Суббота, 27 апреля

Яланлӑхах асра юлать

Яланлӑхах асра юлать

Шкултан вӗренсе тухакансемшӗн ӑсату каҫӗ чи ҫутӑ та савӑнӑҫлӑ, ҫав вӑхӑтрах кӑшт хурлӑхлӑ, пӑлхануллӑ самант. Ӗнер кӑна шкул ачи пулнӑ ҫамрӑксем Пӗрлехи патшалӑх экзаменӗсене ӑнӑҫлӑ тытнӑ хыҫҫӑн  вӑтам пӗлӳ илни ҫинчен калакан документа — аттестата — алла илсе пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине ура ярса пусаҫҫӗ. Кӑҫал пирӗн округри 146 ача куллен вунпӗр ҫул пӗлӳ илме ҫӳренӗ шкулпа сывпуллашрӗ, 19-шӗ медальсене тивӗҫрӗ. Ҫак ятпа шкулсенче мероприятисем пулса иртрӗҫ.

Акӑ, июнӗн 23-мӗшӗнче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухакан выпускниксен каҫӗ савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура иртрӗ.

Пухӑннисем умне хитре тумланнӑ каччӑсемпе хӗрсем тухрӗҫ. Пурин аллинче те чечексем. Сӑнӗсӗнче савӑнӑҫ шевли вылять.

Чи малтан шкул директорӗ И.А.Соловьева саламларӗ, вӗренсе тухакансене пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗпе ҫирӗппӗн утма ӑнӑҫу сунчӗ. Тӑван шкула, учительсене яланах асра тытмаллине аса илтерчӗ.

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗренӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ Н.А.Комиссарова, «Единая Россия» партин «Ҫамрӑк гвардин» вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи В.Н.Кокарев, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н. Грачева тата Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗ М.А.Илларионова шкул пӗтерекенсене саламласа тухса калаҫрӗҫ, 11-мӗш класс пӗтернӗ яшсемпе хӗрсене  малалла вӗрентӳ учрежденийӗ сенче пӗлӗве ӳстерме ӑнӑҫу сунчӗҫ. Выпускниксен ашшӗ-амӑшӗ ячӗпе И.Н.Порфирьев сӑмах илчӗ, ачасене ҫирӗп пӗлӳ пама тӑрӑшнӑшӑн учительсене тав турӗ. Класс руководителӗсем те ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ. Шкул ачисем  вӗрентекенсене  тав туса илемлӗ юрӑсем шӑрантарчӗҫ. Сыв пуллашу вальсӗ вара пурин чун-чӗрине те тыткӑнларӗ!

Каларӑмӑр ӗнтӗ, округри ытти вӑтам шкулсенче те  алла аттестат  илнине хаваслӑн паллӑ тунӑ. Сӑнӳкерчӗкре эсир Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулне  кӑҫал вӗренсе пӗтерекенсене куратӑр. Вӗсене пурнӑҫӗнчи паллӑ кун ячӗпе вӗрентекенӗсем, ашшӗ-амӑшӗ саламланӑ. Ку шкулпа кӑҫал 7 вӗренекен сывпуллашнӑ.  Вӗсем вӗреннӗ вӑхӑтра  обществӑлла  ӗҫсенче те  хастар пулнӑ, конкурссене, спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑннӑ. Малашнехи пурнӑҫра та вӗсем пултаруллӑ пуласса шанас килет.

Ну мӗнех, ӑнӑҫу сунатпӑр сире пурне те, шкул пӗтерекенсем! Сирӗн мӗнпур  ӗмӗтӗрсем ҫитсе  пыччӑр, ӑнӑҫу яланах юнашар ҫӳретӗр. Аслисен канашӗсемпе сӗнӗвӗсем пулӑшса пыччӑр.

Ангелина Иноходцева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *