Салтаксем валли —  ҫуртасем

Салтаксем валли —  ҫуртасем

Хырай ,нел вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене малалла пулӑшаҫҫӗ. Ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ ӑшӑ тумтир, апат-ҫимӗҫ пуҫтарнӑччӗ. Нумаях пулмасть вара шкулти волонтерсем блиндаж ҫуртисем хатӗрлерӗҫ. Мӗн кирлине — консерва банкисем, картон, ӑвӑс (воск) — килӗсенчен илсе килчӗҫ. Ку ӗҫ ачасемшӗн ҫӗнӗлӗх пулсан та, ӑна хӑвӑрт хӑнӑхрӗҫ.

Паянхи кун ҫакӑн пек ҫуртасем салтаксене питӗ кирлӗ. Вӗсем 4-8 сехет таран ҫунма пултараҫҫӗ.  Ҫавӑн пекех вӗсемпе усӑ курса апат е шыв ӑшӑтма та, атӑ-пушмака типӗтме те пулать. Ҫуртасем тӗтӗм кӑлармаҫҫӗ, тыткалама та меллӗ.

Шкул ачисем хӑйсем хатӗрленӗ ҫуртасене салтаксем патне ҫитерме Александровка территори уйрӑмӗн начальникне Л.А. Поляковӑна пачӗҫ.

С.Петрова,

социаллӑ педагог.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *