Суббота, 27 апреля

Тава тивӗҫлӗ учитель

Тава тивӗҫлӗ учитель

Паллах, пӗтӗм професси  лайӑх, пӗтӗм професси кирлӗ. Анчах та Турӑ ҫынсене пӗр пек пултарулӑх паман. Пурне те артист пулма пӳрмен, кашниех ӳнерҫӗ те пулаймӗ.  Ҫавӑнпа та ҫыннӑн чун-чӗринче хӑш туртӑм ытларах вӑй илет, кӑмӑлӗ хӑш еннелле ытларах сулӑнать — ҫавна суйласа илет.

Вӗрентекен вӑл — пур ачана та, пур ҫынна та кирлӗ професси. Ҫак ӑс питӗ яваплӑ та  пархатарлӑ.

Йӑлмахва ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Сергей Антонов та мӗн пӗчӗкрен учитель ӗҫне кӑмӑлланӑ, вӗрентекен пулма ӗмӗтленнӗ. Ачасемпе шкулла вылянӑ чухне те вӑл яланах вӗсен вӗрентекенӗ пулнӑ,  «иккӗсем», «пиллӗксем» лартса панӑ.

…Вӑл 1972 ҫулта Йӑлмахвари сакӑр ҫул вӗренмелли шкула пӗрремӗш класа вӗренме кайнӑ. Вӗренӳре питӗ лайӑх ӗлкӗрсе пынӑ, обществӑлла ӗҫсене те хастар хутшӑннӑ. Уйрӑмах историпе кӑсӑкланнӑ, питӗ нумай кӗнеке вуланӑ.

Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулне те лайӑх паллӑсемпе вӗҫленӗ хыҫҫӑн Сергей 1982 ҫулта Саратоври Н.Г.Чернышевский ячӗллӗ патшалӑх университетечӗн истори факультетне вӗренме кӗнӗ. Аслӑ шкулта та вӑл хӑйне лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартнӑ. Пурне те пӗлесшӗн ҫунакан студент аслӑ шкулти пур мероприятие те хутшӑнма тӑрӑшнӑ, ҫӗнтерӳҫӗ ята та пӗрре мар тивӗҫнӗ. Тавракурӑмне ӳстерес тесе хӑй тӗллӗн те нумай вӗреннӗ. 

1987 ҫулта университета лайӑх паллӑсемпе пӗтерсе каялла тӑван тӑрӑха ӗҫлеме килнӗ. 1987 ҫултан пуҫласа паянхи кунчченех Александровка  тӗп шкулӗнче ачасене историпе обществознани  тата географи предмечӗсене вӗрентет.

Сергей Витальевич вӗренекенӗсем район,  республика, Раҫҫей шайӗнчи олимпиадӑсене, конкурссене, фестивальсене хутшӑннӑ. Ҫӗре яхӑн вӗренекен район, 18 вӗренекен республика тата виҫӗ вӗренекен Раҫҫей шайӗнче историпе обществознани, право, географи предмечӗсемпе ирттерекен олимпиадӑсенче мала тухнӑ.

Вӑл пӗлӳ панӑ ачасем Мускаври М.В.Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университечӗ, Экономика аслӑ шкулӗ, Кутафин ячӗллӗ юридици университечӗ, Бауман ячӗллӗ технологи университечӗ, Санкт-Петербург тата Хусан патшалӑх университечӗсем, ҫӗршыври ытти аслӑ вӗренӳ заведенийӗсем ирттернӗ олимпиадӑсене хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗсен ретне кӗнӗ.

 Ачасене олимпиадӑсене хутшӑнма лайӑх хатӗрленӗшӗн Сергей Витальевича Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Тав ҫырӑвӗсем парса хавхалантарнӑ. 

Юлашки ҫулсенче ҫеҫ вӑл вӗрентнӗ ачасем республикӑра иртекен викторинӑсене, фестивальсене, конкурссене хутшӑнса  хӗрӗхе яхӑн грамотӑпа Дипломсем илме пултарчӗҫ. Вӗсен хушшинче Чӑваш Республикин налук инспекцийӗ ирттернӗ олимпиада (2011 ҫул), ачасен тӗпчев ӗҫӗсен конкурсӗсем (2017, 2018, 2019 ҫулсем),  Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ фестивальсем (2014 — 2017 ҫулсем) тата ыттисем  те пур.

Сергей Витальевич кашни ҫулах районта историпе обществознани, географи учителӗсем хушшинче ирттерекен методика фестивалӗсене хутшӑнса малти вырӑнсене тухма пултарнӑ. Ҫав хушӑрах 2001 ҫулта Чӑваш Республики шайӗнче класс тулашӗнче  ирттерекен мероприятисен сценарине, 2019 ҫулта гражданпа патриотизм енӗпе ӗҫлемелли методика материалӗсене хатӗрлесе мала тухнӑ.

2013 ҫулта Раҫҫей Конституцийӗ 20 ҫул тултарнине халалланӑ шкул проекчӗсене хутшӑннӑ. Чӑваш Республикинче Сергей Витальевич хатӗрленӗ проект пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, Раҫҫей шайӗнче финала тухма пултарнӑ. «2013 ҫулта мана  республика делегацине кӗртсе Мускавра Раҫҫей Конституцине йышӑннӑранпа 20 ҫул ҫитнине паллӑ туса ирттернӗ мероприятисенче пулса курма тӳр килчӗ. Кремльти съездсем ирттермелли керменте Раҫҫей Президенчӗ В.В.Путин пирӗн умра сӑмах каларӗ, пысӑк уяв ячӗпе саламларӗ», — аса илет педагог.

2013 ҫулта С.Антонов Санкт-Петербургра ирттернӗ Пӗтӗм Раҫҫейри право тата обществознани учителӗсен съезчӗн ӗҫне хутшӑннӑ. Унта пухӑннӑ учительсене хӑйӗн шкулти ӗҫ опычӗпе паллаштарнӑ, ытти вӗрентекенсен ӗҫ опытне те сӳтсе явнӑ. 2014 тата 2015 ҫулсенче Раҫҫейре право енӗпе воспитани пама пулӑшакан методика  меслечӗсене хатӗрлесе лауреат ятне илнӗ.

2016 ҫулта Шупашкарта Раҫҫейри ялти шкулсенче ӗҫлекен учительсен съезчӗ ӗҫленӗ. Сергей Витальевич ун ӗҫне хутшӑнса ялти учительсен ӗҫӗ-хӗлне сӳтсе явнӑ. 2022 ҫулта вара Чӑваш Республикинчи учительсем хушшинче ирттернӗ методика материалӗсен конкурсӗнче чи лайӑххисен шутне кӗме пултарнӑ.

«Хамӑн ӗҫри опытпа паллаштарас тесе 2005, 2010, 2014 ҫулсенче районта ҫулсерен иртекен «Ҫулталӑк учителӗ» конкурсра хутшӗнса ҫӗнтерӳҫӗ ята ҫӗнсе илме пултартӗм.  2010 тата 2014 ҫулсенче Комсомольски район чысне республика шайӗнче ӑнӑҫлӑ хӳтӗлерӗм. 2008 ҫулта Раҫҫейре иртекен чи лайӑх учительсен конкурсӗнче ҫӗнтертӗм. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн В.В.Путинӑн 100 пин тенкӗлӗх грантне илме пултартӑм. 2010 ҫулта Чӑваш Республикинчи чи лайӑх учительсен шутне кӗрсе Чӑваш Республикин Президенчӗн Н.В.Федоровӑн 50 пинлӗх грантне тивӗҫ пултӑм», — каласа парать пултаруллӑ вӗрентекен.

2014 тата 2015 ҫулсенче С.Антонов  Раҫҫейре право енӗпе воспитани пама пулӑшакан методика хатӗрӗсем ӑсталаса лауреат ятне илнӗ. 2013 ҫулта Сергей Витальевича «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ» хисеплӗ ят панӑ.

Пирӗн тӑрӑхра ҫакӑн пек пултаруллӑ та пысӑк тавракурӑмлӑ вӗрентекен пулнишӗн эпир савӑнатпӑр.

«Эпӗ вӗрентекен пулнишӗн  мухтанатӑп, ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунишӗн хӗпӗртетӗп. Апла пулсан, эпӗ хама валли пурнӑҫра юратнӑ професси суйласа илнӗ», — кӑмӑллӑн  калаҫать  хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ вӗрентекен.                                          

Альбина Ефремова,

 библиотекарь.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *