Четверг, 25 апреля

Çăкăртан асли çук

Ачаран пултăр   пирĕн асра,

Тĕпретме  юрамасть    çăкăра!

Çын пурнăçĕнче çăкăр пысăк вырăн йышăнать. Çавăнпах ун çинчен ваттисен сăмахĕсем те нумай. Чи анлă сарăлни — «Çăкăртан асли çук». Питĕ ăслă, вырăнлă сăмахсем. Темĕнле тутлă апатăн та сĕтел çинче çăкăр пулмасан тути чакать, темĕн çитмен пек туйăнать. Халĕ пирĕн ăçтан çăкăр тупас нуша çук. Лавккасене кĕрсен те çемçереххине, тутлăраххине суйлама тăрăшатпăр. Пирĕнтен чылайăшĕ çиме çăкăр пулманнипе аптранине, пĕр татăкшăн йывăр çулсенче кунĕпе ĕçленине киносем курнă, кĕнекесем вуланă тăрăх çеç пĕлет. Çавăнпа та ăна хисеплесси чакса пырать пулĕ. Анчах та çăкăрăн чăн-чăн хакне, хисепне нихăçан та çухатмалла мар. Ăна хисеплеме пирĕн, аслисен, ачасене мĕн пĕчĕкрен вĕрентмелле. Тепĕр чухне, ачасем апатланнине сăнатăн та, чун хурланать. Вĕсем çăкăрпа выляса, ăна тĕпретсе лараççĕ. Çакă ача садне  çӳрекенсем апат çинĕ вăхăтра та курăнать. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене çăкăра тирпейлĕ тытмалли пирки ăнлантарса каламасть-ши?

Эпир ача садне çӳрекенсемпе çăкăр хакĕ çинчен час-часах калаçусем ирттерме тăрăшатпăр, юмахсем вулатпăр, презентацисем йĕркелетпĕр. Пĕчĕк пĕрчĕрен  çăкăр пĕçерсе кăлариччен мĕнле ĕçсем туса ирттерни пирки тĕплĕн каласа паратпăр. Хальхинче вара, ачасем çăкăр мĕнле пиçсе сĕтел çине çитнине хăйсен куçĕпе курччăр тесе, вĕсене районти çăкăр заводне экскурсие илсе кайма шутларăмăрĕ О.П. Григорьевăпа Д.З.Зинятуллина воспитательсем тăрăшнипе ачасемпе унта çитрĕмĕр. Завод директорĕ Ф.Р.Абитов  пире ăшшăн кĕтсе илчĕ. Производство заведующийĕ Р.М.Тазетдинова ачасем валли  экскурси йĕркелерĕ. Ачасемшĕн кунта çĕнни, тĕлĕнмелли нумай пулчĕ. Вĕсем машинăпа чуста çăрнине, печенисем хатĕрленине, мармеладсем тунине, пысăк патнуссем çине хурса кăмакана пĕçерме кĕртнине хăйсен куçĕсемпе курчĕç. «Солнышко» тата «Капитошка» ушкăнсенчи ачасем пысăк туйăмсемпе, тулли кăмăлпа таврăнчĕç. Завод ĕçченĕсем вĕсене тутлă çимĕçсемпе сăйларĕç, кучченеç те парса ячĕç.

Çакăн пек мероприятисем ирттерни ачасене мĕн пĕчĕкрен çăкăр хакне туйса ӳсме пулăшасса шанатпăр. Ашшĕ-амăшĕн те килте çак çимĕç пĕлтерĕшĕ çинчен аса илтерсех тăмалла, ăна хисеплеме, тирпейлĕ тытма вĕрентмелле тесе шутлатпăр.

В.Никифорова,

«Радуга» ача сачĕн воспитателĕ.    

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *