Тĕрлĕ мероприятие çитме пулать

Тĕрлĕ мероприятие çитме пулать

«Пушкин картти» — çамрăксене паракан ятарлă банк картти. Унпа усă курса театрсемпе музейсене, куравсемпе концертсене валли билет туянма пулать. Карттăна 14 çултан пуçласа 22 çулхи çамрăксем илме пултараççĕ. Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче çак карттăна илсен кĕтнĕ культура мероприятине çăмăллăнах лекме пулать. Проекта сентябрĕн 1-мĕшĕнче ĕçе кĕртнĕ, унтанпа хăшĕ-пĕрисем унпа усă курма ĕлкĕрчĕç те ĕнтĕ.
Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче вĕренекенсем те çак карттăна илме пултарчĕç. Çав шутра эпĕ те ăна илме шухăшларăм. Халĕ манăн карта çинче 3 пин тенкĕ. 2022 çулта ку суммăна 5 пин тенкĕ таран ÿстересшĕн. Ман шутпа, çамрăксемшĕн, вĕсен ашшĕ- амăшĕшĕн ку питĕ курăмлă пулăшу. Çапла майпа культура мероприятийĕсене укçа-тенкĕ тăкакламасăрах кайса курма пулать-çке.
Кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче эпĕ Чăваш патшалăх пукане театрне, Чăваш патшалăх çамрăксен театрне кайма ĕмĕтленнĕччĕ. Анчах та хаяр вирус алхасса кайнипе çак ĕмĕт пурнăçа кĕмерĕ. Апла пулин те, эпир, шкул ачисем, тĕнчери лару-тăру йĕркеленессе, «Пушкин карттипе» усă курса хамăрăн тавракурăма анлăлатма майсем пуласса шансах тăратпăр.
Ксения Данилова,
9-мĕш класс.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *