Кăнтăрта канни асрах

Кăнтăрта канни асрах

Каникул вăхăтĕнче Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакансем — Нарспи Борисова, Елизавета Наумова, Лидия Матросова тата Аннăпа Юрий Курицынсем — Пĕтĕм Раççейри «Орленок» ача-пăча центрне çитсе куртăмăр.
«Стремительный» лагерь ĕçченĕсемпе вожатăйĕсем пире ăшă кăмăлпа, хаваслă кулăпа кĕтсе илчĕç, кашни кун хăйне евĕрлĕ асамлă пуласса шантарчĕç. Чăнах та, эпир тĕрлĕрен ăсталăх класĕсемпе вĕренÿ лекцийĕсене çÿрерĕмĕр, ăс-тăна, хăвăртлăха аталантаракан вăйăсем вылярăмăр, каç пулсан отряд юррине юрларăмăр. Холи сăррин фестивальне, Раççей кунĕн уявне тата ытти нумай мероприятие хутшăнтăмăр. Юнкунсерен ташă каçĕсенче савăнтăмăр, вожатăйсем пире тăтăшах кĕтмен парнесемпе тĕлĕнтеретчĕç. Спорт ăмăртăвĕсем те питĕ кăсăклă пулчĕç.
«В центре событий» 6-мĕш смена питĕ хаваслă, асра юлмалла иртрĕ. Унта хутшăннă ачасем — чăннипех те маттурсем! Вĕсем вĕренÿре маттур, обществăлла ĕçсене хастар хутшăнаççĕ, олимпиада, фестивальсенче палăраççĕ. «Орленок» кану лагерĕнче вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыракансем, пĕр обществăлла ĕçрен те пăрăнса тăман ачасем канаççĕ.
Шкул пурнăçĕнче вара пултаруллă та ăста педагогсем пире малтан мала ертсе пыни хавхалантарать. Валентина Анатольевна Филиппова шкул ачисене яланах пулăшать, тĕрлĕн конкурссене, фестивальсене, ăсталах урокĕсене хутшăнма сĕнет. Эпир ăна пархатарлă ĕçĕшĕн чĕререн тав тăватпăр.
Анна КУРИЦЫНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *