Пурнăçне музыкăпа çыхăнтарас ĕмĕтпе

Пурнăçне музыкăпа çыхăнтарас ĕмĕтпе

Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен пултаруллă каччă — Никита — Ирина Алексеевнăпа Ярослав Николаевич Ильинсен туслă çемйинче çитĕнет. Çак çемьере ачисене ашшĕ-амăшĕ вĕрентсе каланине ăса хывма, çемье чысне çÿлти шайра тытма, ума лартнă тĕллевсене тивĕçлĕ пурнăçлама хăнăхтараççĕ.
Никита вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пырать. Унсăр пуçне, музыка пултарулăхне аталантарма тăрăшаканскер, çĕнĕ кĕвве итлесе тÿрех ăса хываяканскер, ача-пăча пултарулăх шкулĕнче 2-мĕш çул вĕренет. Унта вăл эрнере пĕр кун çÿрет, тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе нотăсене вуласа выляма вĕренет. Унсăр пуçне пултарулăхне килте хăй тĕллĕн те туптать.
— Киле тĕрлĕ заданисем пурнăçлама парса яраççĕ. Шкулта ăс пухнипе çеç лăпланса лармалла мар, вĕрентекен парса яракан ĕçсене хам тĕллĕн пурнăçлани пултарулăха тивĕçлĕ аталантарма пулăшать, — тет Никита.
Шкулта иртекен пур мероприятире те ачасене Никита купăспа каласа юрлаттарать. Пултаруллă каччă шкулта, районта, республикăра, регионсем хушшинче йĕркелекен тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсене тăтăшах хутшăнса I, II, III степеньлĕ лауреат ячĕсене çĕнсе илсе дипломсене, Хисеп хучĕсене тивĕçет. Нумаях пулмасть пултаруллă каччă республикăра иртнĕ «Черчен чечексем» фестивале хутшăнса «Фольклор» номинацире I степень лауреачĕ, «Инструментальное творчество» номинацире III степень лауреачĕ пулса тăнă.
Ăсталăхпа тата тăрăшулăхпа палăрса тăракан вĕренекен Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнчи «Илем» ансамбле çÿрет, унта хутшăнакан юлташĕсене музыка пултарулăхне аталантарма пулăшать, юрлаттарать. Ансамбль çулсерен иртекен «Ача-пăча сасси», «Озорные наигрыши», «Черчен чечексем» конкурссене тăтăшах хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Кăçал «Илем» ансамбль республикăра 3-мĕш хут иртнĕ «Шăпăр-кĕсле, ай, янра!» конкурса хутшăнса финала тухнă, 2-мĕш вырăн йышăннă.
Районти культура çурчĕ çумĕнчи Владимир Павлов ертсе пыракан купăсçăсен ансамбльне çÿрет Никита, сцена çинче куракансене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать. Унсăр пуçне спортпа та туслă. Уйрăмах вăл волейболла выляма, йĕлтĕрпе чупма кăмăллать. Тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнма та ÿркенмест. Унăн спорт ăмăртăвĕсенче çĕнсе илнĕ наградăсем те нумай.
Никитăн музыка пултарулăхĕ юнра. Аслашшĕ, Николай Андреевич, питĕ пултаруллă та çивĕч ăслă пулнă, музыка инструменчĕсемпе те ăста вылянă. Вăл ялти шкулта директор тивĕçĕсене пурнăçланă, хорпа юрлакансен пысăк коллективне йĕркелесе тытса тăнă. Ярослав Николаевич ашшĕ ĕçне малалла тивĕçлĕ тăсать. Никита шкул çулне çитичченех пуçласа аллине купăс тытнă. Ашшĕ вĕрентнипе тĕрлĕ кĕвĕсем калама хăнăхнă. Вăл чăн малтан чăваш халăх ташшин кĕввине калама вĕреннĕ. Никита выляма вĕреннĕ иккĕмĕш музыка инструменчĕ — пианино. Каччă паянхи кун купăспа, пианинăпа, баянпа, гитарăпа та выляма пĕлет. Вăл калакан тĕрлĕ кĕвĕсем тикĕссĕн шăранса юхаççĕ. Йăмăкне Каринăна та гитарăпа калама хăнăхтарать Никита.
— Калама пĕлекен музыка инструменчĕсенчен купăса ытларах килĕштеретĕп. Хамăн пурнăçа музыкăпа çыхăнтарма ĕмĕтленетĕп. Мана аннепе атте ĕмĕте пурнăçлама шанăç параççĕ, яланах пулăшаççĕ. Пуçри шухăшсене пурнăçа кĕртме вара хамăн тăрăшмалла — вĕренмелле, пултарулăха туптамалла, пуçăннă ĕçе вĕçне çитерме хăнăхмалла, — тет Никита.
С.ВИШНЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *