Пятница, 19 апреля

Пысăка хурса хакланă

Кăçалхи хĕл кунĕсенче Хырхĕрри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕнче пĕлÿ илекен Александра Филипповăпа Дарья Порфирьева Л.Г.Белкова вожатăй ертсе пынипе агитациллĕ кĕске роликсем ÿкернĕччĕ. Унпа вĕсем республика шайĕнче иртнĕ «Лучший агитационный ролик на тему пожарной безопасности в социальных сетях» конкурса хутшăнчĕç. Хĕр ачасен хăйсен ĕçĕнче пушар хăрушлăхĕнчен асăрханас, кăткăс лару-тăрура халăха кирлĕ пек тытма хăнăхтарас тата Интернет урлă ОБЖ предметне вĕрентес ыйтусене кăтартса памалла пулнă.
Пĕлÿ кунĕ умĕн конкурса килнĕ ĕçсене Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин республикăри тĕп управленийĕн, Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар сыхлавĕн обществин сотрудникĕсем тата республикăри Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин ĕçченĕсем пăхса тухнă. Вĕсем маттур вĕренекенсен ĕçне пысăка хурса хакланă, парнесем парса чысланă.
Саша тата Даша халĕ улттăмĕш класа çÿреççĕ. Вĕсем вĕренÿре те, обществăлла ĕçре те маттур. Шкулти çамрăк пушарниксен дружинин ĕçне хастар хутшăнаççĕ. Малашне те хĕр ачасем пултаруллă пуласса шанса тăратпăр.
Л.БЕЛКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *