Ӑмӑртӑва йыхравлатпӑр!
Октябрӗн 10-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче «Каҫал ен» хаҫат парнисемшӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе эстафетӑлла ӑмӑртусем иртеҫҫӗ, ҫуллахи спорт сезонӗ хупӑнать.
Унта кӑмӑл пуррисем пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Тупӑшусем тӗрлӗ ушкӑнсенче пулаҫҫӗ.
Программӑра: 1-мӗш ушкӑн — «Спорт ҫемйисем». Командӑра ашшӗ, амӑшӗ, 9 ҫултан кӗҫӗнрех ача. Вӗсен черетпе 400 метра, 300 метра, 100 метра парӑнтармалла пулать.
2-мӗш ушкӑн — тӗп шкулсем. 3 арҫын ача, 3 хӗр ача, пурте 400-шер метра чупаҫҫӗ.
3-мӗш ушкӑн — вӑтам шкулсем. Командӑра 10—11-мӗш классенче вӗренекенсем. 3 арҫын ача, 3 хӗр ача, пурте 400-шер метра чупаҫҫӗ.
4-мӗш ушкӑн — предприятисемпе организацисем, учрежденисем, территори уйрӑмӗсем: 2 арҫын, 2 хӗрарӑм, пурте 400-шер метра чупаҫҫӗ.
























































































































