Малти вырăнсене алăран вĕçертмест

Сывлăхшăн тăрăшни, спортпа туслашни çын пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Спорт» тата «çамрăклăх» пĕлтерĕшсем пĕр-пĕринпе уйрăмах тачă çыхăннă.
— Пурнăçра мĕнле çул суйласа илесси, мĕнле йĕркепе пурăнасси пĕтĕмпех хамăртан килет. Мана вара спортпа туслă пулни хăть мĕнле лару-тăрура та хама тата хамăн вăя шанма пулăшать, — тет Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнче тăхăр класс пĕтернĕ, халĕ 10-мĕш класа кайма хатĕрленекен Семен Семенов.
Шкул дисциплинисемпе «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан Семен мĕн пĕчĕкренех спортпа туслă. Вăл уйрăмах волейбол, хоккей вăййисене выляма тата йĕлтĕрпе, конькипе чупма юратать. Районти ФСКри волейбол команди йышĕнче вылять, ăмăртусенче район чысне хÿтĕлет. Вăл шкулта, районта, республикăра иртекен спорт ăмăртăвĕсемпе турнирсене хастар хутшăнать. Призлă вырăнсене çĕнсе илет Семен. Йĕлтĕрпе чупса, шывра ишсе, çăмăл атлетикăпа иртекен ăмăртусенче 1-мĕш, 2-мĕш вырăнсене алăран вĕçертмест. Сăмахран, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ В.П.Воронков ячĕпе шкулсем хушшинче йĕркеленĕ ăмăртура йĕлтĕрпе 1 километра чупса 1 тата 2 вырăнсене йышăннă, пĕтĕм Раççейри 31-мĕш «Лыжня России — 2021» ăмăртура 1-мĕш вырăна тухнă, СССР чемпионкине Вера Черновăна асăнса çамрăксем хушшинче район шайĕн- че йĕркеленĕ ăмăртура йĕлтĕрпе чупса 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Район тупăшăвĕнче /çуллахи сезон уçни/ 1000 метр тата 400 метр чупса лайăх кăтартусемпе палăрнă. Чăваш Республикин кубокне илессишĕн çăмăл атлетикăра чупса 400 метрлă дистанцие парăнтарнă, 3-мĕш вырăн йышăннă. Çакă Семенăн спортри çитĕнĕвĕсен пĕчĕк пайĕ çеç.
Маттур каччă спортри çитĕнÿсемшĕн Раççей Федерацийĕн Спорт министерствин Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн «ГТО» 4 степеньлĕ ылтăн паллине тивĕçнĕ.
— Спортпа кăсăкланасси ăмăртусенче хутшăннинчен çеç килмест. Шкулта спортпа туслашма условисем туса пани питĕ лайăх. Эпир юлташсемпе интернет уçлăхĕнче ларма тăрăшмастпăр. Хĕллехи вăхăтра, пĕве çирĕп пăрпа витĕнсен, хоккейла вылямалли площадка тăватпăр. Шкулти спортзалта волейболла та хаваспах вылятпăр. Пушă вăхăта çакăн пек ирттерни усăллă çеç мар хаваслă та, — пĕлтерчĕ Семен.

С.ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *