Пӗр професси, пӗр шӑпа
Шкул вӑл - иккӗмӗш кил, тесе каланине час-часах илтме пулать. Александровка вӑтам шкулӗнче вӑй хуракан Лариса Макаровнӑпа Сергей Витальевич Антоновсемшӗн шкул чӑнах та иккӗмӗш кил пулса тӑнӑ. Талантлӑ та пултаруллӑ педагогсем ачасене пӗлӳ парас ӗҫре 40 ҫула яхӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсен професси ҫул-йӗрӗ пӗтӗмпех тӑван шкулпа ҫыхӑннӑ. Нумаях пулмасть мӑшӑр пӗр ҫемье чӑмӑртанӑранпа 35 ҫул ҫитнине уявланӑ. Ҫак хушӑра вӗсем хӑйсен ачисене ҫеҫ мар, выпускниксен темиҫе ӑрӑвне ҫитӗнтернӗ, педагогсен династийӗ пулса тӑнӑ.
Сергей Витальевич Йӑлмахва ялӗнче кун ҫути курнӑ. Шкултан лайӑх паллӑсемпе вӗренсе тухса Н.Г.Чернышевский ячӗллӗ Саратоври патшалӑх университечӗн истори факультетне вӗренме кӗнӗ. Дипломлӑ специалист пулса тӑван района таврӑннӑранпах вӑл Александровка шкулӗнче ачасене истори, обществ











































































































































