Ӑмӑртӑва йыхравлатпӑр!
Октябрӗн 7-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче «Каҫал ен» хаҫат парнисемшӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе эстафетӑлла ӑмӑртусем йӗркелеҫҫӗ.
Унта кӑмӑл пуррисем пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Тупӑшусем ушкӑнпа пулаҫҫӗ.
Программӑра: 1-мӗш ушкӑн — «Спорт ҫемйисем». Командӑра ашшӗ, амӑшӗ, 8 ҫул тултарнӑ ача. Вӗсен черетпе 400 метра, 300 метра, 100 метра парӑнтармалла пулать.
2-мӗш ушкӑн — пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулсем. Командӑра 8—9-мӗш классенче вӗренекенсем. 3 арҫын ача, 3 хӗр ача, пурте 400 метра чупаҫҫӗ.
3-мӗш ушкӑн — вӑтам шкулсем. Командӑра 10—11-мӗш классенче вӗренекенсем. 3 арҫын ача, 3 хӗр ача, пурте 400 метра чупаҫҫӗ.
4-мӗш ушкӑн — вӑтам шкулсем. Командӑра 8—9-мӗш класра вӗренекенсем. 3 арҫын ача, 3 хӗр ача, пурте 400 метра чупаҫҫӗ.
5-мӗш