Четверг, 25 апреля

Форумра пултăмăр

Форумра пултăмăр

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн ачисем — Лида Матросова, Лиза Наумова, Нарспи Борисова тата Аньăпа Юра Курицынсем çуллахи каникула ахаль ирттермен. Туссем Тутарстанри Пÿлер хулинче иртнĕ «Сэлэт» çамрăксен форумне, Раççей çамрăкĕсен юхăмĕн «Экологи лидерĕсем» сменине кайма тивĕçме пултарнă. «Унта кайиччен эпир экоплакатсем ÿкертĕмĕр, пилĕксĕмĕрĕн ĕçĕсене те шута илсе сменăра канма суйласа илчĕç.
Кашни кун хăйне евĕр иртрĕ. Уйрăмах палаткăсенче пурăнма килĕшрĕ. Экологи журналистикипе ăсталăх класĕсем, интереслĕ лекцисем иртрĕç. Çакă пирĕншĕн уйрăмах кăсăклă пулчĕ. Тĕслĕхрен, пăрахăçа тухнă хатĕрсене çĕнĕ пурнăç парнелеме пĕрре те йывăр мар иккен. Вĕсенчен юрăхлă япаласем хатĕрлеме пулать. Çак енпе пирĕн çĕршывра çине тăрсах ĕçлеççĕ.
Кĕске вăхăтрах эпир тутар чĕлхине те вĕренме пултартăмăр. Тутар çамрăкĕсемпе тата вожатăйсем те иртен пуçласа каçчен хăйсен тăван чĕлхипе кăна калаçнине итлесе тĕлĕнтĕмĕр. Ку пирĕншĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнне пулчĕ.
«Хамăр валли нумай кирлĕ тата çĕнĕ пĕлÿсем илме пултартăмăр. Пирĕншĕн ĕмĕр асра юлмалли çулла пулчĕ», — теççĕ вĕренекенсем. Мĕнех, вĕреннине тĕпе хурса тăван тăрăхра усăллă проектсем хута ярасчĕ.
Лидия МАТРОСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *