Пятница, 26 апреля

Аталанса ÿсчĕр тесе тăрăшаççĕ

Аталанса ÿсчĕр тесе тăрăшаççĕ

Район центрĕнчи «Радуга» ача сачĕ чи çамрăккисенчен пĕри. Вăл 2013 çулта ĕçлеме пуçланă. Паянхи кун унта 190 ача 8 ушкăна çÿрет. Центртан çеç мар таврари ялсенче те ашшĕ-амăшĕ пепкисене илсе килет.
Ачасем тивĕçлĕ воспитани илччĕр, хăтлă та тирпейлĕ пÿлĕмсенче кун кунлаччĕр, тутă та сывлăхлă ÿсчĕр тесе 40 ытла ĕçчен тăрăшать. Вĕсенчен нумайăшĕ хăйсен ĕçĕнче чылайранпа. А.Н.Албутова заведующи, Г.Ф. Молокова аслă воспитатель акă, садике хута янă вăхăтрах кунта тăрăшнă. В.Н.Никифорова, О.П.Григорьева, А.П.Боровкова воспитательсем те хăйсен ĕç-хĕлне ача-пăчапа çыхăнтарнăранпа нумай вăхăт иртнĕ. А.А.Камальдинова, В.В.Чубукова, И.С.Акшева воспитателе пулăшакансем те хăйсен ĕçне юратса пурнăçлаççĕ, чылай çул ĕçлесе паха опыт пухнă. Коллективра çамрăксем те сахал мар. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пулăшса пырса вĕсем пархатарлă ĕç тăваççĕ. Садик ачасемшĕн пĕлÿ илмелли, тавракурăмне ÿстермелли, тĕрлĕ енлĕ аталанмалли вырăн çеç мар, иккĕмĕш кил тесен те юрать. Унта тирпей-илем, хăтлăх, ĕçлекенсен тараватлăхĕ те кирлĕ, апат пахалăхĕ те лайăх пулмалла. Н.З.Низамовăпа Р.Р.Юнусова поварсене, вĕсене пулăшакан М.И.Карсакова ячĕпе те ырă сăмах каларĕç. М.Э. Амерханова тирпейлÿçĕ тасалăхшăн тăрăшать. Садик — хăйнеевĕр хуçалăх. Унти йĕркелĕхшĕн Г.Ф.Гибатдинова завхоз тата А.А.Афки рабочи яваплă.
Ачасене музыка пĕлĕвĕ парас енĕпе Н.С. Шарипов тата Э.Г.Хайрулллова тимлеççĕ. В.Г.Макарова учитель-логопед шăпăрлансене яланах пулăшма хатĕр. Ачасене пĕчĕкренех спортпа туслашма А.А. Матроскина инструктор хавхалантарать. Садике çÿрекенсем мĕн пĕчĕк-рен юрра кĕвве юратса ÿсни, спортпа туслă пулни вĕсене малашнехи пурнăçĕнче питĕ кирлĕ пуласса шанса ĕçлеççĕ кунта.
Ача садĕнче пĕчĕккисене аталанма пĕтĕм услови пур. Кунта музыка, физкультура залĕсем, логопед кабинечĕ пысăк, хăтлă. Сенсорлă кабинета, интерактивлă класа ачасем юратса çÿреççĕ. Тăварпа сиплекен пÿлĕмре /соляная/ районта пĕртен-пĕр «Радугăра» анчах. Кунта ачасене аталантаракан тĕрлĕ кружоксем те ĕçлеççĕ.
Пĕр сăмахпа каласан, кунта ачасем валли ăслă-тăнлă, пултаруллă, анлă тавра-курăмлă ÿсме пур условисем те пур. Ахальтен мар ача сачĕ шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсем хушшинче иртекен районти конкурсра «Паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен ача сачĕ» номинацире çулсеренех çĕнтерÿçĕ пулать. Çакă вара кунта чăннипех те тăрăшуллă, пултаруллă ĕçченсем вăй хунине туллин çирĕплетет.

Ю.ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *