Воскресенье, 5 мая

Вӗренӳре тӑрӑшуллӑ, спортра путаруллӑ

«Ҫамрӑксене — малашлӑх, ватӑсене — хисеп» текен каларӑш кирек хӑш ӗмӗрте пурӑнсан та хӑй пӗлтерӗшне ҫухатмасть. Паянхи наукӑпа техника аталаннӑ вӑхӑтра пирӗн хушӑра пултаруллӑ та хастар яш-кӗрӗм ҫитӗнни уйрӑмах паха. Ҫавӑн пек хӗрсенчен пӗри вӑл — Комсомольски  2-мӗш вӑтам шкулӗнче 9-мӗш «к» класра пӗлӳ илекен Элина Тумаланова.

Вӗрентекенсем те, тантӑшӗ-сем те хӗр ҫинчен ырӑ сӑмахсем ҫеҫ калаҫҫӗ. Шкулти пур предмета та Элина юратса вӗренет, уроксене тӗплӗн хатӗрленсе килет. Темӑна лайӑхрах ӑнланас тесе хушма материалсемпе те паллашма тӑрӑшать. Тӑрӑшулӑхне кура тавракурӑмӗ те, пӗлӗвӗ те ӳссех пырать. Ҫакӑ ӑна  тӗрлӗ конкурссенче, смотрсенче, фестивальсенче, конференцисенче, олимпиадӑсенче ҫитӗнӳсем тума май парать. Акӑ, 2019 ҫулта вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисен олимпиадинче  математикӑпа призерсен шутне кӗнӗ, 2021 ҫулта вара астрономи предмечӗпе малтисен йышӗнче пулнӑ, ОБЖ, экологи, физика предмечӗсемпе ҫӗнтернӗ. Маттур хӗр ача 2022 ҫулта вара математика, экономика, физика предмечӗсемпе лайӑх пӗлӳпе палӑрнӑ, вырӑс чӗлхипе ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Кӑҫал та вӗрентекенсем унран ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем кӗтеҫҫӗ.

Хӑйне тӗрлӗ енлӗ аталантарнӑ Э.Тумаланова вӗренӳпе ҫыхӑннӑ тупӑшусенче ҫеҫ мар палӑрать. 2020 ҫулта вӑл «Кто они — ветераны войны и пенсионеры;», 2022 ҫулта «Без срока давности» сочиненисен районти конкурсӗсенче мала тухнӑ. Ҫакӑ Элина сӑмах илемне туйнине, хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне витӗмлӗ кӑтартма пултарнине ҫирӗплетет.

Пултаруллӑ хӗр акӑлчан чӗлхипе «British Bulldoq» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра 2020, 2022 ҫулсенче дипломсем ҫӗнсе илнӗ. Унӑн Пӗтӗм тӗнчери «Золотое руно», «Пегас», «Кенгуру», «Русский медвежонок — языкознание для всех», «Астра», «Чувашская ласточка» тата ытти конкурссене хутшӑнса лайӑх енчен палӑрнине ӗнентерекен сертификатсем пур. Ҫакӑ вӗренекен хӑйне тӗрлӗ енчен тӗрӗслесе пӑхма тӑрӑшнине кӑтартса парать.

Элина Пӗтӗм Раҫҫейри «Молодая гвардия Единой России» обществӑлла организацин вырӑнти уйрӑмӗн хастар членӗ те. Вӑл округри волонтер юхӑмне аталантарас ӗҫре тӑрӑшуллӑ ӗҫлесе пырать, тантӑшӗсемпе пӗрле субботниксене тата ытти ыркӑмӑллӑх ӗҫӗсемпе акцийӗ- сене хастар хутшӑнать.

Спортран та айккинче тӑмасть Э.Тумаланова. Шкулта, район шайӗнче йӗркелекен ӑмӑртусенчен пӗртте юлмасть. Акӑ, 2019 ҫулта вӑл районта иртнӗ «Спорт — формула успеха» фестивальте шывра ишес енӗпе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӗртӑван Зубаревсен ячӗпе йӗркеленӗ ҫӑмӑл атлетикӑн виҫӗ енлӗ ӑмӑртӑвӗнче те, Чулхула облаҫӗнче пулнӑ акватлон тупӑшӑвӗнче те вӑл чи малти вырӑна алӑран вӗҫертмен. Пикен спортра тунӑ пур ҫитӗнӗвне асӑнса та пӗтереймӗн. Хамӑр тӑрӑхра ҫеҫ мар, ытти хуласемпе облаҫсенчи ӑмӑртусенчен те вӑл яланах наградӑсемпе таврӑнать. «Спорт мана вӑй-хӑват парса тӑрать, кулленхи пурнӑҫра пулӑшса пырать», — тет пултаруллӑ вӗренекен. Шкулти физкультурӑпа спорт команди йышӗнче тӑнӑ май, Элина пур ӑмӑртӑва та хастар хутшӑнма тӑрӑшать. Унӑн шывра ишессипе 2-мӗш спорт разрячӗ, ГТО нормативӗсене пурнӑҫлас енӗпе  «ылтӑн» кӑтарту. 2020 ҫулта хӗр ача «Я выбираю спортивный туризм. Туризм в сельские школы» проекта хутшӑнса  мастер-класс илнӗ. Ҫар спорчӗн енӗсемпе те Э.Тумаланова ҫитӗнӳсем тӑвать. Ҫамрӑк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вӑййисенче те пысӑк пултарулӑхпа палӑрса тӑрать. «Плавание», «Ориентирование», «Туристическая полоса препятствий» дисциплинӑсемпе ҫарпа спорт ӑмӑртӑвӗсенче команда чысне хӳтӗлет.

Кадет класӗнче вӗреннӗ май, хӗрача ҫарпа патриотизм юхӑмӗнче палӑрса тӑрать. Хӑйне ҫӗршывӑн чӑн-чӑн гражданинӗ, хӳтӗлевҫи вырӑнӗнче курать. Республикӑри кадетсем хушшинче йӗркелекен пур мероприятире те ырӑ енсемпе ҫеҫ кӑтартать.

Вӗренӳре, обществӑлла ӗҫсенче хастар пулса ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Элина Тумаланова кӑҫал Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн стипендине тивӗҫнӗ. Ҫакӑ пултаруллӑ хӗре малашне татах та хавхалантарса пырасса, шкулти, округри мероприятисене хутшӑнма вӑй-хал парса тӑрасса шанас килет.

Шкул вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн кирек мӗнле профессие суйласа илсен те, палӑртнӑ тӗллевсене вӑхӑтра та пахалӑхлӑ тума мӗн ачаран хӑнӑхнӑскер, пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗпе ҫирӗппӗн пусса утӗ. Ҫакна тума вӑл хӑйне парта хушшинче ларнӑ чухнех тӗплӗн хатӗрлет.

Ю.Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *