«Химпромра» пулса  курнӑ

Ют ҫӗршывсенчен илсе килекен продукцисене хамӑр патрах тума тӑрӑшмалла. Ҫакӑн ҫинчен Раҫҫей Президенчӗ В.Путин та, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ О.Николаев та тӑтӑшах палӑртаҫҫӗ. Ҫӗршыв экономикине аталантарас тӗлӗшпе хамӑрӑн промышленность предприятийӗсене тулли хӑватпа ӗҫлеттерсе ямалла. Шел пулин те, завод-фабрикӑсенче рабочи профессиллӗ ӗҫченсем ҫитменни пирки пӗлтерӳсем асӑрхама пулать. Ҫамрӑксене хулари предприятисемпе паллаштарас тӗллевпе  Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче «Турникетсӑр эрне» акци ирттереҫҫӗ. Унта пирӗн округри Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче 10-мӗш «а» класра вӗренекенсем те хутшӑнма шутларӗҫ.

Ҫак кунсенче вӗсем кунти «Химпром» производство комбинатне ҫитсе курчӗҫ. Экскурси заводӑн пурнӑҫне, ӗҫӗ-хӗлне, историне кӑтартса паракан видеофильма курнинчен пуҫланчӗ. Малалла вӗренекенсем музейя кӗчӗҫ.  Унти экспонатсемпе паллашнӑ май «Химпром» завод мӗнле пуҫланса кайнинчен пуҫласа унӑн аталанӑвӗн ҫул-йӗрӗ тӑрӑх утса тухрӗҫ.

Заводри рабочисем ӗҫ вӑхӑтӗнче усӑ куракан ятарлӑ тумтир те, хӳтӗлев хатӗрӗсем те интереслентерчӗҫ ачасене.

Предприяти нумай тӗрлӗ продукци кӑларать.  Вӗренекенсем хими хутӑшӗсемпе автомобиль тунӑ ҫӗрте, ылтӑн кӑларнӑ чухне, йӑла пулӑшӑвӗнче  тата халӑх хуҫалӑхӗн ытти отраслӗсенче анлӑ усӑ курни пирки пӗлчӗҫ. Таварсем хамӑр ҫӗршывӑн  ытти кӗтесӗсенче вырнаҫнӗ  предприятисем тӑрӑх саланаҫҫӗ, ют патшалӑхсене те каяҫҫӗ.

«Химпром» пысӑк лаптӑкра вырнаҫни те, унта нумай тӗрлӗ специальность илнӗ ҫынсем ӗҫлени те тӗлӗнтерчӗ. Вӗренекенсем экскурсирен нумай ҫӗннине пӗлсе таврӑнчӗҫ. Ачасемпе ҫавӑн пек ҫулҫӳревсем йӗркелени вӗсене предприятисенчи ӗҫ условийӗсемпе хӑйсен куҫӗсемпе курса паллашма май парать. Вӗсене ҫитсе курнӑ хыҫҫӑн тен, ачасенче промышленность предприятийӗсенче ӗҫлес туртӑм та ҫуралӗ.

Петр Родионов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *