Суббота, 27 апреля

Программăлама вĕренме май пур

Программăлама вĕренме май пур

Паянхи кун информаци технологийĕсен отраслĕнче пысăк пахалăхлă кадрсем хатĕрлеме инновацилле лапамсем тăвасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шăпах IТ-специалистсем Раççее технологи суверенитетне тивĕçме пулăшаççĕ. Ку отрасль валли кадрсем хатĕрлес ĕçе шкул саккинченех пикенмелле. Çакă ачасене IТ сферипе интереслентерме, программăламаллин пуçламăш пĕлĕвне илме пулăшать.

Асăннă тĕллеве пурнăçа кĕртме пирĕн çĕршывра «Цифра экономики» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, «Пуласлăх кочĕ» федераллă проект пуçарса янă. Вăл 8—11-мĕш классенче ăс пухакансем валли тӳлевсĕр, икĕ çула тăсăлакан программăламалли курсĕн формипе пурнăçланать. Проекта пурĕ 100 пин вырăнлăх хатĕрленĕ, вĕсенчен çуррине яхăн йышăнма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ.

Программăлама вĕренессине хутшăнма заявкăна ачасем хăйсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ е саккунлă представителĕсем патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнчи ятарлă пай урлă пама пултараççĕ. Вĕренӳ формине (офлайн е онлайн), курса суйламалла, ун хыççăн тĕрĕслев витĕр тухмалла.

«Пуласлăх кочĕ» проекта Чăваш Енри шкул ачисем те хутшăнас кăмăллă. Хальлĕхе вĕсем 960 заявка тăратнă, вĕсенчен 244-шĕ офлайн мелпе вĕренесшĕн. IТ енĕпе пултаруллă вĕренекенсем валли республикăра куçăмлă майпа иртекен 4 курс пур:

— 1C тата WEB Junior — бизнес-хушăмсене, вăйăсене тата сайтсене тăвасси. Вĕренекен чĕлхесем: 1С, JavaScript, HTML, CSS, PHP, MySQL, C#.Вĕренӳ Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта тата Шупашкар районĕнче вырнаçнă 5 лапамра иртет;

Python Start — Python программировани чĕлхипе паллашасси. Вĕренӳ Шупашкарта    вырнаçнă лапамра иртет;

Python тата даннăйсен анализĕ — Python программировани чĕлхипе ĕçлеме вĕренесси тата даннăйсен анализĕпе паллашасси. Курс Шупашкарти икĕ лапамра иртет;

Python чĕлхипе паллашасси — ачасене Шупашкарти тата Канашри виçĕ лапамра вĕрентеççĕ.

«Хăйсене тĕрлĕ отрасльсенче тĕрĕслесе пăхакан, профессисен тĕнчинче хăйсен вырăнне шыракан ачасемшĕн «Пуласлăх кочĕ» проектри программировани курсĕ IТ сферинчи пĕлĕвĕсене тĕрĕслеме пулăшать. Вĕренӳ вĕçленнĕ çĕре шкул ачи малалла ăçта каймалли, IТ çулĕпе утасси çинчен пĕтĕмлетӳ тăватех. Шкул ачисене тата вĕсен ашшĕ-амăшне проекта хутшăнма йыхравлатăп, хальлĕхе вырăнсем пур. Кун пек майпа усă курмаллах!» — палăртнă ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *