӗлесшӗн ҫунакан таса чунлӑ шӑпӑрлансене пӗлӳ тӗнчине илсе кӗни, мӗн пӗлменнине тавҫӑрма пулӑшни  мӑнаҫлантарать, хавхалантарать, чунра савӑнӑҫ  вӑратать. Чӑнах та,  хӑвӑн ӑс-тӑнна, пӗлӗвне, пултарулӑхна ыттисене парнелени — сӑваплӑ ӗҫ. Кашни вӗрентекен хӑйӗн пурнӑҫне пархатарлӑ ӗҫпе ирттерет тесе ҫирӗплетсех калама пулать.

 Пур ҫыннӑн та хӑйӗн юратнӑ вӗрентекенӗ пур. Пӗрисем пӗрремӗш учителе асра тытаҫҫӗ, теприсем пӗр-пӗр предмета вӗрентекеннине ырӑпа асӑнаҫҫӗ. Вӗрентекен вӑл — пур ачана та, ҫынна та кирлӗ професси. Ҫакна ҫирӗплетсе манӑн  В.Урташӑн «Учитель» сӑввинчи йӗркине илсе кӑтартас килет%

 Учителӗн ӗҫӗ пит йывӑр,

Атте те, анне те пулан.

Анне-тӗк — выртса эс ан ҫывӑр,

Атте-тӗк — ларса эс ан кан.

Ман пӗрремӗш вӗрентекенӗм,  юратнӑ учителӗм Елена Григорьевна Чалышева паянхи кун  Асанкасси ялӗнче пурӑнать. Нумаях пулмасть вӑл  70  ҫул тултарчӗ. Унпа тӗл пулнӑ кашни самант — маншӑн телей! Ҫулне кура мар пурнӑҫпа тан пырать юратнӑ вӗрентекенӗм. Кулленех хаҫат-журнал  вулать, телевизор пӑхать, районта, республикӑра, ҫӗршывра мӗн пулса иртнипе интересленсех тӑрать. Ӗҫ ветеранне паян та ачасен вӗренӗвӗ, шкул пурнӑҫӗ  кӑсӑклантарать.  Хальхи ҫамрӑксем вӗренӗве тивӗҫлипе хакламаннине туять аслӑ ӑру ҫынни.

Унӑн ӑслӑ та ырӑ сӑмахӗсем яланах хӑлхара янӑранӑ пек туйӑнаҫҫӗ.  Сехечӗ-сехечӗпе тимлӗ итлесе лараттӑмӑр учителе. Вӑл пире вулама-ҫырма кӑна мар, хамӑра тӗрӗс те йӗркеллӗ  тытма, пурӑнма, пӗчӗкрен лайӑх ҫын пулма  вӗрентнӗ. «Ҫӗнни йывӑррӑн килет, ачасем, уншӑн кӗрешмелле», — тетчӗ  Елена Григорьевна.

Пӗрремӗш учителе эпир кирек хӑҫан та ырӑпа асӑнма тивӗҫ. Вӑл пире ҫӗнӗ пурнӑҫшӑн кӗрешме, ӑнланманнине ӑнланма, пӗлменнине пӗлме, халӑхпа тан утма вӗрентнӗ.

 Юратнӑ учителе хисепленипех, ун пек пулас килнипех эпӗ те педагог профессине суйласа илтӗм, вӗренӳ тытӑмӗнче 20 ҫула яхӑн вӑй хуратӑп. Тайма пуҫ ӑна,  ырлӑх-сывлӑх сунатӑп!

Г.Чумакова,

 Асанкасси вӑтам шкулӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекен.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *