Суббота, 27 апреля

Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать

Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать

Иртнӗ ҫул Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗ 135 ҫул тултарчӗ. Ҫак ҫулсенче вӑл пиншер ачана вулама-ҫырма вӗрентсе пӗлӳ тӗнчине илсе кӗнӗ. Паянхи кун та  шкулти педагогсем  ачасене вӗрентнипе пӗрлех тивӗҫлӗ воспитани парассине тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне вӗренекенсем тӗрлӗ енлӗн аталанччӑр тесе те тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсен тавракурӑмне аталантарса пыраҫҫӗ.

Коллектива С.В.Антонова директор чылай ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пырать. Вӑл вӗрентекенсемпе пӗр чӗлхе тупса  умма лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлас тесе ҫине тӑрса ӗҫлет. Пултаруллӑ учительсене хавхалантарса, ҫамрӑксене пулӑшса пыма тӑрӑшать. Светлана Васильевна шкул пурнӑҫне ҫӗнӗлӗхсем кӗртес енӗпе нумай тимлет.

Ачасене пӗлӳ парассин пахалӑхӗшӗн, педагогика ӗҫӗ-хӗлӗшӗн директорӑн вӗрентӳ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Н.И.Смирнова яваплӑ. Вӑл та хӑйӗн ӗҫне пӗлсе те тӑрӑшса пурнӑҫлать. Унӑн сӗнӗвӗсемпе канашӗсем вӗрентекенсене тата та тӑрӑшӑрах вӑй хума хистеҫҫӗ. Надежда Ильинична ачасем шкулта тарӑн пӗлӳ илччӗр тесе чӑннипех те нумай ӗҫлет.

Директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗн Н.К.Кашинан пуҫарӑвӗпе тӑтӑшах тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Вӗсене вӗренекенсене ытларах явӑҫтарас тесе Надежда Кузьминична ҫине тӑрса тӑрӑшать. Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче ачасем «Орленок-лидер», «Орленок-хранитель исторической памяти», «Оленок-мастер», «Орленок-эрудит», «Орленок-спортсмен», «Орленок-доброволец», «Орленок-эколог» вӗрентӳ тренчӗсемпе ирттернӗ мероприятисене хастар хутшӑнчӗҫ.

Пирӗн вӗренекенсем шкулта илнӗ пӗлӗве муниципалитет,    республика, Раҫҫей шайӗнчи конкурссемпе олимпиадӑсенче те тӗрӗслесе пӑхаҫҫӗ. Акӑ, кӑҫал 7-мӗш класра вӗренекен Ксения Анисимова обществознани предмечӗпе шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадин муниципалитет тапхӑрӗнче призер пулса тӑчӗ. Снежана Ильина округра иртнӗ «Живая классика» конкурсра палӑрчӗ.

Шкул ачисем тӗрлӗ темӑсемпе проектсем хатӗрлес енӗпе те тимлеҫҫӗ. Вӗсен ӗҫӗсем ҫулсеренех округра малти вырӑнсем йышӑнаҫҫӗ. Кӑҫал Ксения Анисимова географипе, Яна Яндровӑпа Августина Родионова «Тӑван тавралӑх» предметпа округ шайӗнче мала тухрӗҫ. 7-мӗш класс вӗренекенӗ Николай Лисин физика фестивалӗнче «Творчество» номинацире 1-мӗш вырӑн йышӑнчӗ.

Спорт сывлӑх ҫӑлкуҫӗ тетпӗр те, шкулта ку енӗпе пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Р.В.Сапожникова вӗрентекен ертсе пынипе ҫамрӑк спортсменсем округ, республика шайӗнчи ӑмӑртусене тӑтӑшах хутшӑнаҫҫӗ, лайӑх кӑтартусемпе савӑнтараҫҫӗ. Шкулти ҫамрӑк армеецсем «Орленок» ҫарпа спорт вӑййисенче «Силовая гимнастика» тата «Строевая подготовка» конкурссенче палӑрчӗҫ. Ҫӑмӑл атлетикӑпа республика Кубокӗшӗн пынӑ ӑмӑртусен пӗрремӗш тапхӑрӗнче Николай Лисин 1-мӗш, Саша Алексеев 3-мӗш вырӑнсем йышӑнма пултарчӗҫ.

В.А.Васильева вӗрентекен 3-мӗш класс ачисем кӑҫал курӑмлӑ ҫитӗнӳсем тунине палӑртма кӑмӑллӑ. Вӗсем республикӑри «Туслӑх хӗлхемӗсем» конкурсра «Халӑх вӑййисем» номинацире призерсем пулса тӑчӗҫ. Егор Тихонов «Хусанкай вулавӗсем» фестивальте палӑрчӗ.

9-мӗш класра пӗлӳ илекенсенчен республикӑри «Взлет» творчество фестивалӗнче Снежана Ильина  иккӗмӗш, «Театральные посиделки» ушкӑн виҫҫӗмӗш степеньлӗ дипломантсем пулса тӑчӗҫ. Вӗсене С.С.Наумов вӗрентекен хатӗрленӗ.

Пирӗн шкулта театр ӗҫлет. Ӑна пултаруллӑ вӗрентекен Р.П.Антонова ӑнӑҫлӑ ертсе пырать. Вӑл хӑй те чӑвашла пьесӑсем ҫырать, вӗсене ачасемпе сцена ҫине кӑларма хатӗрлет.  Пуҫаруллӑскер, шкулта пукане театрӗ йӗркелерӗ. Вӗсем Г.Луч пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльпе округ шайӗнчи конкурса та хутшӑнчӗҫ.

Вӗренекенсем  Раҫҫей, тӗнче шайӗнчи мероприятисене хутшӑнни вӗрентекенсене савӑнтарать, ачасене вара хавхалантарать. Акӑ, Оля Орешкина (5-мӗш класс) аппликацисемпе алӗҫӗн «Веселая масленица» конкурсӗнче 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗ. 7-мӗш класра пӗлӳ илекен Олеся Орешкина        «Спасибо деду за Победу» конкурсра «актерское мастерство» номинацире 1-мӗш степеньлӗ лауреат пулса тӑчӗ. Пӗтӗм тӗнчери «Золотое руно» вӑйӑ-конкурсра Кристина Северова 1-мӗш, Лизавета Петрова 4-мӗш вырӑнсем йышӑнма пултарчӗҫ.

Кӗҫӗн Ҫӗр-пӳел вӑтам шкулӗнче тӑрӑшакан вӗрентекенсем аслӑ ӳсӗмри учительсене ырӑпа асӑнаҫҫӗ,  вӗсенчен тӗслӗх илсе пыраҫҫӗ. Кӑҫал Раҫҫейре Педагог тата наставник ҫулталӑкӗ пулнӑ май, пирӗн шкулта нумай ҫул тӑрӑшса ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ ветерансене те палӑртса хӑварасшӑн.  А.Д.Соловьева, З.В.Емельянова, Е.Н.Щетинкина, К.Н.Акчурина, Ф.Я.Григорьев, З.А.Иванова вӗрентнӗ ачасем халӗ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине  тухнӑ, халӑх хуҫалӑ- хӗнче ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыраҫҫӗ, хӑйсене пӗлӳ панӑ учительсене чӗререн тав тӑваҫҫӗ.

Шкулта ӗҫлекенсен тӗллевӗ — ачасене тарӑн пӗлӳ панипе пӗрлех вӗсене тӗрлӗ енлӗн аталанма пулӑшасси, тивӗҫлӗ воспитани парса ҫӗршывӑн чӑн-чӑн гражданинӗ туса кӑларасси.  Эпир, паянхи вӗрентекенсем, ачасене шкулта вӗренме интереслӗ пултӑр тесе тӑрӑшӑпӑр. Вӗсем шкул саккинченех хӑйсене пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче кирлӗ пулакан пӗлӳпе хӑнӑхусене илме пултарччӑр.

Татьяна Максимова,

Сергей Наумов,

вӗрентекенсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *