Вторник, 13 октября

Публикации

Вӗрентекен, яту янрать мӑнаҫлӑн, яваплӑха туйса ӗҫлен ыр кӑмӑлпа

Вӗрентекен, яту янрать мӑнаҫлӑн, яваплӑха туйса ӗҫлен ыр кӑмӑлпа

Учитель кунне халалланӑ уяв кӑҫал пӑртак маларах, октябрь уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Комсомольски культура ҫуртӗнче иртрӗ. Мероприятире учительсене ҫеҫ мар, ача сачӗсенче ӗҫлекенсене те професси уявӗ ячӗпе саламларӗҫ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин  пуҫтарӑннисене ӑшшӑн саламласа учитель профессийӗн пысӑк пӗлтерӗшӗ\ҫинчен каларӗ, малалла та ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунчӗ. Округ администрацийӗн вӗренӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Евгения Соколова педагогсене уяв ячӗпе саламланипе пӗрлех, кӗскен ҫитӗнӳсем ҫинче те чарӑнса тӑчӗ. Округра маттур та пултаруллӑ вӗрентекенсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсем хӑйсем те, ачасем те тӗрлӗ конкурссенче, олимпиадӑсенче, фестивальсенче маттур. Ҫитӗнӗвӗсем те сахал мар, мухтанмаллӑх пур. Шӑпах малтан-мала утса пыракан вӗрентекенсене, воспитательсене
Пӗр професси, пӗр шӑпа

Пӗр професси, пӗр шӑпа

Шкул вӑл - иккӗмӗш кил, тесе каланине час-часах илтме пулать. Александровка вӑтам шкулӗнче вӑй хуракан Лариса Макаровнӑпа Сергей Витальевич Антоновсемшӗн шкул чӑнах та иккӗмӗш кил пулса тӑнӑ. Талантлӑ та пултаруллӑ педагогсем ачасене пӗлӳ парас ӗҫре 40 ҫула яхӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсен професси ҫул-йӗрӗ пӗтӗмпех тӑван шкулпа ҫыхӑннӑ. Нумаях пулмасть мӑшӑр пӗр ҫемье чӑмӑртанӑранпа 35 ҫул ҫитнине уявланӑ. Ҫак хушӑра вӗсем хӑйсен ачисене ҫеҫ мар, выпускниксен темиҫе ӑрӑвне ҫитӗнтернӗ, педагогсен династийӗ пулса тӑнӑ. Сергей Витальевич Йӑлмахва ялӗнче кун ҫути курнӑ. Шкултан лайӑх паллӑсемпе вӗренсе тухса Н.Г.Чернышевский ячӗллӗ Саратоври патшалӑх университечӗн истори факультетне вӗренме кӗнӗ. Дипломлӑ специалист пулса тӑван района таврӑннӑранпах вӑл Александровка шкулӗнче ачасене истори, обществ

Ӑмӑртӑва йыхравлатпӑр!

Октябрӗн 10-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче «Каҫал ен» хаҫат парнисемшӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе эстафетӑлла ӑмӑртусем иртеҫҫӗ, ҫуллахи спорт сезонӗ хупӑнать. Унта кӑмӑл пуррисем пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Тупӑшусем тӗрлӗ ушкӑнсенче пулаҫҫӗ. Программӑра: 1-мӗш ушкӑн — «Спорт ҫемйисем». Командӑра ашшӗ, амӑшӗ, 9 ҫултан кӗҫӗнрех ача. Вӗсен черетпе 400 метра, 300  метра, 100 метра парӑнтармалла пулать. 2-мӗш ушкӑн — тӗп шкулсем. 3 арҫын ача, 3 хӗр ача, пурте 400-шер метра чупаҫҫӗ. 3-мӗш ушкӑн — вӑтам шкулсем. Командӑра 10—11-мӗш классенче вӗренекенсем. 3 арҫын ача, 3 хӗр ача, пурте 400-шер метра чупаҫҫӗ. 4-мӗш ушкӑн — предприятисемпе организацисем, учрежденисем, территори уйрӑмӗсем: 2 арҫын, 2 хӗрарӑм, пурте 400-шер метра чупаҫҫӗ.
Ялта пурӑнакансем спортпа туслӑ

Ялта пурӑнакансем спортпа туслӑ

Чӑваш Республикинче Ял хӗрарӑмӗсен  кунне халалласа  «Грация села» спартакиада  старт илчӗ.  Пирӗн округра вӑл октябрӗн 3-мӗшӗнче «Кӗтне»  ФСК-ра иртрӗ. Спартакиадӑна пухӑннӑ спортсменсене округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Альберт Кузьмин, республикӑри Хӗрарӑмсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова, В.Н.Кочкова ячӗпе хисепленекен олимп резвервӗн 5-мӗш спорт шкулӗн  директорӗ Константин Батраков саламларӗҫ.  Маттур, спортпа туслӑ хӗрарӑмсем тӗрлӗ спорт вӑййисенче ӑмӑртрӗҫ. Пӗрисем ГТО фестивальне хутшӑнчӗҫ, теприсем эстафетӑра тупӑшрӗҫ, дартс, шашкӑлла вылярӗҫ, ыттисем волейболра ӑсталӑха тӗрӗслерӗҫ. Аслисем те, ҫамрӑксем те старта тӑчӗҫ ҫак кун. Шашка вӑййинче Галина Симаковӑна ҫитекенни пулмарӗ, вӑл – пӗрремӗш. Елена Васильева, Екатерина Лисина – 2-
Гриппан сыхланар, вакцинациленер!

Гриппан сыхланар, вакцинациленер!

Ҫанталӑк улшӑннӑҫемӗн грипп ерес хӑрушлӑх та ӳсет. Пӗрисем ӑна ура ҫинчех ирттереҫҫӗ пулсассӑн, теприсем вырӑнпа выртаҫҫӗ. Чирӗн пӗрремӗш паллисем шутне ӳт температури ӳсни, пуҫ ыратни, сунаслани, хӑвӑрт ывӑнни кӗрет. Ӳпке те шыҫма пултарать. Инфекци ан ертӗр тесессӗн  вӑхӑтра профилактика тумалла -  вакцинациленмелле. Вӑл иммун системине  ҫирӗплетсе чире хирӗҫ кӗрешме пулӑшать.  Вакцинӑна чир анлӑ сарӑличчен  маларах тутармалла. Комсомольскинчи тӗп больницӑна тӗрлӗ ӳсӗмрисем валли  7060 доза вакцина кӳрсе килнӗ.  Грипп чирне  хирӗҫ вакцина тутарас текенсем район больницинчи  прививка кабинетне, вырӑнти амбулаторисене, фельдшерпа акушер пункчӗсене, тухтӑрсен пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗсене  пыма пултараҫҫӗ. «Паянхи куна вӗренӳ уч

Наградӑна тӑванне панӑ

Тӑманлӑ Выҫли ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Сергей Иванович Чаев ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑрла пуҫ хунӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин ӑна «Паттӑрлӑх» орденӗпе наградӑласси ҫинчен Указа алӑ пуснӑ. Ҫак кунсенче Комсомольски тата Елчӗк районӗсен ҫар комиссарне пулӑшаканӗ Наталия Жукова Сергейӑн пӗртӑванне Валентина Прокопьевӑна пысӑк наградӑна упрама панӑ. Округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ Альберт Кузьмин  Сергей Чаев Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пурнӑҫне панине, унӑн ячӗ хамӑр  тӑрӑхра пурӑнакансен асӗнче яланах упранине палӑртнӑ.
Ветерансемпе тӗл пулма хавас

Ветерансемпе тӗл пулма хавас

Октябрӗн 1-мӗшӗнче Ваттисен кунӗ. Ҫак уявра редакцие пирӗн хисеплӗ ветерансем килсе ҫитрӗҫ. Ваттисен кунӗ ячӗпе йӗркеленӗ уявра ветерансен иртнӗ вӑхӑтсенчи интереслӗ  самантсем ҫинчен аса илмелли чылай пулчӗ. Мӗн тери савӑнса, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ларчӗҫ вӗсем. Пичет ӗҫченӗсенчен чи асли Николай Консантинович Скворцов. Вӑл тӑхӑр теҫетке ҫул урлӑ каҫнӑ ӗнтӗ. Апла пулин те вӑр-вар-ха. Пушӑ вӑхӑтра чиркӗве ҫӳрет, кил-картишӗнче аппаланать. Хисеплӗ ветеран 1972—1990 ҫулсенче «Октябрь ялавӗ» хаҫатра фотокорреспондент пулса ӗҫленӗ. Вӑл округри пур ялсенче те, колхозсемпе предприятисенче те пулнӑ. Паянхи кун та фотоаппарата алран ямасть. Василий Гаврилов, Зинаида Соловьева корреспондентсем, Людмила Баринова корректор, Валентина Тимофеева бухгалтер – пурте пӗр вӑхӑтра тӑрӑшнӑ ветерансем.&n

Комисси ларӑвӗ иртнӗ

Округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче санитари тата эпидимиологие хирӗҫле комиссин черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Ун ӗҫне территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӗртес управленин начальникӗ А.Г.Кузьмин, Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енпе ӗҫлекен Патӑрьелӗнчи территори уйрӑмӗн начальникӗ С.Е.Петрянкина, Комсомольски больницин тӗп врачӗ И.И.Ефремова, «Мой дом» ООО директорӗ О.Г.Абросимов, комисси членӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем сезонти чир-чӗрсене хирӗҫ кӗрешес енӗпе 2026_2027 ҫулсенче пурнӑҫламалли ӗҫсене палӑртнӑ, ҫак енӗпе мӗнле утӑмсем тунине тишкерсе тухнӑ. Ларура ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн «О водоснабжении и водоотведении» саккунӗ муниципалитетра мӗнле ӗҫлесе пынине пӑхса тухнӑ. Халӑха ӗҫмелли пахалӑхлӑ шывпа тивӗҫтерессине лайӑхлатас ыйтусем ҫинче чарӑнса тӑнӑ.
Сывлӑх сыхлавӗнче – аллӑ ҫул ытла

Сывлӑх сыхлавӗнче – аллӑ ҫул ытла

Кӑҫал манӑн 90 ҫул тултарнӑ темиҫе ҫынпа та тӗл пулса калаҫма тӳр килчӗ.  Вӗсем Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ умӗн кун ҫутине килнӗ, ҫӗршывшӑн инкеклӗ ҫулсенче ӳснӗ, ун хыҫҫӑнхи вӑхӑтра ҫитӗнсе ҫитнӗ. Шӑпах вӗсем юхӑннӑ колхозсене ура ҫине тӑратма, халӑх хуҫалӑхӗн ытти сферисене ҫӗклеме пулӑшнӑ. Ҫамрӑклах суйласа илнӗ пурнӑҫ ҫулӗнчен ӗмӗр тӑршшӗпех пӑрӑнман. Сӑмахӑм вӗсенчен пӗрин ҫинчен пулӗ. Комсомольски ялӗнче пурӑнакан Нина Петровна Старостина та нумай хур-шур курнӑ. Кӗтне Пасар ялӗнче ҫуралнӑскерӗн ачалӑхӗ вӑл вӑхӑтри ял хӗрӗсенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман. Аслисемпе тан колхоз хирӗсенче тӑрӑшнӑ. Ҫи-пуҫ, апат-ҫимӗҫ енчен те йывӑрлӑхсене чӑтса ирттернӗ. Хырхӗрри шкулне ҫӳренӗ вӑхӑтра ялсенче медицина пулӑшӑвӗ енчен кӑткӑс пулнине курнӑ. Ашшӗ, вӑрҫӑра медбрат пулнӑскер ҫапӑҫу хирӗнч

Уяв ячӗпе саламларӗҫ

Нумаях пулмасть пирӗн ҫурт умне ҫӑмӑл автомашина ҫитсе чарӑнчӗ. Унтан уяв тумӗ тӑхӑннӑ ҫамрӑк тухрӗ. Вӑл мана — Ваттисен тата Учитель кунӗсем ячӗпе саламларӗ, кучченеҫ парнелерӗ. Сывлӑхлӑ та вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулма ырлӑх-сывлӑх сунчӗ. Ҫак яш Хырхӗрринчен килнӗ. Вӑл — Наталия Фадеевна Никонова вӗрентекенӗн мӑнукӗ Дима.  Ӑна асламӑшӗ ятарласа мана саламлама янӑ иккен. Ҫакӑ маншӑн питӗ пысӑк савӑнӑҫ пулчӗ. Эпӗ Наталия Фадеевнӑна  Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Унтанпа чылай ҫул иртрӗ пулин те вӗсем мана асрах тытаҫҫӗ, уявсенче саламсемпе савӑнтараҫҫӗ. Ял ҫыннисем Вера Бежерова, Мария Плешкова та хӑйсен сакӑрвуннӑран иртнӗ вӗрентекенне манманнине, май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшнине палӑртма кӑмӑллӑ. Анна ЕЖЕРГИНА.
Кану каҫӗ савӑк кӑмӑл парнелерӗ

Кану каҫӗ савӑк кӑмӑл парнелерӗ

Йӑлмахва культура ҫуртӗнче вырӑнти культура ӗҫченӗсемпе пӗрле Ваттисен кунне халалланӑ уяв каҫӗ йӗркелерӗмӗр. Пуҫтарӑннисене Кайнлӑк территори уйрӑмӗн начальникӗ Лина Афанасьева тата ветерансен канашӗн председателӗ Нина Смирнова ӑшшӑн саламларӗҫ, ҫирӗп сывлӑх, тапса тӑракан вӑй-хал, вӑрӑм ӗмӗр сунчӗҫ. Кайнлӑк территори уйрӑмӗнчи культура ӗҫченӗсем уява пынӑ хӑнасене чуна пырса тивекен юрӑсемпе саламларӗҫ. Вӗсем хатӗрленӗ кулӑшла сценкӑсем куракансене савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ. «Женские имена в истории Комсомольского муниципального округа» сӑн ӳкерчӗксен куравӗпе пурте интересленсех паллашрӗҫ. Унти кашни сӑн ӳкерчӗк - пулас ӑрусем валли типтерлӗн упраса хӑварнӑ пӗчӗк истори. Ҫак хӗрарӑмсен шӑписем тӑван енпе тачӑ ҫыхӑннӑ, вӗсен ӗҫӗпе ырӑ кӑмӑлӗ округӑн пурнӑҫӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ. Хӑна

Ентеш кӗнекине пахаларӗҫ

Василий Федорович Димитриев пирӗн ентеш. Вӑл Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Йӗпреҫ округӗнче пурӑнать. Ялти шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1976-1979 ҫулсенче Хӗрлӗ ялавлӑ Хура тинӗс-ҫар флотӗнче службӑра тӑнӑ. Унтан 1980-1985 ҫулсенче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ пухса инженер-электрик специальноҫне илнӗ. Санкт-Петербургри патшалӑх техника университетне те вӗренсе пӗтернӗ. Пушӑ вӑхӑтра вара Василий Федорович сӑвӑсем тата ытти хайлавсем ҫырать. Нумаях пулмасть Аслӑ Ҫӗрпӳел ял библиотекинче Василий Димитриевӑн «Хавхалану киловачӗ» кӗнекин презентацийӗ иртрӗ. Издание пахалама Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗ Н.А.Соколова, вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, ял ҫыннисем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Малтанах Галина Родионова библиотекарь ҫыравҫӑн кун-ҫулӗпе, ӗҫӗ-х

Тӗлӗкри сӑнар

/Малалли/ Ыттисем те  пӗччен хӗрарӑма ялта уйрӑмах ҫӑмӑл маррине, ватлӑхра сӑмах хушма юнашар юлташ кирлине каларӗҫ. — Ҫапли ҫапла та-ха... Анчах халь тин ӑҫтан тупмалла  манпа пӗр кӗвӗпе юрлакан арҫынна? — ыйту хыҫҫӑн ыйту тухса тӑчӗ Наташа умне. — Калаҫмашкӑн юлташ пулсан аванччӗ-ха, анчах мана арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫ пач та  илӗртмест. Больницӑран тухсан та Наташа часах ура ҫине ҫирӗппӗн тӑраймарӗ. Пурпӗрех вӑй ҫуккипе асапланчӗ. Ҫитменнине, вӑраха кайнӑ  ытти чирӗ те аптӑратма пуҫларӗ. Чӗри  темшӗн канӑҫ туймарӗ, клуба фольклор ушкӑнне ҫӳресси пачах интереслентермерӗ. — Наташа, ан пӑшӑрхан. Эпӗ нумай тӑмастӑп, сана шыраса тупатӑпах, — ҫӗрӗпе ҫывӑраймасӑр аптӑранӑ хыҫҫӑн ир енне кӑна кӑтӑш пулнӑ  вӑхӑтра курнӑ тӗлӗкре каллех ҫав арҫын сӑнарӗ тухса т
Агрофирмӑра ӗҫ кал-кал, тухӑҫ аван

Агрофирмӑра ӗҫ кал-кал, тухӑҫ аван

Кӑҫал вырма вӑхӑтӗнче ҫанталӑк ҫӗр ӗҫченӗсем умне чылай чӑрмав кӑларса тӑратрӗ. Ҫумӑр ҫуса тӑнипе мӗн ҫитӗнтернине пуҫтарасси вӑраха тӑсӑлчӗ. Сентябрь уйӑхӗнчи уяр кунсенче аграрисем уй-хирте чылай ӗҫ турӗҫ. Чӑваш Республикин Правительстви ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗҫсем мӗнле пынине сӑнасах тӑрать. Иртнӗ эрнере пирӗн округра  вице-премьер, ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев ӗҫлӗ визитпа пулнӑ. Вӑл округ пуҫлӑхӗпе Николай Раськинпа «Слава картофелю» агрофирма ӗҫӗ-хӗлӗпе вырӑна ҫитсе паллашнӑ.  «Слава картофелю» агрофирмӑн генеральнӑй директорӗ Х.С. Идиатуллин кунта пыракан ӗҫсем ҫинчен каласа панӑ, уй-хир ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ. Ку предприяти уй-хиртен продукци туса илнипе анчах ҫырлахмасть, инфраструктурӑна аталантарас, ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курас енӗпе те тӑрӑшать,

Спартакиада иртет

Яллӑ вырӑнсенче физкультурӑна аталантарас, унта пурӑнакан хӗрарӑмсене сывлӑхне ҫирӗплетме хавхалантарас, спорта явӑҫтарас тӗллевпе республикӑра «Грация села» спартакиада ирттереҫҫӗ. Ӑна ҫывхарса килекен Ял хӗрарӑмӗн кунне  халалланӑ. Спартакиадӑн муниципаллӑ тапхӑрӗ октябрӗн 3-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче иртет. Вӑл  9.40 сехетре пуҫланать. Программи пуян. ГТО фестивалӗ, ГТО эстафети, шашкӑлла вылясси, волейбол, дартс.  ГТО фестивальне пурте хутшӑнса  хӑнӑхтарусем тума пултараҫҫӗ. ГТО тата комбинированнӑй эстафетӑсенче тупӑшакан командӑсенче 4 ҫын пулмалла /8—9 тата 11—14 ҫулхи  пӗрер хӗрача, 25—50 тата 51 ҫултан аслӑрах пӗрер хӗрарӑм/.  Шашка енӗпе  командӑра ҫулне пӑхмасӑр 2 ҫын вылямалла. Волейбол команди — 8 ҫын. Вӗсенче те хӗрсемпе хӗрарӑмсен ҫул
Спортпа туслӑ династи

Спортпа туслӑ династи

Пирӗн округра педагогика ӗҫченӗсен нумай ҫула тӑсӑлакан ҫемье династийӗсем сахал мар. Вӗсенчен пӗри _ Нӗркеҫ ялӗнчи Волковсем. Вӑл виҫӗ ӑрӑва пӗрлештерет, пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ 250 ҫултан та иртет. Династири халӗ пурӑнаканнисенчен чи асли _ Алексей Федорович Волков. Вӑл 80 ҫулта. Паянхи кун унӑн ҫулӗпе утакансем пуришӗн савӑнать ветеран. Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче унӑн папрхатарлӑ  ӗҫне  хӗрӗ, Оксана Алексеевна Кошкина малалла тӑсать. Мӑнукӗ, Кристина Кошкина та Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче студентсене вӗрентет. Хальлӗхе унӑн ӗҫ стажӗ ҫулталӑк анчах-ха.  Малашне аслисенчен тӗслӗх илсе вӑл педагогика ӗҫне малалла тӑсасса шанма  пур май та ҫителӗклӗ. Ун хыҫҫӑнхи хӑйсен пурнӑҫне вӗрентӳпе ҫыхӑнтарнӑ ҫынсем ачасене сывлӑхӗсене ҫирӗплетме пулӑшас, вӗсене спортпа&
Ӗҫӗ пархатарлӑ, кӑмӑлӗ ырӑ

Ӗҫӗ пархатарлӑ, кӑмӑлӗ ырӑ

Кӗтне тӑрӑхӗ пултаруллӑ, маттур, харсӑр ҫынсемпе пуян.  Вӗсем кулленхи шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлаҫҫӗ, обществӑлла ӗҫре те хастар. Тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ пулсассӑн та лӑпланса лармаҫҫӗ. Кашни кунпа туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑн пек хӑйне евӗрлӗ маттур ҫынсенчен пӗри вӑл — Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑнакан Светлана Федоровна Кокорева. Ӑна пирӗн тӑрӑхра пӗлмен ҫын ҫук. Комсомольски райповӗнче чылай ҫул тӑрӑшнӑ  ӗҫчене пурте хисеплеҫҫӗ, паллаҫҫӗ. Светлана Федоровна  пурнӑҫ ҫулне тӑван райпопа ҫыхӑнтарнӑ.  1975 ҫулта хӗр  Шупашкарти коопераци техникумне вӗренме кӗнӗ. Пӗлӳ илнӗ вӑхӑтра ҫамрӑк студента райпона практикӑна янӑ.  Шӑпах ҫак вӑхӑтра вӑл шут ӗҫӗпе тӗплӗн паллашнӑ, ҫӗннине, ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗсене хӑнӑхнӑ. Алла диплом илнӗ  хӗр нумай шутласа тӑман ҫур
Вӑрҫӑра виҫӗ хутчен аманнӑ, мирлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ

Вӑрҫӑра виҫӗ хутчен аманнӑ, мирлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ

Ҫитес ҫул Киров поселокне пуҫласа янӑранпа 80 ҫул ҫитет. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра тӑшмансене хирӗҫ вӑрҫӑ хирӗсенче юн тӑкнӑ фронтовиксем, тылра ырми-канми вӑй хунӑ хӗрарӑмсем ҫӗнӗ ҫӗре куҫса ял ҫӗклеме хӑраса тӑман. Талкӑшпех тем ҫӳллӗш мӑян-эрӗм ашкӑракан вырӑнсенче ҫум курӑка кӑкласа тырпул акмалли ҫӗр лаптӑкӗсем хатӗрлеме вӗсене пӗрре те ҫӑмӑл пулман. Яла пуҫарса янӑ ҫӗрте ӗҫленӗ ҫынсем халӗ пирӗн хушӑра ҫук ӗнтӗ. Анчах та паян пурӑнакансен, ҫамрӑксемпе ачасен вӗсем ҫинчен пӗлмеллех. Арсентий  Егорович Титов вӗсенчен пӗри. Вӑл Хирти Ӗнел ялӗнче ӳссе ҫитӗннӗ. 1937 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Ҫара илнӗ. Авиаци полкӗнче службӑра тӑнӑ. 1940 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче яла таврӑнса мирлӗ ӗҫе кӳлӗннӗ. Анчах та тепӗр ҫултанах унӑн каллех салтак шинелӗ тӑхӑнма тивнӗ. 1941 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнче нимӗҫ фаш
Объектсене юсаҫҫӗ, территори хӑтлӑланать

Объектсене юсаҫҫӗ, территори хӑтлӑланать

Хамӑр тӑрӑхри строительство тата юсав ӗҫӗсем пыракан вырӑнсенчи лару-тӑрупа округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин унта ҫитсе паллашсах тӑрать. Ыйтусене подрядчиксемпе пӗрле канашласа сӳтсе явма, татса пама тӑрӑшать. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн ҫӗнӗ ҫуртне тӑвас, йӗри-таврари лаптӑка тирпейлесе хута ярас ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Пӳлӗмсен алӑкӗсене лартаҫҫӗ, плиткӑсем хураҫҫӗ, инженери сечӗсем тӑвассине вӗҫлеҫҫӗ, котельнӑя ӗҫе яма хатӗрлесе ҫитернӗ. Тулаш  енчен те территори хитреленсе пырать, йӗри-тавра карта тытса ҫавраҫҫӗ. Стадиона туса пӗтернӗпе пӗрех. «Ҫывӑх вӑхӑтрах кунта строительсене мар, хаваслӑ сӑн-питлӗ, вӗренӳ патне ӑнтӑлакан  ачасене, тулли кӑмӑллӑ педагогсене курӑпӑр», — палӑртать Николай Никандрович. «Колосок» ача садӗнче те ӗҫсем пыраҫҫӗ. Иккӗмӗш хутра стенасене сӑ
«Нацисен кросӗ» пӗрлештерет, сывлӑха ҫирӗплетет

«Нацисен кросӗ» пӗрлештерет, сывлӑха ҫирӗплетет

Сентябрӗн 26-мӗшӗнче округра   «Нацисен кросӗ — 2026»  чупу   иртрӗ. Ҫак кун, тӗрӗссипе каласан,   Пӗтӗм Раҫҫей чупрӗ, спорт ӑмӑртӑвӗсенче тупӑшрӗ.  Асӑннӑ чупу пирӗн округ  ҫыннисене те пӗрле пухрӗ. Округра   пурӑнакансем  «Кӗтне» ФСК стадионне  пуҫтарӑнчӗҫ: пӗрисем — ӑмӑртрӗҫ, теприсем вӗсене хавхалантарчӗҫ. «Нацисен кросӗ» чупӑва район пуҫлӑхӗ Николай Раськин, спорт ветеранӗ Василий Пундяков  уҫрӗҫ.  — Нацисен кросӗ вӑл — спорт мероприятийӗ кӑна мар, ҫав вӑхӑтрах социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пулӑм та.  Массӑллӑ чупӑва спорта кӑмӑллакансемпе пӗрле профессионалсем, спорт ветеранӗсем те тӑраҫҫӗ. Чӑваш Енре 2004 ҫулта старт илнӗ кросӑн тӗп тӗллевӗ — халӑха сывӑ пурнӑҫ  йӗркипе пурӑнма хӑнӑхтарасси,  ҫамр
Форум, ҫӗнӗ шухӑшсем, плансем…

Форум, ҫӗнӗ шухӑшсем, плансем…

Форум вӗрентӳ блокӗсемпе, проект сессийӗсемпе, мастер-классемпе тата экскурсисемпе тулли те пуян пулнӑ. Кунта  чӑннипех те хӑйсен ӗҫӗшӗн хыпса ҫунакансем пуҫтарӑннӑ. «Навигаторы детства» проект ӗҫлеме пуҫланӑранпа кӑҫал 5 ҫул ҫитрӗ. Ҫак вӑхӑтра вӑл хӑйне пур енӗпе те лайӑх енчен кӑтартрӗ. Советниксемпе педагогсем ачасемпе яланах юнашар пулса вӗсене хӑйсем умне лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама хавхалантарса, пулӑшса пынӑ. Форумра пурнӑҫланӑ ӗҫсене пӑхса тухнӑ май малашне тумалли ӗҫсене те палӑртнӑ. Пӗр-пӗрин опычӗпе паллашса вӗсене сӳтсе явнӑ. «Форум мана нумай хавхалану парнелерӗ, ҫӗнӗ шухӑшсем ҫуратрӗ, унта чылай ҫынпа паллашрӑм. Стратегилле сессисем, чӗрӗ калаҫу, тӗрлӗ регионсенчи ӗҫтешсен ӗҫӗ-хӗлне пӗлни мана ҫунатлантарчӗ. Форумра ҫуралнӑ тӗллевсене хӑвӑртрах хамӑр патра пурнӑҫлас

Хамӑрӑннисене шанатпӑр, ҫӗнтерме сунатпӑр

Республикӑра  регионта пӗррремӗш хут иртекен «Берегиня села»  преми валли заявкӑсем йышӑнма пуҫланӑ. Ку наградӑна  Чӑваш Республикинчи Ял хуҫалӑх, Культура министерствисем тата Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗ ҫирӗплетнӗ. Унпа республикӑри яллӑ вырӑнсенче пурӑнакан, унта пурнӑҫ илемлӗ те хӑтлӑ пултӑр,  ӗҫсем тухӑҫлӑ пыччӑр тесе тӑрӑшакан пултаруллӑ хӗрарӑмсене чыслама палӑртаҫҫӗ. Премисем 10 номинаципе пулаҫҫӗ. Вӗсем ял пурнӑҫӗн тӗп сферисене пырса тивеҫҫӗ. Пирӗн тӑрӑхра пурӑнакан маттур та пуҫаруллӑ хӗрсемпе хӗрарӑмсем «Берегиня села»  премире палӑрасса шанатпӑр. Вӗсемпе кӗскен паллаштаратпӑр. «Сила характера» номинацире Ирина Скворцова округ чысне хӳтӗлет. Вӑл округри  Пӗрлехи диспетчер службин аслӑ дежурнӑйӗ. «Надежная опора» номинацире медицина ӗҫченӗсем
Экскурси – професси патне пуҫламӑш утӑм

Экскурси – професси патне пуҫламӑш утӑм

Нумайӑшӗ профориентаци ӗҫӗ шкул ҫулӗсенче пуҫланать тесе шутлама хӑнӑхнӑ. Аслӑ шкулсене суйласа илесси, кӑмӑлне каякан ӗҫпе ҫыхӑнтаракан тестсем, колледжсен уҫӑ алӑк кунӗсем партӑсем хушшинче ларакансемпе ытларах ирттереҫҫӗ. Анчах та професси суйласа илессин никӗсӗ чылай маларах, шкул ҫулне ҫитичченех пуҫланмалла. Ку енӗпе чи витӗмлӗ мелсенчен пӗри — экскурси. 5—7 ҫулхи ачашӑн професси тӗнчи ытларах куллен тӗл пулакан ҫынсем  /ашшӗ-амӑшӗ, воспитательсем, поликлиникӑри тухтӑр.../ урлӑ курӑнать.  Пӗчӗккисем эксурсире пулса вӑл ҫынсемпе, вӗсен ӗҫӗсемпе ҫиелтен ҫеҫ мар, шала кӗрсе паллашма пултараҫҫӗ. Экскурсисем мӗншӗн шкул ҫулне ҫитиччен уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ-ха? Пӗрремӗшӗ вӑл — абстракцирен конкретлӑха куҫма пулӑшни. «Строитель», «повар» е «ученый» сӑмахсем ачашӑн ахаль сасӑсем ҫеҫ. Кас

Тӗлӗкри сӑнар

— Хапсӑнмалли, ӑмсанмалли ӗҫех марччӗ. Килте ларас теменни кӑначчӗ ӗнтӗ. +умра йӗрекен ачасем ҫук. Ял производствинче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнисене патшалӑх хушса  тӳлет. Канӑпӑр килте, — терӗҫ фермӑра выльӑх-чӗрлӗх пӑхса 30 ҫул ытла стаж пухнӑ Наташӑпа Надя. Малтанах Наташӑна килте ларма ҫӑмӑл марччӗ. Хӑнӑхнӑ йӑлапа 3 сехет ҫитсенех ура ҫине тӑратчӗ. Фермӑна васкамалла маррине аса илсен ҫемҫе утиял ӑшне тепӗр хут кӗрсе выртатчӗ. Кун пек чухне ыйхӑ ҫӗтетчӗ ӗнтӗ. +авӑнпа вӑл юлашки ҫулсенче вӑхӑт ҫитменнине пула пурнӑҫлайман ырӑ йӑлисене ҫӗнӗрен пуҫарчӗ. Библиотекӑран кӗнекесем илсе вуларӗ, ачаран юратнӑ киленӗҫе, тӗрре, алла тытрӗ. Ялти фольклор ушкӑнӗн ертӳҫи ҫепӗҫ саслӑ Наташӑна тахҫанах хӑйсем патне йыхравлатчӗ. Пӗр  тапхӑрта ял хуҫалӑхӗнче вӑй хуракансем ял-йыша концерт
Тӳлевсӗр усӑ курма май пур

Тӳлевсӗр усӑ курма май пур

«Ҫемье» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн кӑҫалхи январь уйӑхӗнчен пуҫласа Комсомольскинчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрта пӗчӗк ачасене кирлӗ япаласене тӳлевсӗр проката паракан центр ӗҫлет. Унпа 2 ҫула ҫитмен ачасем пур ҫемьесем усӑ курма пултараҫҫӗ. Ҫак вӑхӑт тӗлне округри 17 ҫемье ун пек пулӑшу уссине туйса курчӗҫ. Пурӗ 27 килӗшӳ тунӑ, 56 япала проката илнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ пепкисем валли ытларах автокресло, интерактивлӑ теттесем, шезлонгсем, видеоняньӑсем тата коляскӑсем ыйтаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр автокреслӑсем, автолюлькӑсем, шыва кӗртмелли ваннӑсем, электронлӑ тарасасем,  музыкӑна вӗрентекен интерактивлӑ теттесем, тин ҫуралнӑ ачасем тата йӗкӗрешсем валли коляскӑсем, пепкесене чӗркемелли сӗтелсем, ача йӑтса ҫӳремелли тата утма вӗренме пулӑшакан хат
Ҫанталӑкпа туллин усӑ кураҫҫӗ

Ҫанталӑкпа туллин усӑ кураҫҫӗ

Юлашки кунсенче ҫанталӑк уяр тӑрать. Ҫакӑ округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенчи ӗҫченсене хирте ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме май парать. Сентябрӗн 23-мӗшӗ тӗлне округри пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсен 77,2 процентне пуҫтарса кӗртнӗ. Уйсенчен 22780 тонна тырӑ кӗнӗ. Вӑтам тухӑҫ хальлӗхе кашни гектар пуҫне 30 центнерпа танлашать. Ҫӗрулми хирӗсенче те ӗҫсем хӗрӳ пыраҫҫӗ. «Иккӗмӗш ҫӑкӑра» 222 гектар ҫинчен е лартнӑ  лаптӑкӑн 33,9 процентне пухса илнӗ. Вӑтамран ҫӗрулми кашни гектар пуҫне 352,7 центнер тухӑҫ парать. Округри хуҫалӑхсем техникӑлла культурӑсен уйӗсенче те тӑрӑшаҫҫӗ. 270 гектар ҫинчен горчица (планӑн 13,4 проценчӗ чухлӗ) вырса илнӗ. Кӗр тыррисем 1205 гектар ҫине, палӑртнин 66,6 процентне акнӑ. Выльӑх апачӗ хатӗрлесси малалла пырать. 7584 тонна утӑ, 22174
Суйлав: уҫӑмлӑ, пӗлтерӗшлӗ, тулли

Суйлав: уҫӑмлӑ, пӗлтерӗшлӗ, тулли

 Суйлавҫӑсем ҫак вӑхӑтра тӗпрен илсен, суйлав участокӗсене ҫитсе тата дистанциллӗ электоронлӑ майпа хӑйсен сассисене пачӗҫ. Кунсӑр пуҫне  заявленисем  тӑрӑх суйлав комиссийӗн членӗсем тухса ҫӳрейменнисене килӗсене пырса сасӑлама пулӑшрӗҫ. Суйлав участокӗсем ҫук ялсене автобуссем ҫитсе суйлавҫӑсене хӑйсен гражданла тивӗҫне пурнӑҫлама май панӑ. Асӑннӑ кунсенче округра пурӑнакансем суйлава хастар хутшӑннине палӑртмалла. Ватӑсем те, ҫамрӑксем те хӑйсен сассисене тивӗҫлӗ кандидатсемшӗн панӑ. Вӗсем хушшинче пуҫласа бюллетеньсем илсе суйлава хутшӑнакансем те, чӗре хушнипе ӗмӗрӗпех суйлава ҫитекенсем те пулнӑ. Хӑшӗ-пӗри мӑшӑрӗпе, теприсем ҫемйипех суйлав участокӗсене ҫитнӗ. Суйлав мӗнле пынине  тӗрлӗ партисемпе блоксен представителӗсем сӑнаса тӑнӑ. Комсомольскинчи Этноби

Цифрӑсем паллӑ, пӗтӗмлетӳсем хатӗр

Сентябрӗн 21-мӗшӗнче Республикӑри суйлав комиссийӗн 150-мӗш канашлӑвӗ иртнӗ. Унта  Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин тӑххӑрмӗш созывӗн тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сакккӑрмӗш созывӗн суйлавне пӗтӗмлетнӗ. Чӑваш Республикинче  суйлавҫӑсен  60,89 проценчӗ — 551166 ҫын  суйлава хутшӑннӑ, электронлӑ  майпа ҫынсен 17,77 проценчӗ сасӑланӑ.  Канашри пӗр мандатлӑ  42№-лӗ  суйлав округӗнче  Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин тӑххӑрмӗш созывӗн депутачӗ пулма Анатолий Аксакова  125203 ҫын суйланӑ. Шупашкар  пӗр мандатлӑ  43№-лӗ  суйлав округӗнче  Алла Салаева депутатшӑн 137113 суйлавҫӑ сасӑланӑ. Федераци суйлав округӗпе республикӑра  партисемшӗн ҫапларах сасӑланӑ:  «Единая Россия» парти — 50,18 процент (276 199 сасӑ),  КПРФ — 18,17 процент (100 019 сасӑ), «Нов
Воспитательсем – ачасен аслӑ тусӗсем

Воспитательсем – ачасен аслӑ тусӗсем

Шкул ҫулне ҫитмен чылай ачашӑн садиксемпе яслисем иккӗмӗш кил пулса тӑраҫҫӗ. Кунта вӗсем тавракурӑмне анлӑлатас, шухӑшлавне аталантарас, творчество енне туртӑнас тата ытти енсемпе пӗрремӗш утӑмӗсене тӑваҫҫӗ. Ача садӗнче пӗчӗккисем  теттесемпе выляҫҫӗ, апат ҫиеҫҫӗ, ҫывӑраҫҫӗ ҫеҫ тесе шутлакансем те пур. Чӑнах та кунта вӗсене тӗрлӗ вӑйӑсем выляма пур условисем те ҫителӗклӗ. Апат енчен те меню пуян. Кану вӑхӑчӗ те пур. Анчах та кун тӑршшӗпе ачасене савӑнтараканни, хавхалантараканни нумай япала пулса иртет. Ӳсӗмӗсене кура  вӗсем ӳкерме те, тӗрлӗ япаласем ӑсталама та, юмах тӗнчине лекме те, юрлама-ташлама та, экскурсисенче пулма та ӗлкӗреҫҫӗ. Ҫак шухӑшсене палӑртать Комсомольскинчи  «Радуга» ача сачӗн заведующийӗ Анна Николаевна Албутова. — Садике пӗчӗкренех ҫӳрекенсем шкул ҫулне ҫитичче
Пӗрремӗш вырӑншӑн —  Диплом

Пӗрремӗш вырӑншӑн —  Диплом

Кӑҫал Чӑваш республикин Культура, национальноҫ ӗҫӗсен тата архив ӗҫ министерстви «Культура малой Родины» проектпа «Автоклубы в ритме Победы» фестиваль конкурс йӗркеленӗ. Округсенчи культура ӗҫченӗсем ҫу каҫа инҫетри ялсене автоклубсемпе тухса ҫӳресе халӑха концерт программисемпе тата ытти мероприятисемпе савӑнтарнӑ.  Вӗсенче совет халӑхӗн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑри паттӑрлӑхӗпе хӑюллӑхӗн тематики тӗп вырӑнта тӑнӑ. Нумаях пулмасть Шупашкарти Трактор  тӑвакансен культура керменӗнче фестиваль-конкурса пӗтӗмлетнӗ. ЧР Культура министрӗ Светлана Каликова Комсомольскинчи централизациленӗ клуб системинчи автоклуб ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. Вӗсеми республикӑри фестиваль-конкурсра пӗрремӗш вырӑн йышӑннине палӑртса Дипломпа наградӑланӑ. Савӑнӑҫлӑ церемоние пирӗн округри ятарлӑ ҫар оп
Типӗтнӗ яшка тӑван тӑрӑха аса илтерӗ

Типӗтнӗ яшка тӑван тӑрӑха аса илтерӗ

Хамӑр тӑрӑхран инҫетре ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен ентешсене  пулӑшас  енӗпе культура ҫурчӗсемпе клубсенче, шкулсенче маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, окоп ҫуртисем хатӗрлеҫҫӗ. Тӑван тӑрӑха аса илтерекен техӗмлӗ яшка тутине тутанса салтаксем ҫирӗпленччӗр, хӑйсене манманнине, яланах пулӑшма хатӗр пулнине туйччӑр тесе те округра чылай ӗҫлеҫҫӗ. Ку енӗпе Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнчи «Ҫирӗп тыл» ушкӑна палӑртмалла.  Вӗсем  каҫа  юлнине пӑхмасӑр хамӑр ентешӗн,  «Дед» ятпа ҫӳрекен салтак ӑн подразделенийӗн заказӗсене пурнӑҫлама пӗрле пуҫтарӑннӑ. Ҫак кунсенче Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнчи хӗрарӑмсем типӗтнӗ яшка хатӗрлеме пултарнӑ.  Яшкисем тӗрлӗ йышшисем: 94-шӗ борщ, 30-шӗ щи, 126-шӗ вермишель яшки, 278-шӗ пӑрҫа яшки, 218-шӗ хуратул яшки. Вӗсемсӗр пуҫне 218 порци хурат
Паттӑр ячӗпе турнир

Паттӑр ячӗпе турнир

Округра пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ ентешӗсен ячӗсене яланах асра тытаҫҫӗ. Вырӑнта ирттерекен мероприятисене вӗсене халалласси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Сентябрӗн 19-мӗшӗнче Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи «ӑслӑ» спорт площадкине спорт тусӗсем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем ятарлӑ ҫар операцийӗнче вилнӗ  Ф.А.Орешкина асӑнса мини-футбол турнирӗ йӗркелеме йышӑннӑ. Федор Алексеевич хӑй те футболла выляма юратнӑ, тӗрлӗ ӑмӑртусене хутшӑннӑ. Кӑҫал ҫак турнир пӗрремӗш хут иртнӗ. Ӑмӑрту умӗн паттӑр салтак ячӗпе ырӑ сӑмахсем чылай пулнӑ. Вӑл ҫитӗнекен ӑрушӑн тӗслӗх пулса тӑнине палӑртнӑ. Спорт лаптӑкӗнче вӑйӑсем хӗрӳ иртнӗ. Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнчи «Исток» команда ӑстарах выляса пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Патӑрьел округӗнчен килнӗ «Ишек» команда иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи «Олимп» команда виҫҫӗмӗш вырӑ
Унӑн сӑнарӗ пирӗн асрах

Унӑн сӑнарӗ пирӗн асрах

Хисеплӗ паттӑр ентеш, малтан Йӳҫ Шӑхаль тӗп шкулӗнче, кайран Шурут вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ Андрей Анатольевич Данилов ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн «Мужества» орденне илме тивӗҫ пулнӑ. Ҫак наградӑпа чысласси ҫинчен Раҫҫей Федерацийӗн  Президенчӗ В.В.Путин кӑҫалхи майӑн 9-мӗшӗнче Указ ҫине алӑ пуснӑ. Шел, ҫак пысӑк наградӑна паттӑр салтак  хӑй илеймен. Ордена ӗмӗрлӗхе упрама ҫемйине панӑ. Вӑл ачисене ашшӗн ҫутӑ сӑнарне яланах аса илтерсе тӑрӗ. Андрей Данилов, штурмовиксен ушкӑнӗн сержанчӗ, ятарлӑ ҫар операцийӗнче аманса паттӑрсен вилӗмӗпе пуҫ хунӑ. Андрей Данилова Шупашкар хулинчи масарта паттӑрсен аллейинче пытарнӑ. Андрей Анатольевич ҫарта службӑра тӑнӑ вӑхӑтра Чечен вӑрҫине те хутшӑннӑ. Ятарлӑ ҫар операцине хӑй ирӗкӗпе тухса кайиччен Шупашкарта лифтсене
Пурнӑҫне ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн панӑ

Пурнӑҫне ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн панӑ

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ историйӗнче  Курск пӗккинчи ҫапӑҫу уйрӑм вырӑн йышӑнать. Ку тытӑҫура пирӗн енчен те, тӑшман енчен те питӗ нумай техника, танксем, тупӑсем, самолетсем хутшӑннипе паллӑ. Нимӗҫ ҫарӗ вӑйлӑ пулнӑ пулсан та кунта Хӗрлӗ Ҫар ҫӗнтерӳпе тухнӑ. Шӑпах ҫав хаяр ҫапӑҫусенче пирӗн ентеш-летчик Вениамин Сидорович Маков паттӑрӑн пуҫ хунӑ.  Чылай хут сывлӑша ҫӗкленсе тӑшман позицийӗсем ҫине бомбӑсем пӑрахнӑ хыҫҫӑн каялла ӑнӑҫлӑ таврӑнакан штурманшӑн 1943 ҫулхи июлӗн 14-мӗшӗнчи вӗҫев юлашки пулнӑ. Вениамин Чкаловскри 2-мӗш ҫар авиацийӗн шкулӗнче стрелок-бомбардировщик пулма вӗреннӗ. Пысӑк шайри хатӗрленӳ хыҫҫӑн бомбардировщиксен 17-мӗш  авиаполкӗнче службӑра тӑнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан ҫапӑҫусене кӗнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна ҫӗршыва юратма, сыхлама вӗрентсе ҫитӗнтернӗ. Унӑн ашшӗ,

Тӗлӗкри сӑнар

Калав (Малалли). Германири хӗрӗпе мӑнукӗсем Наташа патне куллен шӑнкӑравлаҫҫӗ. Ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн  Ирина амӑшӗшӗн питӗ пӑшӑрханать. Ашшӗпе амӑшӗ пӗр-пӗрне ҫур сӑмахранах ӑнланнине: юратнине курса ӳснӗрен ватлӑхра пӗччен пурӑнма ҫӑмӑл маррине лайӑх чухлать. — Анне, тен, пирӗн пата пурӑнма килӗн? — ыйтрӗ пӗррехинче Ирина. — Мӗскер эсӗ?! Тӑван килтен ниҫта та каймастӑп. Кунти кашни пӑтана аҫупа пӗрле ҫапнӑ... — Ӑнланатӑп-ха сана... Анчах Кольӑпа арӑмӗ хуларан яла куҫса килмеҫҫех. Пирӗн патӑмӑрта пурнӑҫа ӳпкелемелли ҫук. Пенсионерсем канлӗ пурӑнаҫҫӗ. Кил. — Манӑн халӗ килте те санатори пекех. Ӗҫе каймастӑп. Хӑть кунӗпе ҫывӑр, анчах ыйхӑ килмест. — Тен,  санӑн хӑвӑн валли лайӑх юлташ тупмалла? Аттен ҫулталӑкне асӑннӑ хыҫҫӑн мӑшӑрӗсӗр тӑрса юлнӑ Саша тете сана пӗрле пурӑнма сӗн
Уй-хирте ӗҫ пӗтмен-ха

Уй-хирте ӗҫ пӗтмен-ха

Районти ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тырпултан пушаннӑ лаптӑксем кунран-кун хушӑнсах пыраҫҫӗ. Уяр кунпа усӑ курса «хир карапӗсем»  иртен пуҫласа каҫченех хирте ӗҫлеҫҫӗ. Шел пулин те ӑмӑр тата ҫумӑрлӑ ҫанталӑк ӗҫсене  вӑхӑтра пурнӑҫлама чарса тӑрать. Сентябрӗн 16-мӗшӗ тӗлне округӗпе 8752 гектар пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене пуҫтарса кӗртнӗ. Ку пурнӑҫламалли ӗҫ планӗнчен — 70,8 процент. Йӗтемсем ҫине пурӗ 26740  тонна тырӑ кӗнӗ.  Вӑтам тухӑҫ хальлӗхе кашни гектар пуҫне — 30,5 центнер. Ҫавӑн пекех хуҫалӑхсенче ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ. Хальлӗхе ҫак ӗҫе 172 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ, 6130 тонна пуҫтарса кӗртнӗ.  Вӑтам тухӑҫ кашни гектар пуҫне — 356,3 центнер.   Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче, фермер хуҫалӑхӗсенче кӗр тыррисене вӑхӑтра акса хӑварма ҫӗр хат
Ҫӗнӗ шкулта савӑнӗ кашни ача

Ҫӗнӗ шкулта савӑнӗ кашни ача

Комсомольскинче ҫӗнӗ шкул хута каясса кашниех чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Педагогсемпе вӗренекенсем  пушшех те.  Паянхи куна кунта строительство ӗҫӗсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыраҫҫӗ. Ҫакна округ администрацийӗ тимлесех тӑрать.  Кашни эрнерех строительство  лапамӗнче ӗҫлӗ канашлу иртет. Тӗпрен илес пулсассӑн, вӑтам шкула ҫитес вӑхӑтра  хута  яма палӑртаҫҫӗ.  Строительсем ӗҫе 93 процент чухлӗ пурнӑҫланӑ. Шкул ҫурчӗ хатӗр, ҫуртӑн тӑррине витнӗ, чӳречесем лартнӑ,  коммуникацисене йӗркене кӗртнӗ, шалти ӗҫсем активлӑн пурнӑҫланаҫҫӗ: линолеум сараҫҫӗ, маччасене тӑваҫҫӗ, пушар сигнализацийӗсене вырнаҫтараҫҫӗ... Унпа пӗрлех вӑтам шкул территорине те тирпей-илем кӗртме тытӑннӑ: брусчатка сараҫҫӗ, спорт лапамӗсене хатӗрлеҫҫӗ... Ӗҫӗ чӑннипех те нумай.  Шкул территорийӗнче кунсерен 110 ҫын т
Сывлӑха ҫирӗплетме спорт лапамӗ пулӑшать

Сывлӑха ҫирӗплетме спорт лапамӗ пулӑшать

Нумаях пулмасть Чӗчкен пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан  тӗп шкулта  «ӑслӑ»  спорт площадкӑна  савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Мероприятие хисеплӗ хӑнасем — округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Чӑваш Республикин  Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, вӗренӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Евгения Соколова, Чӗчкен ял территорийӗн уйрӑмӗн начальникӗ Рева Жукова, ҫавӑн пекех вӗрентекенсемпе шкул ачисем хутшӑнчӗҫ.  Чӗчкен тӗп шкул директорӗ Гульназ Гайнуллова республика тата муниципаллӑ округ ертӳлӗхне ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ проекта пурнӑҫа кӗртме пулӑшнӑшӑн чӗререн тав турӗ. Паянхи кун ыйтӑвне тивӗҫтерекен спорт площадки   вӗренекенсем тата округра пурӑнакансем хушшинче спорта тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине анлӑн сарма пулӑшасс
Хӑтлӑ шкулта вӗренме те, ӗҫлеме те аван

Хӑтлӑ шкулта вӗренме те, ӗҫлеме те аван

Ҫак кунсенче Урмаел вӑтам шкулӗ 160 ҫулхи ҫуралнӑ кунне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура паллӑ турӗ.  Ҫак вӑхӑтра шкул тӗрекленсе илемленнӗ, пурлӑхпа техника базине пуянлатнӑ, педагогсем мӗн чухлӗ ачана шкул алӑкне уҫса кӗртнӗ,   вун-вун вӗренекене хӑйӗн сӑпкинче сиктернӗ, пултаруллӑ, паллӑ ҫынсене пӗлӳ панӑ.  Паян вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗсенче пурӑнаҫҫӗ, ӗҫлеҫҫӗ. Чӑннипех те пуян историллӗ Урмаел вӑтам шкулӗ. Ҫуралнӑ кун ячӗпе вӑтам шкул коллективне округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, вӗренӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Евгения Соколова, Чӑваш Республикин  Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, вӑтам шкул директорӗ Фениз Камалтдинов, Тутарстан республикинчен килсе ҫитнӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри Тутарсен конгресӗн ертӳҫин ҫумӗ Сулейман Рахимов тата ыттисем саламл
Ачасен пӗлӗвне ӳстерме – проект

Ачасен пӗлӗвне ӳстерме – проект

Республикӑра «Код будущего» — программирование, искусственный интеллект и робототехник» проекта заявленисем йышӑнма тытӑннӑ.  Палӑртса хӑварма кӑмӑллӑ, шӑпах Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче ачасем валли вӗренме ятарлӑ площадка ӗҫлет. Ку йышши лапамсем республикипе 10 вырӑнта. Ҫавна май Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн педагогӗсем  уроксене ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Пӗрремӗш уроксем октябрӗн 5-мӗшӗнче пуҫланаҫҫӗ. Вӗренекенсем хӑйсен кӑмӑлне каякан тӗрлӗ енсене суйласа илме пултараҫҫӗ. Вӗсем «Мобильная мехатроника», «Кодируй и собирай робота», «Кодируй сложных роботов», «Цифровой мозг% разработка ИИ на Python», «Програмирование на Python», тата ыттисем те.  Кӑҫали вӗренӳ ҫулӗнче 100 ытла дистанци тата куҫӑн майлӑ прграммӑсемпе вӗренме пулать.  «Код будущего» проекта

Ҫиччӗ виҫсе пӗрре касӑр

Телефонпа усӑ курса ултав серепине ҫакланнӑ, нумай укҫа-тенкӗ ҫухатнӑ тӗслӗхсем пирки илтмен, пӗлмен ҫын ҫук та пулӗ. Ҫакӑн пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтерсех тӑраҫҫӗ, йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем те ҫынсемпе калаҫусем ирттереҫҫӗ. Апла пулин те «ултав серепине» лекекенсен шучӗ чакмасть. Акӑ, сентябрь уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан вуннӑмӗш класра вӗренекен ача ашшӗ-амӑшӗ килте упракан 15 миллион тенкине ултавҫӑсене кӑларса панӑ. Ун патне малтан транспорт компанийӗнчен вӗсен ячӗпе посылка килнине смс ярса пӗлтернӗ, унта палӑртнӑ кода калама ыйтнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ултав схеминчи тепӗр ҫын ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл ашшӗ-амӑшӗ килте деклараципе палӑртман укҫа-тенкӗ упрани, вӑл саккунсӑр пулни, уншӑн  аслисене явап тыттарма пултарни пирки асӑрхаттарнӑ, пулӑшма шантарнӑ. Видео ҫыхӑну урлӑ&nb
Проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ, ыйтусем уҫӑмланаҫҫӗ

Проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ, ыйтусем уҫӑмланаҫҫӗ

Уйӑхсерен иртекен Пӗрлехи информаци кунӗнче паянхи куншӑн пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӑхса тухаҫҫӗ. Округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче сентябрӗн 16-мӗшӗнче те калаҫу хальхи вӑхӑтра пурнӑҫлакан проектсем, ӗҫсем пирки пулчӗ. Пӗрлехи информаци кунне округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин уҫрӗ, тухса калаҫакансен сӑмахӗсем ҫумне хӑй шухӑшӗсене палӑртса пычӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн пуҫарӑвӗпе пурнӑҫланакан  «Сывлӑх патне утӑм» проект регионта мӗнле ӗҫлесе пыни тата ку енӗпе хамӑр тӑрӑхра туса ирттернӗ ӗҫсем пирки Комсомольски больницин тӗп врачӗ И.И.Ефремова каласа пачӗ. Ку проектпа  округри пур территори уйрӑмӗсенче те медицина ӗҫченӗсен мобильлӗ бригадисем тухса халӑх сывлӑхне тӗрӗсленӗ. Кӑҫалхи ҫулшӑн юлашки «Сывлӑх пункчӗ» сентябрӗн 16-мӗшӗнче  Асанкасси
Саккунсем мӗнле йышӑнаҫҫӗ? Кашнин шухӑшне шута илни пӗлтерӗшлӗ

Саккунсем мӗнле йышӑнаҫҫӗ? Кашнин шухӑшне шута илни пӗлтерӗшлӗ

Сентябрӗн 15-мӗшӗнче округри шкулсенче ачасемпе парламентаризм пирки калаҫрӗҫ.  Ҫак кун пӗлӳ ҫурчӗсенче  «Парламентаризм урокӗсем» иртрӗҫ. Вӗренекенсем муниципаллӑ округ Пухӑвӗн депутачӗсемпе, организацисемпе предприятисен ертӳҫисемпе тӗл пулчӗҫ. Сӳтсе явмалли, ыйтса пӗлмелли чылай иккен ачасен. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче Василий Кокарев тата Инна Ефремова, Чӗчкен тӗп шкулӗнче Рамиль Идиатуллин, Урмаел вӑтам шкулӗнче Фениз Камалтдинов  депутатсем ачасемпе тӗл пулчӗҫ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулне «Строймашсервис» ООО директорӗ Радомир Егоров тата Леонид Кузнецов фермер  килсе ҫитрӗҫ.  Парламентаризм урокӗнче пурте пӗрле патшалӑх влаҫӗ мӗнлине, саккунсем епле йышӑннине, депутат кам иккенне  тӗплӗн сӳтсе яврӗҫ, ыйтусем ҫине туллин хуравсем пулчӗҫ
Кадетсем – виҫҫӗмӗшсем

Кадетсем – виҫҫӗмӗшсем

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсем чӗретлӗ смотр-конкурсран ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Кадетсем республикӑри «Салют Победы» смотр-конкурса ҫулсеренех хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем кашни ҫулах ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче. 11 «к» тата 9 «к» класра вӗренекен кадетсем ҫӗнтерӳ ҫӑмӑл килменнине палӑртаҫҫӗ. Мӗншӗн тесессӗн ҫакӑн йышши конкурса хутшӑнас тесессӗн темӗн чухлех хатӗрленмелле, вӗренмелле. Кунта пӗччен тӑрӑшни ҫителӗксӗр, ушкӑнпа хатӗрленмелле, пӗр-пӗрне итлеме пӗлмелле.  Екатеринӑпа Алексей Тихонов педагосем ертсе пынипе кадетсем йывӑрлӑхсене ҫӑмӑллӑнах парӑнтараҫҫӗ. Вӗсем — яланах малтисен ретӗнче пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Кашни кун «тар тӑкса» вӗренни сая кайман, кадетсем чи лайӑххисен йышӗнче. Вӗсем «Салют Победы» смотр-конкурсра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, Диплома тата Кубока тивӗҫнӗ. Саламлатпӑр
Кинемей телейӗ – ачисем

Кинемей телейӗ – ачисем

Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче пурӑнакан Елена Ивановна Андреева ялти ватӑ ҫынсенчен пӗри. Ҫак кунсенче хисеплӗ кинемей  96 ҫулхи ҫуралнӑ кунне уявларӗ. Чӑннипех те анлӑ ҫулпа утать маттур хӗрарӑм. Елена Ивановна пурнӑҫӗнче сахал мар хура-шурне, телейне, савӑнӑҫне курнӑ. Мӗн пӗчӗклех ӗҫе кӳллӗннӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ терт-нушине те вӑл  чылай ас тивнӗ. Апла пулин те йывӑр вӑхӑт хуҫайман ун кӑмӑлне. Вӑл ҫутӑ малашлӑх пирки шутланӑ. Мӑшӑрӗпе, Илья Васильевичпа 8 ачана кун ҫути парнеленӗ. Вӗсене тивӗҫлӗ воспитани парса, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ.  Паян вӗсем мӑнуксемпе тата мӑнмӑнуксемпе пуян. Ачисем, мӑнукӗсем тӑван киле пуҫтарӑнсассӑн, ҫурт хаваслӑ сасӑпа тулать. Акӑ вӑл  кинемейӗн — тулли телейӗ. Тата мӗн кирлӗ пурнӑҫра;  Алевтина МАРИЯН.

АПК сферинче ӗҫ укҫи ӳснӗ

Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта республикӑра агропромышленноҫ комплексӗн ӗҫченӗсен пӗр уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 66 пин те 477,2 тенке ҫитнӗ — пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 11,7 процент иртнӗ.  Тупӑш ӳсни пуринчен ытларах ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен палӑрать.  Вӗсен вӑтам ӗҫ укҫи 62 пин те 906, 4 тенкӗпе танлашать — пӗлтӗрхи январь — июнь уйӑхӗсенчи кӑтартуран 17,6 процент пысӑкрах.   Апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗнче вӑтам ӗҫ укҫи 68 пин те 750, 8 тенке ҫитнӗ.  (7,1 процент ӳснӗ), напиток производствинче вара — 74 пин те 824,5 тенкӗ таран (11,5 процент).  Тупӑш ӳснипе пӗрлех кадрсем те хушӑнаҫҫӗ. АПК сферинче ӗҫлекенсен шучӗ кӑҫалхи кӑрлач — ҫӗртме уйӑхӗсенче — 19 пин те 126 ҫын.  Ку вӑл пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 1,8 процент (332 ҫын) ытларах. Ял хуҫалӑхӗнче 8 пин те 464
Ялти фельдшер ӗҫӗпе кӑмӑллӑ

Ялти фельдшер ӗҫӗпе кӑмӑллӑ

Патшалӑх ялсенче тӗрлӗ проектсемпе программӑсене ӗҫе кӗртсе унта пурӑнакансене нумай ҫӑмӑллӑхсемпе пулӑшу парать. 2022 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шӑхранпа Виҫпӳрт  ҫыннисене Ҫӗнӗ ҫул парни пулчӗ, Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗн ҫӗнӗ  ҫурчӗ уҫӑлчӗ. Малтанах кунта А.Г.Марина медсестра ӗҫлерӗ. Каярах ҫамрӑк специалиста Николай Эдуардович Семенова ялти фельдшер пунктне ҫирӗплетрӗҫ.  Виҫӗ тӑватӑ уйӑх ӗҫлесен ҫамрӑк фельдшера салтака кайма ят тухрӗ. Вӑхӑт хӑвӑрт иртсе кайрӗ,  Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн, каччӑ  ӗҫ вырӑнне Ҫӗнӗ Шӑхран  ялне таврӑнчӗ. Куншӑн ял ҫыннисем питех те савӑнчӗҫ. Ялта фельдшер пурри мӗн тери аван пулнине кунта пурӑнакансем лайӑх пӗлеҫҫӗ. Николай Эдуардович Семенов ҫамрӑк пулсан та хӑйӗн ӗҫне тӑрӑшса, юра

Ҫӗршыври биатлонистсем тупӑшӗҫ

Сентябрӗн 17, 19 тата 20-мӗшӗсенче Шупашкар хулинче «Альфа-Банк Чемпионат России по биатлону» ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. Раҫҫейри вӑйлӑ биатланистсен тупӑшӑвне сентябрӗн 17-мӗшӗнче 13.30 минутра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫаҫҫӗ. Ҫӗршыври чи вӑйлӑ спортсменсен пултарулӑхне курас текенсем Шупашкарти Пӑр аренине тата 15-мӗш Олимп резервӗсен спорт шкулне ҫитме пултараҫҫӗ. Вӗсене тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Ҫӗршыв шайӗнчи тупӑшусем хӗрӳ пулӗҫ.

Ҫемьесене — ҫӗнӗ пулӑшу мелӗ

Чӑваш Республикин Правительствинче   эрнесерен иртекен планеркинче икӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене ҫулсерен паракан ҫӗнӗ тӳлевӗн пӗрремӗш пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса  тухнӑ. Кӑҫалхи июнӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа  икӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене тупӑшран илекен налук тӳлевӗн пӗр пайне каялла тавӑрса парасси ҫинчен йышӑну пулнӑ. Иртнӗ ҫул 13 процентлӑ ставкӑпа илнӗ налука 6 процентпа шутлаҫҫӗ, ыттине каялла тавӑрса параҫҫӗ. Ҫакӑ ҫемьесен бюджечӗсене тултарма май паракан пулӑшу пулса тӑмалла. Чӑваш Енре тӳлеве 17 пин ҫын пурӗ 450 миллион ытла тенкӗллӗх илнӗ те ӗнтӗ. Вӑтамран кашни ҫемьене 27-шер пин тенкӗ тивӗҫнӗ. Енчен те эсир  йӗрке тӑрӑх ҫав тӳлеве тивӗҫлӗ, ӑна 2025 ҫулшӑн илес тесен заявление кӑҫалхи сентябрӗн 30-мӗшӗнчен кая юлмасӑр памалла. Ҫакна «Патшалӑх пулӑшӑвӗ» порталта, нум

Ҫӗнӗ вулавӑшсем уҫӑлнӑ

Сентябрӗн 15-мӗшӗнче республикӑри ҫичӗ округра модельлӗ библиотекасем уҫӑлнӑ. Етерне, Улатӑр, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Шупашкар округӗсенче ҫӗнӗ йышши вулавӑшсем ӗҫлеме тытӑннӑ.  Вӗсем пурте — паянхи пурнӑҫ ыйтӑвне тивӗҫтерекеннисем. Кунта аслисем валли те, ачасем валли те ятарлӑ лапамсем пур. Библиотека фончӗ ҫӗнӗ кӗнекесемпе тата тӗрлӗ техникӑпа пуянланнӑ.  Асӑннӑ модельлӗ вулавӑшсене ҫӗнетме «Развитие  культуры» патшалӑх программин «Семья» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн 55 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.  Кӗнеке фончӗ 17 пин экземплярпа пуянланнӑ. Паянхи куна Чӑваш Республикинче  модельлӗ 48 вулавӑш ӗҫлет. 2030 ҫулччен регионта ҫӗнӗ йышши 90 вулавӑш уҫма палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑ пӗтӗмпех ялта тата хулара пурӑнакансен пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатассипе,  канӑв
Лейтенант, майор, хисеплӗ ентеш

Лейтенант, майор, хисеплӗ ентеш

Ҫӗнӗ вӑхӑт ҫӗнӗ паттӑрсене ҫуратать. Тӗрлӗ енлӗ пултаруллӑ ҫынсем халӑхра пайтах. Мирлӗ ӗҫсенче те, вӑрҫӑ хирӗсенче те паянхи кун нумай чӑваш ҫынни лайӑх енӗпе палӑрса тӑрать. Вӗсем Раҫҫей экономикине ҫӳллӗ шая хӑпартассишӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ. Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешеҫҫӗ. Паллах, СВОри салтаксемпе офицерсене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗршыва хӳтӗленӗ ветерансен тӗслӗхӗ вӑй парса тӑрать, вӗсен ҫӗнтерӗвӗ СВО та пирӗн ҫӗнтерӳпе вӗҫленессине шантарать. Эпир ҫак статьяна вӑрҫӑпа ӗҫ ветеранӗ, пархатарлӑ ӗҫсемшӗн Совет Союзӗн тата ЧАССР наградисене тивӗҫнӗ, пурнӑҫ ҫулне чыслӑн утнӑ Тӗвенеш ялӗн ҫыннине Александр Петрович Романова  сама суса халаллатпӑр. Хисеплӗ ентешӗн ачалӑхӗ тӑван ялта иртнӗ, Ҫӗнӗ Кипеҫри вӑтам шкулта

Тӗлӗкри сӑнар

Валентина Кириллова. Калав Ҫут ҫанталӑкӑн хӑйӗн саккунӗ: ҫу уйӑхӗ вӗҫленчӗ пулин те ӑшӑтмасть. Шухӑ сивӗ ҫил пӗрре те кӑнтӑр енне куҫас тесе шутламасть. Кунӗ сулхӑн пулнинчен ытларах ҫумӑрӗ ҫуса чун-чӗрене сӳрӗклетет, кӑмӑла хуҫать. Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗччен ака-суха туса пӗтернисем сивӗ ҫумӑршӑн та савӑнаҫҫӗ, ҫӗр улми лартнисем вара сивӗ ҫӗр айӗнчи вӑрлӑх ҫӗрсе каясран шикленеҫҫӗ. Типшӗм Сашук та хӑйӗн пӑшӑрханӑвне пытараймарӗ курӑнать: ...Пӗтрӗ пулӗ матькасси Кӑҫал улма ҫиесси. Юлчӗ пулӗ иҫмасси Ролтон ҫине куҫасси, —  тесе йӗрке хыҫҫӑн йӗрке шӑрҫалать социаллӑ страницинче. Пурнӑҫ тути-масине самай астивнӗ асаннесем ҫуллахи Микуларан кун-ҫӗр ӑшӑтать тени хӑлхаран каймарӗ. Ҫӗмӗрт ҫеҫкене ларнӑ вӑхӑтра  вара сулхӑн ҫилӗ кашлать, вырӑн-вырӑнпа ҫӗр сийӗ кӑчӑр 

Ҫӑмӑлттайлӑха пула курас марччӗ нуша

Юлашки вӑхӑтра телефонсем ҫине кашни кун тенӗ пекех «Пилотсӑр вӗҫекен хатӗрсен хӑрушлӑхӗ» е «Ракета хӑрушлӑхӗ» текен SMS-хыпар килет. Пӳртсем ҫийӗн ҫынсене инкек кӑтартакан япаласем вӗҫсе иртнине пӗрре мар куракансем пулнӑ, таҫтанах кӗрлесе килекен сассине вара нумайӑн илтнӗ. Хамӑра темле ҫирӗп тытсан та чунра сӳ! тӑвать. Хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнса тата тӑшмана хамӑр пирки ытлашши информаци пӗлтерес мар тесен видео е сӑн ӳкерчӗк туса социаллӑ сетьсене лартма юрамасть. Эпир ҫӑмӑлттайланни теприсен пурнӑҫне татма пултарни пирки асрах тытасчӗ.

Кӑмпа савӑнтарма та, инкек кӑтартма та пултарать

Кӑмпа сезонӗ уҫӑлни Интернет уҫлӑхӗнче питӗ лайӑх сисӗнет. Пӗри те тепри ҫӗр мӑкӑртса тухнӑ ҫимӗҫе тултарнӑ витресемпе карҫинккасене сӑн ӳкерттерсе социаллӑ сетьсене лартаҫҫӗ. Хӗл кунӗнче тӑварлани е маринадлани, типӗтни питӗ тутлӑ-ҫке! Пӗр ураллӑ ҫимӗҫе татма кайсан асӑрханулӑх пирки те манмалла мар, вӑрманта ҫынсем аташса кайнӑ тӗслӗхсем ҫулленех пулаҫҫӗ. Пӗлмен  территоринче тата йывӑҫсем хушшинче шалалла кӗме тӑрӑшмалла мар. Ҫавӑн пекех кӑмпана та пӗлсе хатӗрлемелле, унсӑрӑн наркӑмӑшланма та пулать. Республикӑра кун пек тӗслӗх пулнӑ та ӗнтӗ. Аслӑ ӳсӗмри икӗ ҫынна (пӗрне кайран каялла килне сипленме янӑ) тата 5 ачана больницӑнах илсе кайнӑ.
Тӑван чӗлхе – халӑх чунӗ

Тӑван чӗлхе – халӑх чунӗ

Сентябрӗн 8-мӗшӗнче, Пӗтӗм Раҫҫейри  халӑх чӗлхин кунӗнче, округри Этнобиблиотекӑра сӑвӑ вулакансен «Истоки дружбы» конкурсӗ иртрӗ. Ҫак кун вулавӑшра чӑваш, вырӑс, тутар халӑхӗсен сӑвви, юрри хаваслӑ янӑрарӗ. Конкурса аслӑрах ҫулхисем те, вӗренекенсем, те ача садне ҫӳрекенсем те хутшӑнчӗҫ. Кашнине итлесе ларма ҫав тери кӑмӑллӑ пулчӗ. Мӗнле маттур, пултаруллӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ Каҫал тӑрӑхӗнче. Жюри  членӗсене — район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Евгения Соколовӑна, культура, туризм тата архив ӗҫӗсен пайӗн начальникне  Дария Грибовӑна, тӗп библиотека директорне  Инна Ядровӑна чи маттурисене суйласа илме ҫӑмӑл пулмарӗ. Апла пулин те конкурсра  пултаруллисене палӑртса хӑвармаллах. Чи ҫамрӑк сӑвӑҫсенчен  Матвей Максимова («Рябинушка»), Злата Кадык
Халӑх паттӑр — ӗҫӗсем курӑмлӑ

Халӑх паттӑр — ӗҫӗсем курӑмлӑ

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫи вӑхӑтӗнче Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑранпа кӑҫал 85 ҫул ҫитет. Ӑна халалласа шӑпах сентябрӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Атӑлҫи тӑрӑхӗн хӳтӗлев чиккисем: паттӑрла ӗҫ тата халӑхсен пӗрлӗхӗ»  регионсем хушшинчи наукӑпа практика конференцийӗ иртнӗ. Асӑннӑ мероприятие пирӗн округ делегацийӗ те хутшӑннӑ. Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, СВО ветеранӗсем, волонтерсем  пулнӑ унта. Пирӗн округра пурӑнакансем ыркӑмӑллӑх ӗҫӗсенче яланах хастар пулнӑ, паян та вӗсем пурте пӗрле кар тӑрса ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тӗрлӗ енлӗ пулӑшаҫҫӗ: гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтараҫҫӗ, окоп ҫуртисем тӑваҫҫӗ,  маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, плащсем ҫӗлеҫҫӗ... Пӗрлӗхре пирӗн вӑй пулнине лайӑх  ӑналанаҫҫӗ Каҫал тӑрӑхӗнче пурӑнакансем

Акцире хастар

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн ҫулсеренех «Ачана шкула пуҫтар» акци иртет. Кӑҫал вӑл августӑн 17-мӗшӗпе 28-мӗшӗччен иртрӗ.  Пӗтӗм Раҫҫейӗпе йӗркелекен акцие Комсомольски округӗнче пурӑнакансем ҫулсеренех хастар хутшӑнаҫҫӗ.  Кӑҫал та акци вӑхӑтӗнче  ачасем валли чылай япала пуҫтарма май килчӗ.  Халӑха пулӑшу паракан центра пурте хавас кӑмӑлпа, ачасене пулӑшас тӗллевпе килчӗҫ. Уйрӑмах округ администрацине, вӗренӳ пайне, район больницин, ӗҫпе тивӗҫтерекен центр  коллективӗсене, Валентина Столяровӑна, Татьяна Галзановӑна, Сергей Сорокина, Маринӑпа Карина Петухова, Юлия Смирнова ҫамрӑк волонтерсене тата ыттисене те ачасене вӗренӳ хатӗрӗсем парнеленӗшӗн — пысӑк тав.  Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ кашнин асӗнче ырӑпа ҫырӑнса юлтӑр. Ольга Николаева.
Сывлӑх сыхлавӗн тӗрекӗ — ҫамрӑк специалист

Сывлӑх сыхлавӗн тӗрекӗ — ҫамрӑк специалист

Тӗп больницӑра «Вӑрах та хастар пурнӑҫ»  («Продолжительная и активная жизнь») наци проекчӗпе килӗшӳллӗн сывлӑх сыхлавӗн  сферине ҫамрӑк специалистсене явӑҫтарасси тӗп вырӑна хураҫҫӗ. Ҫавна май ҫамрӑк ӗҫченсем кунта ҫӑмӑллӑнах ӗҫе тытӑнаҫҫӗ. Ҫак кунсенче  Комсомольски тӗп больницинче Наталья Воробьева  ҫамрӑк специалист — врач-терапевт ӗҫлеме тытӑннӑ. Наталья Воробьева  Александровка ялӗнче ҫуралса ӳснӗ,  2018 ҫулта Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчен пиллӗк паллӑпа, ылтӑн медальпе вӗренсе тухнӑ.  Экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытса, алла аттестат илнӗ хӗр тӗп хулари И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетне вӗренме кӗнӗ. Аслӑ пӗлӳ илме вӑл тӗллевлӗ программӑпа кайнӑ. Халӗ ординатурӑран пиллӗк паллӑпа вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ҫамрӑк  ту
Ӗмӗрӗпех халӑх хушшинче пулнӑ

Ӗмӗрӗпех халӑх хушшинче пулнӑ

«Атте мана вӑрҫа  тухса кайиччен йӑтса илсе ҫӳле ҫӗкленине ун чухне пилӗк ҫулта анчах пулсан та питӗ лайӑх ас туса юлнӑ. Ун чухне вӑл юнлӑ ҫапӑҫу хирне тухса кайнине чухлайман та пулӗ. Турра тавах, киле чӗрех  ҫаврӑнса ҫитрӗ. Ачалӑхпа ҫамрӑклӑх вӑрҫӑ  тата ун хыҫҫӑнхи ҫулсене лекрӗ. Йывӑрлӑхсене нумай курнӑ пулсан та ҫак ҫула ҫитме пултартӑм», — терӗ Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакан В.Т.Зайцева. Валентина Тимофеевна ҫак кунсенче 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Кинемей 9 теҫеткерен  иртнӗ пулин те иртнине лайӑх астӑвать, тӗплӗн каласа парать. Малтан ялти, кайран Хырай Ӗнелӗнчи шкулсене ҫӳренӗ. Ашшӗ хӗрӗсене  питӗ малалла вӗрентесшӗн пулнӑ. Темӗнле йывӑр пулсан та укҫа-тенкӗ тупса Комсомольски вӑтам шкулне пӗтерме май панӑ.  Валентина  аттестат илнӗ вӑхӑтра  аппӑшӗ аслӑ шкулта вӗреннӗ, йӑмӑкӗ
Чӑлха ҫыхать, салтаксене пулӑшать

Чӑлха ҫыхать, салтаксене пулӑшать

Ҫӗр ҫинче пысӑк чун-чӗреллӗ ҫынсем пурӑннипе тӗнче илемлӗ те ӑшӑ. Йӑлмахва  ялӗнче пурӑнакан Елизавета Рыжова  ҫакӑн пек ҫынсенчен пӗри.  Елизавета Григорьена 96 ҫулта пулин те алӑран ӗҫ ямасть. Кашни минутпа, сехетпе, кунпа туллин усӑ курать. Вӑл кашни кунах ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли ӑшӑ чӑлха-нуски ҫыхать.  Мӗн чухлӗ нуски ҫыхнине хӑй те татӑклӑн калаймасть. — Чылай, урисем ан шӑнччӑр ҫеҫ, — тет кинемей. Мӗн тери маттур та ӗҫчен  Елизавета Григорьевна!  Ӗҫпе пиҫнӗ алӑсем куҫ ҫумне  куҫ хушса, илемлӗ ҫиппе ҫыхса чӑлха хыҫҫӑн чӑлха пулать. Унӑн ӑшӑ та ӗҫчен  аллисем ывӑнмасӑр ӗҫлеччӗр. Альбина ЕФРЕМОВА.
Вӗренекенсем – пӗрремӗш

Вӗренекенсем – пӗрремӗш

Ҫак кунсенче Ҫӗмӗрле хулинче Республикӑри XII-мӗш «Парад  маршевых  ансамблей — 2026» фестиваль конкурс  иртрӗ. Унта Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсем те хутшӑнчӗҫ.  Барабан калакан хӗрсен «Олимп» отрячӗ фестиваль-конкурсран ҫӗнтерӳпе таврӑнчӗ. Вӗсем республикӑри 10 муниципалитетри командӑсем хушшинче малти вырӑна йышӑнма пултарчӗҫ.  А.Романова, М.Денисова, М.Мамуткина, Е.Меньшикова пултаруллӑ та мал ӗмӗтлӗ пулнине тепӗр хутчен ҫирӗплетсе пачӗҫ. Евгений Федотов
Халӑх пуҫаруллӑран – ял хӑтлӑ

Халӑх пуҫаруллӑран – ял хӑтлӑ

Тукай Мишер ялӗнче пуҫаруллӑ, ӗҫчен  ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫакна вӗсем пӗрре кӑна мар тӗслӗхсемпе ҫирӗплетнӗ. Ку тӑрӑхра  ҫуртсем кӑмпа пек ҫӗкленеҫҫӗ, мӑшӑрсем пӗрлешеҫҫӗ, ачасем ҫуралаҫҫӗ, ял халӑхӗ йышланать. Тӑван тӑрӑхра пурӑнма хӑтлӑ та меллӗ пултӑр тесе Тукай Мишерӗнче чылай ӗҫ пурнӑҫланать.  Вӗсем ЧР Правительстви сӗнекен проектсенчен, программӑсенчен нихӑҫан та айккинче юлмаҫҫӗ. Акӑ, халӗ те ялта пурӑнакансем «Ниме — халӑх бюджечӗ» проекта хастар хутшӑнаҫҫӗ.  Ҫавна май проектпа килӗшӳллӗн ҫитес ҫул Тукаймишерсем Габайдуллин ячӗпе хисепленекен тӗп  урамри  ҫула тӗпрен юсаса ҫӗнетес тата тротуар  тӑвас  тӗллевлӗ. Асӑннӑ урамра пурнӑҫ «вӗресе» тӑрать: ачасем шкула, ача садне васкаҫҫӗ, аслӑрахисем мечете ҫитеҫҫӗ.  Ҫавӑнпа та ялти пуҫаруллӑ ушкӑн асӑннӑ урамра ҫынсене утса ҫӳреме
Для чего нужен депутат?

Для чего нужен депутат?

Пришло время объяснять Житель Чувашии сегодня разобрался во многом. Он понял, для чего нужна диспансеризация — чтобы вовремя заметить болезнь и сохранить здоровье. Он осознал, почему так важно учить детей кибербезопасности — потому что цифровой мир стал реальностью, в которой живут наши семьи. Он нашел для себя ответ на вопрос, для чего нужна специальная военная операция — чтобы защитить страну и будущее наших детей. Человеку свойственно искать смысл. Мы не можем жить, не понимая, зачем мы что-то делаем. Этот поиск — не праздное любопытство, а внутренняя потребность выстроить картину мира, в которой все встает на свои места. Но есть один важный вопрос, на который сегодня многие жители республики, да и всей России, пока не нашли внятного ответа: для чего нужны выборы? Зачем мы выб

КОД БУДУЩЕГО: СТАВКА НА IT-ПОКОЛЕНИЕ

Бесплатные курсы по программированию, нейросетям и робототехнике стартуют для школьников и студентов Комсомольского округа В век, когда искусственный интеллект пишет картины, а роботы собирают автомобили, знание цифровых технологий становится такой же базовой потребностью, как умение читать и считать. МБОУ «Комсомольская СОШ №1» объявляет о старте набора на федеральный проект «Код будущего» (12+). Ученики 8–11 классов и студенты колледжей получают уникальный шанс освоить профессии будущего совершенно бесплатно — с гарантией дополнительных баллов к ЕГЭ и реальными навыками для рынка труда. ПРОРЫВ В ЦИФРУ: ЧЕМУ НАУЧАТ ЗА КАЗЕННЫЙ СЧЕТ Проект «Код будущего» — это не факультатив и не кружок по интересам. Это полноценная образовательная программа государственного уровня, которая за тр
Таса тырӑ пӳлмене кӗрет

Таса тырӑ пӳлмене кӗрет

«Искра» колхоз кӑҫал 400 гектар ытла лаптӑк ҫинче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем ҫитӗнтернӗ. Кӑҫал вырма ҫӑмӑлах килмерӗ пулсан та кунти уй-хир тырпултан пушансах пырать. ,ҫченсем кӗр тыррисем акма та ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ. — Йӗтем ҫине килнӗ тырра ҫийӗнчех тасатса тирпейлесе пыратпӑр. Комбайнсем тулӑ уйӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Хуҫалӑхӑн пуҫтарса илмелли нумаях юлмарӗ. Тырӑ тухӑҫӗ те япӑх мар,  — кӗскен паллаштарчӗ Хырай Ӗнел ялӗн йӗтемӗ ҫинче ӗҫлекен  Ю.Н.Зайцев (сӑн ӳкерчӗкре). Вӑл кунта  КЗСра машинист пулса тӑрӑшать. Тивӗҫлӗ канура пулсан та Юрий Николаевич  хуҫалӑхшӑн хӗрӳ вӑхӑтра  ӗҫре. Тырӑ тасатмалли техника тухӑҫлӑ ӗҫлетӗр тесе тимлет. Ю.Зайцев малтан та 15 ҫул ытла кунта вӑй хунӑ. Эпир пынӑ вӑхӑтра та йӗтемре ӗҫ шавӗ тӑратчӗ. Хиртен килнӗ тырра тасатса пӳлмене хыватчӗҫ. Юрий Гаврилов.
Хирсенче ӗҫ шавӗ чакмасть

Хирсенче ӗҫ шавӗ чакмасть

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче  тырпултан пушаннӑ лаптӑксем кунран-кун хушӑнсах пыраҫҫӗ. Уяр кунпа усӑ курса «хир карапӗсем»  иртен пуҫласа каҫченех хирте ӗҫлеҫҫӗ. Сентябрӗн 2-мӗшӗ тӗлне округӗпе 6710 гектар пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене пуҫтарса кӗртнӗ. Ку пурнӑҫламлли ӗҫ планӗнчен — 54,3 процент. Йӗтемсем ҫине пурӗ 21619 тонна тырӑ кӗнӗ. Вӑтам тухӑҫ хальлӗхе кашни гектар пуҫне — 32,2 центнер. Ҫавӑн пекех хуҫалӑхсенче ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ. Хальлӗхе ҫак ӗҫе 58 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ. Ку енӗпе «Слава картофелю» агрофирма тата Самаринӑн фермер хуҫалӑхӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Вӑтам тухӑҫ кашни гектар пуҫне — 414 тонна.  Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче, фермер хуҫалӑхӗсенче кӗр тыррисене вӑхӑтра акса хӑварма ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ. Хальлӗхе 565 гектар кӗрхи тулӑ акса хӑварнӑ.
Ачасем васкаҫҫӗ шкула

Ачасем васкаҫҫӗ шкула

Сентябрӗн 1-мӗшӗнче, Пӗлӳ кунӗнче  вӗренӳ учрежденийӗсем  алӑксене  тараватлӑн яри уҫрӗҫ, классем ачасен хаваслӑ сассисемпе тулчӗҫ.  Йӑлана кӗнӗ йӗркепе районти шкулсенче сентябрӗн 1-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ линейкӑсем иртрӗҫ. Каникулта канса вӑй илнӗ ачасене  шкулсем хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе кӗтсе илчӗҫ. Комсомольски  2-мӗш вӑтам шкулӗнче пухӑннисене Чӑваш Республикин Культура, национальноҫ тата архив ӗҫӗсен министрӗ Светлана Каликова, Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Юрий Попов тата Петр Краснов, округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Евгения Соколова, Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ Геннадий Филиппов, вӑтам шкул директорӗ Евгений Савельев саламларӗҫ. Вӗсем вӗренекенсене — пӗлӳ илме ӑнтӑлма, лайӑх палл

Субсиди илме тивӗҫнӗ

Чӑваш Республикин Правительстви хамӑр пурӑнакан тӑрӑхри  ҫутҫанталӑк таса та тирпейлӗ пултӑр тесе нумай тӑрӑшать. Министрсен Кабинечӗн  ларӑвӗнче Чӑваш Республикин  ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви тӑратнӑ икӗ пастановление ырланӑ. Вӗсенчен пӗри Комсомольскинчи саккунпа хупнӑ свалка вырӑнне тирпейлесе йӗркене кӗртмелли ӗҫсен проектне хатӗрлеме субсиди парасси ҫинчен калать. Пирӗн округ администрацийӗ муниципалитетсем хушшинче ҫӗнтерсе 17,8 миллион тенкӗ субсидие  тивӗҫет.

Ҫунтарнӑшӑн – штраф

Ял ҫыннисен халӗ хӗрӳ вӑхӑт. Пурте ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ, пахчасенче тирпейлеҫҫӗ. Ҫавна пулах юлашки вӑхӑтра  ҫынсем ҫӗрулми авӑрӗсене, типнӗ курӑка ҫунтарнине асӑрхама пулать. Тӗслӗхрен, Комсомольски салинче каҫсерен сывлама та йывӑр, уҫӑлса ҫӳреме те кансӗр.  Тӗтӗм-сӗрӗмпе аслисем те ачасем те сывлаҫҫӗ, ҫакӑ пирӗн  сывлӑха нумай сиен кӳрет. Унсӑр пуҫне тата кил-тӗрӗшре ӑпӑр-тапӑр ҫунтаракансене те штраф параҫҫӗ. Вӗсен виҫисем вара пысӑк. Вут-кӑвартан асӑрханӑр! Ҫӗрулми аврисене ан ҫунтарӑр!

Пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӑхса тухнӑ

Августӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 3-мӗшӗччен Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри «Твой Герой» проектӑн семинарӗ пынӑ. Тӗп хуламӑра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ 100 ветеран ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗсенчен килсе ҫитнӗ. Пирӗн округран «Твой герой» проекта  Алексей Журавлев ветеран хутшӑннӑ. Ветерансем  ҫамрӑксемпе ӗҫлес, ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизмла воспитани парас тата ытти тӗлӗшпе калаҫусем ирттернӗ, тӗрлӗ идеологисемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ, хӑйсен социаллӑ проекчӗсемпе паллаштарнӑ. Ветерансем ҫавӑн пекех Шупашкарти шкулсенче вӗренекенсемпе тӗл пулса паттӑрлӑх урокӗсем ирттернӗ, Тӑван ҫӗршыв, астӑвӑм, паттӑрлӑхпа хӑюллӑх ыйтӑвӗсемпе калаҫнӑ. Хӗрӳ ҫапӑҫусенче пулнӑ, Тӑван ҫӗршыва хӑйсен пурнӑҫӗсене шеллемесӗр сыхланӑ ҫынсем каласа пани кӗнекесенче ҫырнисенчен пӗлтерӗшлӗрех.

Пулӑшу мелӗсем хутшӑнаҫҫӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен тата вӗсен ҫемйисене социаллӑ пулӑшу  парассине палӑрмаллах ӳстересси пирки Указ ҫине алӑ пуснӑ. Унта   ятарлӑ ҫар операцине кайиччен вӑл пӑхса пурӑннӑ пур ҫын та, тӑванлӑх шайне пӑхмасӑр, ҫемье членӗсем шутне кӗрессине палӑртнӑ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса инвалида тухнӑ ҫынсене, вӗсем миҫемӗш  ушкӑнри инвалид шутланнине пӑхмасӑр пулӑшу мерисем яланлӑхах пулса пымалла. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ҫын ҫемйинчи студентсене вӗри апатпа  вӑл бюджет е коммерци майӗпе вӗреннине пӑхмасӑр тивӗҫтермелле. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне ҫӗнӗ мерӑсене хӑ- вӑртрах ӗҫе кӗртме хушнӑ. «Эпир хамӑр паттӑрсемпе вӗсен ҫемйисене пулӑшассин йӗркине  ҫирӗплетсех пыратпӑр. Чӑваш Ен хӑйӗн

Хумхануллӑ самантра юнашар пулнӑ

Пӗлӳ кунӗнче Чӑваш республики те Пӗтӗм Раҫҫейри  «Быть рядом» акцие хутшӑннӑ. Ӑна Раҫҫей ҫамрӑкӗсен Роспатриотцентрӗ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ ветерансен Ассоциацийӗ «Защитники Отечества» патшалӑх фончӗн Чӑваш Енри филиалӗпе пӗрле йӗркеленӗ. Ҫак кун ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ 14 ветеран 10 муниципалитетра Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫ хунӑ салтаксен 16 ачине  хӑйсен ӗмӗрӗнчи пӗрремӗш шкул линейкине илсе пынӑ. Сентябрӗн 1-мӗшӗ кашни ачашӑн пӗлтерӗшлӗ кун. Пӗрремӗш хут парта хушшине лараканшӑн вара уйрӑмах хумхануллӑ самант. Ҫавӑнпа та ачапа юнашар ашшӗ вырӑнне, ун пекех Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ, халӗ ҫемье тӗрекӗ пулма хатӗр  ветеран  пулни паха. «Эпир паттӑрсене манмастпӑр. Эпир вӗсен ачисемпе яланах юнашар. Вӗсен ҫемйисене пӗччен хӑвармӑпӑр. Ҫак Пӗлӳ кунӗн
«Ҫӗнӗ шкул» проект ҫӗнӗлле ӗҫлеме хистет

«Ҫӗнӗ шкул» проект ҫӗнӗлле ӗҫлеме хистет

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланчӗ. Округри вӗрентӳ ӗҫӗнче тӑрӑшакансемпе вӗренекенсемшӗн яваплӑ тапхӑр тытӑнчӗ. Педагогсем тарӑн пӗлӳпе тивӗҫӗ воспитани парас енӗпе, ачасем ҫутӑ та ӑшӑ классенче ытларах пӗлӳ илес, тавра курӑмне аталантарас енӗпе тимлӗҫ. Округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗн, вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Е.Н. Соколовӑпа йӗркеленӗ калаҫура та вӗрентӳ учрежденийӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки сӑмах пырӗ. — Евгения Николаевна, округри вӗрентӳ учрежденийӗсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне  мӗнле кӑтартусемпе кӗтсе илчӗҫ? — Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗ пирки калаҫма пуҫличчен  вӗренӳ сферинчи иртнӗ ҫулхи  лару-тӑрупа кӗскен паллаштарса хӑварасшӑн. Яланхи пекех округри педагогсем хӑйсен тӗп тӗллевӗсене туллин пурнӑҫларӗҫ тесе ҫирӗплетсех каламалла. Ҫакна экзаменсен пӗтӗмлетӗв

Вӗрентекенсене хавхалантараҫҫӗ

Вӗрентекен — чи кирлӗ профессисенчен пӗри. Вӗсен ӗҫӗсенчен, тӑрӑшуллӑхӗсенчен пирӗн ачасен, республикӑн, ҫӗршывӑн пуласлӑхӗ нумай килет. Педагогсем кашни кун пӗлӳ парса вӗренекенсен пултарулӑхне аталантарма, хӑйсене шанма, тавра курӑмне ӳстерме пулӑшаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та республикӑра вӗсене ӗҫлеме хавхалантарса, пулӑшса пыма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн педагогика ӗҫченӗсен профессиллӗ конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисене хавхалантармалли укҫа-тенкӗ виҫине  ӳстересси ҫинчен калакан Указӗ те ҫав тӗллевпе тунӑ утӑмсенчен пӗри. Кӑҫалхи ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен пуҫласа «Чӑваш Енри ҫулталӑк учителӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫине паракан укҫа-тенкӗ виҫине 150 пин тенкӗрен 200 пин тенке, «Чӑваш Енри ҫулталӑк воспитателӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫине тивӗҫекен виҫине 100 пин тенкӗре

Черетлӗ ыйту – Комсомольскинчи культура ҫурчӗ

Иртнӗ тунтикун муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин  «Вконтакте» социаллӑ сетьре черетлӗ «1 ыйту — 1 хурав» тӳрӗ эфир ирттерчӗ. Унта сӑмах Комсомольскинчи культура ҫурчӗ пирки пычӗ. Кунӗпе ӗҫленӗ хыҫҫӑн округ центрӗнче пурӑнакансен чунтан канса пушӑ вӑхӑта усӑллӑ та савӑнӑҫлӑ ирттерес килет. Комсомольскинчи культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем ку енӗпе тӑрӑшаҫҫӗ-ха. Анчах та культура ҫурчӗ кивелнӗ, вӑл паянхи пурнӑҫ ыйтӑвне туллин тивӗҫтермест. Культура ҫурчӗ тӑвас ыйту чылайранпа пырать. Паянхи кун вара культура ҫурчӗн ҫӗнӗ проектне хатӗрлес енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Ӑна хӑш вырӑнта лартас пирки икӗ вариант тӑнӑ.  Округ центрӗ сарӑлса пынӑҫемӗн ӑна ҫӗнӗ ҫуртсем ҫывӑхнерех тӑвас шухӑш та пулнӑ. Унта инженери тата ытти енӗпе условисем хальлӗхе ҫителӗксӗр пулнипе культура ҫуртне хӑйӗн вырӑнӗнчех
Сывлӑх ҫирӗп пултӑр

Сывлӑх ҫирӗп пултӑр

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ  Олег Николаев пуҫарнӑ «Сывлӑх патне утӑм» проект округра ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать. Кӑҫал районти тӗп больница тухтӑрӗсемпе медицина сестрисем ҫынсен сывлӑхне тӗрӗслес тӗллевпе чылай ялта пулма ӗлкӗрчӗҫ. Ҫавна май округра 12 хутчен сывлӑх пункчӗ ӗҫленӗ, медицина ӗҫченӗсем 1613 ҫыннӑн сывлӑхне тӗрӗсленӗ. Ҫак кунсенче черетлӗ сывлӑх пункчӗ Хырай Ӗнел ялӗнче ӗҫлерӗ. Пациентсен сывлӑхне терапевт, кардиолог, стоматолог, хирург тата ытти специалистсем тӗрӗслерӗҫ. Унпа пӗрлех ЭКГ, флюорографи тума,  юн пама та май пулчӗ. Ҫитес кунсенче вара медицина ӗҫченӗсем  Кивӗ Сӗнтӗр (сентябрӗн 9-мӗшӗ), Йӑлмахва (сентябрӗн 12-мӗшӗ), Асанкасси (сентябрӗн 26-мӗшӗ)  ялӗсене ҫитеҫҫӗ. Сывлӑха тӗрӗслеттерме васкӑр! Алевтина АНТОНОВА.
Ӗмӗрне ӗҫре ирттернӗ – 90 ҫула ҫитнӗ

Ӗмӗрне ӗҫре ирттернӗ – 90 ҫула ҫитнӗ

Ҫитес ҫул Киров поселокне пуҫласа янӑранпа 80 ҫул пулать. 1947 ҫулта хальхи Хирти Сӗнтӗр террритори уйрӑмне кӗрекен  тӑрӑхран, Хирти Мӑнтӑрпа Турхан тата ытти ялсенчен ҫынсем кунта куҫса килсе пурӑнма тытӑннӑ. Вӑл ҫулсене астӑвакансенчен пӗринпе, Киров поселокӗнче пурӑнакан Христина Петровна Красновӑпа курса калаҫрӑм. Ҫак кунсенче вӑл 90 ҫул тултарать. Ӗмӗрӗнче хура-шурне, йывӑрлӑхсене чылай курнӑ  пулин те, хӑйне ҫирӗп тытать вӑл. «Урасем сураҫҫӗ, ҫӳреме кансӗр. Йывӑр ҫулсенче фермӑра ӗҫлени хӑйӗн йӗрне хӑварчӗ пулӗ. Ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те ураран резина атӑ кайман. Витесенче хӗлле сивӗччӗ, кӗркуннепе ҫуркунне чӗркуҫҫи таран пылчӑк ҫӑрӑлатчӗ. Пур ӗҫе те алӑ вӑйӗпе тума тивнӗ. Вӑл вӑхӑтра фермӑсенче механизаци пирки шутлама та пултарайман.  Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче
Ҫирӗп кӑмӑллӑ, маттур, пуҫаруллӑ

Ҫирӗп кӑмӑллӑ, маттур, пуҫаруллӑ

— Кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнче паллӑ пулӑм, асра юлакан самант пур. Маншӑн тӗрлӗ ҫулта тӗрлӗ шайра иртекен суйлав кунӗ яланах пысӑк яваплӑхпа, ҫав вӑхӑтрах савӑк кӑмӑлпа та ҫыхӑннӑ. Мӗншӗн тесен тӑван ҫӗршыв, республика, округ пуласлӑхӗшӗн хамӑрӑн сассӑмӑра пани кирлех, — ҫакӑн пек ҫирӗп шухӑшсемпе пуҫларӗ калаҫӑва  Тукай Мишерӗнчи суйлав участокӗн председателӗнче нумай ҫул тӑрӑшакан Гелия Минсаитовна Сафиуллина (сӑн ӳкерчӗкре). Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи   ҫамрӑк та хастар специалиста чи малтанах, ялти 820-мӗш  суйлав участокӗн членӗ пулса ӗҫлеме шаннӑ. «Яваплӑ тивӗҫе пуҫӑниччен малтанах шиклентӗм. Суйлав тапхӑрӗ ӑнӑҫлӑ тата пахалӑхлӑ иртсе кайнине кура-ши тепӗр сасӑлаврах мана хамӑрӑн участокра председатель пулма шанчӗҫ. Унтанпа 23 ҫул шаннӑ ӗҫре тӑрӑшатӑп, — калаҫӑ
Ҫӗнӗлӗхсене вӗреннӗ

Ҫӗнӗлӗхсене вӗреннӗ

Сентябрӗн 18, 19, 20-мӗшӗсенче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин тӑххӑрмӗш созывӗн депутачӗсен тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн саккӑрмӗш созывӗн депутачӗсен суйлавӗ иртет. Ун умӗн августӑн 24-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 9-мӗшӗччен республикӑри пур муниципалитетри  участокри суйлав комиссийӗн членӗсемпе те вӗренӳ иртмелле. Августӑн 27-мӗшӗнче  пирӗн округри участоксенчи  суйлав комиссийӗн членӗсем вӗренӗве пуҫтарӑннӑ. Занятире вӗсем участоксенчи суйлав комиссийӗн ӗҫӗн тӗп тапхӑрӗсене пӑхса тухнӑ% интерактивлӑ ӗҫ блокночӗ, суйлавҫӑсен списокне  тӗрӗслени, суйлав лаптӑкӗсӗр  пуҫне урӑх вырӑнта сасӑлатарасси, суйлав документацине упрасси тата сейфпакетсемпе усӑ курасси. Уйрӑмах сасӑсене шутласси, штатлӑ мар лару-тӑру сиксе тухсан пурнӑҫламалли ӗҫсен алгоритм

Тикӗс ҫул пуласса шанаҫҫӗ

Урмаел сали округра ӑнӑҫлӑ аталанса пыраканнисенчен пӗри. Кунта пурӑнакансем ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗклеҫҫӗ, хуралтӑсем тӑваҫҫӗ. Ҫамрӑксем хушшинче те тӑван тӑрӑха юлакансем  чылай. Ҫавӑнпа та демографилле лару-тӑру та лайӑхрах. Ялта пурӑнакансем ҫулсеренех «Ниме — халӑх бюджечӗ» проекта хастар хутшӑнаҫҫӗ. Кунта юлашки ҫулсенче анчах пуҫаруллӑ  проектсемпе чылай ӗҫ пурнӑҫланӑ. Халӑх хӑйсем пурӑнакан тӑрӑх илемлӗ те хӑтлӑ пултӑр тесе тимлет. Ҫитес ҫул кунта «Ниме — халӑх бюджечӗ» проекта хутшӑнса Урмаелӗнчи Ленин урамӗнче ҫула юсасшӑн. Проекта хатӗрлесе ҫитернӗ, ӗҫ планне ҫирӗплетнӗ, пуҫару ушкӑнӗ йӗркеленӗ. Ял инфраструктурине аталантарас тӗлӗшпе «Ниме — халӑх бюджечӗ» проект пысӑк пулӑшу панине ял халӑхӗ ӑнланса йышӑнать. Ҫула юсассине те ял ҫыннисем ырларӗҫ, укҫа-тенкӗ хыврӗҫ.
Уяр кунсемпе туллин усӑ кураҫҫӗ

Уяр кунсемпе туллин усӑ кураҫҫӗ

Ҫумӑрлӑ ҫанталӑк округри ҫӗр ӗҫченӗсене ҫитӗнтернӗ тырпула пуҫтарса кӗртес енӗпе чылай чӑрмав кӳчӗ. Апла пулсан та ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсенче тӑрӑшакансем уяр кунсемпе туллин усӑ курма тӑрӑшрӗҫ. Августӑн 26-мӗшӗ тӗлне ял хуҫалӑх предприятийӗсем 4538 гектар ҫинчен  (тырпулӑн пӗтӗм лаптӑкӑн 36,7 процентне) пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем пуҫтарса илнӗ. Йӗтемсем ҫине 15122 тонна тырӑ кӗнӗ. Вӑтам тухӑҫ кашни гектар пуҫне 33,3 центнер.  Округри «Слава картофелю» агрофирмӑра тата Н.Самаринӑн фермер хуҫалӑхӗнче ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ. Ку ӗҫе 20 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ, 975 тонна пуҫтарнӑ.  «Иккӗмӗш ҫӑкӑрӑн» вӑтам тухӑҫӗ кашни гектар пуҫне 487,5 центнерпа танлашать. «Урожай» колхоз 60 гектар кӗр тыррисем акнӑ, 650 гектар тырпула тӗшӗленӗ, тухӑҫ — 36,3 ц
Вӗренӳ ҫулӗ тулли те тухӑҫлӑ пултӑр

Вӗренӳ ҫулӗ тулли те тухӑҫлӑ пултӑр

Умра ҫӗнӗ —  вӗренӳ ҫулӗ. Ҫуллахи каникул вӗҫлениччен шутлӑ кунсем юлчӗҫ. Апла пулсассӑн, иртнӗ вӗренӳ ҫулне пӗтӗмлетме тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче пурнӑҫа кӗртмелли плансене палӑртма вӑхӑт. Ҫавна май август уйӑхӗн юлашки кунӗсенче округри педагогсен йӑлана кӗнӗ Августри конференцине йӗркелеҫҫӗ.  Кӑҫал ҫакӑн пек мероприяти августӑн 25-мӗшӗнче районти культура ҫуртӗнче иртрӗ. Педагогсен конференцине муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, депутатсен округри Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Попов, Чӑваш республикин Вӗренӳ министерствин хушма пӗлӳ уйрӑмӗн начальникӗ Наталья Кондратьева, округри Обществӑлла Канаш председателӗ Кияметдин Мифтахутдинов, «Строймашсервис» ООО директорӗ Радомир Егоров,  округри вӗренӳ учрежден

Чи лайӑх 100 хуҫалӑх йышӗнче

Етӗрне округӗнче Чӑваш Енри фермерсен  VI слечӗ иртнӗ. Унта республикӑри фермер (хресчен) хуҫалӑхӗ тытакан 200 яхӑн ертӳҫӗ пуҫтарӑннӑ. Вӗсем аграри секторне аталантарас, патшалӑх паракан пулӑшусемпе тухӑҫлӑ  усӑ курас тата ытти ыйтусем тавра пӗрле канашласа калаҫнӑ. Унтах ҫулсеренех палӑртакан «Агро К(Ф)Х—100» рейтинга та пӗтӗмлетнӗ.  Ӑна хатӗрленӗ чухне фермер хуҫалӑхӗн производство калӑпӑшне, техника шутне, ӗҫ вырӑнӗсемпе тивӗҫтернине, ӗҫ укҫин виҫине, тухӑҫлӑхӗпе финанс ӑнӑҫлӑхне шута илнӗ. Пирӗн округри фермерсем чи лайӑх 10 хуҫалӑх шутне кӗреймесен те 100 хуҫалӑх хушшинче чылайӑн. Р.Г.Айсынӑн хуҫалӑхӗ — 15-мӗш, Г.М.Хайртдинован  хуҫалӑхӗ — 27-мӗш, Г.В.Атласкинӑн хуҫалӑхӗ — 31-мӗш, З.М.Сафиуллинӑн хуҫалӑхӗ — 43-мӗш, Р.М.Мансуровӑн хуҫалӑхӗ — 44-мӗш, Р.А.Хайртдин

Черетлӗ ыйту  — хытӑ каяшсен полигонӗ

Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин хамӑр тӑрӑхри халӑха хумхантаракан ыйтусем ҫине уҫӑмлӑх кӗртес тӗллевпе тунтикунсерен  «Вконтакте» социаллӑ сетьре «1 ыйту — 1 хурав» тӳрӗ эфира тухать. Черетлӗ калаҫу Комсомольскинчи хытӑ каяшсен полигонӗ (халӑхра каланӑ пек  «свалка») пирки пычӗ. Ку объекта иртнӗ ӗмӗрти 80 ҫулсенче уҫнӑ. Комсомольскинчи предприятисемпе ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансем унта 30 ытла ҫул хушшинче нумай каяш пырса тӑкнӑ. 2016 ҫулта ӑна хупасси ҫинчен йышӑну пулнӑ. Полигон вырӑнӗнче, унӑн хуҫине — район администрацине — рекультиваци ӗҫӗсем тума хушнӑ. Ҫав вӑхӑтрах саккуна пӑхӑнманнисем унта производствӑри, хуҫалӑхри каяшсене килсе тӑкма пӑрахман. Юлашки ҫулсенче округ администрацийӗ полигон пулнӑ вырӑна йӗркене кӗртес тӗлӗшпе чылай ӗҫ тунӑ. Унта каяшсем тӑкма юраманни пи

Шкул ҫӗнелсе илемленет

Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн ҫурчӗ хӑйӗн сӑн-питне хитрелетсех пырать. Строительсем ӑна тултан та, шалтан та тӗпрен юсаса ҫӗнетсе, ачасене вӗренме хӑтлӑ условисем пулччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак кунсенче унта юсав ӗҫӗсем мӗнле пынипе округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин паллашнӑ. «Ҫӗнӗ шкул» проектпа кунта классемпе коридорсене  хитрелетес, тул енчен илемлетес енӗпе нумай ӗҫ пурнӑҫланӑ. Ачасене  шкул ҫутӑ та ӑшӑ пӳлӗмсенче, паянхи кун ыйтӑвне тивӗҫтерекен оборудованипе, сӗтел-пуканпа, вӗрентӳ хатӗрӗсемпе кӗтсе илӗ. Строительсем хӑйсем умне лартнӑ тӗллевсене пахалӑхлӑ та вӑхӑтра пурнӑҫлама тӑрӑшаҫҫӗ.
Мухтавлӑ ентеш ӗмӗрлӗх пирӗн асра

Мухтавлӑ ентеш ӗмӗрлӗх пирӗн асра

Августӑн 22-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ В.А.Ильин вице-адмирала халалласа пысӑк мероприяти иртнӗ.  Шӑпах ҫак кун,  августӑн 22-мӗшӗнче, 1948 ҫулта  Шурут-Нурӑс ялӗнче Владислав Алексеевич ҫут тӗнчене килнӗ. Сумлӑ ентеш пӗтӗм пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалалланӑ, Тинӗс-Ҫар флотне аталантарас енӗпе тӑрӑшнӑ. Ҫавӑнпа та уншӑн патшалӑх символӗ яланах малти ретре пулнӑ. В.А.Ильин 1971 ҫулта Тинӗс-Ҫар училищине хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ. 1982 ҫулта Тинӗс-Ҫар академинче вӗреннӗ. 1983 ҫулта ӑна пӗрремӗш рангри капитан званине панӑ. Ҫак ҫулах службӑри хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне тивӗҫнӗ. 1992 ҫулта контр-адмирал, 1995 ҫулта вице-адмирал пулса тӑнӑ. Раҫҫей Тинӗс-Ҫар флочӗн командованийӗн яваплӑ чылай ӗҫӗсенче тӑрӑшса ҫӗршывӑ
Шанчӑклӑх, яваплӑх – чи малта

Шанчӑклӑх, яваплӑх – чи малта

Кӑҫалхи Пӗрлехи суйлав кунӗччен нумаях та вӑхӑт юлмарӗ. Ун чухне — сентябрӗн 18,19 тата 20-мӗшӗсенче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин тӑххӑрмӗш созыври депутачӗсене тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн саккӑрмӗш созыври депутачӗсене суйлатпӑр. Ҫак кунсем уҫҫӑн, саккунпа килӗшӳллӗн иртчӗр тесе вара пысӑк йыш ӗҫлет. Кунта — тӗрлӗ професси ҫыннисем. Шӑпах та вӗсем хӑйсем ҫине йӗркелӳ ӗҫӗн пысӑк пайне илнӗ те. Суйлав тытӑмӗнче ӗҫлекенсемпе ҫывӑхрах паллаштарас тӗллевпе редакци тӗпелне Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел   территори суйлав комиссийӗн председательне Инна Ядровӑна чӗнтӗмӗр. Вӑл суйлав мӗнле иртнине аякран сӑнаса тӑмасть, тӗрӗс те саккунпа килӗшӳллӗн йӗркелес тесе тӑрӑшать. — Инна  Петровна, сӑмаха тӳрех суйлав комиссийӗн ӗҫӗ ҫинчен пуҫлар-ха. Мӗнрен пуҫланчӗ сирӗн ку ӗҫ? — Ч
Суйлав ыйтӑвӗсене уҫӑмлатаҫҫӗ

Суйлав ыйтӑвӗсене уҫӑмлатаҫҫӗ

Округра «Информ УИК» проект старт илнӗ. Вӑл ҫывхарса килекен суйлавпа ҫыхӑннӑ ыйтусене уҫӑмлатма пулӑшать. Суйлав комиссийӗн членӗсем килӗрен ҫӳресе суйлав хӑҫан иртни, унта мӗнле майпа сасӑлама пултарни ҫинчен каласа параҫҫӗ, суйлавҫӑсен ыйтӑвӗсене хуравлаҫҫӗ. Ҫапла кӑҫал эпир сентябрӗн 18—20-мӗшӗсенче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин тӑххӑрмӗш созыври,  Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн саккӑрмӗш созыври депутачӗсене суйлатпӑр. Ҫак кунсенче суйлав участокне пырса е дистанци мелӗпе сасӑлама пулать. Тухса ҫӳрейменнисем патне суйлав комиссийӗн членӗсем килех килме пултараҫҫӗ. Пирӗн округра суйлав комиссийӗн 68 членӗ килӗрен ҫӳреме пуҫланӑ та ӗнтӗ. Сирӗн ҫитес сасӑлавпа ҫыхӑннӑ ыйтусем пур пулсан шӑпах вӗсемпе тӗл пулма тӑрӑшӑр. Алевтина Антонова. 
«Ачасен тухтӑрне» кӗтсе илчӗҫ, ырӑ хыпара Каҫалсем хапӑл турӗҫ

«Ачасен тухтӑрне» кӗтсе илчӗҫ, ырӑ хыпара Каҫалсем хапӑл турӗҫ

Республика Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн пуҫарӑвӗпе старт илнӗ «Сывлӑх патне  утӑм» проект иккӗмӗш ҫул ялсемпе хуласенче ӑнӑҫлӑ пурнӑҫа кӗрсе пырать. Ҫӗнӗлӗхе халӑх туса, ырӑ кӑмӑлпа йышӑнни те ҫакнах ҫирӗплетет. Августӑн  20-мӗшӗнче Комсомольскинчи тӗп больница территорине «Ачасен тухтӑрӗ» сывлӑх пуйӑсӗ килсе вырнаҫрӗ. Кӑшт маларах округри тӗп сыватмӑш картишӗнче ҫынсен сывлӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтӑвӗсене татса пама «Кардиопоезд» пулнӑччӗ. Вӗсем иккӗшӗ те «Сывлӑх патне утӑм» проектпа ҫыхӑннӑ кӑҫалхи ҫӗнӗлӗхсем. Ҫӗршыв малашлӑхӗ, унӑн ырӑ пуласлӑхӗ — ҫитӗнекен ҫамрӑк ӑру аллинче. Вӑл ҫирӗп сывлӑхлӑ та анлӑ тавра курӑмлӑ, чӑн-чӑн патриот пулса ҫитӗнни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ҫак ыйтусене пурнӑҫа кӗртме ҫӗршыв ертӳҫи, Республика Пуҫлӑхӗ те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫирӗплетнӗ графикпе килӗшӳллӗ
Вӗсем яланах халӑхпа пӗрле

Вӗсем яланах халӑхпа пӗрле

Кӑҫал Юратупа шанчӑклӑх уявӗ ячӗпе округра иртнӗ хаваслӑ мероприятире нумай ҫул килӗштерсе пурӑнакан ҫемьесене «Юратупа шанчӑклӑх» медалӗ парса чысларӗҫ. Наградӑна тивӗҫнисем хушшинче Киров поселокӗнче пурӑнакан  Валентина Алексеевнӑпа Анатолий Петрович Красновсем те пур. Вӗсем хӑйсен ырӑ ӗҫӗсемпе, килӗшӳллӗхӗпе поселокра ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. Анатолий Петрович хӑйӗн ӗмӗрне, кулленхи пурнӑҫне ялпах ҫыхӑнтарма шутланӑ. Совет Ҫарӗнче службӑра пулса таврӑннӑ хыҫҫӑн «Россия» колхозра трактористсем хатӗрлекен 6 уйӑхлӑх курса вӗренсе пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн тӑван хуҫалӑхра «хурҫӑ утпа» ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫулсеренех уй-хир ӗҫӗсене хутшӑннӑ, шаннӑ ӗҫсене пахалӑхлӑ пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. Ҫамрӑк ҫӗр ӗҫне лайӑхрах пӗлес шухӑшпа малалла вӗренме шутланӑ. Ҫак тӗллевпе вӑл 1983 ҫулта Вӑрнарти ял хуҫалӑх техни
Тикӗс ҫул чуна савӑнтарать

Тикӗс ҫул чуна савӑнтарать

Кӑҫалхи март уйӑхӗнче ял пухӑвӗнче округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫлекен управлени начальникӗ А.Г.Кузьмин Эткер ялӗнчи урама асфальтлӑ ҫул сарасси пирки пӗлтернӗччӗ.  Вӑл вӑхӑта ҫынсем хушшинче  ҫакна шанманнисем те пулчӗҫ пулӗ. Нумаях пулмасть ялти Школьная урамра техника кӗрлеме пуҫларӗ. «Эльбрус» ООО  ӗҫченӗсем кӗске вӑхӑтрах  ҫула асфальт сарса та хучӗҫ. Ял ҫыннисем «Хӑрушлӑхсӑр ҫулсем» проект мӗнле пурнӑҫланнине хӑйсен куҫӗсемпе  курса ӗненчӗҫ. Такӑр ҫулпа утма та меллӗ, автотранспорт хатӗрне те ҫӳреме лайӑх. Асфальтлӑ ҫул урам сӑн-сӑпатне те илемлетрӗ. Округ пуҫлӑхне Н.Н.Раськина тата унӑн ҫумне  А.Г.Кузьмина ял ҫыннисем чӗререн тав тӑваҫҫӗ. Ялсен инфраструктурине лайӑх енне улӑштарас енӗпе м
Картиш командисем вӑй виҫрӗҫ

Картиш командисем вӑй виҫрӗҫ

Ҫу тӑршшӗпех округра «Картиш тренерӗ» проект ӗҫлерӗ. Вӑл ачасен канӑвне усӑллӑ ирттерме, сывлӑхӗ- сене ҫирӗплетме, спорт енӗсемпе ӑсталӑха ӳстерме май пачӗ. Опытлӑ тренерсем вӗсемпе тӑтӑшах хӑнӑхтарусем ирттерчӗҫ. Августӑн 21-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче картиш командисем хушшинче мини-футбол енӗпе турнир иртрӗ. Унта ачасем хӑйсен ҫӑвӗпе туптанӑ пултарулӑхне кӑтартса пачӗҫ. Вӗсене «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗ Е.А.Тихонов,  партин «Ача-пӑча спорчӗ» проект координаторӗ П.Ю.Порядков саламласа ӑнӑҫусем сунчӗҫ. Вӑйӑсем интереслӗ те хӗрӳ иртрӗҫ. Кашниех хӑйӗн ӑсталӑхне туллин кӑтартса выляма тӑрӑшрӗ. Комсомольскинчи Кабалин микрорайонӗнчи ачасен команди пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗ. Урмаел ялӗнчи картиш команди иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Хир
Паттӑрсен ячӗсем яланах асра

Паттӑрсен ячӗсем яланах асра

Пӗтӗм халӑх пекех Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнӗ Шӑхран ҫыннисем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн юн тӑкнӑ. Чылайӑшӗ ҫапӑҫу хирӗсенчех выртса юлнӑ. Ҫӗнтерӳпе ҫуралнӑ тӑрӑха таврӑннисем тӳрех мирлӗ ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӗсенчен пӗри — Илья Петрович Петров. Вӑл 1938 ҫулта Хӗрлӗ Ҫара кайнӑ. Служба вӗҫленсе пынӑ вӑхӑтра нимӗҫ фашисчӗсем сӗмсӗррӗн пирӗн ҫӗршыва тапӑнса кӗнӗ. Илья Петрович тӳрех вӑрҫӑ вутне лекнӗ. Вӑл 745-мӗш бомбардировка авиацийӗн полкӗн йышӗнче  чылай ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Хӑюллӑ сержант-летчик радист, стрелок пулса сывлӑшра тӑшмана хирӗҫ кӗрешнӗ. Паттӑрлӑхшӑн наградӑсене те тивӗҫнӗ. Яла таврӑнсан вӑрҫа пула юхӑннӑ колхоза ҫӗклес тесе нумай вӑй хунӑ. Клавье ятлӑ хӗрпе мӑшӑрланса 3 ывӑлпа хӗр пӑхса ҫитӗнтернӗ. Шел пулин те, вӑрҫӑра илнӗ суранӗсем ӑна канӑҫсӑрлантарсах тӑнӑ. Унӑ
Социальные услуги — ветеранам боевых действий

Социальные услуги — ветеранам боевых действий

Уволенным ветеранам боевых действий с инвалидностью оперативно назначат набор социальных услуг. С заявлением на переход от денежной компенсации к набору соцуслуг ветераны боевых действий могут обратиться в Отделение СФР по Чувашии в течение трех месяцев со дня увольнения со службы или установления инвалидности, полученной в течение двенадцати месяцев после увольнения. По заявлению, поданному в указанный период, набор услуг будет предоставляться со следующего месяца, а не со следующего года, как это происходит по общим правилам. Например, если подать заявление в августе этого года, льготы предоставят с 1 сентября. А если заявление подано по истечении 3-х месяцев с даты увольнения или даты получения инвалидности, то набор будет предоставлен по общим
Межевание земельных участков

Межевание земельных участков

Интервью с руководителем Управления Росреестра по Чувашской Республике Екатериной Карпеевой по границам земельных участков. — Екатерина Владимировна, объясните, пожалуйста, простым языком: зачем вообще устанавливать границы земельного участка? Многие считают, что раз есть забор — значит, всё понятно. Схемка в Госакте нарисована, значит границы есть. — Это очень распространённое заблуждение. Забор — это просто физическое сооружение, которое может стоять где угодно, в том числе и на чужой земле. Схема в Госакте — это просто чертеж участка, без привязки к местности. Юридически значимые границы — это те, что внесены в Единый государственный реестр недвижимости (ЕГРН). Если таких сведений нет, то с точки зрения закона никто не может точно сказать, где именно находится ваш участок, какова
Округ пуҫлӑхӗ тӳрӗ эфирта калаҫнӑ

Округ пуҫлӑхӗ тӳрӗ эфирта калаҫнӑ

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ хӑйӗн ӗҫне халӑх шухӑш-кӑмӑлне шута илсе йӗркелеме  тӑрӑшать. Тунтикунсерен вӑл ҫынсене тӗрлӗ ыйтусемпе йышӑнса вӗсене канӑҫсӑрлантаракан ыйтусем пирки калаҫать. Августӑн 17-мӗшӗнчен вара округра пурӑнакансене малашнехи тӗллевсем пирки каласа пама, пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе паллаштарма «Вконтакте» социаллӑ сетьре  «1 ыйту — 1 хурав» тӳрӗ эфир йӗркелеме пуҫланӑ. Иртнӗ тунтикун Николай Никандрович унта Комсомольски ялӗнче биологилле тасатмалли сооружени шӑпи пирки каласа пачӗ. Ку ыйту — округра пурӑнакансене хумхантараканнисенчен пӗри. Округ пуҫлӑхӗ ку ыйтупа муниципалитетра 2021 ҫултанпах ӗҫсем пыни, ҫак вӑхӑтра проект документацийӗнче те улшӑнусем пулни пирки пӗлтерчӗ. Биологилле тасатмалли сооруженисемпе сечӗсене тумалли проект экспертиза витӗр тухнӑ. Ӑна
Пӗлтерӗшлӗ ыйтусем пӑхса тухнӑ

Пӗлтерӗшлӗ ыйтусем пӑхса тухнӑ

Августӑн 19-мӗшӗнче пӗтӗм республикӑри пекех пирӗн округра та администрацин ларусен залӗнче Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Унта территори уйрӑмӗсен начальникӗсем администрацин пай ертӳҫисем, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсем, организацисемпе учрежденисен директорӗсемпе специалисчӗсем хутшӑнчӗҫ. Информаци кунне округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин уҫрӗ, кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусемпе тухса калаҫакансем хыҫҫӑн хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтерсе пычӗ, сӗнӳсем пачӗ. Пуҫтарӑннисем чылай ыйту пӑхса тухрӗҫ. Чӑваш Енӗн социаллӑ-экономикӑлла аталанӑвӗ тата 2026 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта бюджета пурнӑҫланин малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсемпе округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ, ял хуҫалӑх, экономика, ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Ф.Ф.Зейнетдинов, округ администрацийӗн финанс пайӗн начальникӗн ҫумӗ Н.В.Федотова паллаштар
Раҫҫей Патшалӑх Ялавӗн кунӗ

Раҫҫей Патшалӑх Ялавӗн кунӗ

Августӑн 22-мӗшӗнче ҫӗршывӑмӑр хӑйӗн наци уявӗсенчен пӗрне — РФ Патшалӑх Ялавӗн кунне — паллӑ тӑвать. Ӑна  Раҫҫей  Президенчӗн 1994 ҫулхи августӑн 22-мӗшӗнче алӑ пуснӑ указӗпе туса хунӑ. Виҫӗ тӗслӗ ялавӑн историйӗ пуян. Шурӑ  — кӑвак — хӗрлӗ тӗслӗ ялава пуҫласа Алексей Михайлович патша вӑхӑтӗнче «Орел» карап ҫинче ҫӗкленӗ. I Петӗр вӑхӑтӗнче триколор патшалӑх ялавӗ пулса тӑнӑ — ӑна Раҫҫейре питӗ хӑвӑрт аталанакан флотӑ мӗн пур карапӗ ҫинче ҫӗкленӗ.  Ялавӑн тӗслӗхне те хӑех ӳкерсе кӑтартнӑ. Тӗссем, йӗрсем мӗнле пулмаллине палӑртнӑ. Кашни тӗсӗн хӑйӗн пӗлтерӗшӗ: шурри — ирӗклӗх, кӑвакки — авалтанпах Раҫҫее хӳтӗлекен Турӑ Амӑшӗ, хӗрли — вырӑссемшӗн кӑтартуллӑ хӑюлӑхпа ырӑ кӑмӑл. Раҫҫей патшисем ялав ӳкерчӗкне пӗрре мар улӑштарнӑ. Сарӑ тата хура йӗрсем те, ӑмӑрткайӑк  ӳкерчӗкӗ т
Калаҫнипе ҫеҫ ҫырлахмалла мар, ӗҫпе ҫирӗплетмелле

Калаҫнипе ҫеҫ ҫырлахмалла мар, ӗҫпе ҫирӗплетмелле

Округри ветерансен совечӗн черетлӗ канашлӑвне унӑн председателӗ Ю.С.Тимофеев уҫрӗ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин пуҫтарӑннисене юлашки вӑхӑтра пурнӑҫлакан ӗҫсемпе паллаштарчӗ, малашнехи тӗллевсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Ветерансен ыйтӑвӗсем ҫине хуравласа вӑл вӗсем яланах округ пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине палӑртса хӑварчӗ. Чӑнах та, ялсенче ватӑсем обществӑлла ӗҫсене хастар хутшӑнаҫҫӗ, ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизмла воспитани парас енӗпе те тӑрӑшаҫҫӗ. Ветерансене ӑнӑҫу суннӑ май сентябрӗн 18—20-мӗшӗсенче иртекен суйлавра яланхиллех пуҫаруллӑ пулассине, кирлӗ кандидатсене суйласа илсе тӗрӗс утӑм тӑвасса шаннине пӗлтерчӗ. Суйлав ыйтӑвӗсемпе Комсомольски территори суйлав комиссийӗн секретарӗ О.Р.Соколова чарӑнса тӑчӗ. Канашлура вара калаҫу ытларах  ятарлӑ ҫар операцине ху
«Пыл ҫӑтмахӗ» халӑха пуҫтарчӗ

«Пыл ҫӑтмахӗ» халӑха пуҫтарчӗ

Августӑн 14-мӗшӗнче пӗрремӗш спаса, пыл спасне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ӗлӗкренех ҫак кун тӗлне вӗлле хурчӗсем карассене пылпа тултарса ҫитернӗ тесе шутланӑ, вӗсене илсе юхтарнӑ. Ҫӗнӗ пылпа ҫывӑх ҫыннисене хӑналанӑ. Пыл спасӗнчен кӗркуннене хатӗрленме, ҫимӗҫсене пуҫтарма тытӑннӑ. Августӑн 13-мӗшӗнче Комсомольски культура ҫурчӗ умӗнче округра пурӑнакансем «Пыл ҫӑтмахӗ» фестивале пуҫтарӑнчӗҫ. Яланхи пекех унта пынисене хурт-хӑмӑрҫӑсем кӑҫалхи пылпа унран хатӗрленӗ продукцисене сӗнчӗҫ. Ассортимент пуян пулчӗ. Акӑ, Хирти Мӑнтӑрти Г.Н.Крылов  пыл карасӗн ӑвӑсӗпе тӗрлӗ сиплӗ курӑксенчен крем хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех фестивальте Кӗҫӗн Каҫалти Н.А.Пурлушкинӑн, Асанкассинчи Р.В.Яковлеван, Тури Тимӗрчкассинчи А.П.Степановӑн, Хирти Ӗнелти М.А.Пильщикован, Вӑрманхӗрри Чурачӑкри В.И.Илеменевӑн хурт-хӑмӑр проду
Ялсен сӑнӗ улшӑнӗ

Ялсен сӑнӗ улшӑнӗ

Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем ҫулсеренех обществӑлла инфраструктурӑна аталантарас енӗпе пуҫаруллӑх кӑтартаҫҫӗ.  Ялсен сӑн-сӑпатне улӑштарассипе ҫыхӑннӑ конкурссене хапӑлласа хутшӑнаҫҫӗ. Пуҫаруллӑ бюджет укҫи-тенкипе тумалли ӗҫсен программи республикӑра ӗҫе кӗнӗренпе ку тӑрӑхра  36 проект хута кайнӑ.  Вӗсем тавралӑха хӑтлӑх кӗртес енӗпе пурнӑҫланӑ  курӑмлӑ утӑмсем пулнӑ. 2027 ҫулта 6 яла пӗрлештерсе тӑракан Хирти Сӗнтӗр  территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем «Ниме — халӑх бюджечӗ» программӑпа Хирти Ӗнел ялӗнчи Набережная урамри, Хирти Ӗнел, Хирти Сӗнтӗр, Янкасси ялӗсенчи масарсем патне пыракан ҫулсене юсасшӑн. Ҫакӑ унта пурӑнакансемшӗн ҫеҫ мар, вӗсенче ҫуралса ӳснӗ халӗ тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакан, тӑван кӗтеспе ҫыхӑнӑва татман ҫынсемшӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.  Вӗ
Ҫемье «вучахӗ» малашне те ӑшӑлӑх парса тӑтӑр

Ҫемье «вучахӗ» малашне те ӑшӑлӑх парса тӑтӑр

Пӗр-пӗрне юратни, ҫур сӑмахран ӑнланни, сӗнӳпе те, ӗҫпе те пулӑшса пыни ҫемьесенче килӗшӳ  патне илсе пырать. Ӑнӑҫу тенӗрен, пурнӑҫ такӑр ҫул мар, унта тумхахлӑ вырӑнсем те тӗл пулаҫҫӗ. Сиксе тухнӑ кӑткӑс ыйтусене пӗрле шутласа татса пани, хуйхӑ-суйхӑна пӗрле пайлани, кил-ҫуртра чашӑк-тирӗк шакӑртатсан та килӗшӳ патне ҫитсе тухма пултарни Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗнчи Людмила Арсентьевнӑпа Геннадий Ильич Архиповсене 40 ытла ҫул мӑшӑрлӑн алла-аллӑн тытӑнса пурӑнма май парать. Геннадий Ильич Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗнче ҫуралса ӳссе ҫитӗннӗ. 1980 ҫулта Хырай Ӗнел вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Совет Ҫарӗнче службӑра пулнӑ. Ҫамрӑкранах ӳт-пӗве  ҫирӗплетсе ӳснӗскер хӑйӗн пурнӑҫне йӗрке хуралӗпе ҫыхӑнтарма шутланӑ. 1985—1999 ҫулсенче вӑл Канашри, 1999—2004 ҫулсенче Комсомольскинчи шалти ӗҫсен пайӗсенче вӑй
Ҫӗнӗ курав ӗҫлеме пуҫларӗ

Ҫӗнӗ курав ӗҫлеме пуҫларӗ

Августӑн 13-мӗшӗнче Комсомольскинчи «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗнче  «Между Волгой и Уралом» халӑхсем хушшинчи академи проекчӗпе 3-мӗш симпозиум шучӗпе ӳкернӗ картинӑсен выставки ӗҫлеме пуҫланӑ. Ку проект тӗрлӗ регионсенчи художниксене ҫыхӑнтарса хӑйсен творчествипе паллаштарма, ҫӗнӗ сӑнарсем шырама, ҫӗршыв историйӗпе культури пирки шутлама хавхалантарать. Выставкӑна Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫавӑнпа та  ӳкерчӗксенче ҫар, вӑрҫӑ тата ветерансен мирлӗ  пурнӑҫри ӗҫӗ-хӗлӗ тӗп вырӑн йышӑнать. Экспозицие Раҫҫей художникӗсен творчествӑлла союзӗн регионти уйрӑмӗ йӗркеленӗ. Выставкӑна «Ҫӗр тата ҫынсем» музей директорӗ А.О.Полякова уҫрӗ, унӑн тӗллевӗ пирки каласа пачӗ. Ку тӗлпулу культура канӑвӗ  анчах мар, тӗрлӗ ӑрусене ҫыхӑнтаракан меропри
Калавӗ ҫамрӑк авторсен пуххинче

Калавӗ ҫамрӑк авторсен пуххинче

Округри шкулсенче пултаруллӑ ачасем сахал мар. Вӗсем наукӑра, физкультурӑпа спортра, юрӑ-ташӑра, ӳнер тӗнчинче палӑраҫҫӗ. Округри ҫеҫ мар, республикӑри, ҫӗршыв шайӗнчи фестивальсемпе конкурссене, олимпиадӑсене хутшӑнса  те ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ. Ильмир Басыров Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи 9-мӗш кадет класӗнче вӗренет. Шкулти предметсене тӑрӑшса алла илет. Унӑн тӗп туртӑмӗ вара — литература. Тутар, вырӑс, тӗнче классикӗсен произведенийӗсене юратса вуланӑ май хӑй те хайлавсем ҫырать. Унӑн калавӗсенчи сӑнарсем — таҫтан илнисем мар, унӑн тантӑшӗсем, юнашар пурӑнакан ҫынсем, тӑван тавралӑх, ҫутҫанталӑк... Хӑйӗн произведенийӗсемпе тӗрлӗ конкурссене те тӑтӑшах хутшӑнать вӑл. Ҫитӗнӳсем те сахал мар. Акӑ, 2025 ҫулта И.Басыров Раҫҫейри Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен ҫулталӑкне халалласа ирттерн
Чи лайӑххи палӑрнӑ

Чи лайӑххи палӑрнӑ

«Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче округри халӑх дружинникӗсем пуҫтарӑннӑ. Кунта «Чи лайӑх халӑх дружинникӗ — 2026» конкурсӑн муниципалитетри тапхӑрӗ иртнӗ. Унта 5 халӑх дружинникӗ вӑй виҫнӗ.  Вӗсен хӑйсен пултарулӑхне право пӗлӗвӗ енчен, вӑй-хал тӗлӗшпе тата  медицина енчен пӗрремӗш пулӑшу парас енӗпе кӑтартмалла пулнӑ. Кашни участниках конкурсра хӑйӗн ӑсталӑхӗпе палӑрма тӑрӑшнӑ. Хӗрӳ кӗрешӳре Алена Николаева пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Лионелла Кудрявцевапа Вера Сивкина иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайланӑ. Алена Александровна округ чысне республика шайӗнче хӳтӗлӗ. (ХАМӐР ИНФ.).
Паттӑр ячӗпе – турнир

Паттӑр ячӗпе – турнир

Асанкасси ялӗнче спортпа туслӑ халӑх пурӑнать. Вӗсем тӑтӑшах йӗркелекен ӑмӑртусене ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫынсене халаллаҫҫӗ. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫ хунӑ ентешӗсем ячӗсемпе тупӑшу йӗркелесси йӑлана кӗнӗ. Вӗсенчен пӗри — ятарлӑ ҫар операцийӗнче  паттӑрла вилнӗ Дмитрий Степанов ячӗпе волейбол тунирӗ. Кӑҫал вӑл августӑн 15-мӗшӗнче 5-мӗш хут иртнӗ. Пуҫтарӑннисем умӗнче округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗ Н.Н.Карпов, Асанкасси вӑтам шкулӗн директорӗ А.И.Филиппов, Д.Степановӑн ашшӗпе амӑшӗ тата ыттисем те сӑмах илсе калаҫнӑ. Вӗсем паттӑр салтак ячӗ ял ҫыннисен асӑнче пулнине, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫ хунисене ӗмӗр асра тытмаллине палӑртнӑ. Паттӑр салтак ячӗпе вӑл вӗреннӗ Асанкасси вӑтам шкулӗнче «Паттӑр партти» уҫнӑ. Унта шкулти чи пултаруллӑ а
Хӑйӗн пурнӑҫ ҫулне ҫырса хӑварнӑ

Хӑйӗн пурнӑҫ ҫулне ҫырса хӑварнӑ

Комсомольски райповӗнче тӗрлӗ ҫулсенче ӗҫленисем хушшинче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑнса Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ ҫынсем чылай пулнине хамӑн статьясенче палӑртнӑччӗ. Вӗсенчен пӗри — Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнче 1924 ҫулта ҫуралнӑ Алексей Сергеевич Башкиров. Вӑл ялти шкулта 7 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Комсомольски вӑтам шкулӗнче малалла пӗлӳ илнӗ. 1941 ҫулта Шупашкарти суту-илӳпе коопераци шкулне вӗренсе пӗтернӗ.  Ун хыҫҫӑн тӳрех Комсомольскинчи сельпора производство, обществӑлла апатлану тата хушма хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен бухгалтер пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Пӑртакран ӑна аслӑ бухгалтера куҫарнӑ. 1942 ҫулта, ҫӗршывра хаяр вӑрҫӑ кӗрленӗ вӑхӑтра, ҫар комиссарӗ ӑна чӗнсе илсе ҫар училищине вӗренме кайма сӗнет. Каччӑ тӳрех килӗшет. Хӑйсен ирӗкӗпе кайма кӑмӑл тунӑ 22 ҫамрӑкран 13-шне суйласа илеҫҫӗ. Вӗсен
Пострадавшим – льготные путевки

Пострадавшим – льготные путевки

В плане на 2026 год направить на восстановительное лечение 1239 человек, пострадавших в результате несчастного случая на производстве и профессионального заболевания. Отделение СФР по Чувашии обеспечивает льготной путевкой тех, кому рекомендовано пройти программу реабилитации решением бюро медико-социальной экспертизы. В текущем году на оздоровление пострадавших направлено  38,5 млн рублей, общие расходы к концу года составят порядка 134 млн руб. Восстановить здоровье в санаториях или центрах реабилитации Социального фонда России можно один раз в год. Жители Чувашской Республики, получившие травму на производстве и профзаболевание, проходят лечение в специализированных реабилитационных центрах Соцфонда: «Вятские Увалы» (Кировская область), «Волгоград» (г. Волгоград), «Тинаки»
Россельхознадзор выявил недостоверно задекларированного зерна

Россельхознадзор выявил недостоверно задекларированного зерна

В период с 10 по 14 августа 2026 года Управлением Россельхознадзора по Чувашской Республике и Ульяновской области в ходе мониторинга данных Федеральной государственной информационной системы Росаккредитации зафиксировано 9 случаев недостоверного декларирования зерна пшеницы, ячменя и овса. Суммарный объем продукции, оформленной с нарушениями, составил 16,8 тыс. тонн.  Решениями надзорного органа действие всех 9 деклараций о соответствии признано недействительным. К числу основных причин отнесены: отсутствие полного перечня показателей лабораторных испытаний, нарушение процедуры оформления документов, а также применение методик исследований, не включенных в утвержденный Перечень стандартов к ТР ТС 015/2011 «О безопасности зерна». В ходе проверки с использованием ФГИС «Сатурн» ус
Уяр кунсемпе туллин усӑ кураҫҫӗ

Уяр кунсемпе туллин усӑ кураҫҫӗ

Ҫанталӑк уяр тӑнипе усӑ курса округри ҫӗр ӗҫченӗсем уй-хирте тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Ҫитӗнтернӗ тырпула тӑкаксӑр пуҫтарса кӗртес енӗпе вӑй хураҫҫӗ. Йӗтемсем ҫинче те ӗҫ шавӗ чарӑнмасть. Августӑн 12-мӗшӗ тӗлне округри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсем  1579 гектар лаптӑк ҫинчен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем пуҫтарса илнӗ. Вӑл шутран 1160 гектар тулӑ, 42 гектар ыраш,125 гектар урпа, 80 гектар сӗлӗ вырса ҫапса тӗшӗленӗ. Ку вӑл пӗтӗм лаптӑкӑн 12,8 проценчӗ чухлӗ пулать.  Йӗтемсем ҫине  6163 тонна тырӑ кӗнӗ. Вӑтам тухӑҫ хальлӗхе кашни гектар пуҫне 39 центнерпа танлашать. Выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗҫсем те малалла пыраҫҫӗ. 6993 тонна утӑ, 18550 тонна сенаж янтӑланӑ. Хуҫалӑхсенчи ӗҫченсем кашни уяр кунпа туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Минзаит Зайнуллин.
Паркри самолет – астӑвӑм палли

Паркри самолет – астӑвӑм палли

Августӑн 12-мӗшӗ — Сывлӑш Ҫар вӑйӗсен уявӗ. Ҫак кун Комсомольскинчи культурӑпа кану паркӗнче округра пурӑнакансем митинга пуҫтарӑннӑ. Пирӗн ентешсем хушшинче авиаципе ҫыхӑннӑ ҫынсем сахал мар. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хамӑр тӑрӑхра ҫуралса  ӳснӗ летчиксем тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, самолетсене вӗҫеве хатӗрленӗ, аэродромсене сыхланӑ. Мирлӗ вӑхӑтра та Сывлӑш Ҫар вӑйӗсен чаҫӗсенче служба ирттернисем чылайӑн. Уяв ячӗпе  пуҫтарӑннисене округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Комсомольски тата Елчӗк районӗсен ҫар комиссарӗ А.Ф.Афанасьев, Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Г.Н.Филиппов, Комсомольскинчи Вознесения Господня храмӗн настоятелӗ Сергий иерей, округри ветерансен совечӗн председателӗ Ю.С.Тимофеев, округри таврапӗлӳҫӗсен совечӗн председателӗ С.Ф.Кокорева
Паллӑ кӗрешӳҫӗ, политик Чӑваш Енпе паллашнӑ

Паллӑ кӗрешӳҫӗ, политик Чӑваш Енпе паллашнӑ

Александр Александрович  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа тӗл пулнӑ.  Калаҫу тӗпрен илсен спорта аталантарас ыйтусем тавра  пынӑ. Олег Алексеевич  хӑнана Чӑваш Енре физкультурӑпа спорта  аталантарас енӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсем пирки каласа панӑ. Кашни ҫыншӑн спорт пурнӑҫ норми пултӑр тесе тӑрӑшса инфраструктурӑна аталантарни, тренерсем хатӗрлени, ӑмӑртусем ирттерни ҫинчен пӗлтернӗ. Ку енӗпе ҫитӗнӳсем куҫ умӗнчех. Енчен те 2020 ҫулта физкультурӑпа тата спортпа республикӑра пурӑнакансен 48 проценчӗ туслӑ пулнӑ пулсан, иртнӗ ҫул пӗтӗмлетӗвӗсемпе ку кӑтарту 62 процента ҫитнӗ. Пӗлтӗр Чӑваш Ен ГТО комплексне ӗҫе кӗртес енӗпе Атӑлҫи Федераллӑ округра 1-мӗш, Раҫҫейре 3-мӗш вырӑнсем йышӑннӑ. «Республикӑри спортсменсен ҫитӗнӗвӗсем те савӑнтараҫҫӗ. Раҫҫейӗн пӗрлеште
Ял ҫынни ӗҫре те пуҫаруллӑ, спортра та пултаруллӑ

Ял ҫынни ӗҫре те пуҫаруллӑ, спортра та пултаруллӑ

Августӑн 7-мӗшӗнче, Физкультурник кунӗ умӗн, Каҫал тӑрӑхӗ республикӑри ялсенче пурӑнакан спортпа туслӑ ҫынсене хӑй патне пуҫтарчӗ. Кунта Чӑваш Республикин правительстви  ЧР ял хуҫалӑх тата физкультурӑпа спорт министерствисемпе пӗрле йӗркеленӗ ХIV-мӗш ҫуллахи спорт вӑййисем иртрӗҫ. Унта яллӑ вырӑнсенче пурӑнакан республикӑри пур муниципалитетсенчен те 450 ытла спортсмен килсе ҫитрӗҫ.  Ҫӗр ӗҫченӗсемпе выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансем анчах мар, ялта пурӑнакан культура, сывлӑха сыхлас ӗҫ, вӗрентӳ  тата ытти сферӑсенче тӑрӑшакансем те старта тӑчӗҫ. Ялти ҫуллахи спорт ӑмӑртӑвӗсем уҫӑлнӑ ятпа пуҫтарӑннисене Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов саламларӗ. Вӑл  пурне те ӑмӑртусенче ӑнӑҫусем суннӑ май ҫакӑн пек мероприятисем тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакансене савӑн
Яваплӑха туйса ӗҫлет

Яваплӑха туйса ӗҫлет

Кӑҫалхи сентябрӗн 18, 19, 20-мӗшӗсенче ҫӗршывра Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думипе Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗ пулать. Асӑннӑ кунсенче кашни суйлавҫӑнах участоксене ҫитсе е дистанци мелӗпе хӑй суйласа илнӗ кандидатшӑн сассисене пама тивӗҫлӗ. Уйрӑм ҫыншӑн суйлав, халӑх йышлӑ пулмасан, темиҫе минутлӑх тӑсӑлакан процедура анчах: паспорт кӑтартса алӑ пусса бюллетень илмелле те, хӑвна килӗшекен кандидат хушамачӗ тӗлне паллӑ лартса урнӑна ямалла. Участоксенчи суйлав комиссийӗн  председателӗсемпе членӗсем вара граждансемшӗн суйлама кирлӗ условисем пулччӗр тесе маларах тӑрӑшма пуҫлаҫҫӗ. Комсомольскинче пурӑнакан Екатерина Жукова ҫӗршыври ытти граждансенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмасть. Паспорт илсе суйлавҫӑ пулмалли ӳсӗме ҫитсен пӗрремӗш хут сасӑлава хутшӑннӑ. Аслӑ шку
Юратнӑ анне, асанне, кукамай…

Юратнӑ анне, асанне, кукамай…

Ҫуллахи ӑшӑ кунсенче ҫурт умӗнчи йывӑҫсем айӗнчи сак ҫине  Валя аппа  мӑнукӗсемпе час-часах тухса ларать. Хунавсене мӑшӑрӗпе, Василий Михайловичпа ачисем пӗчӗккӗ чухнех лартса хӑварнӑччӗ.   Сахал мар вӑхӑт иртнӗ ҫав, хунавсем ӳссе тӗрекленчӗҫ, пӗве кайрӗҫ, тӗп килте пурӑнакан кӗҫӗн ывӑлӗн ачисем те ӳссе ҫитӗннӗ ӗнтӗ.  Хӑй те, акӑ, 90 ҫула ҫитрӗ. Нуша-тертне чылай  курса ӳснӗскер ҫак ҫул таран пурӑнасса  шутламан та. Аслӑ Чурачӑк ялӗнче пурӑнакан Валентина Александровна Лещева ҫак кунсенче тӑхӑр теҫетке ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать. Пӗр ҫемьере ҫитӗннӗ ҫичӗ пӗртӑвантан вӑл паян пӗчченех юлнӑ. Тӑманлӑ Выҫли хӗрӗ пулнӑ вӑл. Ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ унӑн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ тата ун хыҫҫӑнхи кӑткӑс ҫулсене лекнӗ. Ашшӗ  вӑрҫӑ хирӗнчен таврӑнайман. Ҫемьере
Чыс-хисепе тивӗҫлӗ

Чыс-хисепе тивӗҫлӗ

Элпуҫ территори уйрӑмӗнчи ялсенче ӗҫре палӑрнӑ ҫынсем сахал мар. Вӗсенчен чылайӑшӗ иртнӗ ӗмӗрте «Дружба» колхозра тӑрӑшса чыс-хисеп ҫӗнсе илнӗ. Халӗ ӗнерхи механизаторсемпе выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансем аслӑ ӳсӗмре ӗнтӗ. Вӗсене манса каймастпӑр. Акӑ, ҫак кунсенче Элпуҫ территори уйрӑмӗнчи ветерансен совечӗн председателӗ Р.Ф.Розова ертсе пынипе культура ӗҫченӗсем Хирти Мӑрат ялӗнче пурӑнакан  Г.И.Алексеева 75 ҫул  тултарнӑ ятпа саламлама  ун килне ҫитрӗҫ. ,мӗрӗпех «Дружба» колхоз производствинче ӳсӗмлӗ ӗҫленӗ Георгий Ильич ячӗпе салам сӑмахӗсем каласа юрӑ-кӗвӗ парнелерӗҫ. Г.Алексеев мӗн пӗчӗкренех ӗҫре пиҫӗхсе ӳснӗ. Шкул пӗтерсен унӑн хулана каяс шухӑш пулман, хӑйне ялта кирлӗ пулакан профессине суйласа илес тӗллевпе Канашри механизаторсем хатӗрлекен шкула ҫул тытнӑ. Ҫара кайи
Вӗсем тӑшман тылӗнче ҫапӑҫнӑ

Вӗсем тӑшман тылӗнче ҫапӑҫнӑ

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тӑшман тылӗнче паттӑрӑн ҫапӑҫнӑ партизансем пирки эпир кӗнекесем вуласа, кинофильмсем курнӑ тӑрӑх пӗлетпӗр. Вӗсем фронтран чылай аякра пулсан та нимӗҫ фашисчӗсене нумай чӑрмав кӳнӗ. Хӗҫ-пӑшал, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем тиенӗ пуйӑссене сывлӑша сирпӗтнӗ, вӑрттӑн тапӑнса складсене, аэродромсене тӗп тунӑ... Партизансен отрячӗсенче чӑвашсем те, вӑл шутра пирӗн районта ҫуралса ӳснӗ ҫынсем те пулнӑ. Муниципаллӑ архив ӗҫченӗсем партизан юхӑмне хутшӑннӑ хӑш-пӗр ентешсем пирки документсем  тупса палӑртнӑ. Вӗсемпе вулакансене паллаштаратпӑр. Леонид Никитич Козлов (сан ӳкерчӗкре) 1912 ҫулта Шурут ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех фронта тухса кайнӑ. 1941 ҫулта Борисов хули ҫывӑхӗнчи  хаяр ҫапӑҫура тыткӑна лекнӗ. Тӑшман аллинче вӑл 1943 ҫулхи
Ял ҫыннисем асра тытаҫҫӗ

Ял ҫыннисем асра тытаҫҫӗ

«Ыр ҫын вилет — ят юлать», теҫҫӗ халӑхра. Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗнчи ялсенче пурӑнакансем Г.А. Емельянова халӗ те асра тытаҫҫӗ. Кӗске ӗмӗр пурӑнса ирттернӗ пулин те вӑл халӑхра ырӑ ӗҫсем нумай тунипе лайӑх енчен палӑрса юлнӑ. Геннадий Алексеевич Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче 1946 ҫулта ҫуралнӑ. Ачаранах юрӑ-кӗвӗпе туслӑ пулнӑ вӑл. Сцена ҫине тухса пӗчӗкренех ҫынсене хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартнӑ. Музыка енне туртӑм пуррипе Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫут ӗҫ училищине вӗренме кайнӑ. Ун хыҫҫӑн Шупашкарти И.Я.Яковлев ячӗллӗ чӑваш педагогика институтӗнче пӗлӗвне малалла тӑснӑ. Аслӑ шкул пӗтерсен Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче ачасене музыка пӗлӗвӗ парас енӗпе тӑрӑшнӑ. Ачасемпе тата вӗрентекенсемпе пӗрле тӑтӑшах интереслӗ мероприятисем йӗркеленӗ. Мӗн пӗчӗкрен ачасем  искусство, юрӑ-кӗвӗ илемлӗхне туйса
Проектсене хатӗрлесе ҫитермелле

Проектсене хатӗрлесе ҫитермелле

Чӑваш Республикин правительствинче эрнесерен ирттерекен планеркӑра «Ниме — халӑх бюджечӗ» программа пирки сӑмах пынӑ. Унта вӑл мӗнле пурнӑҫланнине тата 2027 ҫул ҫул валли проектсем ха- тӗрлесси мӗнле пынине пӑхса тухнӑ. Яллӑ вырӑнсенче  570 объекта, малтан палӑртнин чылай пайне ӗҫе кӗртнӗ.  982 лаптӑкра хальхи вӑхӑтра  строительство тата юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Хулара вара 85 проекта пурнӑҫланӑ. Вӗсем тӗпрен илсен Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче. 100 ытла объектра ӗҫсен 70 ытла процентне тунӑ, ҫывӑх вӑхӑтра вӗҫлесе пыраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫитес ҫул валли проектсем хатӗрлесси пырать. Хуласемпе ялсенче ку тӗллевпе халӑхпа  2 пин ытла тӗлпулу йӗркеленӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 2027 ҫул валли хатӗрленӗ проектсене тӑратассине кӑҫалхи сентябрӗн 1-мӗш

Ҫул ҫитмен ачана эрех  ӗҫме явӑҫтарнӑшӑн штрафсем ӳснӗ

Район прокуратури, Комсомольски муниципалитет округӗн администрацийӗ ҫумӗнчи ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комисси, профилактика канашӗ 2026 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗнчен РФ административлӑ право йӗркине пӑсни ҫинчен калакан Кодексри тӳрлетӳсем вӑя кӗни пирки пӗлтерет. Улшӑнусем  ҫул ҫитменнисене эрех-сӑрапа, спирт тытӑмлӑ продукципе, ҫавӑн пекех психотроплӑ е пуҫа минретекен япаласемпе усӑ курма явӑҫтарнӑшӑн штрафсем ӳснипе ҫыхӑннӑ. Ҫак енӗпе йӗркене пӑсакансене мӗнле айӑплаҫҫӗ-ха; Граждансене 5000 — 10000 тенкӗ таран (маларах 1500 — 3000 тенкӗ пулнӑ); должноҫри ҫынсене 20000 — 50000 тенкӗ таран (маларах 5000 — 10000 тенкӗ пулнӑ) штраф параҫҫӗ. Кун пек чухне норма хӑй (РФ КоАПӑн 6.10 статйи) малтанхи пекех юлнӑ% кунта хӑналани,  ӳкӗтлени, сӗнни, тупӑш тума шантарни, улталани, хӑратни е пусмӑр

Роль физической активности в сохранении здоровья сердца

Сердце — это не просто насос, перекачивающий кровь, а сложный мышечный орган, которому, подобно другим мышцам, необходимы регулярные нагрузки для поддержания силы и выносливости. Физическая активность является одним из самых доступных и эффективных методов профилактики сердечно-сосудистых заболеваний. Механизм положительного влияния физических упражнений на сердечно-сосудистую систему многогранен. Во время тренировки частота сердечных сокращений увеличивается, что заставляет миокард становиться толще и крепче. Благодаря этому каждый удар становится более мощным, позволяя выбрасывать больший объем крови. А в состоянии покоя у тренированного человека пульс замедляется, что дает сердцу возможность полноценно отдыхать между сокращениями. Такая экономия ресурсов снижает износ органа и миним
Ӗҫ кал-кал, тулӑ тухӑҫӗ аван

Ӗҫ кал-кал, тулӑ тухӑҫӗ аван

Кӑҫалхи ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене М.Р.Минатуллинӑн фермер хуҫалӑхӗнче вӑхӑтра пуҫланӑ, мӗн палӑртнине пахалӑхлӑ акса хӑварнӑ. Ӳсен-тӑран чирӗсене, ҫумкурӑка, хурт-кӑпшанка хирӗҫле агротехника ӗҫӗсене кирлӗ шайра туса ирттернӗ. Фермер хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем вырма ӗҫӗсене те чи малтан тытӑннӑ. Вӗсем уяр кунсемпе туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Кӑҫал фермер хуҫалӑхӗ 130 гектар ҫинче урпа, 70 гектар ҫурхи тулӑ, 90 гектар рапс ҫитӗнтернӗ. Иртнӗ ҫул икӗ уя пурӗ 175 гектар кӗрхи тулӑ акса хӑварнӑ пулнӑ. Пӗринче «Марафон», тепринче «Тимерязевская-150» сортсем аван хӗл каҫнӑ. Халӗ хуҫалӑхра вӗсене пуҫтарса кӗртес ӗҫсем пыраҫҫӗ. Кунта Сергей Краснов комбайнер (сӑн ӳкерчӗкре) тӑрӑшатчӗ. — Вырмана иртнӗ эрнерех тухнӑччӗ. Ҫумӑрлӑ кунсем тӑнипе тӑхтаса тӑма тиврӗ. Уяр кунсемпе туллин усӑ курса мӗн ҫит
Тӗрлӗ енлӗн аталанма пулӑшать

Тӗрлӗ енлӗн аталанма пулӑшать

Ачасем мӗн пӗчӗкрен сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыччӑр, спортпа ытларах туслашччӑр тесе округри шкулсенче физкультура  учителӗсем тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсен ӗҫне вӗренекенсем тӗрлӗ ӑмӑртусенчи ҫитӗнӳсемпе ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче физкультура учителӗ пулса А.А.Тихонов 2015 ҫултанпа тӑрӑшать. Хӑйӗн ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа туса пыни унӑн вӗренекенӗсем ӑмӑртусемпе конкурссенче ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче пулни аван кӑтартса парать. Алексей Александрович ачасене ОБЗ (Основы безопасности и защиты Родины) предмечӗпе те пӗлӳ парать. Апла пулсан вӑл ачасем  сывлӑх енчен тӗреклӗ, вӑй-халпа ҫирӗп ҫитӗнччӗр тесе вӑй хунипе пӗрлех  Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме пур енӗпе те хатӗр пулччӑр тесе тӑрӑшать. Вӗренекенсене ҫарпа патриотизмла воспитани парасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрать. Ахальтен мар ӗнтӗ

Дистанци мелӗпе те сасӑлама май пур

Кӑҫалхи сентябрӗн 18, 19 тата 20-мӗшӗсенче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин тӑххӑрмӗш созыври тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн саккӑрмӗш созыври депутатсене суйлатпӑр. Енчен те ҫак кунсенче суйлавҫӑ хӑй пурӑнакан вырӑнта пулаймасан унӑн маларах ытти мелсене суйлама тӑрӑшмалла. Ку енӗпе «Мобильлӗ суйлавҫӑ» пулӑшать е дистанци мелӗпе (ДЭГпа) сасӑлава хутшӑнма пулать. Пӗрремӗш мелӗпе усӑ курас тесен августӑн 3-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 14-мӗшӗччен е «Патшалӑх пулӑшӑвӗсен» порталӗ, е НФЦ, е территори суйлав округӗ урлӑ заявлени тӑратмалла. Сентябрӗн 9-мӗшӗнчен заявление участокри суйлав комиссийӗсенче йышӑнаҫҫӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн хӑвӑр пулнӑ вырӑнта суйлава хутшӑнма май пур. ДЭГпа усӑ курас тесен августӑн 3-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 14-мӗшӗччен «Патшалӑх пулӑшӑвӗсем» портал урлӑ заявл
Проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ, объектсем хута каяҫҫӗ

Проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ, объектсем хута каяҫҫӗ

Кӑҫал муниципаллӑ округра 233 миллион ытла тенкӗлӗх  строительство ӗҫӗ пурнӑҫлама палӑртнӑ. Унта ҫул-йӗр тӑвасси, пуҫаруллӑ проектсене ӗҫе кӗртесси, хӑтлӑ хула хутлӑхӗ йӗркелесси, уйрӑм ҫынсен ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатасси, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата коммуналлӑ хуҫалӑха тытса тӑрасси кӗрет. Яланхи пекех кӑҫал та округра пуҫаруллӑ проектсемпе ҫине тӑрса ӗҫлеме тӑрӑшатпӑр. Иртнӗ ҫул ку тӗлӗшпе 64 миллион ытла тенкӗлӗх ӗҫ тунӑ, пуҫаруллӑ бюджет укҫи-тенкипе 48 объекта хута янӑ. Кӑҫал вара 55 проект пурнӑҫлама  палӑртнӑ. Вӗсенчен 24-шӗ автомобиль ҫулӗсемпе, 31-шӗ территорисене тирпей-илем тата хӑтлӑх кӗртес енӗпе пулмалла. Ку енӗпе ӗҫсем хӗрӳ пыраҫҫӗ. Нумайӑшне хута янӑ е вӗҫлеҫҫӗ. Ку енӗпе Комсомольски, Элпуҫ, Урмаел, Тукай, Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗсенче пурӑнакансем хас
Пуҫаруллӑ проектсем ӗҫе кӗреҫҫӗ

Пуҫаруллӑ проектсем ӗҫе кӗреҫҫӗ

Округри территори уйрӑмӗсенче «Ниме — халӑх бюджечӗ» проектпа  кӑҫал тума палӑртнӑ объектсенче ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Элпуҫ территори уйрӑмӗнчи Хирти Явӑш ялӗнче шыв пӑрӑхӗсем ҫӗр айне хывса тухнӑ. Ҫакӑ 200 яхӑн киле шывлӑ пулма май парать. Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗн масарӗнче тирпей-илем кӗртсе ҫӗнӗ ҫурт туса лартнӑ. Тукай ялӗнче культура ҫурчӗ умӗнчи лапама йӗркене кӗртес ӗҫсем пыраҫҫӗ. Комсомольскинчи Северный поселокри Кречетникова урамӗнчи ача-пӑчана вылямалли площадка ҫывӑхӗнче ҫынсене  ларса канса пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме май паракан беседка туса лартнӑ. Поселока кӗрекен ҫул ҫывӑхӗнче стела вырнаҫтарнӑ. Кӑҫал ялсенче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑксене юсаса тирпей-илем кӗртес енӗпе те тӑрӑшаҫҫӗ. Акӑ, Хирти Мӑнтӑр ялӗнче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫ
Йышпа тӑрӑшаҫҫӗ

Йышпа тӑрӑшаҫҫӗ

Чӗчкен ялӗнчи ҫынсем пурӑнакан тавралӑх илемлӗ те хӑтлӑ пултӑр тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Ушкӑнпа пуҫтарӑнса обществӑлла вырӑна тасатма тухаҫҫӗ. Вӗсем ҫулсеренех пуҫарулӑх кӑтартса «Ниме — халӑх бюджечӗ» проекта та хастар хутшӑнаҫҫӗ. Ҫитес ҫул вӗсем ялти Ленин тата Школьная урамсенчи ҫулсене юсас тӗллевлӗ. Вӗсем ҫулсем иртнӗҫемӗн юхӑннӑ. Урмсенчи ҫулсем такӑр та тикӗс пулни пуриншӗн те аван пулнине лайӑх ӑнланаҫҫӗ, пултарнӑ таран укҫа-тенкӗ пухаҫҫӗ. Ку ӗҫрен никам та айккинче юлмасть. Пурте ҫитес ҫул вӑл урамсенче такӑр ҫул пуласса шанаҫҫӗ. Гелия Гинатуллина.
Ял уявӗ пурне те пӗрлештерет

Ял уявӗ пурне те пӗрлештерет

Ял уявӗ халӗ унта пурӑнакансене ҫеҫ мар, кунта ҫуралса ӳссе тӗрлӗ ҫӗре саланнӑ ҫынсене те пӗрле пуҫтарма пулӑшать. Августӑн 1-мӗшӗнче вара Кӗҫӗн Каҫал ялӗнчи Кокоревсен ячӗллӗ урампа Кубнинская урам хӗресленнӗ ҫӗрте юрӑ-кӗвӗ чылайччен янраса тӑчӗ. Историксем Кӗҫӗн Каҫал ялӗ 17-мӗш ӗмӗрте (1650 ҫулсенче) пуҫланса кайнӑ тесе палӑртаҫҫӗ. «Экономические примечания» документ тӑрӑх ку ялта 1765 ҫулта 26 хуҫалӑх шутланни, вӗсенче 76 арҫын, 68 хӗрарӑм пулни паллӑ. 1869 ҫул тӗлне  архиври хутсем кунта пурӑнакансен шучӗ 263 ҫынна ҫитнине каласа параҫҫӗ. 2008 ҫул тӗлне Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче 234 хуҫалӑх шутланнӑ, вӗсенче 751 ҫын пурӑннӑ. Ку тӑрӑхра нумай паллӑ ҫын ӳссе ҫитӗннӗ. Паянхи кун та ял аталанать, халӑх ҫуртсемпе хуралтӑсене ҫӗнетсе пыма тӑрӑшать. Уява  килнӗ хаклӑ хӑнасене 
Асанкассине – 420 ҫул

Асанкассине – 420 ҫул

Августӑн 1-мӗшӗнче Асанкасси ялӗ 420 ҫул тултарнине савӑнӑҫлӑн паллӑ тунӑ. Унӑн историйӗ пуян. Иртнӗ ӗмӗрте вӑл лаптӑкӗпе те, ҫынсен шучӗпе те пирӗн тӑрӑхри чи пысӑк ялсенчен пӗри пулнӑ.1795 ҫулта кунта 68 хуҫалӑхра 435 ҫын,1884 ҫулта 175 хуҫалӑхра 919 ҫын, 1929 ҫулта 327 хуҫалӑхра 1706 ҫын пурӑнни паллӑ.1950 ҫулччен ялта икӗ колхоз пулнӑ. Вӗсене пӗрлештерсе 1950 ҫулта Ульянов ячӗллӗ колхоз туса хунӑ.  Ҫав ҫул унта 425 хуҫалӑх,1957 колхозник шутланнӑ. Каярахпа ял татах та ӳснӗ. Хальхи вӑхӑтра Асанкассинче  800 ытла ҫын пурӑнать. Ялта «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пырать, Асанкасси вӑтам шкулӗ ачасене тарӑн пӗлӳ парас тесе тӑрӑшать. Ял ҫыннисем ҫулсеренех пуҫаруллӑ проектсене хастар хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫалхи юбилей уявӗ «Ниме — халӑх бюджечӗ» проектпа нумай пулмасть ху
С 1 августа  проиндексирована накопительная пенсия

С 1 августа проиндексирована накопительная пенсия

Отделение СФР по Чувашии провело перерасчет беззаявительно 941 человеку, 297 из них получают одновременно обе выплаты. Размер накопительной пенсии увеличился на 17,3% (в среднем — на 150 руб.), срочной пенсионной выплаты — на 19,3% (в среднем — на 297,92 руб.).  Средний размер ежемесячной выплаты составил 2146 руб. Накопительная пенсия формируется у следующих категорий граждан: — мужчин 1953—1966 и женщин 1957—1966 годов рождения, за которых работодатели с 2002 по 2004 годы уплачивали страховые взносы на накопительную пенсию в размере 2% от фонда оплаты труда; — граждан 1967 года рождения и моложе, за них работодатели перечисляли взносы с 2002 по 2014 год в размере 6% от фонда оплаты труда; — граждан (независимо от возраста), вступивших в Программу государственного софина
Кӗнекесемпе пӗчӗкрен туслаштармалла

Кӗнекесемпе пӗчӗкрен туслаштармалла

Кӗнекепе туслӑ ача ҫирӗп ӑс-тӑнлӑ ҫитӗнет. Вӑл тӗрӗс ҫырать, нумай пӗлет. Ҫакна ашшӗ-амӑшӗ те, вӗрентекенсем те лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Анчах та пӗчӗккисене юмах вуласа панипе ҫеҫ ҫырлахмалла мар, шухӑшлавне аталантарас тесе ыйтусем ҫине те хуравлама хӑнӑхтармалла. Тупмалли юмахсен ыйтӑвӗсене пӗрле шырани те усӑллӑ. Пӗчӗк чухне ачашӑн пурте интереслӗ. Ҫутҫанталӑкри пулӑмсем, ӳсен-тӑран тӗнчи, кулленхи ӗҫ-хӗлте пулса иртекен  япаласем... Вӗсемпе ачасене паллаштарса пымалла, кӗнекесенчи сӑнарсемпе ҫыхӑнтарса ӑнлантарса пама тӑрӑшмалла. Шкул ҫулне ҫывхарса пыракан ача кун йӗркине пӑхӑнма хӑнӑхсан вӗренӳре нихӑҫан та ҫухалса каймасть. Пуҫӑннӑ ӗҫе вӗҫне ҫити туса пӗтерме тӑрӑшать. Ҫавӑнпа та кун йӗркине кӗнеке вулассине те кӗртме сӗнесшӗн. Ачапа пӗрле юмахсене вуласа вӗсене сӳтсе явмалла.

Недетские проблемы нежного возраста

Беда заключается в том, что девочки стали чаще иметь расстройства менструаций в виде нерегулярных̆, маточных кровотечений, полного отсутствия менструации. И самое удивительное, мы все чаще наблюдаем истощенный запас яичников еще до начала взрослой половой жизни. Есть девочки с пороками развития — с неправильной закладкой половых органов по мужскому типу, хотя внешне они абсолютно девочки.  К сожалению, родители очень поздно обращают внимание на своих детей. Стесняются вести к врачу, имеют какие-то надуманные страхи, считают, что если нет менструации, то ничего страшного. Тем самым девочки упускают очень ценное время, и уже когда надо бы что-то иметь в половом развитии, у них этого нет, возникает трагедия. Это не только трагедия физиологическая, но и психологическая. И не каждый «в

Интернет ачасене сиен ан кӳтӗр

ХАЛЬХИ ача-пӑча Интернетсӑр пурӑнаймасть та пулӗ. Кунта вӗсем хӑйсене кирлине е кирлӗ маррине нумай тупаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе туслашаҫҫӗ те. Ҫав вӑхӑтрах Интернетри хӑрушсӑрлӑх правилисене те асра тытмалла: — хӑвӑрӑн пароле никама та, нихӑҫан та ан пӗлтерӗр, час тавҫӑрса илмелле мар кӑткӑс пароль шыраса тупӑр; — социаллӑ сетьре регистрациленнӗ чух хӑвӑр ҫинчен тулли информаци ан парӑр телефон номерӗ, эсир пурӑнакан вырӑн, шкул, аҫӑрпа аннӗр ӑҫта ӗҫлени тата ытти те; — Интернета сӑн ӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ чух питӗ асӑрхануллӑ пулӑр, унта хӑвӑрӑн ҫемйӗре, шкулӑра, ҫуртӑра тата ыттине те ан кӑтартӑр: — Интернет урлӑ паллашнӑ ачапа (ҫитӗннӗ ҫынпа) тӗл пулассинчен пӑрӑнма тӑрӑшӑр; — нумай ҫын хӑй ҫинчен Интернетра тӗрӗс мар пӗлтернине асра тытӑр; — Интернетра ачасем кӗме юраман сайтс
Вырма пуҫланчӗ

Вырма пуҫланчӗ

Уй-хирти тырпула сарӑ тӗс ҫапрӗ. Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен хӑшӗ-пӗри ҫанталӑкӑн уяр кунӗсенче тӗш-тырӑна пуҫтарса кӗртме хире тухрӗ.  Пӗтӗмӗшле илсен ытти хуҫалӑхсем те вырма ӗҫӗсем ирттерме хатӗрленсе ҫитнӗ. Комбайнсемпе ытти техника ҫителӗклӗ, тырӑ йышӑнмалли вырӑнсене йӗркене кӗртнӗ. Июлӗн 29-мӗшӗ тӗлне «Искра», «Урожай» колхозсем, Минатуллинӑн фермер хуҫалӑхӗ, «Слава картофелю» агрофирма, «Дружба» ЯХПК  кӗрхи культурӑсене пуҫтарса илме тытӑннӑ. 276 гектар ҫинчи тырпула вырса ҫапнӑ. 1304 тонна тырӑ йӗтемсем ҫине кӗнӗ. Вӑтам тухӑҫ хальлӗхе кашни гектар пуҫне 42,7 центнер тухать. «Родина» ООО 150 гектар ҫинчи кӗр тыррисене пуҫтарса кӗртнӗ. Округри пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем утӑ янтӑлаҫҫӗ, сен
Кӗмӗл ӳсӗмрисем – уҫӑ чӗреллӗскерсем

Кӗмӗл ӳсӗмрисем – уҫӑ чӗреллӗскерсем

Округра маттур та хастар ҫынсем пурӑннине уйрӑмах палӑртма кӑмӑллӑ.  Вӗсем шаннӑ ҫӗрте ҫеҫ мар, обществӑлла ӗҫре те пуҫаруллӑхпа палӑраҫҫӗ. Унсӑр пуҫне тивӗҫлӗ канӑва кайсассӑн та вӗсем алӑ усса лармаҫҫӗ.  Тӗслӗхрен, округри РФ Социаллӑ фондӑн клиент службин никӗсӗ ҫинче  чӑмӑртаннӑ «Кӗмӗл ӳсӗм» («Серебряный возраст»)  центр та ҫакнах ҫирӗплетет.  «Кӗмӗл ӳсӗм»  республикӑра чи малтан йӗркеленнӗ центрсенчен пӗри. Ҫавна май вӗсем обществӑлла ӗҫре те яланах малта пыма тӑрӑшаҫҫӗ. Асӑннӑ центрсене республикӑри кашни округрах аслӑрах ӳсӗмри ҫынсен канӑвӗпе пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме майсем туса парас тесе   йӗркеленӗ. Ҫавна май ятарлӑ килӗшӳ те ҫырнӑ. Центрсенчи мероприятисем, мастер-классем, тӗл пулусем, уҫӑ калаҫусем — пӗтӗмпех  «Семья», «Прод
Конкурсра палӑрнӑ

Конкурсра палӑрнӑ

Чӑваш республикинчи суту-илӳ предприятийӗсем хушшинчи «Торговая Чувашия» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта 70 ытла заявка пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене 11 номинацире палӑртнӑ.  «Стационарлӑ мар суту-илӳ объекчӗ» номинацире Комсомольски райповӗн «Комбинат питания» ООО ҫумӗнчи «Точка роста» киоскӗ виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех Чӑвашпотребсоюз организацийӗн суту-илӳ предприятийӗсем хушшинчи «Чи лайӑх магазин» номинацире  пирӗн округри «Торговый дом» ОООн «Хозяйственные товары» магазин — пӗрремӗш вырӑн, Хырай Ӗнелӗнчи магазин виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе чысланӑ. Райпо ӗҫченӗсем халӑх ыйтӑвне тивӗҫтерес, тутлӑ апат-ҫимӗҫпе сӑйлас ӗҫре малалла та тӑрӑшса ӗҫлессе шанатпӑр. Вӗсен магазинӗсенчен халӑх ан татӑлтӑр, таварҫаврӑнӑшӗ ӳссе пытӑр. (ХАМӐР ИНФ.).
Ӗҫе пӗлсе йӗркелени тухӑҫпа савӑнтарать

Ӗҫе пӗлсе йӗркелени тухӑҫпа савӑнтарать

«Слава картофелю» агрофирма» ООО ҫулсеренех июль уйӑхӗнче «Уй-хир кунӗ» ирттерет. Унта ҫӗрулми туса илес енӗпе ӗҫлекен специалистсем хамӑр тӑрӑхран ҫеҫ мар Раҫҫейӗн нумай регионӗнчен  те хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та июлӗн 24-мӗшӗнче иртнӗ мероприятие ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен нумай хӑна килсе ҫитнӗ. Вӗсем хушшинче уйрӑм предпринимательсем те, предприятисемпе фирмӑсен ертӳҫисем те, тӗпчев институчӗсен специалисчӗсем  те пур. Хисеплӗ хӑнасене Комсомольски культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗ юрӑ-ташӑпа, чӑвашсен йӑли-йӗркипе ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗ. 2026 ҫул — «Слава картофелю» агрофирмӑшӑн юбилей ҫулӗ. Вӑл йӗркеленнӗренпе  кӑҫал 25 ҫул ҫитрӗ. Ҫак ятпа салам сӑмахӗсем нумай пулчӗҫ. Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ А.С.Такмаков агрофирма республикӑра
Хӑйсен пуҫарӑвӗпе юсарӗҫ

Хӑйсен пуҫарӑвӗпе юсарӗҫ

Комсомольскинчи Дружба урамӗнчи ҫула унта пурӑнакансен пуҫарӑвӗпе темиҫе ҫул каялла вак чул сарса хытарнӑччӗ. Ҫулсем иртрӗҫ, автотранспорт юхӑмӗ пысӑк — урамри ҫул та япӑхланчӗ. Унта ланкашкасем йышланчӗҫ. Нумаях пулмасть ку урамра пурӑнакансем пӗрле пуҫтарӑнса хӑйсен вӑйӗпе ҫула тикӗслеме шутларӗҫ. Палӑртнӑ кун ку урамра пурӑнакансем нимене пуҫтарӑнчӗҫ. Ушкӑнпа вӑй хурсан ӗҫ ӑнать. Тӑрӑшуллӑ ӗҫлесе вӗсем тикӗс мар вырӑнсене пӗтерчӗҫ. Кунта пурӑнакансем урамри ҫул нумай вӑхӑт тикӗс те такӑр тӑтӑр тесе 2027 ҫулта «Ниме — халӑх бюджечӗ» проекта хутшӑнса асфальлӑ ҫул сарас тӗллевлӗ. Пуҫару ушкӑнӗ ӗҫлет, ҫынсем урамри ҫул валли укҫа-тенкӗ хываҫҫӗ. Проектпа килӗшӳллӗн 570 метр ҫула асфальт сармалла. Ҫакӑ кунта пурӑнакансен пурнӑҫне  хӑтлӑх кӗртме пулӑшӗ. Дружба урамӗнче пурӑнакансем
Кӳлӗ ан пултӑр инкек йӗрӗ

Кӳлӗ ан пултӑр инкек йӗрӗ

Ҫуллахи ӑшӑ та хӗвеллӗ кунсем малалла тӑсӑлаҫҫӗ. Ҫутӑ ҫу кунӗсем инкек-синкекпе ан тӗксӗмленччӗр тесен аслисен те, ачасен те тимлӗ пулмалла. Чӑн малтанах кӳлӗ хӗррине, шыва кӗме ҫул ҫитмен ачасене хӑйсен тӗллӗн ямалла мар. Шыва кӗме юраман, ӑна водолазсем тӗрӗслемен вырӑнта синкерлӗх сиксе тухасси тата пысӑкрах. Ушкӑнпа шыв хӗррине канма, уҫӑлма каякансен те хӑрушсӑрлӑх йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнмалла, эрех-сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн шыва кӗме, теветкеленме кирлӗ мар! Ун пек чухне ытти юлташӗсен те асӑрхаттармалла. Шел пулин те, кӑҫалхи сезонта республикӑра 13 ҫын путса вилнӗ, вӗсенчен 4-шӗ ачасем. Ҫавӑнпа та пирӗн, аслисен хамӑршӑн ҫеҫ мар, ачасемшӗн те тимлӗ пулмалла.  Вӗсене тӑтӑшах асӑрхаттармалла, профилактика калаҫӑвӗсем ирттермелле. Ҫак кунсенче округри 31-мӗш пушар чаҫӗн начальникӗ Иван
Такӑр ҫул пуласса шанаҫҫӗ

Такӑр ҫул пуласса шанаҫҫӗ

Юлашки ҫулсенче Урмаел территори уйрӑмӗнчи Тукай Мишер ялӗ  ӳссе, пысӑкланса пырать. Кунта ҫӗнӗ ҫуртсем туса лартаҫҫӗ, урамсем хутшӑнаҫҫӗ. Унта пурӑнакансем яла тирпей-илем кӗртес енӗпе те чылай ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ҫулсеренех Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн пуҫаравӗпе ӗҫе кӗрекен «Ниме — халӑх бюджечӗ» проекта хутшӑнаҫҫӗ. Пуҫарулӑх кӑтартса ялсенче хӑтлӑ пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫитес ҫул Тукаймишерсем Пушкин урамӗнчи 17-мӗш номерлӗ ҫуртран пуҫласа 57-мӗш номерлӗ ҫурт таран  ҫула асфальт сарса хытарасшӑн. Ку  ҫула вак чул сарнӑччӗ, анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл япӑхланчӗ.  Шӑтӑк-путӑклӑ вырӑнсем йышланни ҫулпа пынӑ чухне  хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать. Такӑр та тикӗс ҫул пулни ҫанталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те автотранспорт хатӗрне тытса пыраканшӑн та, ҫуран ҫ

Шӑпӑрлансамшӗн кантӑк йӑпанчӑк ҫеҫ мар, хӑрушлӑх та…

Ача-пӑча чылай чухне лара-тӑра пӗлмест. Унта-кунта та хӑпарса каять, урамра та вылять... Асӑрхаса ӗлкӗреймесен шӑпӑрлансем нимӗн те мар инкек-синкек туса хума та пултараҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра уйрӑмах ачасем чӳречерен тухса ӳксе инкек курасран питӗ сыхӑ пулмалла. Чылайӑшӗ шӑна-пӑван вӗҫсе кӗресрен унта сетка караҫҫӗ. Шӑпах ҫакӑ пӗчӗк ачасемшӗн илӗртӳллӗ. Вӗсем унтан тытӑнас теҫҫӗ те урам енне тухса ӳкеҫҫӗ. Темиҫе кун каялла ҫеҫ Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗчӗк ача тӑваттӑмӗш хутри чӳречерен тухса ӳксе йывӑр суранланнӑ. Кӑҫал ҫеҫ республикӑра ҫакнашкал синкерлӗ вунӑ тӗслӗх пулнӑ. Ремис  Шарафутдинов, округ администрацийӗн гражданла хӳтӗлев, чрезвычайлӑ лару-тӑру, мобилизаци тата ятарлӑ программӑсен пай начальникӗ.
Савӑнӑҫлӑ та, асра юлмалла иртрӗ

Савӑнӑҫлӑ та, асра юлмалла иртрӗ

Округа хӑй вӑхӑтӗнче тӗрлӗ ҫар чаҫӗсенче службӑра тӑрса Тӑван ҫӗре сыхланисем чылайӑн. Вӗсем хӑйсен ҫар енӗсен кунӗсене паллӑ тума  ҫулсеренех пӗрле пуҫтарӑнаҫҫӗ. Июлӗн 26-мӗшӗнче вара Комсомольскинче те пӗтӗм ҫӗршыври пекех Раҫҫей Тинӗс-Ҫар флочӗн кунне савӑнӑҫлӑн паллӑ турӗҫ. Паттӑр моряксене асӑнса лартнӑ палӑк умне чечечек ҫыххисем хучӗҫ.  «Тинӗс-Ҫар флочӗ вӑл ҫӗршыв хӑвачӗ анчах мар, Тӑван ҫӗршыва  юратакан, ӑна чыслӑн сыхлама хатӗр, присягӑна парӑннӑ ҫынсене пӗрлештерсе тӑракан ҫынсенчен тӑракан вӑй та пулса тӑрать», — палӑртрӗ Тинӗс-Ҫарӗн   офицерӗ, округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин пуҫтарӑннисене уяв ячӗпе саламланӑ май. Салам сӑмахӗсемпех Тинӗс-Ҫар флочӗн ветеранӗсен юлташлӑхӗн округри председателӗ Евгений Орешкин та сӑмах илнӗ. Вӑл  ветерансем паянхи
«Татах килӗр!» — тесе тав турӗҫ тухтӑрсене

«Татах килӗр!» — тесе тав турӗҫ тухтӑрсене

Комсомольски округӗнче «Сывлӑх патне утӑм» проект ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Кӗске вӑхӑт хушшинче медицина ӗҫченӗсем чылай ялта пулма та ӗлкӗрчӗҫ. Июлӗн 25-мӗшӗнче мобильлӗ медицина бригади Комсомольскинче пациентсен сывлӑхне тӗрӗслерӗ.  Куҫса ҫӳрекен диагностика пункчӗ яра куна 105 ҫынна йышӑнчӗ. Комсомольски тӗп больницин тухтӑрӗсем кашни ҫынпах ӑшшӑн калаҫрӗҫ, мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен ыйтса пӗлчӗҫ. Паянхи кун анлӑ сарӑлнӑ  чир — юн пусӑмӗ выляса тӑни.  Тухтӑрсем вӗсене артери гипертензийӗ ахальтен пулманни, чир тарӑна каяс хӑрушлӑх пурри ҫинчен каласа ӑнлантарчӗҫ. Юн пусӑмне кирлӗ шайра тытса тӑрас тесен, ҫырса панӑ эмелсене кашни кун ӗҫмелле, сывӑ пурнӑҫ йӗркипе пурӑнмалла.  Сывлӑха тӗрӗслеттерме килнисем тӗрлӗ анализсем пама та, тухтӑрсемпе канашлама та, флюорографи тума
Паттӑр ятне асра тытаҫҫӗ

Паттӑр ятне асра тытаҫҫӗ

Шурут тӑрӑхӗнче пурӑнакансем хӑйсен ентешӗсене, паттӑр салтаксене яланах асра тытаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере кунта 2022 ҫулта ятарлӑ ҫар  операцийӗнче пуҫ хунӑ А.С.Кошкина асӑнса пысӑк мероприяти ирттернӗ. Александр Сергеевич Раҫҫейӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ ҫарӗнче 2016 ҫултанпах службӑра тӑнӑ. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан малтисенчен пӗри унта хутшӑннӑ. Ӑна  Паттӑрлӑх орденӗ (вилнӗ хыҫҫӑн)  парса чысланӑ. Паттӑра асӑнса иртнӗ митингра  округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Шурут  территори уйрӑмӗн начальникӗ С.М.Маштанов, Шурут вӑтам шкулӗн директорӗ Н.И.Андреев, А.С.Кошкинӑн ашшӗпе амӑшӗ Сергей Петровичпа Фаина Николаевна, ял ҫыннисем  хутшӑннӑ. Тухса калаҫакансем А.Кошкин Тӑван ҫӗршыв никама пӑхӑнманлӑхӗпе ирӗклӗхӗшӗн пурнӑҫне шеллеменнине, унӑн ятне яланах чӗресенче тытмаллине асӑ

Ҫитӗнӳпе таврӑннӑ

Комсомольски райповӗнче тӑрӑшакансем халӑха таварсемпе тивӗҫтернипе пӗрлех сывлӑхӗсене ҫирӗплетсе спортпа туслашма та вӑхӑт тупаҫҫӗ. Вӗсем ҫулсеренех республикӑри потребкоопераци ӗҫченӗсен сывлӑхпа физкультура спартакиадине хутшӑнаҫҫӗ. Унта лайӑх кӑтартусемпе палӑраҫҫӗ. Нумаях пулмасть суту-илӳ ӗҫченӗсем Хӗрлӗ Чутай ялӗнчи «Хастар» спорт комплексӗнче мини-футбол енӗпе хӗрарӑмсем хушшинче иртнӗ турнира хутшӑннӑ. Унта пысӑк ӑсталӑхпа выляса пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Вӗсене ҫитӗнӳ тунӑ ятпа саламлатпӑр, малашне те малта пыма сунатпӑр.
Хамӑр халӑх пуянлӑхне сыхласа хӑварасчӗ

Хамӑр халӑх пуянлӑхне сыхласа хӑварасчӗ

Ялта пурӑнаканӑн ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те ӗҫ нумай.  Апла пулин те вӗсем  уй-хирте, фермӑра, кил-ҫуртра ӗҫсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн савӑнма та вӑхӑт тупнӑ. Чиркӳ тата йӑла уявӗсене анлӑн паллӑ тунӑ. Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче, шел пулин те, хӑш-пӗр йӑласем манӑҫа тухма пуҫланӑ. Эпӗ Киров клубӗнче ӗҫлеме пуҫласан, пӗр шухӑшлӑ ҫынсене хам тавра пуҫтарса вӗсене тепӗр хут чӗртсе тӑратас енӗпе ӗҫлеме тӗллев лартрӑм. Поселокра вӑййа тухасси пӗр вӑхӑт пулнӑ та, пӑчланнӑччӗ.  1966 ҫулта ваттисене те, ҫамрӑксене те, ачасене те явӑҫтарса Киров поселокӗнче вӑйӑ картине тӑтӑмӑр. Унтанпа кашни ҫулах, ҫумӑрлӑ ҫанталӑка пӑхмасӑрах Питравра вӑйӑ ирттернӗ. Ман хыҫҫӑн тӑрӑшнӑ культура ӗҫченӗсем ҫак йӑлана малалла тӑсса пыни савӑнтарать. Кӑҫал  Кироври клубпа музей ҫумӗнчи «Шурӑмпуҫ шӑп
Тимлӗ те асӑрхануллӑ пулмалла

Тимлӗ те асӑрхануллӑ пулмалла

Ҫу кунӗсем ачасемшӗн кӑна мар, аслисем те юратнӑ тапхӑр. Ҫак вӑхӑтра никамӑн та килте ларас килмест. Ҫулла ҫул ҫинче транспорт та ытларах, велосипедран пуҫласа скутер, мотоцикл, мопед, электросамокат, питбайт таранах. Ҫамрӑк, ҫул ҫитмен водительсем чылай чух правилӑсене, ҫул ҫинчи йӗркене пӑхӑнмасӑр ӑҫта кирлӗ, мӗнле кирлӗ ҫавӑн пек ярӑнаҫҫӗ. Велосипедпа, самокатпа чылай чух тротуарсем ҫинче, ҫынсем хушшинчех ҫӳреҫҫӗ.  Иртсе кайнӑ чух ятарлӑ сигнал та памаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем ҫынсене ҫапса хӑварнӑ тӗслӗхсем те пулаҫҫӗ. Тата пӗр харӑс тӳрех темиҫен ларса е тӑрса ярӑнни те инкек патне илсе ҫитерет. Ҫавна пула травматологи уйрӑмне инкек тӳснӗ ҫынсем, шел те, ытларах килеҫҫӗ. Тӗрлӗ транспорт хатӗрӗпе ярӑннӑ чух ал-урана амантасран, инкек тӳсесрен мӗнле асӑрханмалли пирки республикӑри кл
Тӗп тӗллев – граждансене хӳтӗлесси

Тӗп тӗллев – граждансене хӳтӗлесси

Пирӗн тӗпелте — Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Республикинчи следстви управленийӗн Патӑрьелӗнчи районсем хушшинчи пайӗн ертӳҫи, юстици подполковникӗ Ильнар Гиннетуллин. Вӑл хаҫат вулаканӗсене хӑй ертсе пыракан пайӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарать. — Ильнар Рафикович, Раҫҫейӗн Следстви комитечӗ граждансен пурнӑҫӗнче мӗнле вырӑн йышӑнать? — Раҫҫейӗн Следстви комитетне 2011 ҫулхи январӗн 15-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ — граждансен Конституци прависене уголовлӑ суд ӗҫӗнче хӳтӗлесси, граждансене уголовлӑ майпа явап тыттарнӑ чухне саккунлӑха тивӗҫтересси. Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн следователӗсем ҫынна вӗлерессипе, вӑрлассипе тата саккунсӑр майпа ирӗксӗр хӑварассипе, ҫынпа суту-илӳ тӑвассипе, ар ҫыхӑнӑвне тата ар ирӗклӗхне хирӗҫ преступлени тӑвассипе, ӗҫ укҫине
Хирсенче ӗҫ шавӗ тӑрать

Хирсенче ӗҫ шавӗ тӑрать

Округра 4258 гектар  нумай ҫул  ӳсекен курӑксем,  «Искра» тата «Урожай» колхозсем 136 гектар пӗр ҫул   ӳсекен курӑксем ҫулнӑ. Пӗрлешӳллӗ  хуҫалӑхсем 6 пин тонна яхӑн паха утӑ, 14  пин тонна  ытла сенаж хатӗрленӗ. Выльӑх апачӗ хатӗрлес енӗпе «Рассвет», «Урожай», «Асаново», «Восток», «Искра», «Луч» хуҫалӑхсем ӳсӗмлӗ ӗҫлеҫҫӗ. Округри хуҫалӑхсенче кашни условнӑй выльӑх пуҫне 12,4 центнер апат единици чухлӗ выльӑх апачӗ янтӑлама пултарнӑ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем ыран-паян вырмана тухма хатӗр. Тырпул пуҫтарса кӗртмелли техникӑна пӑхса яраҫҫӗ, йӗтемсемпе кӗлетсене ҫӗнӗ тырӑ йышӑнма йӗркене кӗртеҫҫӗ. Минзаит Зайнуллин.
Ӑста водитель, механизатор, юсавҫӑ

Ӑста водитель, механизатор, юсавҫӑ

Комсомольскинчи Дружба урамӗнче тӗрлӗ халӑх ывӑл-хӗрӗ килӗштерсе пурӑнать. Вӗсем округри тӗрлӗ организацисемпе предприятисенче, учрежденисенче тӑрӑшаҫҫӗ. Ӗҫре пултарулӑхпа палӑрса тӑраҫҫӗ. Ҫитӗнӳсем тунӑшӑн ырӑ ята тивӗҫеҫҫӗ. Акӑ, нумаях пулмасть «Слава картофелю» ООО агрофирмӑра тӑрӑшакан Владимир Борисович Жукова  «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. Вӑл хӑйӗн вӑйӗпе ҫак урамра чи малтан ҫурт туса лартса пурӑнаканӗсенчен пӗри пулнӑ. Владимир мӗн ачаранах техникӑна юратнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн пурнӑҫне ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑнтарнинчен тӗлӗнме те кирлӗ мар пулӗ. Совет ҫарӗнче службӑра Монголи ҫӗрӗ ҫинче тӑнӑ чухне те автомобиль водителӗ пулнӑ. Пултаруллӑ каччӑ тӑван тӑрӑха таврӑнсан 1980 ҫулта «Комсомольский» совхозра водительте ӗҫлеме пуҫлать. Кунта в
Чи лайӑххисен йышӗнче

Чи лайӑххисен йышӗнче

Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министерствипе «Агро-инноваци» агентство  «Клуб Агро — 100» рейтинга пӗтӗмлетсе чи лайӑх ял хуҫалӑх предприятийӗсене палӑртнӑ. Ӑна хатӗрленӗ май хуҫалӑхсене тӑхӑр енчен пӑхса хакланӑ. Кунта ҫӗр лаптӑкне, мӗн чухлӗ тупӑш илнине, рентабеллӗхе, вӑтам ӗҫ укҫине тата ытти енсене шута илнӗ. Чи лайӑх ҫӗр ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен малти вунӑ вырӑна «Слава картофелю» ООО агрофирма (генеральнӑй директорӗ Х.С.Идиатуллин) кӗнӗ. Вӑл рейтингра 8-мӗш вырӑнта. Хастар ӗҫленӗшӗн наградӑна тивӗҫнӗ. Вӗсемсӗр пуҫне чи лайӑххисен шутӗнче: «Комсомольские овощи» агрофирма (15-мӗш вырӑнта), «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗ (25-мӗш вырӑнта), «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗ (42-мӗш вырӑнта), «Искра» колхоз (49-мӗш вырӑнта), «Слава» ял хуҫалӑх кооперативӗ (63-мӗш вырӑнта), «
Салтаксене пулӑшаҫҫӗ

Салтаксене пулӑшаҫҫӗ

Маттур та, харсӑр ҫынсем пурӑнаҫҫӗ Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнчи ялсенче. Хирти Сӗнтӗр, Хирти Ӗнел, Нӗркеҫ, Янкасси, Ҫӗнӗ Кипеҫ, Тӗвенеш ялӗсенче пурӑнакансем  ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене яланах пулӑшма хатӗр. Ҫуллахи кун та ҫак тӑрӑхра пурӑнакансем вӑхӑт тупса тӑтӑшах маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ. Акӑ, иртнӗ шӑматкун Хирти Сӗнтӗр та Хирти Ӗнел ялӗсенче пурӑнакансем черетлӗ маскировка сеткисене ҫыхма ялти культура ҫуртне пухӑннӑ. Иккӗн-виҫҫӗн мар, пысӑк йышпа ӗҫе тытӑнаҫҫӗ. Кам виҫет, кам касать, кам ҫыхать — пурин валли те ӗҫ ҫителӗклӗ. Пурте пӗрле тӑрӑшни ӗҫе хӑвӑрт вӗҫлеме май парать. Сакӑр сехет хушшинче тӑрӑшуллӑ хӗрарӑмсем 6 маскировка сетки ҫыхса хатӗрлеме пултарнӑ. Кунта пурӑнакансем маскировка сеткисем салтаксене ҫав тери кирлӗ пулнине лайӑх пӗлеҫҫӗ тата ӑнланаҫ
Велосипедпа – старта

Велосипедпа – старта

Июлӗн 18-мӗшӗнче Комсомольскинче пысӑк та пӗлтерӗшлӗ спорт мероприятийӗ иртрӗ. Велосипедпа ярӑнма юратакансем  пуҫтарӑнчӗҫ Каҫал тӑрӑхне.  Велоспорта  кӑмӑллакансем республика шайӗнче иртекен  черетлӗ   «Маунтинбайк — кросс-кантри»  ӑмӑртура  пирӗн ентеш, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тренерӗн Владимир Красновӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн вӑй виҫрӗҫ.  Ачасем те, аслисем те старта тӑчӗҫ. Республикӑри тӗрлӗ хуласемпе округсенчен килсе ҫитнӗ спортсменсене, хӑнасене Комсомольски округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Владимир Краснов тренер ӑшшӑн саламларӗҫ, ӑмӑртура ӑнӑҫу сунчӗҫ. Ҫак кун велосипедпа ярӑнса ӑмӑртма та, хаваслӑ вӑйӑсене хутшӑнма та, илемлӗ юрӑ-кӗвӗ итлеме те май пулчӗ.  Ҫакӑ пӗтӗмпех Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарнӑ «Яркое ле
Тикӗс ҫулпа утма та чупма та аван

Тикӗс ҫулпа утма та чупма та аван

Аслӑ Чурачӑкри Ленин урамӗ аталанса пырать. Кунта пушанса юлнӑ вырӑнсенче ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ, пӳртсемпе хуралтӑсене дизайн енчен улӑштарса илемлетеҫҫӗ.  Пурӑнакансем  тавралӑх тирпей-илемӗ  енчен те тӑрӑшаҫҫӗ, палисадниксенче тӗрлӗ чечексем ҫитӗнтерсе илем кӳреҫҫӗ. Ку урама халӑхра Масар касси те теҫҫӗ.  Ҫакӑ унтан пурнӑҫран уйрӑлнӑ ҫынсене масар ҫине илсе кайнипе ҫыхӑннӑ. Вилнисене асӑнма, масара тирпей-илем кӳртме те ҫав  урампах ҫула тухаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та  вӑл ялшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Аслӑ Чурачӑк ялӗнче пурӑнакансем ҫулсеренех пуҫаруллӑ бюджет проекчӗсемпе пурнӑҫлакан ӗҫсене хастар хутшӑнаҫҫӗ. Ҫавна май ял сӑн-сӑпатне чылай улӑштарма май килнӗ: урамсене тирпейленӗ, ача-пӑча площадкине хута янӑ... Ялта пурӑнма хӑтлӑ та лайӑх пултӑр тесе
Пурӑнать ялта хӗрарӑм…

Пурӑнать ялта хӗрарӑм…

Хӗрарӑм ача-пӑчана тӗрӗс  воспитани парса ӳстерет. Пурне те ӑшӑлӑх тата хӑват кӳрекен ҫӑлкуҫ вӑл — Хӗрарӑм. Ҫакӑн пек ырӑ чунлӑ, маттур, ӗҫченнисенчен пӗри — Галина Иванова. Вӑл Ҫӗнӗ Каҫал ялӗнче тӗпленнӗ. Галина Алексеевна Ивановӑпа (Самарина) эпир Комсомольскинчи вӑтам шкулта 10 ҫул пӗрле вӗреннӗ (сӑмах май каласа хӑварам, икӗ ҫул каялла, шкул пӗтернӗренпе 50 ҫул ҫитнине паллӑ турӑмӑр). Анна Павловнӑпа Борис Григорьевич Кокоревсен ачисем тесе калатчӗҫ пирӗн ҫинчен. Вӗреннӗ, хаҫатсем кӑларнӑ, тӗрлӗ ҫӗршывсене ҫырусем ҫырнӑ, походсене ҫӳренӗ, паллӑ ҫынсемпе тӗлпулусем ирттернӗ, вылянӑ, савӑннӑ эпир ача чухне. Пирӗн Галя Самарина класра та, «Сокол» клуб  ӗҫӗнче те  яланах чи хастаррисен шутӗнче пулнӑ. Пур ӗҫе те ответлӑха туйса пурнӑҫлатчӗ тантӑш. Тӳпери ҫут ҫӑлтӑрсем ҫин
Юратнӑ вырӑн пулса тӑчӗ

Юратнӑ вырӑн пулса тӑчӗ

Нумаях пулмасть анчах кунта  пушӑ вырӑн пулнӑ. Халӗ  — кирек хӑҫан та мероприятисем йӗркелеме май паракан хӑтлӑ сцена. Халӑх пуҫарӑвӗ, пӗрле кар тӑрса тӑрӑшни хамӑр пурнӑҫа илемлӗрех тума май парать. Ӑна «Ниме — халӑх бюджечӗ» проектпа кӑҫал Асанкасси ялӗнче хута янӑ объект ҫакна туллин ҫирӗплетет. Нумаях пулмасть ҫеҫ туса лартнӑ пулсан та ҫак сцена ачасемпе ҫамрӑксен юратнӑ вырӑнӗ пулса тӑчӗ те. Унта ҫынсене пӗрле пуҫтарӑнса канма, юрӑ-кӗвӗ итлеме, хаваслӑ каҫсем ирттерме аван. Уҫӑ сывлӑш, илемлӗ сцена ҫынсене хӑй патне туртать. Николай Карпов, Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑваканӗ:  «Пирӗн ялта пурӑнакансем пуҫаруллӑ проектсене пурнӑҫлама ҫулсеренех хастар хутшӑнаҫҫӗ. Пӗлтӗр ҫулсене вак чулсем сарса хытарас енӗпе ӗҫлерӗмӗр. Кӑҫал сцена тунис
Йывӑрлӑхсене парӑнтарса – малалла

Йывӑрлӑхсене парӑнтарса – малалла

Суту-илӳ этемлӗх пуҫлансанах пулнӑ. Укҫапа усӑ курма тытӑниччен пӗр-пӗринпе япаласемпе улӑштарнӑ. Каярахпа лавккасем уҫма, суту-илӳ пӗрлешӗвӗсем йӗркелеме тытӑннӑ. Палӑртнӑ кун халӑх ялсенчи пасарсене пуҫтарӑннӑ.  «Летопись села Комсомольское и населенных пунктов Комсомольского района Чувашской Республики» кӗнекере Ҫӗнӗ Мӑрат удел приказӗн хресченӗсем 1858 ҫулта Аслӑ Чурачӑк ялӗнче кашни кӗҫнерни кун пасар уҫас пирки ыйтупа тухнине пӗлтерни пирки калани пур. Ҫав изданирех 1866 ҫулта Ҫӗрпӳ земство управи Аслӑ Каҫал ялӗнче ярмӑркка тата пасар уҫас пирки ыйту пӑхса тухни пирки ҫырнӑ. Ҫав ҫулхи декабрь уйӑхӗнче Хусан кӗпӗрнин земство пухӑвӗ  асӑннӑ ялти патшалӑх хресченӗн Семен Максимовӑн ҫӗрӗ ҫинче ҫичӗ кун Вознесени ярмӑркки ирттерме ирӗк панине асӑннӑ. 1868 ҫул тӗлне Аслӑ Каҫа

Йӗркелӗхшӗн ӗҫлетпӗр

РФ Шалти ӗҫсен министерствин «Комсомольский» уйрӑмӗ кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫул кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетрӗ. Сотрудниксем яланхи пекех йӗркелӗхе сыхлас, преступлени тӑвассине хирӗҫ кӗрешес, профилактика ӗҫӗсем ирттерес енӗпе тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле илсен кӑҫалхи ултӑ уйӑхра преступленисене пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарса 16,2 процент сахалрах регистрациленӗ (117 вырӑнне 98). Ҫав-ҫавах интернет сечӗсемпе ҫыхӑннӑ ултавсене лекнӗ ҫынсем чакмаҫҫӗ-ха. Халӑх хушшинче ку тӗлӗшпе ӑнлантару ӗҫне вӑйлатнӑ пулин те, ултав «серепине» лекекенсем  иртнӗ ҫулхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан пӑртак нумайланни палӑрать. Телефон ултавҫисем ҫывӑрманнине, вӗсем ҫӗнӗрен ҫӗнӗ меслетсем суйласа илсе усӑ курни пирки асӑрхаттарса калатпӑр, пурне те асӑрхануллӑ пулма ыйтатпӑр. Уйрӑмах йывӑр преступленисен шучӗ 35

Фольклор кунне хутшӑннӑ

Июлӗн 17-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрлехи фольклор кунӗ» акци иртнӗ.  Унӑн тӗллевӗ  йӑх-несӗлсен авалтан пыракан йӑли-йӗрки, тумтирӗ, юрри-ташши патне таврӑнса вӗсене малашлӑхра сыхласа хӑварасси, ҫитӗнекен ӑрӑва паллаштарасси пулса тӑрать. Асӑннӑ кун республикӑри халӑх творчествин центрӗ Шупашкар муниципаллӑ округӗпе пӗрле «Ясна» этнокомплексра республикӑри «Манӑҫми аваллӑх» фольклор уявӗ йӗркеленӗ. Унта пирӗн округри искусствӑсен шкулӗн  Аслӑ Чурачӑкри филиалӗнчи ачасен «Тевет» фольклор ушкӑнӗ  (ертӳҫи — Т.В.Макарова, концертмейстерӗ — С.А.Просвирнов) хутшӑннӑ. «Унта республикӑри 6 округри   ачасен чи лайӑх коллективӗсем пулнӑ. Этнокомплексра ушкӑна ҫӳрекенсем   куҫпа курса паллашнипе пӗрлех хӑйсем чӑваш халӑхӑн аваллӑхне лекнӗнех
Ӗҫ ҫынна илем кӳрет

Ӗҫ ҫынна илем кӳрет

Вӑтӑр виҫӗ ҫул ачасене вырӑс чӗлхипе литературине  вӗрентнӗ, Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ те ҫав ялта пурӑнакан Нина Тихоновна Белкова. Пысӑк опытлӑ  педагог миҫе  ачана пурнӑҫ ҫулӗ ҫине  кӑларман-ши; Вӑхӑтӗнче  унӑн вӗренекенсенчен  чылайӑшӗ шкулти тата районти конкурссене, олимпиадӑсене хутшӑнса призерсен йышне кӗнӗ. Нина Белкова Елизаветӑпа Тихон Петровсен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Ашшӗ Ҫӗнӗ Мӑратри вӑрман хуҫалӑхӗнче бухгалтерта, амӑшӗ колхозра ӗҫленӗ. Ҫемьере вӗсем 5 пӗртӑван ҫитӗннӗ, хальхи вӑхӑтра  виҫҫӗн ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ. Ашшӗнчен хӗрача пӗчӗклех тӑлӑха юлнӑ. Вӑл Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра нимӗҫ фашисчӗсене хирӗҫ  ҫапӑҫнӑ. Вӑрҫӑ пӗтсен киле ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Анчах, чире пула, ачисем  ҫитӗнсе ҫитсе  ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫын пулнине курайман
Халӑх хушшинче пулма тӑрӑшатӑп

Халӑх хушшинче пулма тӑрӑшатӑп

Пӗтӗм Раҫҫейри инвалидсен обществин округри уйрӑмӗн членӗсем тӑван тӑрӑхӑн кулленхи пурнӑҫне ытларах хутшӑнччӗр тесе тӑрӑшатӑп. Вӗсемпе тӗл пулса ҫитес вӑхӑтра иртекен мероприятисенче пулма, кунсене тунсӑхламасӑр ирттерме, халӑх хушшине ытларах тухма сӗнетӗп. Хам та конкурссемпе ӑмӑртусене хутшӑнас, вӑхӑта усӑллӑ ирттерес тӗллевпе пурӑнатӑп. Июнь уйӑхӗнче округра ҫиччӗмӗш хут иртнӗ «100 километров — Потому что вместе» Пӗтӗм Раҫҫейри профсоюзсен  велочупӑвне хутшӑнтӑм. Вӑл «Сывлӑхлӑ пуласлӑх» проектпа килӗшӳллӗн иртрӗ. Мероприяти ҫӗршыври 25 субъектри 200 ытла ҫынна пӗрлештерчӗ. Тӗрлӗ ӳсӗмри, тӗрлӗ профессиллӗ ҫынсем велосипедсемпе старта тӑчӗҫ. Вӗсем хушшинче эпӗ те пулнӑшӑн хӑпартланатӑп. Комсомольски — Патӑрьел — Елчӗк — Комсомольски маршутпа ҫула тухса 120 километра парӑнтартӑм
А дома спокойнее и надежнее

А дома спокойнее и надежнее

Почему   выпускники школ выбирают Чувашский госуниверситет Скоро 1 сентября. И перед каждой семьей встает непростой вопрос: куда поступать? Везти ребенка покорять Москву, снимать там квартиру и тратить немалые деньги? Или остаться в родной Чувашии и получить достойное образование рядом с домом? Мы поговорили со студентами Чувашского госуниверситета, которые могли поступить в любой вуз страны, но выбрали учебу в родной республике. Вот что они говорят. Анна Тихонова, юрист, 1 курс: — Я Аня, учусь на первом курсе юридического факультета, 100-балльница. Почему осталась дома? Потому что семья — это самое главное. Для меня важно быть рядом с родителями, с родными. Мама спокойна, я под боком, да и в родной среде. А если решил остаться в Чувашии, то выбор очевиден —&nb
Уй-хирте ӗҫ вӗрет, выльӑх валли апат пулать

Уй-хирте ӗҫ вӗрет, выльӑх валли апат пулать

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫанталӑкӑн кашни уяр кунӗпе туллин усӑ курса пикенсех выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ. Июлӗн 16-мӗшӗ тӗлне пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче нумай ҫул ӳсекен курӑксене пӗрремӗш хут ҫулса пӗтернӗ. 5679 тонна утӑ  хатӗрленӗ, 13 пин тонна яхӑн  сенаж хывнӑ. Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗҫсем мӗнле пынипе ҫак кунсенче «Искра» колхоза ҫитсе паллашнӑ. Ял хуҫалӑхӗнчи ӗҫсем пирки колхоз председателӗ Александр Зайцев тӗплӗн каласа панӑ. Ку хуҫалӑхра выльӑх апачлӗх культурӑсем 436 гектар йышӑнаҫҫӗ.  Кунти ӗҫченсем  хальлӗхе  240 тонна  утӑ хатӗрленӗ, 1500 тонна янтӑланӑ. Колхозра 586 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх шутланать. Вӗсенчен ҫу кунӗсенче те, хӗлле те продукци ытларах илес тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Сӗт тата аш-какай пултӑр тесен&nb
«Уҫӑ калаҫу»: ҫыхӑну ҫирӗп

«Уҫӑ калаҫу»: ҫыхӑну ҫирӗп

Чӑваш республикин  Правительстви кашни муниципалитетпа хула округӗнче пурӑнакансемпе   тӗл  пулса социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене тишкерессине  кӑҫал  ҫӗнӗ форматпа йӗркелеме йышӑннӑ. Округсенчи тӗл пулусем  «Уҫӑ калаҫу» ятпа иртеҫҫӗ. Шӑпах ҫакӑн пек уҫӑ калаҫу июлӗн 14-мӗшӗнче пирӗн округра пулчӗ.  Пирваях  округа килсе ҫитнӗ тӗрлӗ ведомство министрӗсем граждансене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗҫ. Унтан вӗсем пурте  округра йӗркеленӗ пилӗк площадкӑра: «СВО участникӗсемпе вӗсен ҫемйисем, волонтерсем», «АПК, предпринимательство, промышленноҫ», «Ҫамрӑксем», «Социаллӑ сфера», «Строительство, ҫул-йӗр, коммуналлӑ хуҫалӑх» ӗҫлерӗҫ, уйрӑм категорири ҫынсемпе тӗл пулса хумхантаракан ыйтусене сӳтсе яврӗҫ, ҫийӗнчех хуравларӗҫ, к
Проектсем халӑх ырлӑхӗшӗн ӗҫлеҫҫӗ

Проектсем халӑх ырлӑхӗшӗн ӗҫлеҫҫӗ

Июлӗн 15-мӗшӗнче пӗтӗм республикӑри пекех пирӗн округра та Пӗрлех информаци кунӗ иртрӗ. Унта пӗлтӗр Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн О.А.Николевӑн пуҫарӑвӗпе ӗҫе кӗртнӗ проектсем  мӗнле ӗҫлесе пынине тата вӗсен малашнехи тӗллевӗсене пӑхса тухрӗҫ. «Ниме — халӑх бюджечӗ», «Сывлӑх патне утӑм», «Мирлӗ пурнӑҫ патне утӑм», «Чӑваш Енри хаваслӑ ҫу кунӗсем», «Картиш тренерӗ» проектсен уссипе ырӑ енӗсене округра пурӑнакансем  туйса илме ӗлкӗрчӗҫ те пулӗ. Вӗсемпе килӗшӳллӗн пирӗн тӑрӑхра чылай мероприяти пулчӗ. Район хаҫатӗнче те  ҫакӑн ҫинчен каласа парсах пытӑмӑр. Информаци кунне округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин уҫрӗ, вӑлах ертсе пычӗ. Кашни тухса калаҫакан хыҫҫӑнах хӑйӗн шухӑшӗсене палӑртса сӗнӳсем  пачӗ. Округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӗртес уп
Ача сачӗ ҫӗнелет, шкул ҫӗкленет

Ача сачӗ ҫӗнелет, шкул ҫӗкленет

Раҫҫейре  «Ҫӗнӗ шкул» проектпа  вӗрентӳпе воспитани паракан учрежденисене ҫӗнӗрен тӑвас, тӗпрен юсас тӗлӗшпе чылай ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ. Ҫав проектпа пирӗн округра Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн ҫуртне хута яраҫҫӗ,  округ центрӗнчи «Колосок» ача садӗнче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче те «Ҫамрӑксем тата ачасем» наци проекчӗпе юсав вӗҫленсе пырать. Ҫак кунсенче округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин «Колосок» ача садӗнче ӗҫсем мӗнле пынипе вырӑна ҫитсе паллашнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пынине, строительсем тӑрӑшса вӑй хунине палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра садикре урайсене йӗркене кӗртеҫҫӗ, электрика ӗҫӗсем тӑваҫҫӗ, ӑшӑ тытмалли материалсем вырнаҫтараҫҫӗ. Стенасене тикӗслесе тул енчен илемлетме пуҫлаҫҫӗ. Округ пуҫлӑхӗ садик ҫывӑх вӑхӑтрах сӑн-питне улӑштарса ачасен хаваслӑ
Вырӑнта сывлӑха тӗрӗслеҫҫӗ

Вырӑнта сывлӑха тӗрӗслеҫҫӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарӑвӗпе килӗшӳлӗн «Шаг к здоровью»  проект  Комсомольски  округӗнче  малалла ӗҫлет.  Медицина ӗҫченӗсем июлӗн 15-мӗшӗнче  —  Шурут ял территорийӗнчи  пациентсен сывлӑхне вырӑнтах тӗрӗслерӗҫ.  «Сывлӑх пунктӗнче» юн пусӑмне, куҫри пусӑма, кӗлетке ҫӳллӗшӗпе йывӑрӑшне, сахӑр тата холестерин шайне виҫме май пулчӗ, ЭКГ тӗпчевне турӗҫ. Терапевт, офтальмолог, гинеколог, хирург тата ытти специалистсем  ку тӑрӑхра пурӑнакансене йышӑнчӗҫ. Ҫитес вӑхӑтра тухтӑрсем  июлӗн  22-мӗшӗнче — Хирти Явӑшра, июлӗн 25-мӗшӗнче — Комсомольскинче, июлӗн 29-мӗшӗнче Аслӑ Чурачӑк ялӗнче ӗҫлӗҫ.  Сывлӑха тӗрӗслеттерме васкӑр!
Уявсем ҫынсене пӗрлештереҫҫӗ, туслаштараҫҫӗ, савӑнтараҫҫӗ…

Уявсем ҫынсене пӗрлештереҫҫӗ, туслаштараҫҫӗ, савӑнтараҫҫӗ…

Иртнӗ канмалли кунсенче округра культура мероприятийӗсем чылай иртрӗҫ. Вӗсене Чӑваш Респуликин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн «Чӑваш Енри хаваслӑ ҫу кунӗсем» проекчӗпе  Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн, республикӑри Халӑхсен туслӑхӗн, округри Халӑхсен килӗшӳллӗхӗн ҫулталӑкӗсене халалласа йӗркеленӗ. Уявсен тӗллевӗ йӑла-йӗркене сыхласа хӑварасси, тӑванлӑх туйӑмне аталантарасси, ӑрусем хушшинчи ҫыхӑнӑва вӑйлатасси пулса тӑрать. Айтӑр вӑййа тухар-и? Июлӗн 12-мӗшӗнче Питрав кунӗ пулчӗ. Ҫак уява пирӗн тӑрӑхра та мӗн авалтанах ирттернӗ. Вӑл кунран ялсенче вӑйӑ юрри янрама пӑрахнӑ. Хресченшӗн уй-хирти хӗрӳ кунсем пуҫланнӑ. Ҫавӑнпа та яш-кӗрӗм пӗрле пуҫтарӑнса ку ҫулхи вӑййа ӑсатнӑ. Вӑл кун ҫамрӑксем чун каниччен пӗрле пухӑнса хӑйсен тӑрӑхӗнче анлӑ сарӑлнӑ юрӑсене шӑрантарнӑ, ташӑ картине тӑнӑ, хал
Кашни объектра – ял ҫыннисен пуҫарӑвӗ

Кашни объектра – ял ҫыннисен пуҫарӑвӗ

Комсомольски округӗнче  обществӑлла вырӑнсене хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Ку ӗҫсене «Ниме — халӑх бюджечӗ» пуҫарулӑх проекчӗн шучӗпе пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Кӗтне Пасар ялӗнче пурӑнакансем  пур ӗҫре те маттур, ҫакна вӗсем пуҫарулӑх проектне хутшӑнса тепӗр хутчен ҫирӗплетсе пачӗҫ.  Чи малтанах кунта пурӑнакансем канӑва усӑллӑ ирттермелли вырӑна тирпей-илем кӗртнӗ, кӑҫал вара ҫак вырӑна илемлӗ те хӑтлӑ беседка туса лартнӑ. Халӗ кунта ҫемьепе, тӑвансемпе, юлташсемпе пӗрле пуҫтарӑнса савӑнма пур услови те пур. Палӑртса хӑвармалла, беседка ҫывӑхӗнчи  кӳлле те Кӗтне Пасар ҫыннисем «Ниме — халӑх бюджечӗ»  проектпа килӗшӳллӗн тасатса хӑтлӑлатнӑ. Унпа пӗрлех Кӗтне Пасар ялӗнче пурӑнакансем  вырӑнти масар территорийӗнче пӗчӗк ҫурт туса лартнӑ. Вӑл ҫав тери кирлине чи малтан&n
Василий Смолин сделал свой шаг

Василий Смолин сделал свой шаг

Это решение стало результатом глубоких размышлений и осознания своей ответственности перед Родиной. Василий всегда гордился примерами своих соратников, которые проявляют мужество и самоотверженность в сложных ситуациях. Он понимает, что путь, который он выбрал, требует не только физической силы, но и моральной стойкости. Подписав контракт, Василий стал частью большой команды защитников Отечества, готовых рисковать своей жизнью ради мира и безопасности на нашей земле. Как отметил президент России В.Путин: «Все, кто бы ни был и в каком бы качестве не оказался на переднем крае, они все — защитники Отечества, и Родина должна полноценно ответить на их готовность рисковать своей жизнью или отдавать свою жизнь за Родину». Василий Смолин осознает, что этот шаг — не только личная победа, но
Встань в ряды «БАРС»

Встань в ряды «БАРС»

На территории Чувашской Республики создается отряд «БАРС» МОГ (мобильная огневая группа) в целях повышения противовоздушной обороны и комплектуется из резервистов. По этому поводу для получения полной и достоверной информации мы связались с военным комиссаром Комсомольского и Яльчикского районов Альбертом Афанасьевым. — Альберт Федорович, в начале нашего разговора хочется довести до читателя о понятии «резерв». — Мобилизационный людской резерв Вооруженных Сил Российской Федерации (далее — резерв) — это граждане, пребывающие в запасе и заключившие в установленном порядке контракт о пребывании в мобилизационном людском резерве, получающие денежное довольствие, но при этом не несущие постоянную службу в войсках. Резервист — это гражданин, живущий обычной гражданской жизнью (работ
Вулакансен ҫывӑх тусӗ

Вулакансен ҫывӑх тусӗ

Почтальонсем йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр вулаканшӑн тӑрӑшаҫҫӗ кирек хӑш ҫанталӑкра та ялсемпе почта уйрӑмӗсен хушшинчи ҫула такӑрлатса хаҫат-журнал валеҫеҫҫӗ. Сӑмах май, паян почтальон хаҫат валеҫекен кӑна мар. Унӑн "сутуҫӑ та, страхлакан агент" та пулма тивет, вӑлах пенси валеҫет, коммуналлӑ пулӑшусемшӗн тӳлевсене йышӑнать, ҫӗнӗ технологисене алла илет, ватӑсене тӳлевсемпе вырӑнтах татӑлма пулӑшать. Ҫав хушма ӗҫсене аслӑ ҫулхисене ҫӑмӑлрах пултӑр тесе пурнӑҫлаҫҫӗ ырӑ чунлӑ хастарсем. Ҫакӑн пек хастар ӗҫченсем ҫинче тытӑнса тӑрать те ӗнтӗ паян почта ҫыхӑну уйрӑмӗсем. Иртнӗ вырсарникун почта уйрӑмӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем професси кунне уявларӗҫ. Уяв ячӗпе маттур та хастар ӗҫченсене чысларӗҫ.  Чӗчкен почта уйрӑмӗн  управляющине Лилия Фаргатовна Гизатуллинӑна Чӑваш Республикин Ҫыхӑну ӗҫченӗс
Выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ

Выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ

Ҫанталӑк улшӑнсах тӑрать пулин те кашни уяр кунпа туллин усӑ курса округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗҫлекенсем пикенсех выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑт тӗлне пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче 4258 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксем ҫулнӑ. Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем  5 пин тонна ытла утӑ, 13 пин тонна ытла сенаж хатӗрленӗ. Выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗҫ «Рассвет», «Асаново», «Восток» ял хуҫалӑх кооперативӗсенче, «Урожай» колхозра аван пырать. Округри ытти предприятисем те тӑрӑшаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑт тӗлне кашни условлӑ выльӑх пуҫне 11 центнер  ытла апат единици чухлӗ выльӑх апачӗ хатӗрленӗ. Минзаит Зайнуллин.
Уяв хаваслӑх парнелерӗ

Уяв хаваслӑх парнелерӗ

Июлӗн 8-мӗшӗ — Ҫемье, юратупа шанчӑклӑх кунӗ. Ҫак куна ҫемьесем пӗрле уявласси тахҫанах йӑлана кӗнӗ.  Шӑпах «Радуга» ача садӗнче иртнӗ уяв ачасене ҫемье хаклӑхне мӗн пӗчӗкрен туйма пулӑшас енӗпе тунӑ утӑмсенчен пӗри. Мӗн чухлӗ савӑнӑҫпа хаваслӑх парнелерӗ вӑл! Ҫемьесене, ачасене, воспитательсене уяв ячӗпе район администрацийӗн округӗн ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн начальникӗ Евгения Соколова, «Радуга» ача сачӗн заведующийӗ  Анна Албутова саламларӗҫ. Мероприяти хӑнисем — ыр кӑмӑллӑ матрешкӑсем  илӗртӳллӗ вӑйӑсемпе конкурссем, эстафета йӗркелерӗҫ. Вӗсене пӗчӗккисем хапӑлласах хутшӑнчӗҫ. Унсӑр пуҫне ачасен ашшӗ-ӑмӑшӗте — Сорокинсемпе Голыевсен ҫемйисем — уява  хутшӑнчӗҫ. Вӗсем пӗр-пӗрне  пулӑшса, хавхалантарса пырса эстафетӑна парӑнтарма  тӑрӑшнине пурте кӑмӑлласа п
Юратупа шанчӑклӑх — ҫемье тӗрекӗ

Юратупа шанчӑклӑх — ҫемье тӗрекӗ

Ҫемье вӑл —  ӑшӑлӑхпа тулнӑ ҫурт, юратупа шанчӑклӑх хуҫаланакан тӗнче. Кунта савӑнӑҫпа хуйха та пӗрле пайлаҫҫӗ, йывӑрлӑхсене ҫӗнтереҫҫӗ, йӑла-йӗркене тытса пыраҫҫӗ.  Ҫемье — пирӗн чи ҫывӑх та чи хаклӑ ҫыннӑмӑрсем,  пиртен кашнинех хамӑра чӑннипех те телейлӗ туйма кирлӗ пӗчӗк те ырӑ тӗнче,  вӑл пире тӗрлӗ йывӑрлӑхсенчен хӳтӗлет,  пурнӑҫ савӑнӑҫне парнелет,  пирӗншӗн пуриншӗн те шанчӑклӑ тӗрек пулса тӑрать.   Июлӗн 8-мӗшӗнче, «Яркое лето Чувашии»  проектпа килӗшӳллӗн, округ администрацийӗ умӗнче йӗркеленӗ Ҫемье, юратупа шанчӑклӑх кунӗнче ҫемьесен ячӗпе нумай ӑшӑ сӑмах пулчӗ. Пуҫтарӑннисене «Епле килтӗр тӑвансем?» юрӑпа «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗ кӗтсе илчӗ, тӳрех уяв тӗнчине илсе кӗчӗ. Округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ А.Г.Кузьмин уява уҫнӑ
Халӑх пуҫаруллӑран ӗҫ пурнӑҫланать

Халӑх пуҫаруллӑран ӗҫ пурнӑҫланать

«Ниме — халӑх бюджечӗ» проект ял ҫыннисемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Иртнӗ тата маларахри ҫулсенче халӑх пуҫарӑвӗпе округри территори уйрӑмӗсенче чылай ӗҫ пурнӑҫланӑ: урамсемпе тӑкӑрлӑксене вак чул сарса хытарнӑ, пӗвесемпе кӳлӗсене тасатнӑ, масарсене тирпей-илем кӗртнӗ... Кӑҫал ку проект малалла  та ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Ялсенче  маларах палӑртнӑ хӑш-пӗр объектсене хута янӑ та ӗнтӗ, теприсенче паянхи кун ӗҫсем пыраҫҫӗ. Чӗчкен территори уйрӑмӗнчи Аслӑ Чурачӑк ялӗнче, акӑ, Ленин урамӗнчи кӗпер ҫывӑхӗнчи лаптӑка карта тытса ҫавӑрнӑ. Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнчи  Янкасси ялӗнче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ палӑка юсанӑ, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ. Ку ялтах масар ҫинче тирпей-илем кӗртес енӗпе тӑрӑшнӑ. Нӗркеҫ ялӗнчи масар ҫинчи ҫурта ҫӗнетнӗ.
Йышпа тӑрӑшсан ҫитӗнӳ пулӗ

Йышпа тӑрӑшсан ҫитӗнӳ пулӗ

Кашни ҫулах июль уйӑхӗн пӗрремӗш вырсарникунӗнче Раҫҫейри кооператорсем хӑйсен професси кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Пирӗн районти райпо коллективӗ  те ҫак  куна тивӗҫлипе кӗтсе илчӗ. Уяв кунӗнче маттур та пуҫаруллисене тӗрлӗ наградӑсемпе чысларӗҫ. Пухӑннисене чи малтанах округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — территорисене аталантарас тата трипей-илем кӳрес управлени начальникӗ Альберт Кузьмин саламларӗ, ӗҫре ӑнӑҫу тата ҫитӗнӳ сунчӗ.  Райпо Канашӗн председателӗ Светлана Грачева чи малтанах ӗҫченсене ырми-канми ӗҫшӗн тав турӗ, малашне те ҫӗнӗ вӑй-халпа ӗҫлеме, малтан-мала утса пыма ҫирӗп сывлӑх, пуҫарулӑх сунчӗ. Раҫҫейри кооператорсен професси кунӗнче  чи маттурисене уйрӑммӑн палӑртса хӑварчӗҫ, наградӑсемпе чысларӗҫ. «Ветеран потребительской кооперации Чувашской республики» хисеплӗ ят
Пӗрле, йышпа кар тӑрса ӗҫлер

Пӗрле, йышпа кар тӑрса ӗҫлер

Комсомольски муниципаллӑ округӗнче «Ниме — халӑх бюджечӗ» программа  ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пырать. Ниме — чӑвашӑн ӗлӗкрен  пыракан йӑла. Ялта пӗр ҫын ӗҫ пуҫласан, ял халӑхӗ кар! тӑрса пулӑшма  утнӑ. Ҫак ӗҫе хальхи вӑхӑтра ҫӗнӗрен хута  яни питӗ лайӑх пулӑм. Яла пырса кӗрсен урамсем, ҫырма-ҫатрасем, масар таврашӗсем  тирпейлӗ пулсан кӑмӑл-туйӑм ҫӗкленет. Паллах, ҫакӑ  вӑл халӑх тӑрӑшнинчен нумай килет. Хырхӗрри территори уйрӑмне пурӗ пилӗк ял кӗрет. 2026 ҫулхи июнь — июль уйӑхӗсенче В.А.Нямуков начальник кашни ялта  ҫынсемпе  «Ниме — халӑх бюджечӗ» программӑна тӗплӗн пӑхса тухрӗ. Вӗсенче пуринче те виҫӗ ҫынран тӑракан  инициативлӑ ушкӑн ӗҫлет. Вӗсем  халӑхпа калаҫса, ҫынсен канаш-сӗнӗвӗсене тӗпе хурса йышӑну тӑваҫҫӗ, кайран сӗнӳ хатӗрлеҫҫӗ. Х
Кӗр! Кӗрлерӗ «Сабантуй»!

Кӗр! Кӗрлерӗ «Сабантуй»!

Июлӗн 4-мӗшӗнче Урмаел салинче «Сабантуй»  уявӗ пӗтӗм халӑха хӑй тавра пуҫтарчӗ. Юррӑ-ташӑ ир-ирех хӑнасене уява йыхравларӗ. Уява килнисене округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ Александр Степанов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, Тутарстан Республикинчи Кайпӑҫ районӗн пуҫлӑхӗ Альберт Рахматуллин, Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Айрат Зарипов тата ыттисем те саламларӗҫ,  халӑха чун каниччен канма, савӑнма сунчӗҫ. Ял пурнӑҫне лайӑхлатас ӗҫе хастар хутшӑнакансене, наци культурине аталантарас ӗҫе тӳпе хывакансене, обществӑлла ӗҫсенче пултаруллисене наградӑсем парса чысларӗҫ. Урмаелӗнчи культура ӗҫченӗсем, «Мишар» фольклор ансамблӗ, Комсомольскинчи культура ҫурчӗн, ача-пӑча искусствӑсен шкулӗн,  Урмае

Мӗн пуррине кӑтартма пӗлмелле

Ял хуҫалӑхне аталантармалли патшалӑх программинче «Ялти туризма аталантарасси»                  федераллӑ проект пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Вӑл ялсен илемне кӑтартма, фермер хуҫалӑхӗсене аталантарма, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем уҫма, туристсене  илӗртмелли майсем тупма пулӑшмалла. Нумаях пулмасть Раҫҫей ял хуҫалӑх министерствин «Ял территорийӗсене аталантарассин агентстви» ФГБУн административлӑ управленин начальникӗ  Е.М.Рыжик ертсе пынипе федераллӑ тата ведомствӑсен  ертӳҫисем пирӗн тӑрӑха ҫитсе курнӑ. Вӗсем Чӑваш Енре Раҫҫей ял хуҫалӑх министерствин агротуризм енӗпе хута янӑ пилотлӑ проекта пурнӑҫламалли майсемпе паллашнӑ. Вӗсен маршрутӗнче Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнчи  ҫырла ҫитӗнтерес енӗпе ӗҫлеке
Паттӑр ячӗпе – турнир

Паттӑр ячӗпе – турнир

Игорь Васильевич Краснов 1999 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнче Йӳҫ Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 2018 ҫултанпа Читара, Южно-Сахалинск хулисенче хӗсметре тӑнӑ. Мӗн пӗчӗкренех ҫӗршыв хӳтӗлевҫи пулма ӗмӗтленнӗ. Хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ. 2022 ҫулхи апрелӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа ятарлӑ ҫар операцийӗнче пулнӑ. 2026 ҫулхи апрель уйӑхӗн 21-мӗшӗнче паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ. Ҫав вӑхӑт хушшинче ӑна икӗ хут «За боевые отличия», «Ятарлӑ ҫар участникӗ» медальсемпе тата 4-мӗш степеньлӗ Георгий хӗресӗн  тата 2-мӗш степеньлӗ ҫар паттӑрлӑхӗ  (Воинская доблесть 2-ой степени) орденӗсемпе чысланӑ. Пирӗн паттӑра  асӑнса ӑмӑртӑва 6 команда хутшӑнчӗ. Вӗсем, Йӳҫ Шӑхаль, Асанкасси, Тимӗрчкасси, Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗсенчен, Патӑрьел округӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнчен тата Шупашкар хулинчен килсе ҫитрӗҫ. Спорт мероприятийӗ кӑсӑклӑ та хӗрӳ и
Тӗп хуламӑра сывлӑшран хӳтӗленӗ

Тӗп хуламӑра сывлӑшран хӳтӗленӗ

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн хаяр кунӗсем вӑхӑт иртнӗҫемӗн хыҫа юлса пыраҫҫӗ. Пӗлтӗр Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине паллӑ турӑмӑр. Вӑхӑт нумай иртсен те пирӗн халӑх паттӑрлӑхӗ ҫинчен манса каймалла мар. Муниципаллӑ архив ӗҫченӗсем сыхланса юлнӑ документсем тӑрӑх вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пысӑк паттӑрлӑх кӑтартнӑ, тылра хастарлӑхпа палӑрнӑ ҫынсем пирки материалсем пуҫтарса  тишкерсе, тӗпчесе пыма, вӗсем пирки халӑха каласа пама тӑрӑшаҫҫӗ. Хальхинче сӑмах Мускав хулине тӑшман самолечӗсенчен хӳтӗлени пирки пырӗ. 1941 ҫултах нимӗҫ фашисчӗсен тӗллевӗ ҫӗршывӑн тӗп хулине илсе  хӑвӑрт ҫӗнтерӳ тӑвасси пулнӑ. Ҫӗр ҫинчен те, сывлӑшран та тапӑнусем нумай пулнӑ. Совет ҫарӗ пысӑк паттӑрлӑхпа ҫапӑҫнӑ пулин те,  кӗркунне вӗҫӗнче тӑшман Мускав хули патнех ҫитнӗ. Ку вӑхӑтра сывлӑшран та тӑшман
Нумай ҫул поварта тӑрӑшнӑ

Нумай ҫул поварта тӑрӑшнӑ

1991 ҫулта район центрӗнче ӗҫлеме пуҫласан кӑнтӑрлахи апат ҫиме «Кӗтне» кафене ҫӳреттӗмӗр. Хаклӑ марччӗ, пӗрремӗш, иккӗмӗш блюдӑсем, салат, пӗр стакан хӑйма, компот е чей илсен те апат пӗр тенкӗне те лармастчӗ. Клиентсене Л.П.Дунаева повар ӑшшӑн кӗтсе илнине, вӗсен ыйтӑвӗсене вӑхӑтра тивӗҫтес енӗпе тӑрӑшнине астӑватӑп. Вӑл ҫулсенче райпори ҫак кафе, «Весна» ресторана тата предприятисемпе организацисенчи столовӑйсене шутламасан, район центрне килекенсене апатланмалли пӗртен пӗр вырӑн пулнӑ. Ҫавӑнпа та пулӗ унта яланах халӑх нумайччӗ. Комсомольски вӑтам шкулӗнче тӑхтав пулнӑ вӑхӑтра уйрӑмах черет пысӑкчӗ. Апла пулин те кафере ӗҫлекенсем килекенсене яланах тутлӑ апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерсех тӑнӑ. — Иртен пуҫласа каҫченех ҫын татӑлмастчӗ. Кунӗпе ура ҫинче тӑнӑ. Клиентсем кӑмӑлсӑр тухса ан кайч
Утӑ хатӗрлеҫҫӗ, сенаж хываҫҫӗ

Утӑ хатӗрлеҫҫӗ, сенаж хываҫҫӗ

Ҫанталӑк пӗр евӗрлӗ тӑмасть пулсан та, уяр кунсемпе усӑ курса округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем пикенсех выльӑх-чӗрлӗхе хӗл каҫарма апат хатӗрлеҫҫӗ. Чылай хуҫалӑхра нумай ҫул ӳсекен курӑксен пӗрремӗш хутне ҫулса пӗтерсе пуҫтарса кӗртнӗ те ӗнтӗ. Июнӗн 30-мӗшӗ тӗлне округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 4258 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксем ҫулнӑ. Вӗсене пуҫтарса тюкланӑ, пурӗ 3537 тонна утӑ хатӗрленӗ. Хальхи вӑхӑтра сенаж хурас ӗҫсем те хӗрӳ пыраҫҫӗ. Ҫак паха апата хальлӗхе 11 пин тонна ытла хывса хӑварнӑ. Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗҫсем малалла тӑсӑлаҫҫӗ. «Рассвет», «Асаново», «Восток» ял хуҫалӑх кооперативӗсенче, «Урожай» колхозра тата ытти хуҫалӑхсенче ку енӗпе хастар.              &
Уяв ячӗпе сире, потребкоопераци ӗҫченӗсем!

Уяв ячӗпе сире, потребкоопераци ӗҫченӗсем!

Кашни ҫулах июль уйӑхӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Пӗтӗм тӗнчери потребкоопераци кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ку уяв пирӗн округри райпо тытӑмӗнче ӗҫлекенсемшӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӗсем хамӑр тӑрӑхра пурӑнакансене ҫеҫ мар, Елчӗк тата Шӑмӑршӑ округӗсенче пурӑнакансене тӗрлӗ таварсемпе тивӗҫтереҫҫӗ. Паян, ҫӗршывра рынок экономики ӗҫленӗ вӑхӑтра, вӗсен халӑха пахалӑхлӑ таварсемпе суту-илӳ тӑвас ӗҫре уйрӑм предпринимательсен магазинӗсемпе те тупӑшса тӑрӑшма тивет. Апла пулин те, С.Грачева ертсе пыракан коллектив хӑйсен умне лартнӑ тӗллевсене туллин пурнӑҫлать. Округсенчи чылай ялта пурӑнакансемшӗн райпо магазинӗсем куллен кирлӗ япаласем туянмалли пӗртен-пӗр ҫӑлкуҫ пулса тӑраҫҫӗ. Аякри тата пӗчӗк ялсене автолавкӑсем ҫитсе те вӗсене апат-ҫимӗҫпе  тивӗҫтереҫҫӗ, заказсем йышӑнаҫҫӗ. Комсомольски р
Пиншер сасса пӗрлештерсе ҫывӑхлатрӗ

Пиншер сасса пӗрлештерсе ҫывӑхлатрӗ

Аслӑ Чурачӑкри «Тевет» фольклор ансамблӗ Пушкӑртстан республикин тӗп хулинче Ӗпхӳре (Уфа)  иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ачасен фольклориадине хутшӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Унта ҫӗршыври 80 ытла регионти тата Беларуҫ республикинчи ҫӗр ытла коллектив хутшӑннӑ. «Тевет» ушкӑн вара унта ҫӗр-пин юрӑллӑ, тӗрӗллӗ, сӑмахлӑ Чӑваш Республикине тумтир, юрӑ-ташӑ, йӑла-йӗрке урлӑ кӑтартса панӑ. Унтан таврӑннӑ хыҫҫӑн  ушкӑн ертӳҫипе Татьяна Макаровӑпа курса калаҫрӑмӑр. — Ку фольклориадӑна икӗ ҫулта пӗрре ирттереҫҫӗ. Унта эпир кӑҫалхипе иккӗмӗш хут хутшӑнатпӑр. Пуҫласа ӑна Шупашкарта, Пӗтӗм Раҫҫейри культура еткерлӗхӗн ҫулӗнче 2022 ҫулта йӗркелерӗҫ. Вӑл вӑхӑтра 70 ытла регионтан тӗрлӗ коллективсем килсе ҫитнӗччӗ.  Кӑҫалхи фольклориадӑна кайма пысӑк конкурс витӗр тухса тивӗҫрӗмӗр. Пирӗн ушкӑн п
Ҫӗршыв шайӗнче – виҫҫӗмӗш вырӑн

Ҫӗршыв шайӗнче – виҫҫӗмӗш вырӑн

Паянхи кун пирӗн пурнӑҫа ИТ технологи пысӑк хӑвӑртлӑхпа кӗрсе пырать. Ҫакӑ ҫамрӑксене ҫеҫ мар аслӑрах ӳсӗмрисене те компьютерсемпе тата электронлӑ ытти хатӗрсемпе туслӑрах пулма хистет. Комсомольскинче пурӑнакан Владислав Борисович Тихонов вара «ӑслӑ техникӑна» алла илнипе пӗрлех унпа  ҫыхӑннӑ ӑмӑртусене те хутшӑнать. Ҫак кунсенче Рязань хулинче пенсионерсем хушшинче   компьютерӑн нумай енлӗ Пӗтӗм Раҫҫейри XVI-мӗш  ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Вӑл ҫӗршыври 80 регионтан тата 7 ют ҫӗршыври 200 ытла ҫынна пуҫтарнӑ. Ку ӑмӑртӑва Раҫҫей пенсионерӗсен союзӗ Федераци Совечӗпе, «Единая Россия» партипе тата РФ Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствипе пӗрле йӗркеленӗ. Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ командинче Владислав Тихонов та пысӑк пултарулӑхпа палӑрнӑ. Вӗсен кӑткӑс 40 задание пурнӑҫлама тивнӗ. Коман
Сывлӑх патне утӑм тумаллах

Сывлӑх патне утӑм тумаллах

Иртнӗ ҫул Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ «Сывлӑх патне утӑм» проекта Чӑваш Енре пурӑнакансем ырласа йышӑннӑ. Медицина ӗҫченӗсем ялсене тухса халӑх сывлӑхне тӗрӗслени чылай ҫыннӑн чирӗсене вӑхӑтра тупса палӑртма, кирлӗ сиплевсем тума май панӑ. Кӑҫал Республика Пуҫлӑхӗ проекта малалла тӑсса унта пӗлтерӗшлӗ хушӑмсем кӗртнӗ. Республика больницисенчи специалистсенчен тӑракан «Сывлӑх пуйӑсӗ «Кардиопоезд» ҫула тухса муниципаллӑ округсенче пулнӑ та ӗнтӗ. «Сывлӑх поездчӗ — Ача-пӑча тухтӑрӗ» ушкӑн та  малашне яллӑ вырӑнсене ҫитӗ. Июнӗн 25-мӗшӗнче «Кардиопоезд» Комсомольски тӗп больници территорийӗнче чарӑннӑ. Округра пурӑнакансене чӗре тата унӑн тытӑмӗн чирӗсене тупса палӑртас, кирлӗ сиплевсем палӑртас тӗллевпе йышӑну ирттернӗ. Ҫак кун «Сывлӑх пуйӑсӗ»
Сывлӑх пункчӗсем ӗҫлӗҫ

Сывлӑх пункчӗсем ӗҫлӗҫ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарса янӑ «Сывлӑх патне утӑм» («Шаг к здоровью») проект  Комсомольски  округӗнче  малалла ӗҫлет.  Медицина ӗҫченӗсем ҫитес кунсенче округри ялсене ҫитсе пациентсен сывлӑхне вырӑнтах тӗрӗслеҫҫӗ.  Сывлӑх пунктӗнче юн пусӑмне, куҫри пусӑма, кӗлетке ҫӳллӗшӗпе йывӑрӑшне, сахӑр тата холестерин шайне тӗрӗслеҫҫӗ, ЭКГ тӗпчевне тӑваҫҫӗ. Терапевт, офтальмолог, гинеколог, хирург тата ытти специалистсем йышӑнаҫҫӗ.  Тӗслӗхрен, июлӗн 1-мӗшӗнче ҫакӑн йышши сывлӑх пункчӗ Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче ӗҫленӗ. Июлӗн 8-мӗшӗнче вӑл Урмаел ялӗнче, июлӗн 15-мӗшӗнче — Шурутра, июлӗн 22-мӗшӗнче — Хирти Явӑшра, июлӗн 25-мӗшӗнче —  Комсомольскинче, июлӗн 29-мӗшӗнчен Аслӑ Чурачӑк ялӗнче ӗҫлӗ.  Сывлӑха тӗрӗслеттерме васкӑр!
Чи лайӑх тухтӑр – пирӗн ентеш

Чи лайӑх тухтӑр – пирӗн ентеш

Пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ ҫынсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче ӗҫлесе пурӑнаҫҫӗ.  Вӗсем тӗрлӗ сферӑра хӑйсен пултаруллӑхне туллин кӑтартса ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ. Ҫак кунсенче Тутарстан Республикинче медицина ӗҫченӗсем хушшинче чи лайӑххисене палӑртнӑ. «Чи лайӑх  тухтӑр — шурӑ чечексем — 2026» конкурсра Анна Ярославна Тимофеева ҫӗнтернӗ. Анна Тимофеева пирӗн округри Хирти Мӑнтӑр ялӗнче  ҫуралса ӳснӗ. 2011 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх университечӗн педиатри факультетне вӗренсе пӗтернӗ. Пурнӑҫ ҫулӗ ӑна Тутарстан республикине илсе ҫитернӗ. 2014 ҫултанпа Анна Ярославна Хусанти Ача-пӑча республика клиника больницинче ӗҫлеме  пуҫланӑ. Кунта вунӑ ҫул ытла врач-анестезиолог-реаниматолог пулса тӑрӑшса вӑл республикӑри ачасен васкавлӑ пулӑшӑвӗн пысӑк квалификациллӗ специалисчӗ пулса тӑн
Мал ӗмӗтпе пурӑнать, ҫынсене ташшипе савӑнтарать

Мал ӗмӗтпе пурӑнать, ҫынсене ташшипе савӑнтарать

Кашни ҫынрах мӗнле те пулсан пултарулӑх пур. Ӑна вӑхӑтра асӑрхаса пӗчӗкрен аталантарса пымалла. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче кӑҫал 9-мӗш  кадет класне вӗренсе пӗтернӗ Валерия Григорьевӑна мӗн ачаранах юрӑ-кӗвӗ тӗнчи, ташӑ хусканӑвӗсем ҫывӑх пулнӑ. Чун-чӗре туртӑмӗ ӑна Комсомольскинчи искусствӑсен шкулне илсе ҫитернӗ. Кӗҫӗн классенченех унта ҫӳреме пуҫланӑ. Иртнӗ ҫул Валерия унтан «Хореографи творчестви» енӗпе питӗ лайӑх кӑтартусемпе вӗренсе пӗтернӗ. Ташӑ илемлӗхне сцена ҫинчен кӑтартма, халӑх патне ҫитерсе вӗсемпе куракансен чун-чӗрине тыткӑнлама  хӑнӑхса ҫитнӗ. Юрӑ-ташӑпа ҫывӑх пулни В.Григорьевӑна шкулта  вӗренӳре пур предметсемпе те «питӗ лайӑх» паллӑсемпе ӗлкӗрсе пыма пӗрре те чӑрмантармасть. «Пулӑшса анчах пырать. Кирек хӑш ташша вӗреннӗ  чухне тимлӗ пулни