«Уҫӑ урок – 2023» фестиваль иртрӗ

«Уҫӑ урок – 2023» фестиваль иртрӗ

Ҫулсеренех  районта  чӑваш чӗлхи тата литература вӗрентекенӗсен уҫӑ урок фестивальне ирттересси йӑлана кӗчӗ.   Мартӑн 14-мӗшӗнче Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен  район  шайӗнчи «Уҫӑ урок — 2023» XIX фестивалӗ иртрӗ.   Ӑна Раҫҫейри Педагог тата наставник,   Чӑваш Республикинчи  Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне  халалланӑ.

Фестивалӗн тӗп тӗллевӗ — шкул ачисен вӗренӳ пахалӑхне ҫӳлерех ҫӗклесси тата вӗрентӳре  ҫӗнӗ мелсемпе,  меслетсемпе ӗҫлекен учительсен ӑсталӑхӗпе  паллашасси.

Мероприятие вӗрентекенсем хастар хутшӑнчӗҫ,  чӗлхепе тата литературӑпа уҫӑ уроксем ирттерчӗҫ.  4-мӗш класра вӗренекенсем Т. Ю. Ермолаева вӗрентекенпе М. Ухсай ҫырнӑ «Услан кайӑк» юмаха вуласа тишкерчӗҫ.  «Сахал сӑмахпа та нумай калама пулать» урокра Т. А. Шингалова 5-мӗш класс ачисене ваттисен сӑмахӗсенчи тӑван халӑхӑн тарӑн та пуян ӑсӗ,  шухӑшлавӗ пуррине ӑнлантарчӗ.  Л.И. Никифорова  тата Н. В. Филиппова  6-мӗш класра «И. Я. Яковлев тата Л. Н. Толстой — аслӑ вӗрентекенсем» бинарлӑ урокра чӑваш тата вырӑс халӑхӗн аслӑ вӗрентекенӗсен пурнӑҫ ҫулӗпе ӗҫ-хӗлне танлаштарнӑ стена хаҫачӗ кӑларчӗҫ,  тишкерсе пӗтӗмлетӳсем турӗҫ.  7-мӗш класра вӗренекенсемпе Н. И. Плеткина ирттернӗ «Пул ӑслӑ,  тавҫӑруллӑ» вӑйӑ-урокра ыйтусем ҫине тайӑнса пӗр хатӗрленмесӗр ҫыхӑнуллӑ каласа пама хӑнӑхтарасси тӗп вырӑн йышӑнчӗ.  «Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе» вӑйӑ-урокра Л. П. Абрамовӑпа С. Г. Индюкова 8-мӗш класс ачисене тӗрлӗ вӑйӑсем выляттарса тӑван чӗлхене юратса вӗренме хавхалантарчӗҫ.  С. А. Жукова «Кӗсье кӗнеки» ятпа ӑсталӑх урокӗ кӑтартса пачӗ.  Чӑннипех те ачасене кӑсӑклантарас тесе темле мел те шыраҫҫӗ вӗрентекенсем.  Тӗрлӗ темӑпа ӳкер- чӗксем ӳкерсе сӑрлама,  словарь ӗҫӗсем тума та питӗ меллӗ иккен кӗсье кӗнеки.

Уроксемсӗр пуҫне  вӗрентекенсем хӑйсен тата ачасен  пултарулӑхӗсемпе те паллаштарчӗҫ.  Тӗрлӗ ӗҫ пулчӗ кунта: урок планӗсем,  презентацисем,  сценарисем,  тӗпчев ӗҫӗсем,  ӳкерчӗксем,  чӑваш тӗррисем,   онлайн-олимпиада валли ыйтусем те хатӗрлеме пултарнӑ.

Фестиваль тухӑҫлӑ иртрӗ,  пуриншӗн те усӑллӑ пулчӗ.  Уроксен содержанийӗ пуян та кӑсӑклӑ,  ҫӗнӗ технологисемпе,  мелсемпе,  ӑслайсемпе тухӑҫлӑ усӑ курни палӑрчӗ.

Юлашкинчен хӑнасене Аслӑ Чурачӑк шкулӗн вӗренекенӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарса пурне те хӑйсен тыткӑнне илчӗҫ.

Вӗрентекенсене малашне те фестиваль-конкурссене хутшӑнса хӑйсен ӑсталӑхне ӳстерсе пыма хавхалану сунатпӑр,  чӗлхемӗрӗн малашнехи кун-ҫулӗ вӑрӑм пуласса шанса пурне те саламлатпӑр,  малалла та тӑрӑшса ӗҫлеме  вӑй-хал хушӑнтӑр.

Л. Никифорова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *