Суббота, 27 апреля

Юлашки шӑнкӑрав янӑрарӗ

Юлашки шӑнкӑрав янӑрарӗ

Шкул ҫулӗсем — чи хаваслӑ та шухӑ вӑхӑт. Анчах вунпӗр ҫул хӑвӑрт вӗҫсе иртет, пӗлӳ тӗнчине пуҫласа ярса пусни, пӗрремӗш учитель, интереслӗ уроксем, пӗрле похода ҫӳренисем хыҫа юлаҫҫӗ. Сисӗнмесӗрех ачалӑхпа сывпуллашмалли самант ҫитет. Халь ӗнтӗ вӗсем ачасем мар, хӗрсемпе каччӑсем пулса тӑнӑ.

Кӑҫал пирӗн муниципаллӑ округри шкулсенче 11-мӗш класран — 146-ӑн, 9-мӗшӗнчен 272 ача вӗренсе тухаҫҫӗ. Майӑн 23-мӗшӗнче вӗсемшӗн юлашки шӑнкӑрав  янӑрарӗ.

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи уяв кадетсен илемлӗ вальсӗпе уҫӑлчӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ — вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Юрий Митюков, Германире  тата Варшава договорне кӗнӗ ҫӗршывсенче ҫар службинче пулнӑ ветерансен Чӑваш Енри обществӑлла организацийӗн ертӳҫин ҫумӗ Юрий Филиппов хутшӑнчӗҫ. Кунтан кӑҫал ҫирӗм ача алла аттестат илсе тухать. Выпускниксене чи малтанах шкул директорӗ Евгений Савельев ырӑ сунчӗ. Вӗренӳре, спортра, шкул пурнӑҫӗнче хастар пулнисене Хисеп грамотисемпе, Дипломсемпе наградӑларӗ. Ҫавӑн пекех ачасен пӗрремӗш вӗрентекенӗсем Зинаида Красновӑпа Людмила Алексеева,  класс  ертӳҫи  Наталья  Салмина, ашшӗ-амӑшӗ ячӗпе Диляра Ялюкова, уяв хӑнисем тухса калаҫрӗҫ. Аслӑ юлташӗсене пӗрремӗш класс вӗренекенӗсем те саламларӗҫ. Вӗсем пекех маттур, хастар пулма шантарчӗҫ. Выпускниксем хӑйсем те ырӑ сунакансен халалӗсене тивӗҫлӗ пулма, мӗнпур шанӑҫа тӳрре кӑларма сӑмах пачӗҫ. Ачалӑхпа, шкул пурнӑҫӗпе сывпуллашнине пӗлтерсе, сывлӑш шарӗсене  ӳпенелле вӗҫтерчӗҫ.

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи 11-мӗш класс пӗтерекенсене саламласа Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, шкул директорӗ Ирина Соловьева,  «Единая Россия» партин «Ҫамрӑк гвардин» вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи Василий Кокарев тата ыттисем те сӑмах каларӗҫ. Вӗсем  ачасене Пӗрлехи патшалӑх экзаменӗсене тытма ӑнӑҫу сунчӗҫ, тӗллевсене пурнӑҫлассишӗн тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ.

Кӑҫал шкул пӗтерекен ачасен класс ертӳҫи Зоя Чернова, Елена Пушкарева, Альбина Артемьева, Людмила Константинова пӗрремӗш учительсем каланӑ сӑмахсене чылайӑшӗ хумханса итлерӗ. Ачасен «иккӗмӗш амӑшӗ» шкулта илнӗ пӗлӳпе пурнӑҫра туллин усӑ курма, хӑйсем суйласа илнӗ профессисене алла илме, вӗрентӳ заведенийӗсене вӗренме кӗме ӑнӑҫу сунчӗ. Ашшӗ-амӑшӗсен ячӗпе Ирина Басникова сӑмах илчӗ, вӗрентекенсене ачасене тарӑн пӗлӳ, тивӗҫлӗ воспитани парас енӗпе тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тав турӗ.

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем округри, республика шайӗнчи мероприятисене ҫулталӑк тӑршшӗпех хастар хутшӑннӑ. Олимпиадӑсенче, конкурссенче, спорт ӑмӑртӑвӗсенче палӑрнӑ ачасене Хисеп грамотисемпе дипломсем парса чысларӗҫ.

Ҫак уяв кӑҫал шкул пӗтерекенсемшӗн уйрӑмах хумхануллӑ та  ҫав вӑхӑтрах савӑнӑҫлӑ кун. Вӗсем 11 ҫул ҫӳресе пӗлӳ илнӗ тӑван шкулпа уйрӑлаҫҫӗ. Ҫак ятпа янӑрарӗ те юлашки шӑнкӑрав. Унӑн сасси яланлӑхах вӗсен асӗнче упранӗ.

Вунпӗрмӗшсем шӑрантарнӑ юрӑ вӗрентекенсене тав сӑмахӗ каланӑн янӑрарӗ.

Вӗренсе тухакансене малашлӑх ҫулӗ ҫинче телей, ӑнӑҫу тата ҫутӑ кунсем сунатпӑр. 

Умра — экзаменсем, патшалӑх тӗрӗслевне ӑнӑҫлӑ тытсан вара аслӑ е ятарлӑ вӗренӳ заведенийӗсене вӗренме кайма ҫул уҫӑлать. Выпускниксене хӑйсен ӗмӗт-тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртме, ҫитӗнӳсем тума сунас килет. Ырӑ ҫул пултӑр, ҫамрӑксем!

Любовь ШУРЯШКИНА,

Ангелина ИНОХОДЦЕВА.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *