Суббота, 27 апреля

Салаевсем парада хутшӑннӑ

Салаевсем парада хутшӑннӑ

Майӑн 1-мӗшӗнче Шупашкарта республика Пуҫлӑхӗ хутшӑннипе «Амазони» этнокомплексӗнче ӗҫ династийӗсен парачӗ иртнӗ. Комсомольскисенчен унта Асанкассинчи Тамара Васильевнӑпа Вячеслав Максимович Салаевсен, Галина Максимовнӑпа  Юрий Михайлович Виноградовсен ҫемйисем хутшӑннӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ, Салаевсен йӑхӗ пурнӑҫне педагогикӑпа ҫыхӑнтарнӑ. Вӗсен ку отрасльти пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ 500 ҫулпа танлашать.

Династие пуҫарса яраканӗ Максим Осипович пулнӑ. Хӑйӗн ӗҫ ҫулне Йӗпреҫ районне кӗрекен Эйпеҫ шкулӗнче пикеннӗ. 1939 ҫулта вӑл Хӗрлӗ ҫар ретне тӑнӑ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ участникне 1942 ҫулта хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ- пе наградӑланӑ. М.О.Салаев тӑван тӑрӑха 1947 ҫулта ҫеҫ таврӑннӑ, Горькинчи педагогика институтӗнче куҫӑн мар майпа пӗлӗвне ӳстернӗ. 1947—1963 ҫулсенче Асанкасси шкулӗнче математика, ют чӗлхесем вӗрентнӗ, директор ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. 1963—1980 ҫулсенче вара шкул директорӗн лавне туртнӑ. Ҫамрӑк ӑрӑва тарӑн пӗлӳпе тивӗҫлӗ воспитани парас ӗҫре вӑл 42 ҫул вӑй       хунӑ.

Максим Осиповичӑн мӑшӑрӗ те, Анна Дмитриевна, вӗрентекенӗн пархатарлӑ та сӑваплӑ профессине суйласа илнӗ. Патӑрьелӗнчи педагогика училищине пӗтерсен пирваях Нӗркеҫри пуҫламӑш вӑтам шкулта икӗ ҫул вӗрентнӗ. Асанкассинчи 7 ҫул вӗренмелли шкулта А.Д.Салаева тивӗҫлӗ канӑва кайичченех кӗҫӗн классене пӗлӳ панӑ. Мӑнукӗ Людмила    та вӗрентӳ ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ.

Мӑшӑрӗпе, Максим Осиповичпа, иккӗшӗ 6  ача ҫуратса ӳстернӗ. Вӗсенчен  пиллӗкӗшӗ — Галина, Тамара, Нина, Анатолий тата Вячеслав — ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ. Тӑван шкулӗнче вара вӗсен ывӑлӗпе кинӗ, Вячеслав Максимовичпа Тамара Васильевна, династи ӗҫне малалла тӑсаҫҫӗ. Ыттисем Шупашкарта, Мускавра ӗҫлеҫҫӗ. 

Вячеслав Салаев ҫинчен калас пулсан — вӑл тӗрлӗ енлӗ аталаннӑскер. Маларах Шупашкарти энерготехникумран, Чӑ-ваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Чун-чӗри ачасемпе ӗҫлеме туртнӑ пирки, ученӑй-агроном пӗлӗвне илнӗскер Асанкасси шкулӗнче ӗҫ урокӗсене ертсе пыма пуҫлать. Ӗҫленӗ хушӑрах И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн художествӑпа графика факультетне куҫӑн мар майпа пӗтернӗ. Хальхи вӑхӑтра аслӑ категориллӗ учитель технологи, ИЗО, черчени урокӗсене ертсе пырать. Ку ҫеҫ те мар, кружокра арҫын ачасене хут ҫӗленсем, авиаци моделӗсем тума хӑнӑхтарать. Музыка тӗнчи те ют мар пуян чунлӑ ҫыншӑн, Вячеслав Максимович сӗрме купӑспа ӑста вылять.  Пултаруллӑ арҫын «Каҫал» халӑх фольклор ансамбльне те ҫӳреме вӑхӑт тупать. Мӑшӑрӗ вара, Тамара Васильевна, пуҫламӑш класс ачисене ӑс-тӑн парать. Вӑл та И.Я.Яковлев ячӗллӗ педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.    

Тамара Васильевнӑпа Вячеслав Максимовичӑн ывӑлӗ Вадим та  пединститутра музыка енӗпе пӗлӳ илнӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл «Атӑл» ҫыхӑну батальонӗн йышӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать.

Нина Моисеевна Салаева (Чапрасова) — Вячеслав Максимовичӑн иккӗмӗш сыпӑкри аппӑшӗ. Вӑл Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ, Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищисенче хорпа дирижер уйрӑмне пӗтернӗ. Чылай ҫул тӑван ялти шкулта музыка учителӗнче тӑрӑшнӑ. Хастар ӗҫшӗн Нина Моисеевна ЧР Вӗрентӳ министерствин Хисеп грамотине, «Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» паллӑна илме тивӗҫнӗ. 

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *