Тĕп тĕллев – чиртен хÿтĕленесси

Тĕп тĕллев – чиртен хÿтĕленесси

Çĕршывра коронавирус чирĕ алхасни призыв кампанийĕн ĕçĕ-хĕлне те пырса тиврĕ. Çапах та чир сарăласран çирĕп асăрханни лару-тăрăва йĕркере тытма, ума лартнă тĕллевсене çирĕппĕн пурнăçлама пулăшса пырать. Çак тата ытти темăсене хускатса пирĕн корреспондент Чăваш Республикин çар комиссарĕпе Бахтиер Холиковпа дистанци мелĕпе çыхăнса ыйтусем çине хуравсем илчĕ.
— Хисеплĕ Бахтиер Махмаджонович, 2021 çулхи кĕрхи призыв кампанийĕ çинче чарăнса тăрсамăр. Коронавируспа çыхăннă эпидемиологи лару-тăрăвĕ мĕнле шайра?
— Çĕршывра иккĕмĕш çул коронавирус чирĕ алхаснă май республикăри пур çар комиссариатĕнче те санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне çирĕп пăхăнаççĕ. Ку условинче ĕçлес опыт пур. Инфекцирен сыхланас йĕркене мала хурса пулас салтаксемпе ĕçлеме вакцинаци витĕр тухнă специалистсене анчах шаннă. Пирĕн тĕп тĕллев — призывниксен тата çар çыннисен хушшинче инфекци сарăлассинчен упранасси.
— Пулас салтак служба вырăнне çитичченех хÿтлĕхлĕ…
— Çапла. Çамрăка вырăнти призыв пунктĕнчен ятарласа уйăрнă, дезинфекци туса тасатнă автомашинăсемпе /кунтах хÿтлĕх хатĕрĕсемпе тивĕçтереççĕ/ пуçтарăнмалли пункта илсе çитереççĕ. Экспресс-анализ витĕр тухсан республикăри пуçтарăнмалли пункт урлă дезинфекциленĕ ятарлă вакунсенче палăртнă çар чаçĕсене илсе каяççĕ. Вырăна çитсен призывниксене каллех тепĕр хут тест витĕр кăлараççĕ, малтанлăха вĕсем 2 эрнелĕх карантинра пулĕç. Çакă йăлтах салтаксене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе тата вĕсен сывлăхне упрассипе çыхăннă.
— Призывниксем хушшинче коронавирус чирĕнчен прививка тунисем чылайăн-и?
— Ун пеккисем сахал мар. Вакцинаци витĕр тухма кашни гражданинăн ирĕк пур. Хăйсен кăмăлĕ пулсан, ыттисене çар чаçĕнче прививка тăваççĕ.
— Кăçал çулла тĕп хулари Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ кадет корпусĕнче çар училищисене вĕренме каякан кандидатсенчен экзаменсем йышăнакан комисси ĕçлерĕ. Ăна та чир сарăласран асăрханас тĕллевпе йĕркелерĕç пулĕ…
— Тĕрĕс. Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин 2021 çулхи июнĕн 18-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, çар вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕрекен кандидатсенчен экзаменсене кăçал пуçласа вырăнсенче йышăнчĕç. Çĕршыври мĕн пур çар вĕренÿ шкулĕсенчи ушкăнсем вырăнта пулса çамрăксен професси тата психологи хатĕрленĕвĕн, ÿт-пÿ çирĕплĕхĕн шайне тĕрĕслерĕç.
Çакна та палăртар. Çар училищисене Чăваш Енрен çулсерен 125—130 яшпа хĕр вĕренме кĕрет. Ытларахăшĕ Мускаври тата Санкт-Петербургри заведенисене туртăнаççĕ. Шел пулин те, экзамен тытнă вăхăтра коронавируспа чирленине пула кăçал чылайăшĕ хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлаймарĕ. Сывалнă хыççăн çамрăксен пысăк пайĕ çар комиссариатне пырса хăйне çара яма ыйтрĕ. Салтак тивĕçне пурнăçланă вăхăтра çар вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕме ансат — вĕсемшĕн конкурс çук.
— Чăваш Ен йĕкĕчĕсене ытларах хăш регионти çар чаçĕсене яраççĕ?
— Çĕршывăн кирек хăш чаçне те яратпăр. Ку чухне вĕсен кăмăлне те шута илетпĕр. ВДВ, космос çарне, тинĕс-çар флотне каякансем йышлă. Юлашки çулсенче пирĕн салтаксем Хĕвел Анăçри çар округне лекеççĕ. Мускаври, Санкт-Петербургри, ытти хулари çар чаçĕсенче служба ирттереççĕ. Призывниксен йышĕнче 18—21 çулсенчи яшсем ытларах. Паллах, 24—26-рисем те пур.
Палăртма кăмăллă, тĕрлĕ чаçре службăра тăракан ентешсем яланах пысăк хисепре, вĕсем пирки ырă хыпарсем анчах килеççĕ. Тав çырăвĕсенче командирсем пирĕн яшсем сывлăхлă та çирĕп кăмăллă, яваплă та таса чунлă салтак пулни пирки хыпарлаççĕ. Кунта, паллах, республикăра халăха сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, унăн сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе тĕрлĕ программăсем пурнăçланса пыни те пысăк витĕм кÿ-рет. Уйрăмах пулас салтаксене тимлĕх уйăраççĕ. Ырă тĕслĕх куç умĕнче. Çулран çул çамрăксем анчах мар, аслă çулхисем те ГТО нормисене туллин тултарса пыни пире савăнтарать.
— Ыранхи салтаксенчен чылайăшĕ çулленех ДОСААФ шкулĕнче вĕренет. Асăннă шкул каччăсене чылай çул çар специальноçĕсене вĕрентес енĕпе ăнăçлă ĕçлет. Унта вĕренме кĕрес тесен ăçта пымалла çамрăкăн?
— Ку шкулта вĕренес кăмăллисен чи малтанах вырăнти çар комиссариатне пырса çакăн пирки пĕлтермелле. Чăваш Енри ДОСААФ шкулĕнче С, Д, Е категориллĕ транспорт хатĕрĕсен водителĕ- сене, парашютист-водителе вĕренме майсем пур. Вĕренÿ тÿлевсĕр. Водитель профессине илес пулсан, вăл çар чаçĕсенче анчах мар, вырăнта та кирлĕ професси.
— Хăш граждансен тĕлĕшĕпе çар службине илессине /отсрочка/ каярах хăвараççĕ?
— Сывлăх тĕлĕшĕнчен палăртнă требованисене тивĕçтермен граждансене çара ямаççĕ. Çавăн пекех йывăр лару-тăрури çемьери çамрăка /призывниксăр пуçне чирлĕ çывăх тăванне пăхма урăх çын пулмасан/ çартан вăхăтлăх хăтараççĕ. Патшалăх аккредитацийĕ пур вĕренÿ учрежденийĕсенче куçăмлă майпа вĕренекен студентсем те отсрочка илеççĕ.
Е.ПЕТРОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *