Пятница, 19 апреля

Тӑван чӗлхепе чи лайӑх вӗрентекен – Лариса Данилова

Тӑван чӗлхепе чи лайӑх вӗрентекен – Лариса Данилова

Иртнӗ кунсенче «Тӑван чӗлхепе литературине чи лайӑх вӗрентекен» професси конкурсӗн муниципаллӑ тапхӑрӗ пулчӗ. Ку конкурс районта пуҫласа иртет. Унта тӑван (чӑваш, тутар, вырӑс) чӗлхепе литературӑна вӗрентекен, икӗ ҫултан кая мар педагогика опычӗллӗ кирек кам та хутшӑнма пултарать. 

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин 2023 ҫул Раҫҫейре Педагогпа наставник ҫулталӑкӗ пулассине пӗлтерчӗ. Тупӑшакансем професси ӑмӑртӑвне ҫак ҫулталӑка халалларӗҫ. Районта иртекен куҫӑн тапхӑра 4 шкултан 4 вӗрентекен хутшӑнчӗ: Л.Н.Данилова (Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗ), Л.И.Никифирова (Хирти Явӑш тӗп шкулӗ), Г.М. Ямалетдинова (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ), Л.Н.Владимирова (Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗ). Жюри членӗсем конкурсантсене тӗрлӗ пултарулӑхра хакларӗҫ.

Тупӑшу 3 турпа иртрӗ. Чи малтан вӗрентекенсем уҫӑ урок пачӗҫ.  Вӗсем Хирти Явӑш шкулӗнче 5-мӗш тата 7-мӗш классенче вӗренекенсемпе уҫӑ уроксем йӗркелерӗҫ. Вӗсем ҫӳллӗ шайра иртрӗҫ. Педагогсен ӑсталӑхне сӑнаса-курса ларма питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ. Вӗрентекенсем ачасемпе ӗҫленӗ чухне чун, туслӑх, ҫемье, сывлӑх, этем, анне темисене хускатрӗҫ.

Иккӗмӗш тур «Методика ӑсталӑхӗ» ятлӑ  пулчӗ. Кунта учительсем хӑйсен ӗҫ опычӗпе паллаштарчӗҫ. Вӗсене пурне те чӑваш ачи вырӑсланса пыни пӑшӑрхантарчӗ. Федерацин патшалӑх вӗренӳ стандарчӗ вӑя кӗнӗ тапхӑрта тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентес ӗҫре ҫӗнӗ мелсемпе меслетсем сарӑлса пыраҫҫӗ: тестсемпе, вӑйӑсемпе, схемӑсемпе, таблицӑсемпе усӑ курасси, кластерсемпе синквейн, фишбоун тӑвасси, проектсемпе тӗпчев ӗҫӗсем ҫырасси. Ҫак мелсене хӑйсен ӗҫ опытӗнче усӑ курса ачасене интереслентерсе яма пултарни ҫинчен каласа пачӗҫ вӗрентекенсем.

Виҫҫӗмӗш турта «Мастер-класс» кӑтартмалла пулчӗ. Хутран касса тунӑ пукане  ҫинче  чӑваш хӗрарӑмӗн пуҫа сурпан сырас вӑрттӑнлӑхне, качча каякан хӗр йӗрри йӗнине, ӗлӗкхи чӑвашӑн пиҫиххине виҫҫӗллӗ, пиллӗклӗ, ҫиччӗллӗ явса тунине кӑтартни жюри членӗсемшӗн те, конкурсантсемшӗн те кӑсӑклӑ пулчӗ.

Конкурсӑн пур тапхӑрне те пӗтӗмлетсен Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗн чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенне Л.Н.Даниловӑна ҫӗнтерӳҫӗ тесе йышӑнчӗҫ.  Тупӑшӑва хутшӑннӑ ытти вӗрентекенсем пурте призер ятне тивӗҫрӗҫ.

Лариса Николаевнӑна республикӑри конкурсра тупӑшса пысӑк ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу сунатпӑр. Ытти вӗрентекенсем вара  ҫакӑн пек мероприятисене хастартарах хутшӑнса пултарулӑхпа палӑрасса шанатпӑр.

Л.Владимирова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *